Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗпрелсем пур енчен те ăста

Тутарстан Республикинчи Çӗпрел районӗнчи Упири «Ăшă пӳрт» приютра «Тăван чӗлхе» вулав конкурсăн муниципаллă турӗ иртнӗ тесе пӗлтерет «Тăван ен» хаçат. Конкурса тӗрлӗ çулсенчи ачасем хутшăннă. Вӗсен хушшинче чи кӗçӗнни тăваттă çулта. Вӗренекенсем сăвăсене хăйсен тăван чӗлхипе вуланă. Тематики те расна пулнă: тăван çӗршывпа аннесене юратни, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пирки....

Тутарстан Республикинчи Çӗпрел районӗнчи Упири «Ăшă пӳрт» приютра «Тăван чӗлхе» вулав конкурсăн муниципаллă турӗ иртнӗ тесе пӗлтерет «Тăван ен» хаçат. Конкурса тӗрлӗ çулсенчи ачасем хутшăннă. Вӗсен хушшинче чи кӗçӗнни тăваттă çулта.

Вӗренекенсем сăвăсене хăйсен тăван чӗлхипе вуланă. Тематики те расна пулнă: тăван çӗршывпа аннесене юратни, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пирки. Вӗсен пултарулăхне жюри тивӗçлипе хакланă.

Ачасем сăвăсене ячӗшӗн кăна вуламанни те савăнтарать. Питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ вӗсем. Сăвва каланă вăхăтра презентаципе кăна мар, хăйсен халăх тумӗсемпе те тӗлентернӗ хăнасене. Конкурс вӗçӗнче пӗтӗм ачана участник дипломӗсемпе те чысланă. Пӗрремӗш вырăна Эмилия Тухватуллова, иккӗмӗшне Максим Васильев, виççӗмӗшне Виктория Зиновьева тивӗçнӗ. Çӗнтерекенсен районпа приютăн чысне вулав конкурсӗн республика шайӗнчи тапхăрӗнче хӳтӗлемелле пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев