Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çул кӗскелчӗ

Çӗпрел районӗпе Ульяновск облаçне çыхăнтаракан çул тата кӗскелни пирки пӗлтерет район администрацийӗн пресс-служби. Шатăршан ялӗ урлă иртсе Ульяновск облаçӗнчи Сурский районне каякан çӗнӗ автоçула январӗн 31-мӗшӗнче хаваслă лару-тăрура уçнă. Çӗнӗ транспорт артерийӗ икӗ регионшăн та питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен федераллă çулсен хушшине 60 ытла çухрăма кӗскетет. Çапла майпа çак...

Çӗпрел районӗпе Ульяновск облаçне çыхăнтаракан çул тата кӗскелни пирки пӗлтерет район администрацийӗн пресс-служби. Шатăршан ялӗ урлă иртсе Ульяновск облаçӗнчи Сурский районне каякан çӗнӗ автоçула январӗн 31-мӗшӗнче хаваслă лару-тăрура уçнă.

Çӗнӗ транспорт артерийӗ икӗ регионшăн та питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен федераллă çулсен хушшине 60 ытла çухрăма кӗскетет. Çапла майпа çак тăрăхри ялсемпе Хусан, Шупашкар хулисен хушшисем те чакаççӗ. Ял хуçалăх предприятийӗсемшӗн вара çул виçӗ хут кӗскелет.
Тутарстан енчен область чиккине çитичченхи çула 2015 çултах туса пӗтернӗ, пӗлтӗр Ульяновск енчен те 1,7 çухрăм çул сарассине вӗçленӗ.
Икӗ регион историне кӗрсе юлакан мероприятие Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Морозов, Ульяновск облаçӗн Правительствин Председателӗн çумӗ Андрей Тюрин, Çӗпрел район пуçлăхӗ Александр Шадриков хутшăнни автоçулăн пӗлтерӗшӗ пысăккине тепӗр хут çирӗплетет. Икӗ регион влаçӗ çӗнӗ çул çынсен пурнăç пахалăхне, ӗçлӗ хастарлăхне ӳстерсе малалла аталанма хавхалантарасса шанать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев