Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хамăр тăрăшсан

Чиркӳ тăвакан çын аллипе Турă хăй хуçаланать пулинех. Çакна пурнăçри тӗслӗхсем те кăтартса параççӗ. Нумай çынран çак сăваплă ӗçе пуçлама шухăш пуррине илтнӗ, анчах сахалăшӗ кăна ăна чăнах та пурнăçлать, чунра пуррине вӗçне çитерет. Ушкăнпа, ялӗпех, пӗччен те пуçăнаççӗ чиркӳ тăвас ӗçе, пулăшаканӗсене те Турă ярсах тăрать. Çак сăмахсене Çӗпрел...

Чиркӳ тăвакан çын аллипе Турă хăй хуçаланать пулинех. Çакна пурнăçри тӗслӗхсем те кăтартса параççӗ. Нумай çынран çак сăваплă ӗçе пуçлама шухăш пуррине илтнӗ, анчах сахалăшӗ кăна ăна чăнах та пурнăçлать, чунра пуррине вӗçне çитерет. Ушкăнпа, ялӗпех, пӗччен те пуçăнаççӗ чиркӳ тăвас ӗçе, пулăшаканӗсене те Турă ярсах тăрать. Çак сăмахсене Çӗпрел районӗнчи Турхан Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ Василий Крлыков та çирӗплетрӗ. Чиркӗвне вăл ӗлӗк Пасарлă Упи шутланнă ялăн садӗнче лартма йышăннă, кунта ӗлӗк прихут пулнă. Вырăнӗ чăнах та хитре, лăпкă. Эпир пынă чухне кунта купол пуçтарассипе ӗç пыратчӗ. Василий, паллах, хăй те кунтаччӗ, ун тимлӗхӗнчен пӗр ӗç те юлмасть ахăр. Хăй каланă тăрăх, вăл харпăр предприниматель, 1995 çулта суту-илӳрен пуçланă, апат-çимӗç лавккисем тытнă, 2000 çултанпа строительство енӗпе ӗçлет, нумай хутлă çуртсенче, тӗрлӗ объектсенче лифтсем вырнаçтарать, тиев турттарассипе те ӗçлет. Професси пирки калас пулсан, Василий экономист, Ульяновскри патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ.
Мӗнле çуралнă-ха чиркӳ тă­вас шухăш е мӗн хистенӗ çак çăмăл мар ӗçе пуçăнма? Василий сăмахӗсемпе, ăна тетӗшӗн тӗслӗхӗ хавхалантарнă. Халӗ вăл 78-та ӗнтӗ.
- Ман тете Ульяновск хулинче И.Я.Яковлев уçнă чи пӗрремӗш чăваш чиркӗвне юсаса çӗнетрӗ. Ку ӗçе эпӗ те кăштах хутшăннăччӗ. Пачăшкине те тете хăйех шыраса тупрӗ, Илья атте ун чухне Ленинградри, халӗ Санкт-Петербург тетпӗр, семинарире вӗренетчӗ. Унтан тете Ульяновск облаçӗнчи Мостовое ялӗнче тепӗр храма юсаса çӗнетрӗ, ăна 500-600 çул каяллах туса лартнă пулнă, питӗ ватă чиркӳ. Ăна кура пулӗ манăн та кăмăл çуралчӗ. Мӗн ачаран эпӗ тӗн йӗркипе пурăннă, ӗненекен çемье пирӗн, аттепе анне Турра ялан кӗлтăватчӗç, пире те вӗрентнӗ. Ман аттепе анне халӗ çук ӗнтӗ, вӗсене çак ялта пытарнă. Çавăнпа Çӗнӗ Упи ялӗнче чиркӳ лартас терӗм, - каласа парать Василий Крлыков.
Строительство ӗçӗсемпе çы­хăннă тăкаксене вăл пӗтӗмпех хăй çине илнӗ темелле, паллах, пулăшакансем те пур, ытларах ӗçлесе пулăшаççӗ. Филарет архимандрит нумай пулăшнине калать. Чиркӳ çуртне пӗтӗмпех туса пӗтернӗ темелле, чӳречисене, алăкӗсене лартнă, кӗçех куполне вырнаçтармалла. Çак ӗçсем паянхи куна 9 миллион тенке ларнă. Анчах ун пирки Василий пит калаçасшăнах пулмарӗ, уншăн пӗрремӗш вырăнта пуçланă ӗçсене вӗçлесси. Чи кирли - чиркӳ ӗçлеме пуçлатăр, унта çынсем çӳреччӗр.
- Иконостас проектне те турă­мăр ӗнтӗ, Минаев ӗçлет ку енӗпе. Иконостаса йăлт йывăç­ран эрешлесе касса тăваççӗ.Ун хыççăн тепӗр черетпе ăшă кӗртме тытăнатпăр, картишӗнче котельня, трапезнăй пулать, вӗсем валли котлован та чавнă ӗнтӗ. Вара чиркӗве штукатурка туса шалтан илемлетме пуçлатпăр. Кӗçех купол хӗресӗ те хатӗр пулать, унăн тăршшӗ 3,7 метрпа танлашать.
Чиркӳ тăвасси ахаль çурт туса лартасси мар, паллах, ку чухне этемӗн хăйне евӗр туйăмсем пулаççех. Пирӗн Василийрен те çакна ыйтса пӗлес килчӗ. Епле те пулин асамлăха е Турă хăватне туйма тивнӗ-и ăна?
- 2010 çулта пуçăнтăм ку ӗçе, темле хумхануллă, çав вăхăтрах пысăк хавхалану та пулнине астăватăп. Халӗ те пысăк кăмăлпа ӗçлеп.
- Апла Турă пулăшнине туятăр?
-Питӗ те, - терӗ вăл çӗкленӳллӗ кăмăлпа. - Ак тăррине витме чӗнеп, килеççӗ, иконостаса тума та хамăн тетех пулăшрӗ, пенсионер пулсан та пысăк кăмăлпа пуçăнчӗ ӗçе. Купола пуçтарма пӗрисем сăмах тытаймарӗç, унтан кун пирки çынсемпе калаçу пуçарсан Тăванел ачисем тупăнчӗç, ӗçлеме килӗшрӗç, - каласа парать вăл.
Василий Крлыков çемьеллӗ çын, мăшăрӗпе Галинăпа (Аслă Аксу хӗрӗ) икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ, Ульяновскра пурăнаççӗ. Кукамайпа кукаçи пулма та ӗлкӗрнӗ, икӗ мăнук çитӗнет вӗсен. Анчах Василие çулланнă çын тесе калаймастăн, çулӗсемпе вăл çамрăк курăнать, вăй-хал пурри те сисӗнет. Ырă ӗçпе пурăнакан этеме Турри упрать пулинех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев