Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Хулаçырмисен ял канашçи пур

Чăваш çынни ӗлӗкрен хуть мӗнле ӗç тăвас пулсан та малтан шурсухалсемпе канашланă. Пурнăç курнă, опытлă этем ыррине кăна сунать. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Николай Никитин патне те акă хуçалăх ӗçӗсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма килсех çуреççӗ. Хăй те тахçанах тивӗçлӗ канăва тухнă пулин те канăçсăрланса çӳреме пăрахмасть. Пӗр вăхăт ял...

Чăваш çынни ӗлӗкрен хуть мӗнле ӗç тăвас пулсан та малтан шурсухалсемпе канашланă. Пурнăç курнă, опытлă этем ыррине кăна сунать. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Николай Никитин патне те акă хуçалăх ӗçӗсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма килсех çуреççӗ. Хăй те тахçанах тивӗçлӗ канăва тухнă пулин те канăçсăрланса çӳреме пăрахмасть. Пӗр вăхăт ял хуçалăхӗн председателӗ пулнăскер паян та ял пурнăçне пултарнă таран хутшăнма тăрăшать, мӗнле калас, чунӗ чăтмасть ялти ӗçсен хӗрринче тăма. Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Николай Иванович 70 çул тултарнă. Çак кун ăна йышлă ачисемпе мăнукӗсемсӗр пуçне ял-йыш та саламланă. Кӳршисем те айккинче юлман - ача садӗнче ӗçлекенсем ушкăнпах аслă тусне саламлама тухнă. «Эпир çав тери туслă пурăнатпăр, мӗн кирлӗ пулсан та малтан Николай Иванович патне каçатпăр, ак, хăш чух пăта та кирлӗ пулать, ялта вӗт тӳрех лавккана чупмастăн - кӳрше каçатăн. Николай Ивановичшăн хăйшӗн те пирӗн алăксем ялан уçă», - каласа парать ун пирки ача сачӗн заведующийӗ Елена Мутина.
Николай Никитин хăй каланă тăрăх, ял хуçалăхӗнче 47 çул ӗçленӗ, вӗсенчен 4 çулне бригадирта, 12 çул - тӗп инженерта, 5 çула яхăн колхоз председателӗнче вăй хунă.
- 1998-2003 çулсенче председательте ӗçлеме тиврӗ. Çӗр­шывшăн питӗ йывăр вă­хăт­семччӗ ун чухне. Колхозсене пӗтерме пуçларӗç. Кунта ял халăхӗпе пӗрле тăрăшнипе колхоза тустарма памарăмăр. Вăл вăхăтра хуçалăхра 34 тракторччӗ, 17 комбайн, 25 тиев машиниччӗ, чӗкӗнтӗр кăлармалли комбайнсем 4-ччӗ. Чи йывăрри укçа-тенкӗпеччӗ. Вăл нихçан та çитмест пуль те, ун чухне тата йывăртарахчӗ. Хаксем те хăвăрт ӳссе кайрӗç, пӗр литр сӗт 24, солярка вара 4 пус пулнă пулсан, бензин 6 пусран туххăмрах 8, солярка 6 пус пулса тăчӗ. Колхозăн парăмӗсем те нумайччӗ, эп ӗçлеме пуçланă çул энергосете 1,5 миллион тенкӗ памаллаччӗ, çавăн чухлех ӗç укçипе парăмраччӗ. Тăватă çул хушшинче йăлт тӳлесе татрăм. Халăх нумай тăрăшнипе пулчӗ ку, сӗт сăвассипе 3-4-мӗш вырăна хăпартăмăр. Шел, ӗнесенче туберкулез тупни ура хучӗ, чи нумай сӗт паракан ӗнесене - 70-яхăн - пӗтерме тиврӗ.
Ытти енӗпе те чи пӗрремӗш вырăнсене мар пулин те малтисен ретне лекнӗ, - каласа парать Николай Иванович иртнине аса илсе. Ял хуçалăх ӗçне вăл çамрăкла кӳлӗннӗ. Саккăрмӗш класс хыççăн 1961 çулта Теччӗ районӗнчи Мăнастирскийӗнче СПТУ-6ра тракторист-машиниста вӗренме кӗнӗ те диплом илсенех ялта трактористра ӗçлеме пуçланă, 1965 çулта çара кайнă, виçӗ çултан таврăнсан колхоз председателӗ Терентьев ăна бригадира лартать. Анчах Николай Иванович хăйне çак ӗçрен хăтарса шофера лартма ыйтать. Çамрăк çыннăн тӗнче курас, унта-кунта çӳрес килнӗ.
- Атя, мана пӗр çӗтӗк машина парăр та, ӗçлӗп, - терӗм.
- Çук, - терӗ вăл мана хи­рӗçлесе. - Лайăххинех паратăп, ӗçле, авторитетна ан çухат, - терӗ.
Çавах тӗнче касса пит çӳреймест вăл, пултаруллă çамрăка яваплăрах ӗç парас шутпа ăна 1978 çулта Хусана виç уйăха вӗренме яраççӗ, таврăнсан комплекслă бригадир туса хураççӗ. Каярахпа Теччӗре агронома та вӗренсе тухать.
Çитӗнӗвӗсем сахал мар, хуçа­лăха парăмран туртса кăларнисӗр пуçне колхозри техника паркне çӗнетме тăрăшнă, сăмахран, çӗнӗ К-700, «Дон» комбайн, икӗ трактор туяннă. Паян «Ак Барс» агрохолдингăн Хулаçырминчи филиалӗн директорӗн тивӗçӗсене Рафаэл Алимов пурнăçласа пырать. Николай Иванович хак панă тăрăх, лайăх ертӳçӗ вăл, фермăсенче мăйракаллă шултра выльăх шучӗ 500 пуçа çитнӗ, лашасем те пур, ӗлӗкхи пек сыснапа сурăх фермисем кăна çук. 50 яхăн çын ӗçлет ял хуçалăхӗнче. Никитин шучӗпе, паянхи пурнăç ӗлӗкхипе танлаштарсан çăмăлланса пырать. Ӗлӗк 17 комбайн валли 17 механизатор кирлӗ пулнă-тăк, халӗ килнӗ, пуçтарнă, кайнă, ял халăхӗ сиссе те юлаймасть. Запас пайӗ­сем те шыраса хăшкăлмалла мар, техникăпа явапа агрохолдинг хăй çине илнӗ.
- Рафаэл Фейзулловичпа калаçман кун сахал пулать. Хам ӗмӗре çакăнта ирттернипе кăшт пӗлес килет, акаççӗ-и, тухăç пуçтараççӗ-и - йăлт интересленетӗп. Ак нумай пулмасть кăна Çырчаллинчи санаторире арăмпа Клавдипе канса килтӗмӗр. Чăтаймастăп, унтан та шăнкăравлатăп. Кăна мӗн кирлӗ-ши ӗнтӗ тесе те калаççӗ пуль те-ха, анчах мӗн тăвас тен, интересленетӗп, - тет кулса Николай Иванович.
Канăçсăр çын хăй валли хăçан та ӗç тупать, Николай Иванович савăнсах темелле ялти ветерансен канашне çӳрет. - Ой-й, ӗç нумай пирӗн, тем те тутараççӗ. Канаш председателӗ Георгий Яруков ахаль лартмасть. Кам 65, кам 70, 75, 85 çул тултарать, пурне те саламламалла. Ял кассисене хамăр хушăра уйăрнă эпир. Çӳлти урамсенче эпӗ тата Зина Гордеева, Чăвашкассинче Владимир Ильин. Нумай пулмасть ваттисен кунне те пит лайăх уявласа ирттерсе ятăмăр - концертпа, саламсемпе. Шкул ачисемпе вӗрентекенсене, клуб ӗçченӗсене пысăк тав. Район пуçлăхӗнчен Хисеп хучӗ илме те пит кăмăллă пулчӗ, - каласа парать хисеплӗ ӗç ветеранӗ.
Çемье пирки калас пулсан, Николай Ивановича пуян атте темелле. Мăшăрӗпе вӗсем 5 ывăл çуратса ӳстернӗ. Шел, пӗр ывăлӗ вăхăтсăр çӗре кӗнӗ. Çак суран Николай Иванович чӗринче халӗ те тӳрленмен. Ытти тăватă ывăлӗ çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă, ашшӗпе амăшне вӗсем 9 мăнук парнеленӗ. Турри пӳрсен Никитинсем мăн асаттепе мăн асанне ятне те илтӗç-ха, аслă мăнукӗ 24-ра ӗнтӗ. Юратса калаçать мăнукӗсем çинчен аслашшӗ, уйрăмах кӗçӗннисем çинчен, вӗ­сем çумра пурăнни те çывăх тăвать, паллах.
- Мăнуксем çине пăхса са­вă­натăп паян. Хамăн ачасене пăхса ларма вăхăт та пулман, тӗрӗссипе. Килтен кăвак çутăллах тухса кайнă та каç пулсан тин таврăннă, çӗрлеччен ӗçленисем те пулнă. Ачасем ытларах амăшӗн воспитанийӗпе ӳснӗ, килти ӗç те Клавди çинче пулнă ӗнтӗ, çăмăл килмен ăна. Эп ачасем йăнăшсем тунă пулсан, çавна тӳрлетекенни кăна пулнă. Мӗн кӗтмелли пур икӗ килпе пурăнакан «квартирантран»? Пӗри вăл - çемье, тепри - колхоз пулнă, - терӗ уççăн Николай Иванович. Ачасене сахалрах тимлӗх уйăртăм тесе кăлăхах хурланать вăл. Мӗншӗн тесен вăл чи малтан ывăлӗсемшӗн ӗçлӗ арçын тӗслӗхӗ пулнă. Мӗн усси, сăмахран, кунӗпе килте ӗçсе-супса выртакан арçынран? Мӗн лайăххине вӗренччӗр унран ачисем? Николай Иванович вара ӗмӗр тăршшӗпе тăван ялшăн тăрăшса хăйне çирӗп хуçа пек кăтартнă, хăй, мӗн тесен те, ырă тӗслӗх пулнах. Пӗчӗк чух ачисемпе йăпанма, вӗсене куç тулли сăнама вăхăт пулманнишӗн чӗри куляннине вăл хăй те ăнланса пӗтереймест пуль, хăйне кăлăхах айăплать. Чăваш çынни ку енӗпе кăшт типӗрех пулни те мешетлет, ватăласпа кăна уçăлма пуçлать чăваш арçынни. Акă мӗншӗн паян Николай Иванович мăнукӗсемшӗн çунса тăрать, кӳршӗри ача садӗнчи шăпăрлансем те уншăн ют мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев