Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Икӗ ӗнене те, вуннăшне те пăхатăн

«Ялта çерçи выçă вилмест», - тенӗ ытарлăн халăх ӗлӗкрен ял çынни пирки. Юлашки вăхăтра ялта ӗç çук теме хăнăхнă-ха эпир. Тӗрӗссипе, ӗçӗ çителӗклех, ӳркенмелле кăна мар, хăвăн ӗçне пуçарсан тупăшӗ те пур. Калăпăр, выльăх ӗрчетсен. Ялсенчи харпăр хуçалăхсене аталантарма патшалăх субсидисем парса тӗрев пани калама çук пысăк пулăшу. Шел те,...

«Ялта çерçи выçă вилмест», - тенӗ ытарлăн халăх ӗлӗкрен ял çынни пирки. Юлашки вăхăтра ялта ӗç çук теме хăнăхнă-ха эпир. Тӗрӗссипе, ӗçӗ çителӗклех, ӳркенмелле кăна мар, хăвăн ӗçне пуçарсан тупăшӗ те пур. Калăпăр, выльăх ӗрчетсен.

Ялсенчи харпăр хуçалăхсене аталантарма патшалăх субсидисем парса тӗрев пани калама çук пысăк пулăшу. Шел те, унпа усă курас текенсем кăна хальлӗхе сахалрах. Ку ӗнтӗ ӗçлеме ӳркеннипе мар, явап­лăх илме шикленнипе çыхăннă. «Пӗр ӗне патне тухатăн-и, вуннăшӗ патне-и - уйрăмлăхӗ пысăк мар», - теççӗ Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Унисковсем халӗ. Тӗрӗссипе, вӗсем ӗмӗрӗпех çак ӗçпе аппаланаççӗ-ха. «Пӗр 25 çул та пулӗ эпир виçӗ ӗнерен кая тытса курман», - каласа парать хуçалăх ертӳçин амăшӗ Зинаида Александровна. Районти ял хуçалăх управленийӗ ӗçе çăмăллатма сӗт сумалли аппарата тӳлевсӗрех икӗ хутчен панă иккен. Харпăр ӗçе вара Александр нумай пулмасть пу­çăннă.
- Эпир иккӗмӗш çул кăна кун чухлӗ выльăх тытатпăр-ха, мини-фермăна та пӗлтӗр кăна туса лартрăмăр, - терӗ Саша. Патшалăх паракан пулăшупа (200 тенкӗ субсидипе) усă курнă иккен вăл. Ӗç кайнă, паянхи кун вӗсен хуçалăхӗнче 20 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх, вӗсенчен 10-шӗ сăвăнакан ӗнесем. «Кунне 30-шар литр параканнисем те пур», - терӗç Унисковсем хуçалăхпа паллаштарнă май. Ятарласа ăратлă ӗнесем хальлӗхе туянман-ха вӗсем, хăйсем калашле, килти ӗнисен пăрăвӗсем кăна. Апла пулин те сӗт сахал сумаççӗ. Сӗте ăçта хурас-ши тесе те аптрамалла мар, районтан куллен килсе илсе каяççӗ. Хакӗ те çуллахинчен ӳснӗ, литрне 20 тенкӗпе пуçтараççӗ. Укçине вара кашни икӗ эрнерен килех кӳрсе параççӗ.
Выльăх ӗрчетни Унисковсен çемье ӗçӗ тесен те юрать. Александра мăшăрӗ Галина, ашшӗпе амăшӗ, ӗмӗрӗсене вырăнти ху­çалăхра ӗçлесе ирттернӗ Федор Степановичпа Зинаида Александровна пулăшаççӗ. Ачисем те ӗне хăвалакан пулнă ӗнтӗ.
Шут-хисеп ӗçне илсе пыма та ютран пулăшу ыйтмалла мар. Зинаида Александровна ӗмӗрӗпе вырăнти М.Горький колхозра выльăх-чӗрлӗх пайӗн бухгалтерӗ пулнă. Александр хăй те профессипе бухгалтер.
Унисковсен ӗçӗ япăх пыманни фермăри ӗнесене пăхсанах курăнать. Хӗл каçмалăх выльăх апачӗ çителӗклӗ. Чăн та, ку енӗпе йывăрлăхсемсӗр мар-ха, чи пысăк проблема - çӗр çукки. Çавăнпа выльăх апатне хальлӗхе ытларах укçалла туянма тивет.
- Çӗр сахал пирӗн, аттепе анне пайӗ кăна, те çул çитменнипе-и мана çӗр лекмен. 10 гектара акса илетпӗр-ха, ку сахал. Малашне çӗр илесшӗн, - терӗ Александр кун пирки.
Сăмах май, вак техники хăйсенех пур. Кашни вак-тӗвекшӗн çын патне чупмалла мар. Çулла выльăх апатне вара Александр хăйӗн тата мăшăрӗн пӗртăванӗсемпе пӗрле хатӗрлет иккен. Мӗн каласан та, тăван тăварпа пиçет çав. Пулăшу кирлӗ-тӗк, тӗрев парать. Шăп çавăнпах ӗнтӗ Унисковсем харпăр хуçалăх шайӗпе кăна лăпланасшăн мар, çитес çул патшалăх программине хутшăнса фермер хуçалăхне йӗркелесе çӗр илесшӗн, выльăх шутне ӳстересшӗн.
Кăçал вара ял хутлăхӗсен хушшинче иртекен «Чи лайăх харпăр хуçалăх» республика конкурсне хутшăннă. Декабрӗн 20-мӗшӗнче Пăвара иртекен зона тапхăрне каясси пирки пӗлтерчӗç вӗсем. Мӗнех, мал ӗмӗтлӗ Унисковсене конкурс­ра çӗнтерме тата çитес çулхи ӗмӗчӗсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев