Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Лайăх çынна ял тарават

Упи ял тăрăхӗ паллă çынсемпе пуян. Хăйсен вăрçăпа ӗç паттăрӗсемпе чăнтан мухтанма пултараççӗ кунта пурăнакансем. Çӗршывăн историйӗнче кăна мар, паянхи кун-çулӗнче те çитӗнӳсем тăвакансем пушшех савăнтараççӗ ентешӗсене. Вӗсенчен пӗри - çак кунсенче хăйӗн юбилейне паллă тунă Раççей культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Валентина Тарават. Августăн 20-мӗшӗнче тин çеç юсаса çӗнетнӗ Культура...

Упи ял тăрăхӗ паллă çынсемпе пуян. Хăйсен вăрçăпа ӗç паттăрӗсемпе чăнтан мухтанма пултараççӗ кунта пурăнакансем. Çӗршывăн историйӗнче кăна мар, паянхи кун-çулӗнче те çитӗнӳсем тăвакансем пушшех савăнтараççӗ ентешӗсене. Вӗсенчен пӗри - çак кунсенче хăйӗн юбилейне паллă тунă Раççей культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Валентина Тарават. Августăн 20-мӗшӗнче тин çеç юсаса çӗнетнӗ Культура çурчӗн пысăк залӗ те çынсене лартма вырăн çитереймерӗ. Нумай çын курасшăн хăйӗн тăрăшулăхӗпе тата таланчӗпе чапа тухнă Кӗçӗн Упи хӗрне Валентина Музыкантовăна (ялӗнче ăна çак хушаматпа паллаççӗ).

Юбиляра саламлама Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Хусантан, Çӗпрелӗнчен сумлă делегацисем килсе çитрӗç. Шупашкарсем сцена çине пӗрле хăпарчӗç. Поэтесса, тата юрăç Светлана Асамат, телеертӳçӗ тата çыравçă Марина Карягина, ЧР професиллӗ писательсен Союзӗн председателӗ, журналист Геннадий Максимов юбиляр ячӗпе чылай ырă та ăшă сăмах каларӗç. Светлана Асамат баянпа юрă та юрласа пачӗ. Геннадий Максимов ЧР Культура министерствин, Писательсен союзӗн Хисеп хучӗсене те вуласа пачӗ. Марина Карягина юбиляра хăйӗн çӗнӗ кӗнекине парнелерӗ.

Саламсем хушшинче сцена çинчен РФ культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ташă ансамблӗ ташăсем кăтартса куракансене тӗлӗнтерчӗ. Ирина Музыкантова юрăç Валентина Тарават сăввисемпе çырнă юрăсене юрларӗ. Куракансене кăна мар, сценăн малти кӗтесӗнче çемçе пукан çинче ларакан хăйсен тăванне те савăнтарчӗç вӗсем. ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева та Валентина Тараватăн тăванӗ иккен. Вăл та, Культура çурчӗн ӗçченӗсем те, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи «Шанăç» ансамбль те кăмăла çӗклекен савăнăçлă юрăсем юрларӗç.

Ульяновск облаçӗн делегацийӗ пуринчен те йышлăраххиччӗ: Кӗпӗрнаттăр канашçи Владимир Сваев, Чăнлă районӗн администрацийӗнче социаллă аталану пайӗн пуçлăхӗ Анатолий Узиков, Чӗмпӗрти нацисен культурисене аталантаракан центр пуçлăхӗн çумӗ Светлана Ковшенина, «Канаш» хаçатăн редакторӗ Николай Ларионов, И.Я.Яковлев ячӗллӗ чăваш обществин председателӗ Алексей Мордовкин, Упи ялӗнче чиркӳ тума пулăшакан строитель Василий Кырлыков тата ыттисем. Вӗсем сцена çине тухсан Валентина Николаевна ӗлӗкши каç ун патне Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Сергей Морозов шăнкăравласа саламлани çинчен каласа пачӗ. Пуçлăхăн парнине - аллинчи ылтăн сехетне кăтартрӗ.

Питӗ хисеплеççӗ Валентина Таравата, Ульяновск облаçӗнче кăна мар, Чăваш Республикинче те, Тутарстанра та. Вăл çак хисепе нумай çулхи ӗçӗпе çӗнсе илчӗ. Тăван ялӗ вара ăна Культура çуртӗнче ура çине тăрса алă çупса кӗтсе илчӗ. Тупă пеменни кăна. Мӗнле юратаççӗ иккен ăна! Пӗр-пӗр халăх поэтне те ялӗнче кун пек хисеп çук пулӗ. Пытармăпăр, çыравçăсен тӗлпулăвӗсем хальхи вăхăтра хӗсӗк библиотекăсенче тата çурма пушă залсенче иртеççӗ. Шăматкунхи шăрăхра вара Упи клубне тулли зал çын пухăннă, паллă çыравçăн сиплӗ сăмахне чӗререн кӗтеççӗ тейӗн. Сăмахӗ вара юрăсенче те, сăвăсенче те çак кун нумай янăрарӗ. Виçӗ сехет хушшинче туллин тивӗçтерчӗ вăл куракана.

Халӗ суйлав агитацийӗн тапхăрӗ пырать. Пӗр-пӗр çӳлтен ярса панă кандидатпа тӗл пулма хушнă пулсан, ял канашӗ çын чӗнсе-пуçтарса ывăнатчӗ пулӗ, кунта вара тăрса итлекенсем те пурччӗ. Акă мӗнле çынсене суйламалла депутата! Е Федераци Пухăвне ямалла. Халăх кăмăллакансене, халăха илтекенсене, халăхпа пӗрле утакансене. Ун пек çынсенчен усси те ытларах пулӗ. Ку чухне Анна Ахматовăн «Я всегда была с моим народом...» йӗркисем те аса килеççӗ.

Тарават ӗçе мӗнле йӗркеленине пăхса хаклас пулсан ăна стратег теме пулать. Уяв программинче те йăлтах хăйӗн вырăнӗнче, нимӗн те ытлашши çук. Вăл результат мӗнле пулассине малтанах пӗлсе ăнăçăва программăланăн туйăнать. Çакна «Кӗмӗл сасăра» унăн юррине юрласа çӗнтернӗ Анна Чаукова та, вăл ертсе пыракан «Шанăç» ансамбле çӳрекенсем те сисеççӗ пулмалла. Хавхалантарма пӗлет Валентина Николаевна.

Хăйӗн ӗçлӗ пурнăçне медицинăра çынсен çан-çурăмӗсене сиплессинчен пуçланă хӗрарăм каярах литература ӗçне пуçăнса этемӗн чунне сăмахпа сиплеме тытăнать. Пурнăçри тӗслӗхсене калавсене кӗртсе автор вулакана йăнăш тăвасран асăрхаттарать. Кам-тăр çак хайлавсенче хăйне палласа илет, кам-тăр кӳршине. Чăнлă районӗн хисеплӗ çынни çырнă чухне сăнарсене хӗрхенсе чăнлăхран пăрăнмасть. Хăш чухне унăн калемӗ пăшатана та çаврăнать.

Кун пек тӗлпулусенче яланхи пек, парнесем, чечек çыххисем, саламлакансем каларӗшле «алă пуснă, пичет çапнă» хисеп хучӗсем нумай пулчӗç. Çывăх тăванӗсем те, Упи ял хутлăхӗн администрацийӗ те, вырăнти учрежденисем те юбиляра кăмăлтан саламларӗç. Поэтесса çынсене кӗнекесем урлă паракан чун ăшши каялла çавнашкалах ăшă пархатарпа таврăнать.

Ял тăрăхӗ çӗнелсе пыни Валентина Николаевнăна та савăнтарать пулмалла. Акă клуб çумне истребитель-самолет илсе килсе лартнă, унпа юнашар кӗпçине Кивӗ Çӗпрел енне çавăрнă симӗс тупă ларать. Часах Дементьев музейӗ уçăлӗ. Чиркӳ те майӗпен тăрăланма хатӗрленет. Тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççӗ уписем, йывăрлăхсене парăнмаççӗ, хăнасене тарават. Апла пулсан çыравçăн тепӗр юбилейӗ çитсен те ăна кунтах ирттермелле-тӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев