Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Матак музейӗ – республикăра пӗрремӗш!

Çар комиссариачӗсем йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалласа ТР Наци музейӗ «ЮНАРМИЯ» обществăлла юхăмпа пӗрле республикăри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи музейсен хушшинче «Çамрăк армеецсем - çар мухтавӗн управçисем» конкурс ирттерчӗ. Ăна майăн 6-мӗшӗнче Хусанта, ТР Наци музейӗнче пӗтӗмлетрӗç. Конкурса 36 районтан пурӗ 259 ӗç тăратнă. Савăнса пӗлтеретпӗр, хисеплӗ I вырăна чăвашсем, Çӗпрел районӗнчи...

Çар комиссариачӗсем йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалласа ТР Наци музейӗ «ЮНАРМИЯ» обществăлла юхăмпа пӗрле республикăри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи музейсен хушшинче «Çамрăк армеецсем - çар мухтавӗн управçисем» конкурс ирттерчӗ. Ăна майăн 6-мӗшӗнче Хусанта, ТР Наци музейӗнче пӗтӗмлетрӗç. Конкурса 36 районтан пурӗ 259 ӗç тăратнă.

Савăнса пӗлтеретпӗр, хисеплӗ I вырăна чăвашсем, Çӗпрел районӗнчи Совет Союзӗн Геройӗ С.Уганин ячӗллӗ Матак шкулӗнчи çарпа ӗç музейӗ (ертӳçи С.Г. Казакова) çӗнсе илчӗ. Çак шкулăн музейӗ чăнах та питӗ пуян, кунти экспонатсенче шкулăн кăна мар, ялăн историйӗ упранать. Ялăн, ял-йышăн историйӗн управçисем, паллах, музей ертӳçи С.Г. Казакова,учительсемпе ачасем. Вӗсем историе нумай çул пӗрчӗн-пӗрчӗн пухаççӗ. Шăпах вӗсем тăрăшнипе кунта никам та, нимӗн те манăçмасть. Ку конкурсра çаплах шкул ачисем те палăрчӗç, Матак шкулӗнче вӗренекен Ева Ермолаевăна та акă «За юнармейскую доблесть» III степеньлӗ медальпе наградăларӗç, саламлатпăр! Малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев