Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Мӗн вăл – шурă шăна?

(Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çӗнӗ çул тӗнчере чи ырă, кӗтнӗ уяв. Ватти те, вӗтти те тӳсӗмсӗррӗн кӗтеççӗ ăна, ыррине шанаççӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи «Ăшă çурт» приютра воспитани илекен ачасем П.Дементьев музейӗнче «Çӗнӗ çул серпантинӗ» ăс-хакăлпа вăйă программине хутшăнчӗç. Çӗнӗ çул уявӗн историйӗпе, йăли-йӗркипе паллашнă май, уяв тӗрлӗ çӗршывра мӗнпе...

(Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çӗнӗ çул тӗнчере чи ырă, кӗтнӗ уяв. Ватти те, вӗтти те тӳсӗмсӗррӗн кӗтеççӗ ăна, ыррине шанаççӗ.

Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи «Ăшă çурт» приютра воспитани илекен ачасем П.Дементьев музейӗнче «Çӗнӗ çул серпантинӗ» ăс-хакăлпа вăйă программине хутшăнчӗç.

Çӗнӗ çул уявӗн историйӗпе, йăли-йӗркипе паллашнă май, уяв тӗрлӗ çӗршывра мӗнпе уйрăлса тăнине пӗлчӗç. Çӗнӗ çулăн тӗп персонажӗ те кашни çӗршывăн, кашни халăхăн хăйӗн иккен, калăпăр, япунсен вăл Одзи-саном, Америка çыннисен Санта-Клаус, финсен Йоулупукки, монголсен Увлином Унгун, французсен Пер Ноэл, итальянсен Баббо Натал, китайсен Плутусом, чăвашсен Хӗл Мучи, удмуртсен Тол Бабай, тутарсен Кыш-Бабай, осетинсен Артхурон, мордвасен Нишке, карельсен Папакайн...

Викторина ыйтăвӗсен тупсăмӗсене те хавхаланса шырарӗç ачасем. Халăхра «шурă шăна» мӗне пӗлтерни уйрăмах кăсăклă пулчӗ. Хуравӗ ансат иккен - юр пӗрчи. Çаплах кӗвӗ тăрăх мӗнле юрă пулнине пӗлме тăрăшрӗç, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене шырарӗç, пуçватмăшсене шӗкӗлчерӗç вӗсем.

«Юр кӗлеткине ӳкер» вăйă та килӗшрӗ. Алсиш тăхăнса шурă хут çине маркерпа ӳкермеллеччӗ ачасен. Ӳкерчӗк пайӗсенчен 2018 çулăн символне пуçтарчӗç.

«Çӗнӗ çул юмахӗ» куравра совет саманинчи кӗленчерен хатӗрленӗ чăрăш капăрлăхӗпе, саламлă открыткăсемпе паллашрӗç.

Мероприяти «Чӗрӗппе упа çури Çӗнӗ çула епле кӗтсе илнӗ» мультфильм курнипе вӗçленчӗ. Çапла çав кун ачасем музейран çулталăклăх савăк кăмăл-туйăмпа таврăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев