Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ӗнер районсене шыв илме тытăннă

Кун пек ӳкерчӗке паянхи кун нумай çӗрте асăрхама пулать. Ӗнер, апрелӗн 10-мӗшӗнче çанталăх ытла хăвăрт ăшăтса янине пула юр васкаса ирӗлме пуçланă. Шăннă çӗр çавăн чухлӗ шыва çăтса ӗлкӗреймест, çавăнпа та лапсемпе варсем йăлтах çурхи шывпа тулнă. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вăл хăйӗн валли çул тупать. Çапла Çӗпрел, Пăва, Елчӗк, Кайпăç, Апас...

Кун пек ӳкерчӗке паянхи кун нумай çӗрте асăрхама пулать. Ӗнер, апрелӗн 10-мӗшӗнче çанталăх ытла хăвăрт ăшăтса янине пула юр васкаса ирӗлме пуçланă. Шăннă çӗр çавăн чухлӗ шыва çăтса ӗлкӗреймест, çавăнпа та лапсемпе варсем йăлтах çурхи шывпа тулнă. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вăл хăйӗн валли çул тупать. Çапла Çӗпрел, Пăва, Елчӗк, Кайпăç, Апас районӗсенчи çырмасене ӗнер те, паян та паллама çук. Пуринчен те ытларах Сӗвене юхса кӗрекен Кӗтне, Пăла, Хырла, Чăнлă алхасаççӗ. Вырăнӗ вырăнӗпе, уйрăмах кӗперсен тӗлӗнче шыв 3-4 метра çӗкленнӗ. Юханшвысем çырантан тухса сарăлнисене те пӗрре мар тӗлпулма пулать. Çапах та хальлӗхе çурхи шыв, урлă юхса чăрмавланисӗр пуçне, автоçулсене пысăк сиен кӳмен-ха тесе пӗлтереççӗ вырăнти влаçсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев