Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Пирӗннисен пурнăçӗ япăх мар

«Ветерансене патшалăх маннă, вӗсем ишӗлнӗ çуртсенче пурăнаççӗ, çиме çăкăрӗ çук...» - тесе çырнине интернетра час-часах курма пулать. Анчах та чăнлăхпа тӳр килет-ши ку? Мӗншӗн тесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тăлăх арăмсене патшалăх нихăçан та пăрахман. Вӗсене пенсисӗр пуçне тӗрлӗ çăмăллăхсем пăхăннă, çав шутра пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма субсиди те....

«Ветерансене патшалăх маннă, вӗсем ишӗлнӗ çуртсенче пурăнаççӗ, çиме çăкăрӗ çук...» - тесе çырнине интернетра час-часах курма пулать. Анчах та чăнлăхпа тӳр килет-ши ку? Мӗншӗн тесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тăлăх арăмсене патшалăх нихăçан та пăрахман. Вӗсене пенсисӗр пуçне тӗрлӗ çăмăллăхсем пăхăннă, çав шутра пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма субсиди те.

Енчен те паянхи кун ветеран япăх условисенче пурăнать-тӗк, кунта патшалăх мар, чи малтан ачи-пăчи, мăнукӗсем айăплă ман шутпа. Эппин, ветеран кун пек çынсемшӗн тупăш çăлкуçӗ кăна, пӗрре те тăван мар. Нумай чухне ветерана панă хваттерте ачисемпе мăнукӗсем хăйсем пурăнаççӗ, ватă аслашшӗ-кукашшӗне вара хăйсемпе пурăнтарасшăн мар. Шел те, кун пек тӗслӗхсем сахал мар халӗ.

Анчах та сăнанă тăрăх, пирӗн республикăри ветерансен пурнăçне япăх теме çук. Вӗсене республика пăрахмасть, майăн 9-мӗшӗ тӗлне кучченеçсӗр те хăвармасть. Тухтăрсен бригади вара киле килсех сывлăхне тӗрӗслесе тăрать. 19,5 пин ветеранăн пурăнмалли çурт-йӗрне лайăхлатма субсиди панă. Кун çинчен паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева пӗлтернӗ.

Чиновникăн сăмахӗсемпе, кăçал ку ӗç малалла тăсăлать, ветерансен пурнăç условийӗсене лайăхлатма тата 42,67 миллион тенкӗ укçа уйăрнă. Ку вăл тепӗр 31 ветеран валли субсиди.

2006 çултанпа Тутарстана çак тӗллевпе федераллă бюджетран пурӗ 20 миллиард тенкӗ укçа килнӗ. «Программа вӗçленмест-ха, малалла тăсăлать», - тенӗ чиновник кун пирки. Спикер сăмахӗсем тăрăх, 2014-2017 çулсенче вăрçă ветеранӗ, инваличӗ пурăнакан 1184 çурта та юсанă. Куратпăр ӗнтӗ, пирӗн ветерансен ӳпкелешмелли çук. Пурнăçӗ япăх мар вӗсен, ӗмӗрӗ кăна вăрăм пултăр. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗнче: Çӗпрел район центрӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе тăлăх арăмсем валли лартнă çуртсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев