Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Пулас ăрусем валли парне

Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче чăваш театрне юратакансен хушшинче чи палăрнă драматургсенчен пӗри, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Анатолий Сафронович Чебанов çак кунсенче 80 çул тултарнă пулӗччӗ, анчах шелсӗр чир ăна 2011 çулта пиртен уйăрса кайрӗ. А.С.Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула...

Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче чăваш театрне юратакансен хушшинче чи палăрнă драматургсенчен пӗри, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Анатолий Сафронович Чебанов çак кунсенче 80 çул тултарнă пулӗччӗ, анчах шелсӗр чир ăна 2011 çулта пиртен уйăрса кайрӗ.

А.С.Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен Пăвара ял хуçалăх механикне вӗреннӗ. Шкулта вӗреннӗ çулсенчех тăван литературăна кăмăллаканскерӗн пӗрремӗш сăввисем, калавӗсем çуралаççӗ. Анчах çамрăк çыравçа драма жанрӗ тыткăна илет. Пурнăçа çынсем пӗр-пӗринпе калаçни урлă сăнласа парассине тӗпе хурать. Автор поэзипе çывăх тăни пьесăри сăнарсене пуянлатать çех.
Темӗнле çӗкленӳллӗ тапхăрччӗ ун чух, çавăнпа та комсомол путевкипе çӗнӗ çӗрсем уçма кайни, Совет çарӗнче кăмăл-туйăма çирӗплетни, ӗçленӗ вăхăтрах аслă пӗлӳ илни, çамрăксем пурнăçа алла илни пулнă. Ялта çуралса ӳснӗ хăпартлану туйăмӗллӗ качча ăраскал ăçта кăна илсе çитерсен те çӗр çинче ӗçлесе пурăнакан ял çыннисем уншăн чи çывăх сăнарсем пулса тăраççӗ. Хăйӗн пултарулăхне А.С.Чебанов тӗрлӗ жанрта сăнаса пăхать. Анчах ансат та пӗр-икӗ пайлă пьесăсем урлă пурнăçа çутатасси уншăн чи çывăххиччӗ. Спектакль курма пыракансем залра хăйсене айккинчен куратчӗç, сцена вӗсене айăпӗсенчен, çит­менлӗхӗсенчен, çылăхӗсенчен тасатакан вырăна çаврăнатчӗ. Курганри ял хуçалăх институтӗнче илнӗ зоотехник профессийӗпе ӗмӗр тăршшӗпех тăрăшса ӗçленӗ хушăрах А.С.Чебановăн драматург пултарулăхӗ ӳссе пычӗ. Уйрăмах «Праски инке хӗр парать» ярăм ăнăçлă килсе тухрӗ. К.Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗн сцени çинче вăл хăйӗн актуаллăхне çухатмасăр 20 çул ытла пычӗ. Комедие критиксем те пӗр шухăшлă пулса ырларӗç: «Авторӗ ялта пурăнман пулсан, ку пьеса çуралас та çукчӗ», - тетчӗç. «Театр историйӗнче кун пекки урăх пулман», - тетчӗ В.Н.Яковлев режиссер.


А.С.Чебанов çырнă пьесăсене кӳршӗре пурăнакан мари, удмурт халăхӗсем хăйсен чӗлхине куçарса лартатчӗç. Спектакле çӗршыври ытти хуласенче те кă­тартнă. Çакă мар-и ӗнтӗ вăл халăхпа пӗр шухăшлă пурăнни, халăх-çыравçăн калас сăмахне илтнине пӗлтерекен барометр? Асра юлмалли статьясем те, очерксем те, юрра çавăрнă сăвăсем те, публицистикăлла хайлавсем те пайтах унăн. Уйрăмах иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче халăх сывлăш çавăрса илнӗ тапхăрта çырнисем, анчах нумай ӗмӗтне вăл пурнăçа кӗртеймерӗ.
Вулакансене çакна та каласа хăварам: А.С.Чебанов перестройка хыççăнхи улшăнусем литературăпа искусство çине киревсӗр витӗм кӳнипе хăйӗн ансат пьесисем урлă кӗрешрӗ.
Ман архивра А.С.Чебановăн çырă­вӗ­сем сыхланса юлнă. Вӗсенчен вăл епле тухăçлă ӗç­лени уççăн курăнать. «Юлашки вăхăтра Упи тăрăхӗнчи ятлă-сумлă çынсем çинчен кӗ­­некесем кăлартăм. Юркка Иванӗ çинчен пӗр пайлă ултă пьеса, К.Иванов çинчен тăхăр пьеса, çавсене уйрăм кӗнеке туса кăларас тетӗп», - тенӗччӗ вăл çырăвӗнче. Тата тепӗр çырăвӗнче: «Халăх улшăнчӗ, кăмăл-туйă­мӗ хытрӗ, чулланчӗ. Ӗлӗкхи ăшă юхăм çутçанталăкра çех мар, этем чун-чӗринче те сивӗнсе пыни мана хытă пăшăрхантарать», - тенӗ.
«Эпӗ укçашăн мар, чапшăн та мар, манăн ӗçсем паянхи тата çитес ăрусем валли паха парне пултăр тесе ӗçлетӗп», - тетчӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев