Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Сунă сӗт тупăш кӳтӗр

(Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раштав уявӗсем умӗн Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи нумай функциллӗ центрта предпринимательсемпе тата Çӗнӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Чукал ялӗсен активӗпе тӗл пулчӗ. Ертӳçӗ сăмахӗсем тăрăх, кун пек тӗлпулусем районти нумай ял хутлăхӗнче иртеççӗ халӗ. Çакă 2018 çула районта Кооператив çулталăкӗ тесе йышăннипе çыхăннă иккен....

(Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раштав уявӗсем умӗн Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи нумай функциллӗ центрта предпринимательсемпе тата Çӗнӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Чукал ялӗсен активӗпе тӗл пулчӗ. Ертӳçӗ сăмахӗсем тăрăх, кун пек тӗлпулусем районти нумай ял хутлăхӗнче иртеççӗ халӗ. Çакă 2018 çула районта Кооператив çулталăкӗ тесе йышăннипе çыхăннă иккен.

Çавăнпа та усламçăсен ӗçне çӗнӗлӗх кӗртсе вӗсен хушшинчи производство çыхăнăвӗсене пӗрлештерессипе мерăсем йышăнмалла. Кооператива харпăр усламçăсем кăна мар, хресченпе фермер хуçалăхӗсем те, харпăр хуçалăхсем те кӗме пултараççӗ. Ку хальхи вăхăт ыйтăвне тивӗçтерекен пулăм, мӗншӗн тесен ял халăхӗпе фермерсем хăйсен продукцине (сӗт, аш-какай) посредниксем урлă сутаççӗ. Çавăнпа та хака производитель мар, посредник палăртать. Кооператив туса хурсан вара вӗсем посредниксемсӗрех ӗçлеме пултараççӗ. Эппин, производителӗн ытларах продукци сутас интересӗ ӳсет. Район пуçлăхӗ сӗт тирпейлекенпе тӳрремӗнех ӗçлекен фермерсемпе предпринимательсене тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. Кооперативпа пӗрлешсе икӗ ялти пушă пахчасемпе çуртсене килӗшӳ туса услам ӗçне пуçармашкăн усă курма сӗнчӗ. Александр Валерьевич çаплах ял хуçалăх продукцине сутмашкăн кăçал район центрӗнче фермер лавккисем уçăлассине те аса илтерчӗ. Ку вăл район çыннисем валли хушма ӗç вырăнӗсем.

Çак тӗлпулу хыççăн Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихранов икӗ ялăн фермерӗсемпе тата предпринимателӗсемпе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерсе ялсенче мӗнле ӗç пуçарма май пуррине сӳтсе яврӗ.

Депутатсемпе, предпринимательсемпе иртнӗ ӗçлӗ тӗлпулăва район администрацийӗн ертӳçин çумӗ А.Сарафанов, Ӗçтăвком ертӳçин экономика енӗпе çумӗ Е.Тарнавский, районти предпринимательсене тӗрев паракан центрăн директорӗ Л.Залялов та хутшăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев