Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Тирпей те, сăвап та

Шăматкун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Вăрманай Шăхалӗнче пысăк уяв - 13 сехетре часавай уçăлать. Ӗлӗкхи чиркӳ пуссине тасатса çакăн пек пысăк та сăваплă ӗç тунă вӗсем. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Анатольевич Тарасов пӗлтернӗ тăрăх, ку ӗçе тăватă çул каяллах пуçăннă, ял хастарӗсем 20 пин тенкӗ укçа та панă пулнă,...

Шăматкун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Вăрманай Шăхалӗнче пысăк уяв - 13 сехетре часавай уçăлать. Ӗлӗкхи чиркӳ пуссине тасатса çакăн пек пысăк та сăваплă ӗç тунă вӗсем.

Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Анатольевич Тарасов пӗлтернӗ тăрăх, ку ӗçе тăватă çул каяллах пуçăннă, ял хастарӗсем 20 пин тенкӗ укçа та панă пулнă, анчах тӗрлӗ сăлтава пула ӗç малалла кайман. Халӗ вара республикăра çăлкуçсене тирпей-илем кӗртес программа пуçлансан, ăна вӗçне çитернех. Çапла Вăрманайшăхальсем тӳрех икӗ мулкача тытнă тейӗн, ӗлӗкхи çăла тасатнă, сăваплă вырăна каялла тавăрнă. Сăмах май, часавай Сергий Радонежский ятпа çӳрӗ. Сăваплă çăлкуç халăха ӗлӗкхи пекех усă кӳтӗр тесе купель те вырнаçтарнă.

Часавая уçма район администраци представителӗсем килӗç, районти пачăшкăсем кӗлӗ вуласа светить тăвӗç.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев