Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Халӗ кӳлӗ, кайран культура центрӗ

(Л. Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пулас часавай никӗсне янине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Ăна кунти Туслăх кӳллин хӗррине лартаççӗ. Сăмах май, çак вырăн малашне культура центрӗ пулса тăрӗ. Тутарстан, Хусан Митрополичӗ Феофан тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пилленипе Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храмăн...

(Л. Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пулас часавай никӗсне янине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Ăна кунти Туслăх кӳллин хӗррине лартаççӗ. Сăмах май, çак вырăн малашне культура центрӗ пулса тăрӗ.

Тутарстан, Хусан Митрополичӗ Феофан тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пилленипе Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храмăн пачăшки Николай атте, Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский храмăн пачăшки Павел атте тата Упири Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн храмӗн пачăшки Владимир атте малтан кӗлӗ ирттернӗ.

Мероприятие район администрацийӗн пуçлăхӗ А.Шадриков, унăн çумӗ А.Сарафанов, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ пайташӗ А.Саиткин тата ял халăхӗ хутшăннă.

Часавая ял халăхӗн тата ялти спонсорсен пулăшăвӗпе лартаççӗ. Çак ырă ӗçе пуçăннă ятпа ял халăхне тата меценатсене район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков тав тунă.

Меценатсем алă пуснă пил грамотиллӗ капсулăна часавай никӗсне савăнăçлă лару-тăрура хунă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев