Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

УÇĂ АЛĂК КУНӖ

Вӗрентекенсем ачасене пур енлӗн аталанма, вӗсен пултарулăхне ӳстерме тăрăшаççӗ

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче ку вӗренӳ çулӗнче  цифрăпа гуманитари профилӗсен «Точка роста» Вӗрентӳ центрӗ ӗçлеме пуçларӗ. Шкулти информатика, технологи, ОБЖ кабинечӗсене, коридорти шахмат кӗтесне юсаса çӗнетрӗç, кирлӗ япаласемпе пуянлатрӗç.
Информатика кабинетне çӗнӗ компьютерсемпе, 3D- принтерпа, квадрокоптерпа, VR куçлăхсемпе, технологи кабинетне конструкторсемпе, ал ӗç хатӗрӗсемпе, ОБЖ кабинетне пӗрремӗш пулăшу памалли тренажер-манекенсемпе, коридорти шахмат кӗтесӗнче выляма сӗтел-пукансемпе, шахматсемпе тивӗçтерчӗç. Чăваш Çӗпрел вӗрентекенӗсем уроксемпе класс тулашӗнчи ӗçсенче çак хатӗрсемпе усă курса ачасене пур енлӗн аталанма, вӗсен пултарулăхне ӳстерме тăрăшаççӗ.  
«Точка роста» Вӗрентӳ цент­рӗн программипе нарăс уйă­хӗн 2-мӗшӗнче Чăваш Çӗпрел шкулӗнче уçă алăк кунӗ иртрӗ. Çак центрпа паллашма пирӗн пата Çӗнӗ Йӗлмелпе Кивӗ Чукал вăтам шкулӗсенчи 5-7 классенче вӗренекенсем экскурсие килчӗç. Пирӗн шкулти вӗрентекенсем вӗсем валли ятарласа мастер-классем ирттерчӗç. Ачасем информатика кабинетӗнче квадрокоптер, 3D-принтер мӗнле ӗçленине курчӗç,  технологи кабинетӗнче конструктор пуçтарчӗç, ОБЖ кабинетӗнче пӗрремӗш пулăшу пама вӗренчӗç, шахмат кӗтесӗнче шахматла вылярӗç. Хăнасем Чăваш Çӗпрел шкулӗнчен тулли кăмăлпа кайрӗç.

Валентина ПЕТРОВА,
«Точка роста» Вӗрентӳ
центрӗн директорӗ.
Татьяна ГАВРИЛОВА,
методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи.
Чăваш Çӗпрел шкулӗ.
В.Петрова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев