Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Вӗренекенӗсем пуçарнипе

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра мартăн 5-мӗшӗнче район шайӗнчи спорт мероприятийӗ иртрӗ. Йӗлтӗрпе чупса ăмăртассине çак ялта пӗр вăхăт ял канашӗн пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ, çапах та хăй пурнăçне вӗрентӳпе çыхăнтарнă Н.П.Бултыкова халалланă. Николай Павлович 20 çул ытла шкул директорӗнче вăй хунă. Ырă кăмăллă çынна ял-йыш кăна мар, районӗпех астăваççӗ. Николай Павлович...

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра мартăн 5-мӗшӗнче район шайӗнчи спорт мероприятийӗ иртрӗ. Йӗлтӗрпе чупса ăмăртассине çак ялта пӗр вăхăт ял канашӗн пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ, çапах та хăй пурнăçне вӗрентӳпе çыхăнтарнă Н.П.Бултыкова халалланă.

Николай Павлович 20 çул ытла шкул директорӗнче вăй хунă. Ырă кăмăллă çынна ял-йыш кăна мар, районӗпех астăваççӗ. Николай Павлович пурнăçра та, ӗçре те активлă пулнă. Ун аллинче купăс та, пуртă та пӗр пекех çăмăллăн выляса тăратчӗ. Çын кăмăлне вăл йăл кулăпа тупма пӗлетчӗ. Шел, ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ. Çемйи, çывăх тăванӗсемпе юлташӗсем тунсăха пусарас, ятне асра тытас тӗллевпех ӗнтӗ çак ăмăртăва йӗркелеме шутланă. Николай Павлович хăй те йӗлтӗре юратнă. Пушă вăхăт тупăнсанах йӗлтӗр сырса çывăхри вăрмана хăпарнă.
Николай Бултыкова халалланă ăмăрту кăçал 9-мӗш хутчен иртрӗ. Унта яланхи пекех Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăпа кӳршӗллӗ, инçетри нумай ялтан хутшăннă. Ăмăртусем 15 тӗрлӗ ӳсӗмри çынсен категорийӗсемпе иртнӗ. Йӗркелекенсем - Николай Павловичăн çемйи, вырăнти ял хутлăхӗ, Владимир Солдатовпа Анатолий Иванов. Сăмах май, Солдатовпа Иванов мероприятин пуçаруçисем тата тӗп йӗркелӳçисем пулса тăраççӗ. Район администрацийӗн представителӗсенчен мероприятие хутшăнакансене саламлама ку хутӗнче çамрăксен ӗçӗсен тата спортпа туризм комитечӗн пуçлăхӗ Руслан Вильданов килнӗ. Кун пирки Николай Павловичăн аслă хӗрӗ Сильвия Чаркина пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, ăмăртăва ытларах йӗлтӗр спорчӗ вăйлă аталаннă шкулсенчен килеççӗ. Ку енӗпе чăвашçӗпрелсем, хурăнваршăхальсем, уписем лайăх палăраççӗ.
- Кăçалхи ăмăртура пӗтӗмпе 15 забег пулчӗ. Чи кӗçӗннисем 11 çулти шкул ачисем, чи аслисем - 60-тан иртнисем пулчӗç. Кашни категорире малти виçӗ вырăн палăртрӗç. Çӗнтерӳçӗсене медаль парса чыслатпăр. Тӗрӗссипе, пирӗншӗн тата Николай Павловича астуса хисеплекенсемшӗн, ку чăн-чăн пысăк уяв. Ăмăртăва хутшăнакансене пурне те вӗри апат çитеретпӗр. Урамра икерчӗ пӗçерсе вӗри чейпе хăналатпăр. Ку ӗçре пире районти МЧС уйрăмӗ пулăшса пырать - хирти кухня йӗркелесе.
Аттене халалланă мероприятие йӗркелекенсене, пулăшакансене хамăр çемьерен пурне те пысăк тав тăватпăр. Пирӗншӗн ку ӗçсем пысăк пӗлтерӗшлӗ. Пӗтӗм ял-йыш, ватти те, вӗтти те килет çак уява, питӗ кăмăллă, - терӗ Сильвия Николаевна.

Хăйсем енчен вӗсем йӗркелӳçӗсене парнесем парса Тав Çырăвӗсемпе палăртаççӗ. - Çанталăкӗ çак кун парне пулчӗ. Унччен те, халӗ те çанталăк ăмăр тăрать, вырсарникун вара заказпа тенӗ пек хӗвел ялкăшрӗ, илемлӗччӗ. Калăн, атте хăй савăнса пăхса тăчӗ.
Йӗркелӳçӗсен сăмахӗсемпе, йӗлтӗр­çӗ­сем трассăна пысăк хак панă. Йӗлтӗр спорчӗн профессионалӗсем те çав сăмахсенех каланă. Йӗлтӗр çулне мӗнпур правилăна пăхăнса хатӗрленӗ, тăршшӗпех Раççейпе Тутарстан ялавӗсене лартса тухнă. Трассăна ăмăртуччен темиçе хут та якатнă, кунта Хулаçырминче пурăнакан Александр Исли тăрăшнă, хăй буранӗпе пӗрре мар вăл вăрмана тухнă. Йӗлтӗр çулӗ лайăххине кура кунта район ăмăртăвӗсем те час-час иртеççӗ.
Сильвия Чаркина палăртнă тăрăх, аслă çултисем хушшинче 3 категорипе биатлонпа ăмăрту та иртнӗ. Николай Павловичăн тусӗсем хушшинче уйрăм ăмăрту та пур. 70-е çывхарса пыракансем, кăштах аслăраххисем хăйсен тусне аса илсе 2 километрлă дистанцие чупаççӗ. Николай Бултыковăн хӗрӗсем каланă тăрăх, мăнукӗсем те ăмăртăва хутшăнма хатӗрленеççӗ. Пӗлтӗр чи асли Егор хутшăннă-ха, кăçал Мускаври ăмăртăва кайнипе Кивӗ Чакка лекеймен. Пӗчӗкреххисем вара тренировкăсене пуçланă та ӗнтӗ.
Николай Павловичăн мăшăрӗшӗн Зоя Михайловнăшăн ку уйрăм пулăм. Мероприяти пирки ун шухăшне пӗлмесӗр, паллах, пултараймарăмăр.
- Маншăн чи малтан ку астăвăм, Николай Павловича хисеп туни. Ăмăртăва унăн вӗренекенӗсем пуçарнă-çке. Вӗренекен хăйӗн вӗрентекенне астуса тăни хаклă та пӗлтерӗшлӗ. Мартăн 4-мӗшӗнче Кивӗ Чакăри Культура çуртӗнче иртнӗ концерта та асăнса хăварас килет. Лайăх йӗркеленӗччӗ ăна. Владимир Токмаков мăшăрăма халалласа юрă юрласа йӗртрӗ те-ха. Ял хутлăхӗн пуçлăхне Азат Садыкова, пӗтӗм ял-йыша, мероприятие хатӗрлекенсене, шкулпа клуб ӗçченӗсене пысăк тав. Пӗтӗм халăха савăнтарчӗç вӗт, мӗн чуль икерчӗ пӗçерчӗç тата, пӗр çынна та сăйламасăр хăварман, - терӗ Зоя Михайловна кăмăллăн.
2018 çулта ăмăртусен 10 çулхи юбилейӗ пулать. Йӗркелӳçӗсем ăна тата та вăйлăрах ирттерме ӗмӗтленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев