Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Ялта та машинăсене çунтараççӗ-и?

Вырсарникун 14.23 сехетре Çӗпрел районӗнчи МЧС чаçне 112 номерпе шăнкăравласа Мучелей ялӗнче «Лада» автомашинăна вут хыпнине пӗлтернӗ. Çăлавçăсем район центрӗнчен 15 километрта вырнаçнă яла 16 минутрах çитнӗ-ха, анчах пурпӗр каярах юлнă. Ял халăхӗ вута хăй вăйӗпех сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Шел те, тимӗр ут тӗппипех çунса кайнă. Хальлӗхе палăртнă тăрăх, пушарăн сăлтавӗ...

Вырсарникун 14.23 сехетре Çӗпрел районӗнчи МЧС чаçне 112 номерпе шăнкăравласа Мучелей ялӗнче «Лада» автомашинăна вут хыпнине пӗлтернӗ.

Çăлавçăсем район центрӗнчен 15 километрта вырнаçнă яла 16 минутрах çитнӗ-ха, анчах пурпӗр каярах юлнă. Ял халăхӗ вута хăй вăйӗпех сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Шел те, тимӗр ут тӗппипех çунса кайнă. Хальлӗхе палăртнă тăрăх, пушарăн сăлтавӗ - юри вут чӗртни. Çапла майпа тавăрма мӗнпе айăпа кӗме пултарнă машина хуçи? Ку хальлӗхе паллă мар. Автомашинăсем хулара кăна мар, ялта та çунаççӗ иккен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев