Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Ачасем тутарла та, чăвашла та, вырсăла та калаçни илтӗнет

Пăва районӗнчи Лащăпуç - тутар ялӗ. Унта 200 киле яхăн. Чăн та, ытти чылай çӗрти пекех, пушă ларакан çуртсем те (уйрăмах хӗлле) çук мар. Апла пулин те унти тӗп шкул çирӗпех тытăнса тата нумай тӗрлӗ ырă ӗçпе палăрса тăрать. - Пирӗн патăрта, тӗпрен илсен, чăваш çамрăкӗсем вӗренеççӗ, - пысăках мар...

Пăва районӗнчи Лащăпуç - тутар ялӗ. Унта 200 киле яхăн. Чăн та, ытти чылай çӗрти пекех, пушă ларакан çуртсем те (уйрăмах хӗлле) çук мар. Апла пулин те унти тӗп шкул çирӗпех тытăнса тата нумай тӗрлӗ ырă ӗçпе палăрса тăрать.

- Пирӗн патăрта, тӗпрен илсен, чăваш çамрăкӗсем вӗренеççӗ, - пысăках мар коллективпа паллаштарать шкул директорӗ, педагогика ветеранӗ И.И. Шарфутдинова. -17 учительтен пӗри аслă, вун иккӗшӗ пӗрремӗш квалификациллӗ вӗрентекенсем. Çамрăксене тарăн пӗлӳ илме тата ăс пухма пурте çителӗклӗ: вун виçӗ вӗренӳ кабинечӗ, ятарлă компьютер класӗ, технологи мастерскойӗ. Лайăх библиотекăпа столовăй та, спорт залӗ те пур. Ачасем тутарла та, чăвашла та, вырăсла та калаçни илтӗнет. Акăлчан чӗлхине те пикенсех вӗренеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев