Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Çамрăклăх тинӗсре иртрӗ

Рункă (Пăва районӗ) чăвашӗ Моисей Семёнович Гордеев 1943 çулта çуралнă. Моисей вун пӗрте чухнех вӗсен амăшӗ пилӗк ачине тăлăха хăварса вилсе каять. Çавăнпа унăн 7 класс хыççăнах колхозра ӗçлеме тивет. Каярахпа Чӗмпӗрти чугун çул училищине вӗренме кӗрет, унта пысăк вольтлă линисен монтажникӗн специальноçне алла илет. Кӗçех каччăн салтака кайма та...

Рункă (Пăва районӗ) чăвашӗ Моисей Семёнович Гордеев 1943 çулта çуралнă. Моисей вун пӗрте чухнех вӗсен амăшӗ пилӗк ачине тăлăха хăварса вилсе каять. Çавăнпа унăн 7 класс хыççăнах колхозра ӗçлеме тивет. Каярахпа Чӗмпӗрти чугун çул училищине вӗренме кӗрет, унта пысăк вольтлă линисен монтажникӗн специальноçне алла илет. Кӗçех каччăн салтака кайма та вăхăт çитет. Владивостока тинӗс çар флотне лекет.

Карап çинче апат пӗçерекен пулать вăл. Тăватă çул хӗсметре тăнă хыççăн яла таврăнмасть. Çапла унăн пурнăçӗ çарпа çыхăнать. Отпуска килсен хăйне кӗтнӗ хӗрпе Марина Шурбинăпа пӗрлешсе Камчаткăна каяççӗ. Çапла Лăпкă океанри «Варяг» крейсер çинче службăна малалла тăсать. Кок-инструктор океанри чи лайăх кок шутланнă, çавăнпа та тӗрлӗ уявсене ют çӗршывсенчен хăнасем килсен сӗтел майлама ăна шаннă. Ют çӗршывсене тухса çӳренӗ чух Моисей Гордеева нихăçан та хăварман. Чи малтанхи пысăк ишевӗ унăн 14 уйăха тăсăлать. Вăл пурӗ 20 çӗршывра пулнă: Африка, Инди, Америка тата ытти те.

1970 çулта оборона министрӗпе А.Гречкăпа Сомали çӗршывӗн президенчӗ «Варяг» крейсер çинче килӗшӳ тунă, вӗсем валли сӗтел хатӗрлеме каллех Гордеева хушнă. Çав килӗшӳпе вара тепӗр икӗ çултан Моисей Семёновича Демократиллӗ Сомали Респуб­ликине информаци центрне куçараççӗ. 1974 çулта Моисей Гордеев флотри эскадра штабӗнче кок-инструктора куçать. Эскадăри карапсене апат-çимӗçпе тивӗçтерессишӗн явап­лă пулать. Çапла вунă çул шыв çийӗн ишнӗ хыççăн Моисей Гордеев тинӗсе шыв айӗнчен те курас шутпа 1977 çулта К-530 атомлă шыв ай кимми çине куçать. Хальхинче аслă мичман Гордеев çӗршыва хӳтӗлекенсене апатлантарассишӗн кăна мар, 127 çыннăн тумтирӗшӗн, çывăрмалли вырăн тасалăхӗшӗн те яваплă пулать.

1970-1980 çулсенче тӗнчере СССР чи мăнаçлă çӗршыв шутланнă. Çӗршыв хăрушсăрлăхне çирӗплетсе тӗрлӗ çар вӗренӗвӗсем ирттернӗ. 1979 çулта Охотск тинӗсӗнче 50-70 метр тарăнăшран Новая Земля утрав çине перессипе тӗрӗслев ирттернӗ. 50 тоннăллă ракета СССР çийӗн 30 минут вӗçсе палăртнă вырăна лекнӗ, икӗ сехетре икӗ ракета янă. Ку ӗç Моисей Гордеев службăра тăнă карап çинче пулнă.

Çапла 32 çул тинӗс çар флотӗнче службăра тăрса ти­вӗçлӗ канăва каять. Анчах та тинӗспе сывпуллашмасть, граждан специалисчӗ пулса 2006 çулччен пиллӗкмӗш разрядлă повар пулса ӗçлет. Моисей Семёнович Гордеев Лăпкă океан флочӗн тата ӗç ветеранӗ. Гордеевсен çемйи 30 çул Владивостокра пурăннă. Ывăлӗ те унăн çулне суйланă, флотра службăра тăрать.

Халӗ Гордеевсем Чӗмпӗр хулинче, çуллахи вăхăтра тăван ялӗнче Рункăра пурăнаççӗ. Пăва районӗнче йӗркеленнӗ «Уяв» фольклор ушкăнне Моисей Семёнович Гордеев та хаваспах çӳрет. Хӗллехи вăхăтра та Чӗмпӗртен килме ӳркенмест. Урăх район, облаçсене, Шупашкар, Хусан хулисене тухса çӳренӗ чух, хăй пӗçерсе килнӗ тутлă апатпа «Уяв» ушкăна сăйлать. «Юрра-ташша юратнипе «Уяв» ушкăнран юлас килмест», - тет Моисей Семёнович. Çакăн пек вăл пирӗн ырă кăмăллă, пурнăçа юратакан Гордеев юлташ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев