Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Чи лайăх вăрлăх Пăвара

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов каланă тăрăх, республикăра вăрлăх валли тырă енӗпе йывăрлăхсем çук, хальлӗхе 353 пин тонна хатӗрлесе хунă. Ку вăл 101 процент. Пӗтӗмпе республикăна акма 350 пин тонна тырă вăрлăхӗ çителӗклӗ. Анчах та вăрлăх фондне çӗнетмелле-мӗн, çак тӗллевпе республикăри элитлă вăрлăх ӳстерекен хуçалăхсенчен туянмалла. Чи паха...

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов каланă тăрăх, республикăра вăрлăх валли тырă енӗпе йывăрлăхсем çук, хальлӗхе 353 пин тонна хатӗрлесе хунă. Ку вăл 101 процент. Пӗтӗмпе республикăна акма 350 пин тонна тырă вăрлăхӗ çителӗклӗ. Анчах та вăрлăх фондне çӗнетмелле-мӗн, çак тӗллевпе республикăри элитлă вăрлăх ӳстерекен хуçалăхсенчен туянмалла. Чи паха вăрлăх республикăра хальлӗхе пăвасен. Вӗсен вăрлăх фндӗнче элитлă тата оригиналлă вăрлăхăн шайӗ 76 процент. Менделеевск районӗнче вара кун пек вăрлăх вуçех те çук. Пӗкӗлме, Аксу, Ютаза районӗсенче те 1-6 процент кăна.

М.Ахметов çитес çул республикăра вăрлăх упрамалли кӗлетсене тӗпрен юсас программа хута кайнине пӗлтерчӗ. «Чи малтан ку программа вăрлăх упрама условисем çук хуçалăхсем валли кирлӗ. Çавăнпа ку пулăшупа усă курса юлăр»,- тенӗ вăл кун пирки.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев