Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Ентешлӗх района манмасть

(Алексей Наумов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусанта тӗпленнӗ «Пăвасен ентешлӗхӗ» обществăлла организаци Çӗнӗ çул уявӗсем пуçлансан çулсерен района килсе ыркăмăллăх акцийӗсем ирттерет. Кăçал та йăлана пăсмарӗç ентешлӗх хастарӗсем. Ирек Закиров ертсе пыракан пӗрлешӳ представителӗсем декабрӗн 28-мӗшӗнче Пăвари Ватăсен çуртӗнче пурăнакансене саламларӗç. Ветерансемпе пенсионерсене ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчӗç. Тăван кил ăшшине туяймасăр кунта...

(Алексей Наумов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Хусанта тӗпленнӗ «Пăвасен ентешлӗхӗ» обществăлла организаци Çӗнӗ çул уявӗсем пуçлансан çулсерен района килсе ыркăмăллăх акцийӗсем ирттерет. Кăçал та йăлана пăсмарӗç ентешлӗх хастарӗсем. Ирек Закиров ертсе пыракан пӗрлешӳ представителӗсем декабрӗн 28-мӗшӗнче Пăвари Ватăсен çуртӗнче пурăнакансене саламларӗç. Ветерансемпе пенсионерсене ăшă сăмахсем каласа хавхалантарчӗç. Тăван кил ăшшине туяймасăр кунта хальхи вăхăтра 120 çын пурăнать. Вырăнпа выртакансем те, колясăпа çӳрекенсем те пур. Вӗсенчен 20 проценчӗ чăваш. Шăпа вӗсене тӗрлӗрен çулпа илсе килнӗ ватăсен çуртне. Шел пулинте тăванӗсем пурин патне те килсе çӳремеççӗ. Аслă çулти çынна пуринчен те ытларах тимлӗх кирлӗ, çывăх çынсен тимлӗхӗ. Унăн хăйне çынна кирлӗ пек туяс килет.
Çапах ватăлтăм ӗнтӗ, пурнăç вӗçленчӗ тесе алă усса лармалла мар. Микеланжело хăйӗн шедеврӗсене 80 çула çывхараспа тума тытăннă, Иван Крылов юптаруçă 80-ран иртсен грексен чӗлхине вӗренме тытăннă. Инçе каймалла мар, пирӗн ентеш Баки Урманче 90 тултарсан Хусанта хăйӗн куравне уçнине астăватпăр. Пăвари ватăсен çуртӗнче пурăнакансенчен те сăвă-калав çыракансем пур. Вӗсен пултарулăхне ку килти çӗнӗ тус-юлташӗсем кăмăллаççӗ.
«Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев та çак акцие хутшăнса ветерансене парнесем пачӗ, ватăсене пурнăçа вӗрентнӗшӗн тав турӗ. Ветерансене тăван чӗлхепе саламланине итлеме питӗ кăмăллă пулчӗ. Вӗсем юрă юрланине те, сăвă каланине те кăмăлтан итлерӗç, тăвăллăн алă çупрӗç.
Тӗлпулăва Пăва муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Зяббаров та хутшăнчӗ. Вăл район администрацийӗ ватăсене ялан тимлӗх уйăрни, сиксе тухакан йывăрлăхсене çийӗнчех татса пани çинчен пӗлтерчӗ.
Малалла ентешлӗх делегацийӗ Пăвари сахăр завочӗн ветеранӗсемпе тӗл пулчӗ. Çак кун Кипеккассинче иртнӗ чăваш ачисен Чăрăш уявне те çитерчӗç «Пăвасен ентешлӗхӗн» саламне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев