Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Кăçал Пăва малта

Кăçалхи çанталăк çӗр ӗçченне тухăçа пухса кӗртме малтан чăрмантарчӗ пулсан та, пит пысăках нуша кăтартмарӗ. Сентябрь типӗ тăнипе пӳлмесене 5 миллион та 23 пин тонна тырă кӗчӗ. Пӗрчӗ валли ӳстерекен кукурузăна шута илмесен, республикăра чи нумай тырă Пăва районӗ пухса илнӗ - 200 пин тонна ытла. Кунта пӗр гектара тивекен...

Кăçалхи çанталăк çӗр ӗçченне тухăçа пухса кӗртме малтан чăрмантарчӗ пулсан та, пит пысăках нуша кăтартмарӗ. Сентябрь типӗ тăнипе пӳлмесене 5 миллион та 23 пин тонна тырă кӗчӗ. Пӗрчӗ валли ӳстерекен кукурузăна шута илмесен, республикăра чи нумай тырă Пăва районӗ пухса илнӗ - 200 пин тонна ытла. Кунта пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 37 центнер. Çавах та тухăçлăх енӗпе кăçал Заинск районӗ палăрчӗ. Кунта вăтамран гектарне 50 центнер илнӗ. Нурлатра - 46, Сарманра - 44,4, Теччӗпе Кукморта 40-шер.

Тырçи веçех вӗçленмен-ха, республикăра 75 пин гектара пӗрчӗ тума кукуруза тата 140 пин гектара хӗвелçаврăнăш акнă. Синоптиксене шанас пулсан, октябрь типӗ тăмалла, çак вăхăтра ку культурăсем ӗлкӗрсе çитмелле.

Сахăр чӗкӗнтӗрӗ пирки калас пулсан, кăçал вăл та рекордпа палăрать. Çӗр ӗçченӗсем 3 миллион тонна тухăç пухма хатӗрленеççӗ. Унăн пӗр гектара тивекен вăтам тухăçӗ республикăра 400-420 центнер.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев