Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Ӗмӗтри хула

«Пăва - ман ӗмӗтри хула!» çапла ят панă Пăвари 1-мӗш номерлӗ ача-пăча искусство шкулӗ пуçарнă ачасен пултарулăх конкурсне. Хулапа районти ачасем тăван хулана мӗнле юратнине хăйсен ӳкерчӗкӗсенче, композицийӗсенче кăтартма тăрăшнă. Тӗрӗссипе, ку конкурс çамрăк-ха, ăна пӗлтӗр хула 250 çул тултарнине халалласа пуçласа ирттернӗ пулнă. Пуçараканӗ вара Кипекасси чăвашӗ, хулари ача-пăча...

«Пăва - ман ӗмӗтри хула!» çапла ят панă Пăвари 1-мӗш номерлӗ ача-пăча искусство шкулӗ пуçарнă ачасен пултарулăх конкурсне. Хулапа районти ачасем тăван хулана мӗнле юратнине хăйсен ӳкерчӗкӗсенче, композицийӗсенче кăтартма тăрăшнă. Тӗрӗссипе, ку конкурс çамрăк-ха, ăна пӗлтӗр хула 250 çул тултарнине халалласа пуçласа ирттернӗ пулнă. Пуçараканӗ вара Кипекасси чăвашӗ, хулари ача-пăча искусство шкулӗнче ачасене ӳкерме, тăмран тӗрлӗ кӳлепесем тума вӗрентекен Павел Ярхунов художник.
Конкурсри чи лайăх ӗçсен куравне иртнӗ эрнере, декабрӗн 9-мӗшӗнче, хаваслă лару-тăрура уçрӗç. Хӗрлӗ хăйăва касма вара искусство шкулӗн ӳнер класне çӳрекен чи пултаруллă ачасене (ӳнер конкурсӗсенче çӗнтерсе пысăк çитӗнӳсем тунăшăн тин кăна Крымри Артекран канса таврăннă) Сабина Хайруллинана, Нурия Ахметована, Даша Андреевана тата Данил Долгова шанчӗç.

- Район администрацийӗн пуçлăхӗн хӳттипе иртекен çак конкурс питӗ килӗшнипе чи лайăх ӳкерчӗксенчен календарь хатӗрлерӗмӗр пӗлтӗр. Календарь халь районти кашни предприяти-организаци ертӳçисен пӳлӗмӗнче пур. Ачасене хăйсене те конкурса хутшăнма килӗшнипе ăна кăçал та ирттерес терӗмӗр. Çавăнпа малашне конкурс ырă йăлана çаврăнӗ, - пӗлтерчӗ районти культура уйрăмӗн ер­тӳçи М.Гайфуллин конкурс пирки.
Павел Ярхунов сăмахӗсемпе, ачасем кăçал питӗ хастар хутшăннă ку конкурса. Пурӗ 200 ытла ӗç килнӗ. Паллах, куравра вӗсене пурне те вырнаçтарайман, мӗншӗн тесен искусство шкулӗн курав залӗнче вырăн сахалрах, çавăнпа темиçе ӳкерчӗке мольбертсем çине те выр­наçтарма тивнӗ.
- Кăçал хулари ача сачӗсем те питӗ активлă хутшăнчӗç. Çапла пирӗн конкурсантсенчен чи пӗчӗкки 3-ре, чи асли 15-ре пулчӗ. Ялти шкул ачисем те хутшăнаççӗ. Тӗслӗхрен, Атав шкулӗнчен кăçал та питӗ интереслӗ композицисем пулчӗç. Педагогӗ вăйли сисӗнет, - терӗ П.Ярхунов çӗкленӳллӗ кăмăлпа.
Кăçалхи конкурса та пӗлтӗрхи пекех виçӗ номинаципе «Графика», «Живопись» тата «Пысăк композици» хак­ларӗç. Çӗнтерӳçӗсене палăртма жюрие çăмăлах пулман-тăр, мӗншӗн тесен ӗçсем чăнах та тивӗçлӗ, кашни конкурсант хулана мӗнле юратнине хăйне евӗр, хăй куçӗпе курнă пек сăнланă. Ачан фантазийӗ вара аслисеннинчен чылай пуянрах, çавăнпа ӳкерчӗксенчи хула сăнӗсем те интереслӗрех пулса тухнă.
Çав кун искусство шкулне килнӗ кашни çын, аслă-и вăл, пӗчӗк-и, курав уçăласса чăтăмсăр кӗтрӗ. Тен, çавăнпах пуль йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсене хӗрлӗ хăйăва касиччен чысларӗç. Вӗсене дипломсемсӗр пуçне искусство шкулӗнче ачасем ăсталанă «медальсем» пачӗç. Кунта пуçтарăннă ашшӗ-амăшӗсемшӗн, ман шутпа, Диплом мар, ачин ӗçӗ курава тивӗçни хаклăрах пулчӗ-тӗр, çавăнпа вӗсем нумайччен стенасем çинчи ӳкерчӗксене, сӗтел çине вырнаçтарнă тӗрлӗ композицисене пăхса савăнчӗç.
Йӗркелӳçӗсен планӗсем пысăк, вӗсем ку конкурса ытти район ачисене те хутшăнтарасшăн. Чăн та, кăçал Çӗпрел районӗнчи çамрăк художниксене йыхрав янă-ха вӗсем, анчах те конкурс ячӗ Пăвапа кăна çыхăннипе-и пӗр ӗç те кил­мен. Конкурсăн шайне ӳстерсе районсене явăçтарас тесен, тен, ун ятне кăшт анлăлатмалла? Ун чух конкурс тата çивӗчрех, интереслӗ ӗçсем нумайрах та тӗрлӗ енлӗ пулӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев