Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăва Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Тав Çырăвӗпе чысларӗç

Паян Пăва райканашӗн депутачӗсем районăн 2016 çулхи ӗçӗ-хӗлне пăхса тухрӗç. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем хутшăнчӗç. Пăва районӗн пурнăçне тӗрлӗ енлӗн тишкернӗ хыççăн пуçлăхсем ӗçре палăрнисене патшалăх наградисене пачӗç. Ыттисен хушшинче ТР Президенчӗн Тав Çырăвне вырăнти...

Паян Пăва райканашӗн депутачӗсем районăн 2016 çулхи ӗçӗ-хӗлне пăхса тухрӗç. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем хутшăнчӗç.

Пăва районӗн пурнăçне тӗрлӗ енлӗн тишкернӗ хыççăн пуçлăхсем ӗçре палăрнисене патшалăх наградисене пачӗç. Ыттисен хушшинче ТР Президенчӗн Тав Çырăвне вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ӗçре çитӗнӳсем тунăшăн Пăва хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Александр Никифоров та тивӗçрӗ. Александр Александрович Çӗпрел Районӗнчи Шемӗршелӗнче çуралса ӳснӗ. Нумай çул хушши мелиораци тытăмӗнче, Пăва район администраци пуçлăхӗн çумӗнче, Пăвари мотор тăвакан заводăн директорӗнче ӗçлерӗ. Халӗ вăл Пăвана аталантарас тесе ырми-канми тăрăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев