Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăва районӗнчи чăваш культура центрӗ Мамиашвилине ӗçрен кăларттарасшăн

Кăçал районти 9 шкулта чăваш чӗлхине предмет пек вӗрентӗç. Вӗренӳ çулӗ çывхарнă май районти чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсем черетлӗ канашлăва чăваш чӗлхипе латературин вӗрентекенӗсемпе пӗрле ирттерме шутларӗç. Тӗлпулу Пӳркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта иртрӗ, ăна чăвашла вӗрентессине халалларӗç. Тӗп доклада Пăва районӗнчи чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн...

Кăçал районти 9 шкулта чăваш чӗлхине предмет пек вӗрентӗç. Вӗренӳ çулӗ çывхарнă май районти чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсем черетлӗ канашлăва чăваш чӗлхипе латературин вӗрентекенӗсемпе пӗрле ирттерме шутларӗç. Тӗлпулу Пӳркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта иртрӗ, ăна чăвашла вӗрентессине халалларӗç. Тӗп доклада Пăва районӗнчи чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи Марина Вериялова турӗ.

КЛАССЕМ ПУЯНЛАНАÇÇӖ

Пăва районӗнчи вӗрентӳ уйрăмӗ чăваш чӗлхи тата литературин учителӗсене хатӗрлес ӗçе тӗллевлӗн илсе пырать. Учительсем Чăваш Республикин Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви хатӗленӗ программăсемпе (Чăваш литератури программи: чăваш шкулěн 5-11 класěсем. С.Антонова, Н.Иванова, В.Никитин (Станьял). Шупашкар, 2003. Чаваш чӗлхи: чаваш шкулен 5-9 кл. валли, Шупашкар, 2007 И.Андреев) вӗрентеççӗ. Анчах та ЧРИОра пӗлтӗр Пăва районӗнчен никам та вӗренмен. Кунти чăваш чӗлхи учителӗсен тытăмне пахалăх енчен лайăх хак пама пулать. Вунпӗрӗшӗнчен пурте аслă пӗлӳллӗ: виççӗшӗ аслă, çиччӗшӗ I квалификаци категорийӗллӗ.

ТР Министсен Кабинечӗн тăван чӗлхе тата литература кабинечӗсене, çав шутра ача сачӗсенчи вӗрентӳ пӳлӗмӗсене те кирлӗ хатӗрсемпе, курмалли пособисемпе тивӗçтермелли çинчен калакан хушăвне районта туллин пурнăçланă. Тури Лашчă, Пӳркел, Альших, Чăваш Киштек, Рункă шкулӗсенчи чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен ӗç лабораторийӗсем ку тӗлӗшпе пуян. Кашни шкулта «Сувар», «Ялав» хаçатсене, «Тăван Атăл» журнала çырăнаççӗ.

Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвӗ канашлусене ирттерес формăсене тӗрлӗрен тума тăрăшать. Çапла Пăва тăрăхӗнче чăвашла методика практикумӗсем, семинар-канашлусем, ӗçлӗ вăйăсем, мастер-классем тăтăшах иртеççӗ. Вӗсенче педагогсем хăйсен пухăннă пӗлӗвӗпе пайланаççӗ. Тӗслӗхрен, Пăвари «Хальхи вӗрентӳ: опыт, йывăрлăхсем, малашлăх» практикум туни, Хирти Кушкăри «Патшалăх вӗрентӗвӗн федераллă стандарчӗсем (ФГОС) кӗрсе пынă май, тăван чӗлхепе литературăна вӗрентес формăсемпе меслетсене çӗнетесси» темăпа семинар ирттерни, уçă уроксем.

МАЛӖМӖТЛИСЕМ

Районта пултаруллă ачасемпе тӗллевлӗ ӗç илсе пырăнать. Вӗренекенсем çак предметпа ытларах кăсăкланччăр тесе çулсерен тăван чӗлхепе тата литературăпа олимпиада иртет. 2015-2016 вӗрентӳ çулӗнче олимпиадăра çак вӗренекенсем лайăх пӗлӳ шайне кăтартма пултарнă: Екатерина Арланова, Артем Журавлев, Арина Киргизова, Инна Бабайкина - Альшихри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкултан, Серебрина Ярылкина - Пӳркелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкултан, Екатерина Никонорова - Тури Лашчăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкултан, Людмила Егорова - Рункăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкултан.

Чăваш чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗмраççейри дистанциллӗ олимпиадăра Пăва районӗнчн ачасем: Серебрина Ярылкинăпа Вадим Малышев (Пӳркелӗнчи шкул), Екатерина Логинова (Хирти Кушкăри шкул), Артем Вороновпа Дарья Емельянова (Чăваш Киштекӗнчи шкул) малти вырăнсене йышăннă. Чăваш ачисем валли йӗркеленӗ çӗршыври инетенет-олимпиадăра Хирти Кушкăри шкул вӗренекенӗ Дарья Кириллова III вырăн йышăннă.

Регионсем хушшинчи «К.В.Ивановăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ» Интернет-олимпиадăра Альшихри шкул вӗренекенӗ Екатерина Арланова, Тури Лашчă шкулӗнче вӗренекен Е.Никоноровăпа В.Кожевникова çӗнтерӳçӗсем пулма тивӗçнӗ.

2015 çулхи юпа уйăхӗнче Хусанта иртнӗ регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗнче тата шкул ачисен Раççей Федерацийӗнчи халăхсен чӗлхисемпе ирттернӗ вулавра Пӳркелӗнчи шкул вӗренекенӗ Карина Петрова 3-мӗш вырăн йышăннă.

Районта ирттернӗ чăваш чӗлхипе çырнă эссе-сочиненисен конкурсӗнче Хирти Кушкă шкулӗн вӗренекенӗ Дарья Кириллова тата Чăваш Киштек шкулӗн вӗренекенӗ Екатерина Яковлева призерсем пулнă. Тури Лашчă шкулӗн вӗренекенӗ Михаил Андреев «Чăваш ачи, сассуна пар!» видеосăвăсен конкурсӗнче хутшăннă.

ЧĂВАШЛА ЭКЗАМЕН

Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче Пăва районӗн вӗренекенӗсем чăваш чӗлхипе тӗп патшалăх экзаменне иккӗмӗш хут панă. Çак тӗрӗслеве 3 шкултан 11 ача хутшăннă. Вӗсенчен тăваттăшӗ «5» паллă илнӗ, улттăшӗ «4» паллă, пӗри «3» паллă илнӗ. Чăвашла экзаменăн вăтам хаклавӗ - 4,3 балл.

Учительсем укросен тулашӗнчи ӗçе пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çулсерен Элшел, Раккасси, Чăваш Киштекӗ, Пӳркел, Хирти Кушкă, Альших, Рункă, Кушник, Тури Лашчă шкулӗсенче пултарулăх каçӗсем, КВН-сем, чăваш чӗлхипе литературин эрнелӗхӗсем иртеççӗ. Ентеш-çыравçăсемпе тӗлпулусем ирттересси те йăлана кӗрсе пырать.

О.М.Бахтинова (Чăваш Киштек) М.М.Вериялова (Пӳркел), Л.А.Андреева (Тури Лашчă), педагогсем «Тăван чӗлхепе литературăна пӗлекенсем» республика конкурсӗнче хастар хутшăнчӗç. Л.А.Андреева «Уçă урок тата клас тулашӗнчи чи лайăх мероприяти» регионри конкурсра призер пулнă. Вăлах Шупашкарта иртнӗ «Чăваш диаспорин калаçу тӗсӗсем» наукăпа практика конференцийӗнче хутшăннă. О.М.Бахтинова Тăван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗмраççейри мастер-класӗн муниципаллă тапхăрӗнче хутшăннă.

Чăваш чӗлхипе литерарура вӗрентекенӗсен витӗмӗ райони ачасем хушшинче ирттерекен «Чăваш Пики», «Чăваш шăпчăкӗ» конкурссенче те сисӗнет. Унта çулран çул талантлă ачасем хутшăнаççӗ. Кăçал «шăпчăк» ятне Инна Хлынова (Пӳркел) илме тивӗçрӗ. Елизавета Казначеева (Тури Лашчă) - I вырăн, Дарья Емельяновăпа (Чăваш Киштек) Виолетта Емельянова (Элшел) - II вырăн, Вероника Нефедова (Раккасси), Виктор Николаев (Элшел), Олег Московский (Тури Лашчă) - III вырăн йышăннă.

ЙЫВĂРЛĂХСĂР МАР

Çав вăхăтра чăваш чӗлхипе литературине районти шкулсенче вӗрентессине малалла та ăнăçлăн йӗркелесе пыма хăш-пӗр ыйтусене татса памалла. Тӗслӗхрен, учительсен лабораторийӗсенче дифференциленӗ заданисем сахал, çӗнетнӗ методика тата дидактика материалӗсем çителӗксӗртерех. Пултаруллă ачасемпе ӗçлессине пур шкулта та йӗркелесе çитермен-ха. Çакна кура çитес вӗрентӳ çулӗнче ку çитменлӗхсене сирме тӗллев лартнă. Унсăр пуçне чăваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗçе компьютер технологийсене кӗртмелле, ӗçе нака тӗлӗшӗнчен йӗркелессине уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрмалла, учительсен лабораторисене хальхи требованисемпе килӗшӳллӗн йӗркелемелле, республикăри грант паракан программăсене тата конкурссене активлăрах хутшăнмалла.

Çавăн пекех çитес вӗренӳ çулӗнче Александр Кăлкан çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума хатӗрленеççӗ Пăва районӗн филологӗсем. Петӗр Хусанкан 110 çуллăхне паллă тума та 3 мероприяти палăртнă. Хусанкай сăвисене илемлӗ вулакансен конкурсӗ, Хусанкай хайлавӗсем тăрăх тунă ӳкерчӗксен конкурсӗ, сăвă çыракансен конкурсӗ. Çак конкурссене учительсем вӗрентӳ уйрăмӗнчен хушнипе мар, хăйсен пуçарăвӗпе тăваççӗ. Вӗсене Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗ пулăшни калама çук савăнтарать. Çакнашкал тӗреве туйса ӗçлеме те кăмăллă.

Чăвашсемпе çыхăннă хуть те мӗнле ыйтăва та пăхса тухма хатӗр ЧНКЦ Канашӗ. Риори Олимпиадăра кӗрешсе медаль илеймен чăваш спортсменки çине тренер алă çӗкленине те сӳтсе яврӗç. Канаш йышăнăвӗпе Мамиашвили пек çынсем ирӗклӗ кӗрешӗвӗн федерацине ертсе пымалла мар.

ЫРРИ ТЕ ПУР

Пăваран Хусан енне тухса кайнă тӗлти стелла çине чăвашла «Çăкăртан асли çук» тесе çырса хунине те ырларӗç пухăннисем. Ку ӗçре хула ӗçтӗвкомӗн пуçлăхӗ Александр Никифоров хастарлăхӗ палăрнă.

Районта пурăнакансем кăна мар, Пăва тăрăхӗнчен тухнă ытти ентешсем те ЧНКЦ ӗçне хутшăнма тăрăшаççӗ. Хальхинчи ларăва Елчӗкре пурăнакан Раккасси чăвашӗ, журналист тата çыравçă Анатолий Тимофеев хутшăнчӗ. Вăл Пăва районӗнчи чăвашсем пек урăх нихăш районта та (çав шутра Чăваш Республикинче те) хăйсен патӗнчен тухнă çыравçăсене ун чухлӗ асăну хăми е палăк лартман. Çакă чăваш тӗнчишӗн тӗслӗх пулса тăрать. Анатолий Артемьевич Пӳркел шкулне хăй çырнă кӗнкесене парнелерӗ.

Пăва районӗнчи чăваш центрӗн председателӗ Владимир Ильин сăмах каланă чухне вӗренӳ çулӗ тăршшӗпе çитӗнӳсем тунă районти чăваш ачисен ӗçне палăртма май уйăхӗнче слет ирттерме сӗнчӗ. Ку ыйтупа чăваш центрӗ финанс ыйтăвӗсене хăй çине илме шантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев