Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăва районӗнчи чăваш центрӗн Канашӗнче ытларах арçынсем

Эпир чăваш культурине аталантарас ӗçре ытларах хӗрарăмсем тăрăшнине курма хăнăхса пыратпăр. Чылай районсенче ЧНКЦ ертӳçисем те хӗрарăмсем. Анчах Пăва районӗнчи лару-тăру пачах урăхла. Апрелӗн 8-мӗшӗнче Кипеккассинче иртнӗ Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗнче çӗнӗ Канаш суйларӗç. Унта пурӗ 31 çын кӗчӗ, пурте тенӗ пекех арçынсем - предприяти...

Эпир чăваш культурине аталантарас ӗçре ытларах хӗрарăмсем тăрăшнине курма хăнăхса пыратпăр. Чылай районсенче ЧНКЦ ертӳçисем те хӗрарăмсем. Анчах Пăва районӗнчи лару-тăру пачах урăхла. Апрелӗн 8-мӗшӗнче Кипеккассинче иртнӗ Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗнче çӗнӗ Канаш суйларӗç. Унта пурӗ 31 çын кӗчӗ, пурте тенӗ пекех арçынсем - предприяти ертӳçисем, шкул директорӗсем, вӗрентекенсем, музейсен директорӗсем тата художниксем е ял хутлăхӗн председателӗсем. Хӗрарăмсенчен çак йышра «Уяв» ансамбль ертӳçи Наталья Ракова тата ЧНКЦ секретарӗ Анна Никанорова кăна. Пăва районӗнчи ЧНКЦ Канашне кӗресси хăйне евӗр сум пек шутланать. Пăвасем çулсерен членский взнос пуçтарнипе кăна çыхăнман çакă, нацие упрас ӗçре вăйлисем хăйсем çине яваплăх илсе хӳтлӗхре тăмаллине те курăмлăн пӗлтерет. Тата çакна каласа хăвармалла, ЧНКЦ Канашне Пăва районӗнче пурăнакансем кăна мар, Нагаткинра, Хусанта, Чӗмпӗрте пурăнакан ентешӗсем те кӗнӗ. Çак пысăк йышпа общество ӗçне тата та вăйлатма шутлаççӗ пăвасем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев