Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пӳркелӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртӗ

Апрелӗн 28-мӗшӗнче 12.00 сехетре Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрăсен конкурсӗ пулать. Унта ытларах шкулта вӗренекенсем хутшăнаççӗ. Çак конкурса Элшелӗнчи вăтам шкул директорӗ пулнă Владимир Афанасьев пуçарăвӗпе 2005 çултанпа ирттерме тытăннă. Иртнӗ çул «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Элшелӗнче пулнă, вăл конкурса Пӳркел хӗрӗ Инна Хлынова çӗнтtрнипе кăçал конкурсантсене пӳркелсем...

Апрелӗн 28-мӗшӗнче 12.00 сехетре Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрăсен конкурсӗ пулать. Унта ытларах шкулта вӗренекенсем хутшăнаççӗ. Çак конкурса Элшелӗнчи вăтам шкул директорӗ пулнă Владимир Афанасьев пуçарăвӗпе 2005 çултанпа ирттерме тытăннă. Иртнӗ çул «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Элшелӗнче пулнă, вăл конкурса Пӳркел хӗрӗ Инна Хлынова çӗнтtрнипе кăçал конкурсантсене пӳркелсем йышăнӗç. Конкурсра жюри членӗсем юрлама пӗлнине кăна мар, чăваш тумне хисепленине те хаклӗç. Çамрăк юрлакансем çак конкурса хутшăнас тесен хăйсен заявкисене hvetke@mail.ru электронлă адреспа ярса памалла. Унта хăйӗн хушамачӗпе ятне, миçемӗш класра, хăш шкулта вӗреннине тата çыхăну телефонӗн номерне çырса пӗлтермелле.
Шăпах «Тăхăрьял шăпчăкӗ» хальхи вăхăтра «Дуняша стайл» ушкăнра юрлакан Наташа Дмитриевашăн эстрадăри пӗрремӗш çӗнтерӳ трамплинӗ пулнине те палăртас килет. Çакна шута илсен конкурс пӗлтерӗшӗ сцена çинче пӗрремӗш утăмсем тăвакан ачасемшӗн питӗ пысăк пулни каламасăрах паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев