Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Тăван чӗлхе конкурсӗнчи вырăс номинацийӗнче чăвашсем çӗнтернӗ

Хусанта мартăн 23-мӗшӗнче иртнӗ тăван чӗлхе вӗрентекенсен конкурсӗнче сакăр чăваш педагогӗ хутшăнни çинчен эпир çырнăччӗ. Вӗсен хушшинче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Татаьяна Леонтьева мала тухрӗ, вăл пӗтӗмӗшле баллсемпе конкурсра виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Чăвашсем - çӗнтерекенсем те пулчӗç. Вырăс чӗлхин номинацийӗнче тата нумайтарах хутшăнакан пулни паллă....

Хусанта мартăн 23-мӗшӗнче иртнӗ тăван чӗлхе вӗрентекенсен конкурсӗнче сакăр чăваш педагогӗ хутшăнни çинчен эпир çырнăччӗ. Вӗсен хушшинче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Татаьяна Леонтьева мала тухрӗ, вăл пӗтӗмӗшле баллсемпе конкурсра виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Чăвашсем - çӗнтерекенсем те пулчӗç. Вырăс чӗлхин номинацийӗнче тата нумайтарах хутшăнакан пулни паллă. Анчах кунта Пăва районӗнчи Пӳркел вăтам шкулӗнче вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Пиколова çӗнтерме пултарчӗ. Вăл «Учитель-творец» номинаципе мала тухрӗ. Надежда уçă урок кăтартнисӗр пуçне вырăс сарафанӗн презентацине ирттерсе конкурс комиссине тӗлӗнтернӗ. Ăна çак ӗçре хӗрӗсем Алинăпа Марина пулăшрӗç. «Тăван чӗлхе» конкурсӗнче çӗнтернисене ТР вӗрентӳ министрӗ Энгель Фаттахов планшетсем туянмалли сертификатсем парса чысларӗ. Вырăс чӗлхипе ăмăртса çӗнтернӗ Надежда наградăна илме чăваш тумӗ тăхăнса тухнине те палăртса хăвармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев