Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Тăватă чăваш каччи поезд айне лекнӗ

Хăрушă инкекрен Тăхăрьял каччисем сывă тухайман

Ӗнер, июлӗн 15-мӗшӗнче пӗтӗм халăх Тӗнче чемпионачӗн финалне пăхса ларнă вăхăтра, Пăва районӗнчи Шемек ялӗн çывăхӗнчи чукун çул урлă каçмалли вырăнта хăрушă трагеди пулса иртнӗ. Горький чукун çулӗн Пӳркел-Пăрăнтăк перегонӗн участокӗнчи переездра «Волгоград Нижневартовск» пассажир поезчӗ ВАЗ 2109 машинана пырса тăрăнать. Çăмăл машина ăшӗнче ларнă 4 çамрăкран пӗри те сывă юлайман. Иккӗшӗ Шемекрен, иккӗшӗ – Пимӗрселӗнчен, Ульяновска ӗçе кайнă пулнă. 
Мӗн хистенӗ-ши каччăсене асăрхаттаракан сигнализаци ӗçленине пăхмасăрах чукун çул çине кӗрсе кайма, халӗ калама йывăр. Анчах та малтанласа тунă пӗтӗмлетӳсем тăрăх, аварире машина водителӗ айăплă. Тен руль умӗнчи каччă «ӗлкӗрееп» тесе шутланă пуль. Питӗ шел сарăмсăр вилнӗ çамрăксене, вӗсем пурнăç çулӗ çине тухнăччӗ кăна-ха. Çул-йӗр правилисене пăсни çапларах инкек патне илсе çитерни куçкӗрет. (ТР МЧС сăнӳкерчӗкӗ).
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев