Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Виталий Станьял:«Эпӗ пăвасене лайăх пӗлетӗп»

Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцине хутшăннă Виталий Станьял пухура кирлӗ йышăнусем тăвассине шаннине пӗлтерчӗ. «Пирӗн салам сăмахӗ чи ырă, чи кăмăллă шухăшсенчен тăрать. Унсăр пуçне эпир хамăрпа ӗçлекен çынсене пăртак чыслас, тав тăвас шухăшпа та килтӗмӗр. Эпӗ тутарстан чăвашӗсене телейлӗ тесе шутлатăп. Кунта чăваш пулса пурăнма...

Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцине хутшăннă Виталий Станьял пухура кирлӗ йышăнусем тăвассине шаннине пӗлтерчӗ. «Пирӗн салам сăмахӗ чи ырă, чи кăмăллă шухăшсенчен тăрать. Унсăр пуçне эпир хамăрпа ӗçлекен çынсене пăртак чыслас, тав тăвас шухăшпа та килтӗмӗр. Эпӗ тутарстан чăвашӗсене телейлӗ тесе шутлатăп. Кунта чăваш пулса пурăнма çăмăлтарах, Чăваш Енре йывăртарах. Чăваш чӗлхине упрама Шупашкарти тӳре-шара умӗнче Тутарстанринчен йывăртарах. Куншăн мана кирек кам мӗн калатăр, эпӗ ăна нимрен хăрамасăр çирӗплететӗп. Сăмах малашлăх, çамрăк ăру пирки пырать. Паян эпир капăр кӗпе тăхăнатпăр, юрлатпăр,ташлатпăр. Ку вăл çителӗксӗр. Ку вăл ватă ăру валли кăна. Çитес, тепӗр ăрусем пирки шутламалла. Ачасене - чӗлхене кăна мар, йăла-йӗркене, шухăшлава, хисепе тата хамăрăн тӗнче умӗнчи чыса упрама - вӗрентмесен, Тутарстанра та, Чӗмпӗрте те, Кемер облаçӗнче те, Мускавра та чăваш çинчен калаçма чарăнӗç. Çыннисем пулӗç-ха, анчах та культури, тӗнче умӗнче мухтанмалли япали пулмӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев