Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Янрарĕ хут купăс, шăранчĕ юрă!

Пăва районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен, кӳршĕллӗ районсенчен, Ульяновск облаçӗнчен килнĕ купăсçăсен илемлĕ кĕввисене итлесе савăнчĕ халăх.

Июнӗн 12-мӗшӗнче Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕнче «Янра, хут купăс!» уяв иртрĕ. Пăва районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен, кӳршĕллӗ районсенчен, Ульяновск облаçӗнчен килнĕ купăсçăсен илемлĕ кĕввисене итлесе савăнчĕ халăх. Хушпу, тухья, ытти шукăль çи-пуçлă чăваш хĕрĕсем çăмăл çемĕллĕ кĕвĕсемпе тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç. Чăваш Киштек Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Выля, хут купăса» «Туслăх» ушкăнӗсем илем кӗртсе тăчĕ. Пĕчĕк хĕрача Ева Прохорова юрласан куракансем тăвăллăн алă çупрĕç.

Альших, Рункă, Мăкăр, Тутиел, Чăваш Шуршу, Кивĕ Пăрăнтăк, Пӳркел, Хирти Кушкă, Çĕнĕ Мертлĕ, Шемек, Элшел, Таккавар ялĕсенчен килнĕ купăсçăсемпе юрă-ташă ушкăнĕсем пулчĕç. «Янра, хут купăс!» Чăваш Киштекӗнче кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрӗ. Киштексем малашне те ку уява хăйсем патӗнчех ирттересси çинчен каларĕç ял хутлăхӗн ертӳçи Иван Алексеевич Павловпа Культура çуртĕнче вăй хуракан мăшăр Тамарăпа Федор Петровсем. Уява хутшăнакансене ял хутлăхĕн ячĕпе Тав хучĕсемпе чысларĕç, Петровсене ЧНКЦ ятĕнчен парне пулчĕ. Çакăн пек уявсем пулнипе чăвашлăх та çĕнелет, ял халăхĕ те савăнать. (М. Вериялова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана