Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Ӗне ырри

1987 çулта эпӗ 3-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырăс чӗлхи урокӗнче килти ӗç çырнă пулнă: «Манăн юратнă чӗрчун». Çак сочинение аппа ăçтан-тăр тупнă та, сканерласа мана интернетпа ярса пачӗ. 10-ри ача пăлханăвӗсем мана 30 çул каяллахи асаилӳсен авăрне путарчӗç... Маншăн чи çывăх чӗрчун - килти выльăх - ӗне. Вăл Машшук ятлăччӗ....

1987 çулта эпӗ 3-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырăс чӗлхи урокӗнче килти ӗç çырнă пулнă: «Манăн юратнă чӗрчун». Çак сочинение аппа ăçтан-тăр тупнă та, сканерласа мана интернетпа ярса пачӗ. 10-ри ача пăлханăвӗсем мана 30 çул каяллахи асаилӳсен авăрне путарчӗç...

Маншăн чи çывăх чӗрчун - килти выльăх - ӗне. Вăл Машшук ятлăччӗ. Атте кашни выльăха ят паратчӗ: пăрушӗ - Прунька, йытти - Альбом, кушакӗ... астумастăп ӗнтӗ халӗ ячӗсене те. Эпир, ял ачисем, вăл вăхăтра курнă чи пысăк чӗрчун - ӗне. Лаша пулман пирӗн. Асанне çынпа калаçнă пекех калаçатчӗ унпа. Эпир, шăпăрлансем, тӗлӗнеттӗмӗр: нивушлӗ тӗшмӗртет пирӗнле?.. Куçӗсем шултăра слива пек, пысăк, тарăн, ăслă. Калăн йăлтах ăнланать. Пире, пӗчӗккисене аслăраххисем мӗнпе-тӗр кӳрентернӗ пулсан, макăрса картишӗнче çӳрекенскерсем çине ачашшăн, шеллесе пăхатчӗ. Те çавăн пек туйăннă ӗнтӗ пире...

Машшук сӗкместчӗ, сăвакана тапмастчӗ. Килтисем ун çине алă çӗкленине те курман. Сӗтне нумай паратчӗ вара. Пилӗк ачаллă çемьешӗн ку чух кăна пулнă ӗнтӗ. Çиллине час тултарса кӗтӳрен тарса килекенни - пирӗн ӗне. Машшука кӗпер патне кӗтӳрен таврăннине кӗтме те тухмалла марччӗ, анкартисем хыçӗнче аташса çӳрекен ӗне мар. Пӗлекен кӗтӳçӗсем ăна хăваламастчӗç те, пурпӗр тарать. Анне сӗтне суса ывăнатчӗ. Каçхи сăвăм - 15 литр! Калама кăна вӗт. Пире кăпăклă ăшă сӗтпе сăйласан вара - савăнăçăн вӗçӗ-хӗрри çукччӗ. Уйрăмах хирте чухне. Пăруланă хыççăн кӗтӗве ярсан сӗт нумай антарнипе кăнтăрла кайса сумаллаччӗ ăна. Аннешӗн тарăху, пирӗншӗн савăнăç - велосипедпа ярăнтараççӗ.

Мӗнле тутлăччӗ Машшук сӗчӗ! Чи тутли вара хăйми те, çăвӗ те, турăхӗ те, уйранӗпе тăпăрчӗ те мар, - ӗне ырри. Çакна пӗлсе эпир, ачасем, вăл пăруласса питӗ кӗтеттӗмӗр. «Пăрушӗ вăкăр пулать-тӗк, Борис ят паратпăр, тына пулсан - Малина», - теттӗмӗр. Пӗррехинче пире савăнăçа - йӗкӗреш пăруласа панăччӗ!

Пӗтӗ чухне пирӗн ӗне вите алăкӗнчен хӗсӗнсе кӗретчӗ. Ялта фельдшерта ӗçленӗ атте хуралтăсене ларттарнă чухне вите алăкӗ ансăр пулнине асăрхаса калать платниксене. Ăна Палассă Санькка йыснăшӗ прораб çапла хуравлать пулать: «Эсӗ Туля, ӗне усракан çын пулмастăн. Сирӗн йăхăр ун пек мар». Ялта пилӗк ачапа ӗнесӗр пурăнма пултарнă-ши çынсем ун чухне?.. Паллă, тăрăхласа каланă ӗнтӗ ку сăмахсене. Ашшӗне вăрçăра çухатнă атте хӗрарăмсен хушшинче ӳснӗ. Начартарах пурăнкаланă вӗсем. Арçын ӗçне вӗрентекен пулман. Çавна кура платник ӗçӗсенче тӗшмӗртсех кайман ӗнтӗ, çынна шаннă. Анчах ыттисем тăвайман япаласем унăн çăмăллăнах пулса пыратчӗç: портрет ӳкересси, сăвă çырасси, агитаци плакачӗ е хапха сăрласси - ним мар кăна. Каярах атте платник ӗçне те алла илчӗ, утар та тытрӗ, кăçатă та пусма вӗренчӗ. Ывăлсене вӗрентмелле вӗт. Ун чухне, видать, çамрăк пулнă...

Машшук манран пӗр çул аслăрахчӗ. Çавăнпа та хисепленӗ-тӗр эпӗ хамран аслăрах, туятăп, ăслăрах та, килти чӗрчуна. Выльăх пăхма тухсан Машшука курăклăрах, сӗтеклӗрех утă пама тăрăшаттăм. Эпӗ кăна мар, çемьери арçын ачасем пурте çаплаччӗ. Çулла черетпе хамăр кӗтӳ кӗтнӗ чухне Машшук пирӗн пата çывăхах пырса тăратчӗ, алăран çимени кăна. Çапмасăрах итлетчӗ. Унăн тӗттӗм-хăмăр тирӗ çумăрпа йӗпенсен хӗрлӗлле илемлӗн ялтăратчӗ. Кӗтӳ кӗтнӗ çӗртен ирте кайсан - инçетренех палласа илеттӗмӗр хамăрăн ӗнене. Кӗтӳре те урăх ун пекки çук. Тӗлӗнмелле те анчах пăрушӗсен тирӗсем унăнни пек пулмастчӗç. Вăт çаплаччӗ пирӗн Машшук-рекордсменка. Октябӗрӗнче пӗрре. Кӗтӳрен иртерех килсе тăратчӗ те кил умне, макăрма пуçлатчӗ. Паççулккă патӗнчен иртекен паравоз пекех, вăрăммăн кăларатчӗ сасине. Ăна пахча вӗçӗнче пулсан та илтетӗн. Хапха алăкне шалтан питӗрмен пулсан, уçса та кӗретчӗ. Хăйне супуйрах пулнă ӗнтӗ çав.

Анчах пурте юратакан Машшук 11 тултарсан пирӗн киле инкек килсе кӗчӗ. Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче çырма леш енче вырнаçнă Октябрь кассин хăйӗн уйрăм кӗтӳччӗ. Ӗне тытакан пӗччен хӗрарăмсем кӗтӳ кӗтме пăливуйра çӳрекен Хассиет ачине тара тытатчӗç, вăл юланутланса кӗтетчӗ кӗтӗве. Çавă пирӗн сӗт антарнă Машшук кӗтӳрен тарма хăтлансан вăрăм чăпăрккипе çапса унăн çиллине таттарса ярать. Шукшин калавӗнчи пекех...

Чăпăрккăсене тума пӗлетчӗç пӳркелсем. Комбайнсенчи чи вăрăм ременӗ татăлсан - кӗтӳçӗсене савăнăç вара. Ӗçлесе юрăхсăра тухнă резина ремень вăл çемçерех, çӗлен пек, пур еннелле те авăнать. 10 метра та çитетчӗç шӗвӗрлетнӗ чăпăрккăсем, Будулайăнни пекех. Вӗçне чавса тăршшӗ чӗн çитлесе хунă, ун çумне тата ал лаппи тăршшӗ шурă шпагатран хӗлӗх явнă. Ăна ферма кӗтӗвне кӗтекенсем, хытăрах çаклантăр тесе, тăлласа хуратчӗç, гайка çыхакансем те пурччӗ. Çавăн пек хӗлӗх инкек патне илсе çитерчӗ те...

Вăл кун кас вӗçӗнченех макăрса килни илтӗнет пирӗн Машшукăн. Умра ларакан асаннен сехри хăпнă. Çиллинчен сӗтпе хутăш юн сăрхăнтарса килсе кӗчӗ вăл картишне. Çавăн чухне эпӗ ӗне йӗнине пӗрремӗш хут курнăччӗ. Атте чирлет ун чух, нимӗн те тумарӗ кӗтӳçе. Леш айăплă та мар пек, тарма хăтланнă вӗт ӗни, апла-тăк тӗрӗс çапнă. Ветеринарсем çапларах пулнă-ши ӗнтӗ вăл вăхăтра, кӗскен каласан чӗртеймерӗç Машшука. Сӗтӗ такки юнлă пулчӗ. Вӗсен приговорӗ - пусăр...

Ăна пуснине курса тăма çăмăл марччӗ, çапах арçын ачасем пулас салтаксем эпир, çирӗп пулмалла, юн юхтарнă тӗлте пулма тăрăшаттăмăр. Пăхса тăратпăр. Атте пусаймасть, тытса та тăраймасть, пăрăнса кайрӗ. Ванюк куккапа хирӗççи Влуча тетене чӗннӗ. Хальхи пек астăватăп, мăйне сӗрнӗ чухне те вăл макăрмарӗ. Ăнланчӗ пулӗ ӗнтӗ, ниçта та юрăхсăр пулнине... Çемьери трагеди вӗт. Лена аппа ӗнтӗ йӗчӗ Машшука пуснă чухне. Манăн та выльăха шелленипе куççульсем тухнăччӗ. Унăн ашне пирӗн çемьерен çиме мар, никам тутанса та пăхмарӗ. Сутса ячӗç. Аслă тете ветеринара вӗренме кайни çак пулăмпа çыхăнман-ши тесе шутлакалатăп хăш чухне...

Ун хыççăн тата ӗне илчӗç. Аш-пăшсăр тăман. Анчах унăн та, каяраххисен сӗчӗ те Машшукăнни пек тутлă пулаймарӗ. Асанне те каярах «Машшук пек ӗне курман» тесе каланине пӗрре мар илтнӗ.

Тӗлӗнмелле япала, анчах вилнӗ хыççăн та Машшук пирӗн çемьене пулăшрӗ. Вăрра тытма. Пӗррехинче тăвăллă çанталăкра пирӗн кӗлетӗн хыçалти алăкне хайăрса кӗрсе, вăрăсем çакăнса тăракан нумай çул пухăнса пынă тăварланă тирсене вăрласа тухса кайнăччӗ. Атте юлнă йӗрсене пăхкаласа çулпа кам вăрлама пултарнă çын еннелле утнă. Лешӗн патӗнче чăнах та тир нумай тет, анчах хăвăнне епле уйăрса илеетӗн-ха? Унпа куллен пӗркенсе çӳреместпӗр вӗт. Машшукăн йӗпетсен хӗрлӗпе ялтăртатакан тӗттӗм-хăмăр тирне атте тӳрех палласа илнӗ. Вăррăн вара вуннăран ытларах та тир парса яма тивнӗ ăна. Вӗсене кайран сдавать турӗç. Ун чух милицие явитлемен. Тетесем клуба тухсан вăрлакансене хытă пӗçертке панăччӗ. Çапла пулăшса хăварнăччӗ пире Машшук юлашкинчен.

Ачалăх иртсе кайрӗ. Пăрушăн савăнса ӗне ырри çинисем те хыçра. Хулара 20 çул ытла пурăнатăп. Лавкари сӗтӗн тути çук, ялти сӗтӗн тутине те маннă-тăр çав эпир, хуларисем, уйăраймастпăр. Аттепе аннен çулӗсем пысăк, ӗне усрамаççӗ ӗнтӗ. Тăвансем патӗнче е хăнана кайсан, мӗн-тӗр шыранă пек, шав сӗт тутанса пăхатăп. Нумай ӗçмесен те, темшӗн килти сӗт тутине пӗлес килет. Машшукăнни пеккине халиччен тӗл пулман-ха. Тутанса пăхасчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев