Сувар

АНАТОЛИЙ ХМЫТ ПОВЕÇӖСЕНЧИ АФГАН ВĂРÇИН ӲКЕРЧӖКӖСЕМ

Чăваш илемлӗ литературинче вăрçă теми нихăçан та иккӗмӗш вырăнта пулман. Вăрçă теми 20-мӗш ӗмӗрӗн 2 çурринче палăрмаллах вăйлă аталаннă. Хальхи вăхăтра та çак темăна писателсем алран ямаççӗ, апла пулин те асăннă тема пурнăç, самана улшăнса пынă май хăй анлăшне улăштарса пырать. Паян литературăра Аслă вăрçăн ӳкерчӗкне çеç мар, мирлӗ вăхăтра пулса иртнӗ вăрçăсен синкерлӗ пулăмӗсене те çутатасси вăй илчӗ. Ку вăл – Афганистан тата Кавказ тăрăхӗнчи хирӗçӳсен ахрăмӗ. Паян Афган тата Чечен вăрçисен хăш-пӗр саманчӗсемпе хăйнеевӗрлӗхсене тишкерӳллӗ, тӗпчевлӗ куçпа хакласа тишкермелли вăхăт çитнӗ тесен те йăнăш пулмасть.

Николай Осипов

Вырăс литературишӗн Афган тата Чечня вăрçин теми ют мар. Вăл паян хăйне евӗрлӗ, майӗпен аталанса пырать. Чăваш çыравçисем те çак темăна пач хускатман тесе калаймăн: çителӗклӗ мар пулин те поэзире, прозăра тӗл пулкаланă. Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер "Тискер" поэма хайланă, сăвăçсем асăннă проблемăна хускатакан чылай лирикăллă хайлав ăсталанă, драматургире те, çӳлерех асăннă вăрçăсен инкекне пӗрре мар çутатнă.

Чăваш литературинче Афган теми Анатолий Ефимов-Хмыт пултаруллăхӗшӗн уйрăмах çывăх. Хмыт прозăра та, поэзире те, драматургире те Афган вăрçин тискерлӗхне, вăл кӳнӗ хаярлăхăн сăн-сăпатне пӗрре мар вулакан умне кăларнă. Нумаях пулмасть, чăваш кӗнеке издательствинче Анатолий Хмытăнӗлленмен тӗлӗк" ятлă кӗнеки кун çути курчӗ. Афган вăрçине тӳррӗнех хутшăннă ветеран, çак хисепсӗр вăрçăн нуши тертнӗ хăй тӳссе чăтса ирттернӗ, çавăнпа та унăн хайлавӗсем вулакана уйрăмах çывăх. Кӗнекене 4 повеçпе 15 калав кӗнӗ. Повеçсен калăпăшӗ пысăках мар пулин те, вӗсенче пулса иртекен ӗç-пулăмсем вулакан чунне витерсе вăрçă тискерлӗхне куç умне кăларса тăратаççӗ.

ӗччен йывăçа çил хуçать" повесть хăйне евӗрлӗхпе уйрăлса тăрать. Тытăмӗпе кăна мар, сăнара калăплас, хайлаври ӗç-пуçпа унта хускатнă ыйтусен çивӗчлӗхӗпе те палăруллă вăл. Повӗçре Хмыт Афганистан вăрçи хуçнă каччăн пурнăçне сăнлать. Автор çак хайлав урлă хăйӗн умне лартнă тӗллевсене тӗплӗн сӳтсе явать, шухăшлаттарать, асăрхаттарать. Мӗнле тӗллевсемпе мӗнлерех ыйтусем кăларса тăратать-ха Афган вăрçин ветеранӗ хăйӗн умӗнче? Хисепсӗр вăрçă вучӗ витӗр тухнă çыравçă сарăмсăр вăрçăн тӳнтер енӗсене ним улăштармасăр, урăхла каласан, илемлетмесӗр ӳкерет, сăнлать, кăтартать, каласа парать. Пӗр сăмахпа каласан, кашни хайлав пӗр пӗчӗк киноӳкерчӗк евӗрлӗ хăрталаннă.

Мӗнле инкек кӳрет-ха вăл, вăрçă, мирлӗ пурнăçпа пурăнакан халăх пурнăçне? Çакна, çыравçă çамрăк /«18-ти ачасен»/ салтаксен йӗркеленсе пыракан, çирӗпленсе вăй илекен шухăш-кăмăлӗпе ӗмӗт-тӗллевӗ урлă ӳкерет. Социализм саманинчи пӗртанлăхпа тăванлăх, туслăхпа юлташлăх принципӗсене кӗçӗн класран пуçласа алла атестат иличчен ăша илсе ӳснӗ ӗнерхи шкул ачи, паянхи çамрăк - çутă малашлахлă ӗмӗт-тӗллевпе хавхаланнă Совет салтакӗ, çӗршыв Хӳтӗлевçи патшалăхсемпе халăхсен хушшинчи «туслăхпа тăванлăхăн» тӳнтер енӗсен хӗрхӳлӗхне туллиех ас тивет.  Социализм чечекленӗвӗн ăршинче коммунизм патнелле утнă ӗнерхи çамрăклăх туххăмрах этем тӳсейми тискерлӗхпе хаярлăх, курайманлăхпа ултав тулса ларнă серепеллӗ  /«çӗршыва»/ тӗнчене лекет. çакна салтакăн черчен чӗри еплерех йышăннине асăннă хайлавсем урлă вулакан хăй чунӗпе туйса курать. Вăрçă хирӗнчи пурнăçпа вилӗм кӗрешӗвӗнчен ытла, Хмыт пултаруллăхӗнче ӗмӗрхи салтаксен ашшӗ-амăшӗн, шăллӗ-йăмăкӗн, унтан ытла, юратупа туслăх управçисен кăмăл-хусканăвăпе шăпине, ăраскалне тишкерӳллӗ тӗпчет.

Вăрттăн вăрçа хутшăннă сумсăр салтак амăшӗн сăнарӗ кашни хайлаврах ӳтленет темелле. «Вилӗмсӗр кăйкăр юрри» повеçри Женя Трилинский амăшӗ /Лидия Николаевна Трилинская/, «Пӗччен йывăçа çил хуçать» хайлаври Мирон Кузнецов амăшӗ /Энтри арăм/, вăрçăран тупăкпа илсе килсе пытарнă Гена Портнов амăшӗ /Селӗп Тарук/, «Амăшӗн чӗри» калаври Анатолий Трофимовăн амăшӗ /Хвекле инке/ пурте амăш чӗриллӗ чăн-чăн салтак ӳстерме пултарнă чăваш хӗрарăмӗсем, темелле. Автор, ывăлӗн вил тăпри çине кашни канмалли кун, нимӗнле çанталăка пăхмасăр утакан Лидия Николаевнăн, хăйӗн ывăлӗ – Мирон Кузнецов Афганистан вăрçинче пулнине чӗрепе туякан Энтри арăмӗн сăнарсенче, амăш сисӗм туйăмне ӗненмелле ӳкерет. Вӗсем чӗрин сисӗмлӗхне ытлашши шуйханусăр ӳкерме Хмыт чылай чухне тӗлӗк сăнарне пичеве кӳлет, тӗлӗкри ӗç-пуçпа шухăш-кăмăл автора хайлав кӳлепине пуянлатма çеç мар, сăнара туллинрех тума май парать. «Тарук татăлса йӗрет. Мӗнле чăтать-ши хӗрарăм чӗри? Гена амăшӗн вӗри куççулӗ çӗр чăмăрне витӗр шăтарса тухать пуль» [1.c.74].

Анатолий Хмыт калăпланă хисепсӗр вăрçă салтакӗсен сăнарӗсем вулакансем ыйтакан, кӗтекен геройсем теме пулать. Уйрăмах, паянхи пурнăç хаклăхӗн тăнăçсăрлăхӗнче Мирон Кузнецов, Паша Шахтеркин евӗр сăнарсем ӗнентерӳллӗ, чуна çывăх. Антив, Паша Шахтеркин пурнăç тути-масине курса та, астивсе те ӗлкӗреймен пултăр, апла пулин те çамрăк ӗмӗрне тăван халăх ырăлăхӗшӗн, çӗршыв пуласлăхӗшӗн панине ăнланса илеймесӗрех куçне хупать. Вăл кăна мар, нумай салтак çак хисепсӗр вăрçа ăнланса пӗтерейместь. Пытармасăр каласан, Анатолий Хмытăн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнекине кӗнӗ повеçсемпе калавсем маларах кун çути курнă хайлавсенчен палăрмаллах уйрăлса тăраççӗ. Хăш-пӗр хайлав маларах кун çути курнă тенӗччӗ. Енчен те маларах кун çути курнă хайлавсенче автор калас тенӗ шухăша, пурнăç чăнлăхне шухăшласа, уйăрса, виçеллӗ асăрханса калама тăрăшнă пулсан, хальхинче вара тӳррӗн, ытти çыравçӗсем калама хăяйман, çӗклеме пултарайман проблемăсене чăнлавсем урлă çутатса парать. Хмытăн пултарулăхӗнчи асăннă енсене, уйрăмах, «Сутăн илнӗ чыс» драмăра çутатнă ӗç-пулăм, чăнлăхпа тӗрӗслӗх çутти вăйлăн çутатса ячӗ темелле. Афганец-çыравçă хăйӗн тивӗçне чыслăн, чунне сутмасăр пурнăçлама алла хӗç-пăшал тытнă ӗнерхи каччăсен ӗçӗӗлӗ, шăпипе ăраскалӗ хистенӗ пулсан, авторăн салтакӗăнарӗ/ вара, хăй камшăн, мӗншӗн, юн юхтарнине мала кăлармасăр çӗр-шыв умӗнчи хăйӗн тивӗçе чыслăн чунне варламасăр пурнăçлать. Орден-медаль, чыспа-хисеп çинчен шухăшламасть вăл. Хмыт сăнарӗсем пурте тенӗ пекех çак тӗп ене мала хурса калăпланăскерсем. Женя Трилинский-и вăл, Паша Шахтеркин-и, Мирон Кузнецов-и, пурте, тăван çӗршыв ыйтсан нимӗн çинчен шухăшламасăр кайса пуçӗсене хума хатӗр салтаксем. Вӗсен, каларăмăр ӗнтӗ, çак тамăкра, сумсăр вăрçăра, медаль илес шухăш пӗрре те пулман. Чӗр тамăкран, чӗррӗн тухма пултарнă Мирон Кузнецов, киле таврăннă чух, çула май, аппăшӗсем патне хăнана кӗрсен, йыснăшӗпе калаçнă калаçуран та аван курăнать çакă: «…çапăçма хушнă çпăçнă. Вӗрелме хушнă – вӗрелнӗ. Чӗлхе тытма хушнă тытнă. Медаль пирки вара… нихăçан та шутламан» [c.86]. Малалла Мирон Кузнецов асаилевӗ урлă автор кирек мӗнле вăрçăн характерлă енне, тӗрлӗ наградăсемпе çăмăллăхсен, тӳнтер енне кăтартать. çав вăхăтрах чăн-чăн салтак, ахаль салтак çӗршывăн чăн-чăн хӳтӗлевçи сăнарне уçса парать. Орден медаль проблеми чăннипех те питӗ çивӗч теме пулать кӗнекере. Пӗрре мар чӗрӗ ӳкерчӗклӗ самант калăпланă автор çак ыйтăвăн тупсăмне шыраса. Хӗрлӗ çăлтăр орденне кăкăрӗ çине çакма «именекен» Тимри /«Шурă кӗпеллӗ хӗртен юлнă йăмăх» повесть/ сăнарех нумай ыйтăвăн тупсăмне шӗкӗлчет. Ултавпа суя тапхăрне куçма хатӗрленекен самана авăрӗнче çаврăнакан «тулли кӗлеткеллӗ карчăк–и, килӗсене кăкăр тулли орден медаль çакса каякан полкран та тухса курман «паттăрсем»-и, вӗсем хайлава сăнарлатма кирлӗ ӳкерчӗксем кăна марри пурне те тепӗр хут асăрхаттарма кирлех те мар пуль. Анчах та, тискер тӗнче, ывăлӗсем вăрçăран сыввăн таврăнасса кӗтекен амăшӗсене тӗпренчӗкӗ вырăнне «йăлтăртатакан тимӗр» тавăрса панине пӗрре мар курма тивнӗ автор-калуçăн-геройăн кăмăл-хусканăвне вырăна хумасăр тăма май çуках«Мирон май уйăхӗнче, киле таврăнас умӗн, пулса иртнӗ ӗç-пуçа аса илчӗ. Ун чухне вăл БТРта пулеметчик вырăнне ларса колоннăна ăсатма полка кайнăччӗ. çавăнта асăрхарӗ те вăл медальлӗ дембельсене – йышлăнччӗ хăйсем, взвода яхăнах. Икшер, виçшер награда ялтăртатать кăкăрӗсем çинче. Тӗл пулман мар-ха вăл медальсемпе килӗсене каякан салтаксене, анчах… …Писарьсемпе кладовщиксем кусем. Килӗсене çитсен эп те эп тесе кăкăр çапса çӳрӗç ӗнтӗ…Полкран та тухса курман хăйсем. Автомат мӗнне те пӗлмеççӗ. …Миронăн кăкăрӗнче тем татăлса килчӗ. Медальсем çакса тултарнă «паттăрсен» ушкăнне пӗр çын юлмиччен персе пăрахас килчӗ унăн…» [с.86,87]. çарпа вăрçă пурнăçӗн саккунлă йӗркиех тейӗпӗр кăна, анчах та чăн-чăн вăрçăн, вилӗме хире-хирӗç пӗрре мар тăма тӳр килнӗ салтакăн сăнарне туллин ӳкерме кирлӗ деталь вырăнне çеç хума та юраманнине манмалла марах ӗнтӗ. Кӗнекери хайлавсенче татах та пур кун евӗр чуна çӳçентерсе шăнтакан ӳкерчӗксем. Хайлавра кăна мар, çыравçăн кӗнекере çырманни те темӗн чухлех.

«Паллах, хам курмасăрах çырман. Ун пек тӗслӗхсем Афнанистанра тăп-туллиехчӗ. Акă, 1983 çул, çу уйӗхӗ. Пирӗн взвод командирӗ союзра сулланса çӳренӗ хыççăн гарнизона çитрӗ. Пӗр кунхине тăван çӗр-шывран анакан колоннăна чарса капитанпа тем калаçрӗ те 12 тоннăллă наливника гарнизон çумне тăратрӗ. çӗрӗ-çӗрӗпе керосин пуштаса дехкансене сутрăмăр. Юлашкинчен, укçа миххине йăтса пирӗн командир Пули-Хумрине ăсанчӗ, госпитале. Тепӗр уйăхран, инвалида тухнă пирӗн аслă лейтенант орден- медальсемпе таврăнчӗ те каллех Союза тухса вӗçтерчӗ. Пулман та тейӗн. Трубачсен каптерщикӗ вара, тăватă чемодан тупра, кăкăр тулли наградăпа чикӗ урлă каçнă. Ăна пире пӗрле пулнă ачасем кайран каласа пачӗç. çумӗнче çитмӗл пин чек тата. Пӗр чека союзра виçӗ тенке куçарнă пулсан та, унăн хакӗ ун чухне 5 тенке çитетчӗ, вăл килне паттăр çеç мар, çӗрме пуян пулса таврăннă.

…Пурнăçпа вилӗм хушшинче тăнă чух этем нихăçан та медаль орден пирки шутламасть. Унăн пӗртен пӗр тӗллев – хăйӗн е çумри тус-юлташӗн пурнăçне çăлса хăварасси. çавăнпа та ун пек чух этем çӗр çыртса кӗрешет, вилӗме те курмасть, туймасть те… Вӗсен ӗçне патшалăх епле хаклани вара, пачах урăх ыйту.

Вилӗмпе пӗччене-пӗччен тăрса юлни вара – чи хăрушши! Ку лару-тăрура кашни хăйне валли хăй çул суйлать: пурăнмалла-и унăн, е чыса упрамалла! Сăмах май, 2016-мӗш çулта Кавказра пулса иртнӗ пăтăрмаха аса илес килет. Унта, полици лейтенанчӗ, Нурбагандов Магомед Нурбагандович, вилӗмрен шикленмесӗр присяга тивӗçне пурнăçларӗ. Бандитсене пăхăнмарӗ. Ăна эпир пур те телевизорпа куртăмăр. Вăл чăн-чăн Паттăр салтак пулни куçкӗрет! Паянхи кун та лейтенант шăпине çӳçенмесӗр аса илме çук. Яланах, хама çавăн пек шăпа пӳрнӗ пулсан, мӗн тунă пулăттăмччӗ-ши тетӗп. 

Пурнăç, е чыс? Мӗн хаклăрах?  çакăн пек ыйту лартрăм «Сутăн илнӗ чыс» психологиллӗ драмăна çырнă чух та. Пьесăри тӗп сăнарсем, Петӗрпе Павăл. Тыткăна лексен Петӗр «иксӗмӗр те вилсен анне мӗнле пурăнӗ» тесе пурнăç суйласа илет, Павăл та амăшне юратать, анчах та уншăн чыс çӳлерех! Пьесăри тӗп конфлик та çак ыйтусе тавра явăнать. Амăшне мӗн кирлӗ-ха – ывăлсем! Паттăр-и вăл, е сутăнчăк – уншăн пӗрех!

 «Сар Иван» поэма балладăна пичетлесе кăларнă хыççăн, Иван Даниловăн Афанасий пиччӗшӗпе паллашрăм. Хăнана чӗнчӗ, масар çинче пулнă хыççăн килне кӗтӗмӗр те вăл мана Ивана панă орден медалӗсене кăтартма пуçларӗ. Пӳлӗме Иван амăшӗ, Федора Александровна, кӗчӗ. çав самантрах, Афанасий, Иванăн наградисене умри чӗркем айне пытарса хучӗ. – Мӗншен? – ыйтрăм эпӗ унран. Амăшӗ тухсан хăй мӗншӗн ун пек тунине ăнлантарса пачӗ. – Ивана пытарнă хыççăн, пире Мамадăшри военкомата чӗнчӗç, орден пама эппин. Анчах та анне килӗшмерӗ. Тепӗр кунне лешсем хăйсем персе çитрӗç. Протокол ыйтни пек сумлăн та çӳлти шайра сăмахларӗç. Тивӗç пирки нумай калаçрӗç. Анне патне пырса ордена тыттарчӗç. Анне алла илнӗ çăлтăра, нумай та шутласа тăмарӗ, пӳрт кӗтессинчи шăпăр шăтăкне вăркăнтарчӗ те, «Кирлӗ мар мана сирӗн тимӗр татки! Эпӗ сире чӗрӗ ывăла шанса патăм, тавăрса парăр мана каялла!»

Федора Александровнăн сăмахӗсене калать те ӗнтӗ манăн герой, «Сутăн илнӗ чыс» драмăри Петьăпа Павăл амăшӗ Тăхтилет!»

Авторпа Мирон Кузнецов шухăшӗсене уçăмлатса хăварни вырăнлă. Илсе кăтартнă тӗслӗхсенче, сăмах, медальсемпе орденсене чăннипех те тивӗçлӗ çынсем пирки пымасть. Чăн-чăн паттăр умӗнче авалтан халăх, çӗршыв пуç тайнă. Унăн мадаль орденне кура мар, вăл тунă паттăрла ӗç пулăм куç умӗнче пулнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн орден, медаль тивӗçнӗ чăн-чăн паттăрсем ӗлӗк те Пӗрремӗш Тăнче вăрçи, Аслă Аттелăх вăрçи, халă те /Афган, Чечен/ пулнă, пулӗç те. Анчах та вăрçă вут-çулăмӗн чăн-чăн тамăкӗнчен тухма пултарнă, вилӗме куçа-куçăн пӗрре мар тӗл пулнă салтак сăмахӗсене ниепле те хайлава сăнарлă тăвас тесе çеç кӗртнӗн туйăнмасть. Пулнах вӗсем. Ят-сум, хисеп, чап илессишӗн, чунӗсене сутнă этемсем ӗлӗк те халӗ те пур. Ку вăл пурнăç, этемӗн çӗр енлӗ пурнăçӗн пӗр енӗ. Тӗслӗх шырама инçе каймалла мар. Паянхи хӗвӗшӳллӗ саманан тӗкӗрӗ çине пăхмалла. Тӗрле шайри МИХсем вăхăтран вăхăта, унта е кунта, суя орден медальпе, сумлă, хисеплӗ ятсемпе суту-илӳ тăвакан улшуçсен чыссăрлăхӗ пирки шавласа илеççӗ. Ним те мар, сутакансенне çеç мар илекенсен чунӗсен тӳнтер енне тавăрса пăхма май çукки çеç пăшăрхантарать. Чип-чипер этем сăн-пичӗпех, кӳлепипех тухса тăраççӗ вӗсем телеэкрансемпе хаçат-журнал страницисем çине. Эппин, Анатолий Хмыт геройӗн, Мирон Кузнецовăн сăмахӗсемпе асаилӗвӗсене йышăнмасăр çыравçăпа героя мар, хамăра улталар мар. М. Кузнецов асаилӗвӗнчи евӗр ӳкерчӗк Л.Агаков фельетонӗсенче пӗрре мар тӗл пулма тӳр килнӗ. Вăрçăра, çапăçура пулмасăр пулнă тесе, аманмасăрах суранланнă тесе, тӗрлӗрен çăмăллăхсемпе усă курни, вăрçă инваличӗн ятне суяпа илсе ӗмӗр тăршшӗпе çăмăллăхпа ырă курса пурăнма ăнтăлнине Агаков хăйӗн фельетонӗнче тăрă шыв çине кăларнине пире ӗлӗкех вулама тӳр килӗ. Хальхи вăхăтра çырса тăракан прозаикăн В.Константиновăн «Алăсем» ятлă калавӗн геройӗ те çак шухăшах çирӗплетет. Вăл та вăрçăра пулманскер, патшалăх паракан çăмăллăхсене хăй валли кăна мар ывăлӗсем, мăнукӗсем валли те темиçе хутчен илсе усă курнине аван çутатса панă Валентин Константинов. Г. Максимовăн «Тусан айӗнчи чăнлăх» калавӗ те медаль, ят-сум, чыс, хисеп, ыйтăвне шалтан, тарăннăн авăсса, хускатса вулакан кăмăлне каймалла е çав вăхăтрах паянхи вулакан шухăш-кăмăлне тивӗçтерсе çутатса парать.

Чăваш литературинче мирлӗ вăхăтри çар çыннисен кун-çулне сăнарлăн ӳкерекен çыравçăсем сахал тесе калаймăн. Владимир Степанов, Юрий Сементер, Ева Лисина, Лев Медведев тата ыттисен  те салтакăн ӗçӗӗлӗпе паллаштаракан хайлавсем пӗрре мар кун çути курчӗç. çарти тӗрлӗ вак пулăмпа пăтăрмах хут çине ӳкнӗ вӗсенче. ӗмӗрсем хушшинче йӗркеленсе аталаннă çар пурнăçӗнче ниме тăман кулленхи самантсем кăна тейӗпӗр вӗсене. Апла пулин те ӗнер кăна шкул саккипе сывпулашнă пурнăç илемӗпе киленсе пурăнма тин çеç пикеннӗ паянхи салтак чунӗнче пулса иртекен кашни пулăм ӗмӗрлӗх йӗр хăварнă, кăмăл-сипетпе характер хӗлӗхӗсене е авăртса, е пачах та тепӗр майлă çирӗплетсе хăварма пултарнă. çапла, çакăн евӗр хайлавсем çулланă вулакан кăмăлне тивӗçтерме çеç мар, гаджет, планшет тата смартфон вулама юратакан çамрăксене те кирлӗ.\çӗршыв, патшалăх, тивӗçӗпе этемӗн чыслăхпа çынлăх туйăмӗсемпе хаклахӗсем ытла та сумсăра тухнă вăхăтра, вӗсем пулас ăрăвăн тавра курăмне аталантарма уйрăмах пысăк пулăшу кӳме тивӗç.

Паянхи Раççей Патшалăхӗ СССР приемникӗ мар текен Конституци Сучӗн судйисем, ӗмӗрне çӗнӗ техника курман евӗр йытта çаврăнса сикекен офицерсем, унтан та ытла йӗпрен пӗрене туса тусан вӗçтерекен блогерсемпе, суя мăнаçлăх танатине кӗрсе ӳкнӗ хăш-пӗр «журналистсем» хунаса кайнă вăхăтра çынлăх, чунлăх, хӗлӗхӗсене виçеллӗ карăнтарма вӗрентекен, чӗнекен илемлӗ хайлавсем кирлех.

Нефтьпа тата нефтьшӗн, газпа тата газшăн ӗçлекен паянхи Геополитика машини Этем чунӗн тарасине вылятса янă вăхăт таппинче халь эпир пурте. Геополитика машинин штурвалӗ умне çутçанталăк, халăх пуянлăхне хăйсен аллине çавăрса илнӗ тӗнче, çӗшыв «тытакан» этемккесен аллине кӗрсе ӳкнӗ майăн тӗнчери лару-тăру татах та çивӗчленсе каяс хăрушлăх пысăк. çӗр кăвапи çинче хӗртӗнекен тӗнче шайӗнчи политиксем йăтăрласа кăларнă вăрçăра, паллах, ӗлӗк те халӗ те хура халăх нушаланнă. Этемлӗх истрийӗнче вăрçă-харçăсăр пурăнса ирттернӗ пӗр ăру та пулман. ХХ ӗмӗр тăршшăнӗ кăна илер акă. Пӗрремӗш тӗнче вăрçинчен пуçланса кайнă вăрçă-харçă каярахри тапхăрта самана илсе килнӗ пăтравпа амаланса çеç пынă. 1941-45 çулсенчи вăрçă хыççăнхи çулсенче те халăх куçне курăнман вăрçă сахал мар пулнă.  Вăрттăн вăрçнă вăрçăсем пиншер çыннăн пурнăçне татнă, геополитика машинин çын юнӗпе ӗçлекен моторӗ пӗр самантлăха та чарăнман, чарăнас кăмăлӗ те палăрмасть. Сири, Ирак, Ливи, Украина таврашӗнчи лару-тăру ку пулăма вут хурса çеç тăрать. Вăрттăн вăрçă пирки сăмах пуçларăмăр пулсан виç-тăват çул каялла «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă Лев Медведевăн «Ким Чунэ Дун» повеçӗ çинче чарăнса тăни вырăнлă. Хайлав геройӗ - Совет салтакӗ - Геополитика витӗмне пула, Лăпкă океан çумӗнче вырнаçнă Корея çӗрне Китайра Харбин хулинче çуралса ӳснӗ Ким Чунэ Дун китаец ячӗпе хутшăнса сывлăхне, çамрăклахне пӗтернӗ Михаил Питишев. Повесть геройне паянхи кун та паллă мар вăрçăра пуç хунă юлташӗсен шăпи канăç памасть. Ют çӗршывра ӗмӗрлӗхе куçӗсене хупнă, хыпарсăр çухалнă юлташӗсен паттăрлăхӗ çинчен ашшӗ-амăшӗ те пӗлместь çке. Ку - çар, патшалăх вăрттăнлăхӗ. «Вӗсем те вăрçа хутшăннă. Анчах та мӗншӗн шутра мар?» теекен ыйту канăçсăрлантарать ӗмӗр тăрăшшӗпех паллă мар, ятсăр, вăрттăн вăрçă паттăрне. Медведев çырса кăтартнă пурнăç чăнлăхӗ, патшалăх вăрттăнлăхӗ шутланнăскер чылай вулаканшăн тахçанах вăрттăнлăх пулма пăрахнă пулин те, манăçа кăлармалли пулăм марри пӗлтерӗшлӗ. Информаципе технологисен ӗмӗрӗ тетпӗр пулин те Медведев çырса кăтартнă евӗр тӗслӗхсенче те чăнлăх шырамалли нумай. Вулакан чунне çатăрласа илмелли шаях сăнарласа çитернӗ тамăкран таврăнма пултарнă ӗнерхи «китаец» сăнарне çыравçă. В. Степанов та тинӗс çар хӗсмечӗн хăйнеевӗрлӗхне ытарлăн, хайлав шалашне шӳтпе кулăш сӗрӗмне тӗтӗрсе самай кăсăклă калав, тӗрӗсрех ярăм пичетлерӗ. çыравçă мирлӗ вăхăтри çар хӗсметӗнчи кăсăклăха ытларах дидактика сӗмӗллӗ хавха парнелет. Тӗнчери çӗнӗлӗхӗн анлăшне салтаксен кулленхи пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ урлă тӗтӗрет.

Анатолий Хмыт пултарулăхӗ паянхи çыравçăсенчен чылай чухне темăпа проблема кӳлепин шалашӗпе тулашӗн пӗр пӗтӗмӗшле хавхине пахалăхлă, илемлӗ, пӗр хăйне кăна тивӗçлӗ шайра тытса пыма пултарнипе паха. Литература ӗречӗн, законӗсен формипе содержанин палăруллă енӗсене пăхăнса пынипе уйрăлса тăрать теме те пулать. Литературăра, уйрăмах прозăра, çырса кăтартмалли мелсем сахал мар. Апла пулин те каласа пӗлтерни /повествовани/, сăнласа пани /описани/, çынсем /геройсем, сăнарсем/ пӗр-пӗринпе калаçни /диалог/ малти вырăнта. çак виçӗ тӗп мелсемпе майсене Хмыт калану речӗн жанрӗсенче пуринпе те тухăçлă усă курать теме пулать. Апла пулин те сăнласа панипе /описани/ геройсене пӗр-пӗинпе калаçтарни /диалог/ мелӗсем тем тесен те мала тухаççӗ. Каласа пӗлтерни пачах та çук е çав тери сахал теме пулать çыравçă çырни тунинче. çав вăхăтрах диалог саманчӗсем йышлă пулни куç кӗрет. çыравçă кашни хайлавӗнчех конфликта кăна мар тытăмӗпе композицие те çӗнетсе, улăштарса халиччен пичеве кӳлмен формăсемпе усă курса йӗркелеме тăрăшать. Автор кун пирки хăй аса илсе каланине асăнса хăварни вырăнлă. «Паллах, литературăпа чăн пурнăç пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ. Калав е повӗç калăплама ларнă чух, эпӗ чи малтан хам пӗлнӗ истори-и вăл, е кам та пулсан каласа панă-и ăна, унăн тӗшшине курма тăрăшатăп. Тӗшшине тупсан вара – ăна литература шайне хăпартатăп. Пӗр енлӗ, вăрçă çинчен çеç çырса ларни вулакана кичемрех пулать пек. çавăнпа та сюжет йӗрне, геройсен сăнарӗсене тӗрлӗ енлӗн калăплатăп. Унта ырри те усалли те пур. Акă, тӗслӗхрен, «Павар касси çăл куçӗ» калавах илер. Володя Михайловпа, тӗп сăнарпа, сехет ытла калаçса ларатпăр. Сюжечӗ пур пек, анчах та калав тӗшшине курмастăм. Юлашкинчен, машина çинчен тухас умӗн, эсӗ яла кайсан хăв мӗн тума юрататăн тесе ыйтрăм. Яла çитсен эпӗ чи малтан павара анатăп та чун каниччен çăл шывне ӗçетӗп терӗ. Пулчӗ терӗм эпӗ хавасланса. Сюжет шартлама сивӗре яла машина аннипе пуçланать. Герой сивве пăхмасăр машинаран анса çăл куçран шыв ӗçет. Чунри вут-çулăма сӳнтерме пикенет… «Айша» повӗç тӗп шухăшӗ, сăмах май каласан, вăрçăран ывăннă Афган хӗрӗ, мирлӗ пурнăç шыраса хăйне шуравине юраттарать, анчах та шăпаран çын тухаймасть». 

«Пӗччен йывăçа çил хуçать» повеçре те çак йӗр питӗ аван курăнать. Сюжет хăйнеевӗрлӗхӗнче хайлаври ӗç-пуçа ăнсăртран чӗрӗ-юлнă салтак, полк особистне Юлдусов майора допрос вăхăтӗнче каласа пани евӗр йӗркелени. Кунта Мирон Кузнецов, иккӗмӗш ротăран хаяр çапăçура пӗччен çеç чӗрӗ юлнишӗн хăйне айăплă туйни çеç мар, полк особисчӗ те вăл шухăшланă евӗрех пӗтӗмлетӳ туни мала тухать. Хăй чӗрӗ юлнăшăн, Мирон çарти тӳре-шара, вилнӗ юлташӗсен умӗнче айăплă туйни хайлав пӗлтерӗшне ӳстерет. çак чун суранӗ «… ванчăкӗ тамалнă суран мар вăл» час тӳрленместь çав чун ыратăвӗ, ку ыйтура врачсем те вăйсăр. «Душмансемпе» çапăçăва кӗрсен ротăран чӗрӗ юлнă 2-мӗш çын Мирон Кузнецов айăпсăррине ӗнентерме пултаракан та пурнăçран уйрăлать. Чун суранӗпе пӗччене пӗччен тăрса юлнă Мирон Кузнецовăн особиста каламалли сăмахӗсем «Чӗре витӗр юнпа çăвăнса» тухаççӗ.

Мал курăмсăр майор айăпне пула «Аса илме те харушă çав тамăкри каçа. Картана хупса хунă выльăхсене персе пăрахнăн кăкларӗç совет салтакӗсене. Ытла ухмахла леш тӗнчене ăсанчӗç юлташсем!» [1.c.83]. Сарăмсăр пурнăçран уйăрнă 2-мӗш рота салтакӗсем умӗнчен хăй ăнсăртран чӗрӗ юлнăшăн «Хăй ыттисенчен самай мала уйрăлса кайма ӗлкӗрнӗшӗн хурланчӗ» [1.c.83]. Штаб начальникӗпе рота командирӗ маршрут пирки тавлашса пӗр тӗллев патне килсе тухайманни хăйӗн пурнăçне те ротăри мӗн пур çамрăк салтаксен кун-çулне те тӗплени пирки особиста пӗлтермерӗ. «…Мӗншӗн пӗлтерменнине хăй те ăнланмарӗ. Вилнисене начар сăмахпа мӗн аса илмелле?» [1.c.83].  «…Ротăран мӗншӗн уйрăлса кайнă эсӗ?» янăракан особист ыйтăвӗсем суран çине тăвар сапни çеç мар, хайлаври тӗп шухăша – геройăн вăрçă хыççăнхи кун-çулне татса паракан пулăм та темелле. Халиччен никама хирӗç каласа курман Мирон допросра хăйне тытса чараймасть: «Варламов лейтенант çул тӗрӗслеме ячӗ. Вӗсен ман хыççăн пымаллаччӗ. Эпӗ сăрт çине хăпартăм. Ыттисем уçă вырăнтан тухса ӗлкӗреймерӗç. Хăрушсăр çӗре улăхса çитеймерӗç… Сирӗн шутпа вилмеллеччӗ-и манăн?!. Вилмеллечӗ-и? Вилнӗ пулсан, тен, сире чăрмантарман та пулăччӗç. Ман пата ярса хаклă вăхăтăра илместчӗç!... Мирон сиксе тăчӗ те алăка шалтлаттарса хупса тухса кайрӗ. Уншăн особист та офицер та çук. Вăл хăй ăçтине те манса кайрӗ. Куç умӗнче çӗрлехи ту хушăкӗ, хăлхара çапăçу шавӗ…» [1. c.84]. Совет салтакне чун çирӗплӗхне вăрçă хаярлăхӗнчен ытла çар тӳри-шари ӗлӗк те халӗ те пусарса тăни анчах мар, çав йăнăшсем салтак чӗринче, чунӗнче, çӗршыва ӗненессине, хисеплессине, шанассине аркатни чӗррӗн вулакан куçӗ умне кăларса курăмлăн ӳкерет автор. Риторикăллă ыйту, чӗнӳ, кăшкăру пӗрре те ăнсăртран мар хайлавра. Пӗрре мар тӗл пулаççӗ вӗсем произведенире. Акă, тӗслӗхрен, хăшне-пӗрне илсе пăхар: «Хытă ыраттарнине хăтарма ятарлă шприц-тюбик çук çумра. Памаççӗ ăна салтаксене. Лешсем эмеле наркотик вырăнне усă курасран хăраççӗ. Салтаксем тăр ухмах маррине чухласшăн мар вӗсем» [1.c.63], «Тӗрӗс, урасăр салтак – салтак мар. Кама кирлӗ чăлах?» [1.c.69], «Эпир вилни кама кирлӗ?... Манăн та пурăнас килетчӗ...» [1.c.70]. Вулаканпа сӳтсе явмалли, паянхи патшалăх шайӗнчи хурав тупайман ыйту, чӗнӳ, кăшкăру темӗн чухлех унта. çак тапăнăва чăтайман Мирон Кузнецов чунӗ пӗччен йывăçа çил хуçнă пекех хуçăлать. Особист патӗнчен тухса кайсанах вăл чуна «кантармалли» шырама пуçлать. «Афганистра наркотик дефицит мар» хӗсметрен таврăнсан та вăрçăран туянса килнӗ Афганистан парнине ăша илет. «…Шутламан та çартан таврăнсан çав пакăçа ăша ярать тесе. Мал ӗмӗтсемччӗ пуçра: телейлӗ пурнăç, хаваслă кунсем, юратнă хӗр, кăмăлла ӗç. …Пӗрре çăтатăп та урăх тытмастăп тенӗччӗ. Апла мар иккен. Хуйхă çине хуйхă килчӗ. Пӗрре çумне иккӗ хушăнчӗ…» [1.c.87]. Тамăк хуранӗнчен хăтăлса тухма пултарнă паттăр мирлӗ пурнăçăн тамăкӗнче пӗтет. çапла вара, вăрçă, çапăçу хирӗнче кăна мар, мирлӗ пурнăçра та хăйӗн чыссăр ӗçне малалла тăсать. Мирон чунӗ Афганистанрах, унта юлнă тусӗсем патӗнче. Камсен йышне кӗртмелле-ха халӗ Мирон Кузнецова, вăрçă хыççăн пурнăçри хăйсен вырăнне тупайманнисен, е йывăр сурансене пула вăхăтсăр пуç хунисен, е вăрçăра пуç хунисен йышне? Ку шухăшламалли, автор пӗччен татса калама пултарайман ыйту. )стермесӗр каласан, «Пӗччен йывăçа çил хуçать» тата «Вилӗмсӗр кăйкăр юрри» повеçсем чăннипех те Афган вăрçин чӗрӗ ӳкерчӗкӗсем.

«Эпĕ хама вăрçă курнă теместӗп, салтакра çеç пулнă. Унтан таврăнтăм та çӗршывра çӗн йӗркелӳ, коопераци самани хуçаланчӗ. Совет Союзӗ арканнă, пурнăç улшăннă. Кам мӗнле ура çине тăма пултарать, çавăн пек  тапаланать. Маншăн та питӗ çăмăл килмерӗ çав тапхăр. Эпӗ питӗ йывррăн ура çине тăтăм. Шӗкӗлчемеллипех шӗкӗлчерӗ пурнăç. çемье тытса тăчӗ пулӗ. Арăма та манпа, контузи илнӗскерпе, çăмăлах пулман ахăртнех» [2].

Вулакан Афган вăрçин сăн-сăпатне пире пӗр çын, салтак – автор ӗçӗ-хӗлӗпе шухăшăмăлӗ урлă çеç хак парать тесе калас шухăша сирме хаçат-журналти асăннă синкерӗн ӗçне-хӗлне, паттăрӗсен кунне-çулне, шăпи-ăраскалне çутатакан очерксемпе аса илӳсен тӗслӗхесем патне çаврăнма хистет. Чăвашла тухса тăракан изданисем асăннă ыйтăва нихăçан та иккӗмӗш вырăна хуман. «Хыпар», «çамрăксен хаçачӗ» т. ыт. кăларăмсем çулран çул афган вăрçипе çыхăннă датасемпе тапхăрсем вăхăтӗнче тӗрлă материал пичетлет. Акă кăçал та çак ыйтăва çутатакан статьясемпе очерксен ярăмӗ тухрӗ. Вӗсенчен Алина Изман хайлавӗсене асăнма пулать. Журналист нумаях пулмасть «çамрăксен хаçачӗн» страници çинче «Хӗвел пӗчӗкленсе, пӗчӗкленсе пычӗ…» ятлă очерк-портрет пичетлерӗ. Очеркра 1985-87 çулсенче Афганистан çӗрӗнче патшалăх умӗнчи çар тивӗçне пурнăçланă Комсомольски тăрăхӗнчи Хирти Явăш каччин Владимир Назаровăн хӗсметри тата ун хыççăнхи кун-çулне вулакана паллаштарнă. Назаровăн кун-çулӗпе ӗçӗ-хӗлӗ Хмыт кӗнекинчи чылай пулăмпа тӳр килни çыравçăпа унăн сăнарӗсен ӗçне-хӗлне кăна мар вăл вахăтри саманапа политика лару-тăравне тӗрӗс хак пама май парать. Салтакри кулленхи самантсем кӗнекерипе тӳр килнине ӗнентерекен хăш-пӗр тӗслӗхсене илсе пăхар: «Чӳк уйăхӗн 17-мӗшӗнче граждан борчӗпе салтаксем Афганистана вӗçнӗ. Баграмра 345-мӗш парашютпа десант гварди полкне ротăсене уйăрнă. Владимир 4-мӗшӗнче. çӗр каçнă хыççан ир-ирех вертолета лартнă та Анавана вӗçнӗ. «Колонна тăратчӗ, полк «боевойсене» кайнăччӗ. çитсе вырнаçичченех пеме тытăнчӗçАслăраххисем пире, тин килнисене, хӳтте хăваласа кӗртрӗç. Учебкăра кашни кун ир-ирех пеме вӗреннӗ пулсан та вилӗм çывахра пулнине ăнланман. Хăрама ӗлкӗреймен…», е тата «Пире лăпкă пурăнма паман, пемесӗр  пӗр кун та иртмен. ДШК пулеметран пени, тăхлан шăхăрса иртни ним те марччӗ, реактивлă снаряд хута кайсан нимӗн те çăлмастчӗ» [2].                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                             

30-40 çул каялла пулса иртнӗ ӗçсем хайлавсенче, анчах паян та чуна шăнтакан çӳçентерекен чăнлăх. «Мӗншӗн, камшăн, кам чапӗпе мухтавӗшӗн пуçне хучӗ пулать-ха таса чун-чӗреллӗ, маттур чăваш каччи Женя Трилинский, пуçӗпех пӗтнӗ 2-мӗш рота салтакӗсем, т. ыт. те, т. ыт. те… «Паттăрлăхшăн орден пачӗç Трилинские, каярахпа Шупашкарти пӗр урам унăн ятне тивӗçрӗ…» Мирон Кузнецовпа Евгений Александрова мӗн кӗтет-ши? Аманса таврăннă Вася Петров пек çамрăксен шăпи мӗнле килсе тухнă-ши?

Афганистанра пуçне хунă ентешсен хăш-пӗр сăнарӗ тăванӗсен тата халăх хушшинче - урам ятӗнче упранса юлӗ тейӗпӗр. Мирон Кузнецовпа Евгений Александров тата ытти ятсем ăçта упранӗç? Чăваш енрен пиншер салтак Афганистан халăхне илемлӗ пурнăç парнелеме хутшăннă, чылайăшӗ пуçӗсене хунă, хыпарсăр çухалнисем те сахал мар. Суворов «вăрçăра пуç хунă хыпарсăр çухалнă юлашки салтакăн ÿтне тупса чыслăн пытармасăр та вăрçă чарăнмасть» тенине шута илсен пирӗн çӗр-шывшăн та Афган вăрçи паян та чарăнман. «Афганистан, эсӗ чунра çăпан пек пӗр карăнса та пӗр ыратса тăратăн. Сана сиплес тесен те – сиплейместӗн, касса илес тесен те касса пăрахаймастăн. Эсӗ йывăç ăшне керсе ларнă шӗкӗ евӗр чӗрене кăшласа, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн шăтăксем шăтарса витӗр тухатăн. …Вара пӗр хӗрхенмесӗр хӗн-хур хӗвне ӗмӗрлӗхех хупса хăвăн чуру тăватăн. Касатăн, ваклатăн, хăвна кирлӗ пек муритлетӗн. çапла эсӗ Афганистан» [1.c.87]. Илсе кăтартнă тӗслӗхре каласа панипе сăнласа панин тӗслӗхӗсем пӗрлешсе пӗр пӗтӗмӗшле ӳкерчӗке çаврăннă. Кун евӗрлӗ сăнарлă шухăшлав çаврăмӗсем кӗнекере темӗн чухлех. Вӗсенче ӗнерхи салтакăн, Афганистан вăрçин ветеранӗн паянхи кăмăл-туйăмӗ, шухăшӗ тӗллевӗ. «18-20 улсенчи çамрăксен мӗн кăна тÿсме тивмен-ши? Хальхи çар пурнăçӗ унчченхинчен чылай уйрăлса тăрать пулин те çамрăксене хурламасть Владимир Павлович. Шăпа тивсен вӗсенчен кая мар Тăван çӗршыва хӳтӗлеме пултарнине, паттăрсем кирек хăçан та тупăннине палăртать» [2].

Анатолий Хмыт çыравçăн хăйне евӗрлӗхӗсен йышне вăл хайлавра уçса пама тӗв тытнă ӗç-пуç пирки произведенин кӳртӗмӗнче сăнарлă тата сăнлăхлă ӳкерчӗк йӗркелени. çапла кашни хайлавăнах кӳртӗмӗ пур. Калав-и, повесть-и, тӗрленчӗк-и – пуринче те тӗп геройпа тӗп шухăшăн, идейăн, кăмăл еккин паллисене çутçанталăк илемӗпе хăйнеевӗрлӗхӗ витӗр сăнласа ӳкерсе кăтартни. Кӳртӗмре автор хăй мӗн калас, мӗнле ӳкерес тата произведенин кăшкарне хăрталама символла сăнар, символла ӳкерчӗк, пулăм, сăнав-тӗпчев, танлаштару урлă, тӗрӗлесе хурать. çав план-схема, кӳртӗм-ӗç аталанăвӗ майпен-майпен Афганистан вут-çулăмӗ витӗр тухнă салтакăн паттăрлăхне çаврăнать. Кашни пай хăйне кăна тивӗçлӗ, евӗрлӗ, хăрталлă, хавхаллă, сулăмлă, вырăнне тухса пырать те пӗтӗмле ӳкерчӗке куçать. Татти-сыпписӗр каласа кайнипе вуласа ӗлкӗрейми событисемпе çырса пӗтерейми сăнарсемпе тулса ларман Хмыт калавӗсем. Калавӗсем çеç повеçсемпе пьесисем те сюжет хиврелӗхне мала, тӗпе хуманнипе уйрăлса тăракан сăнарсемлӗ унăн. Тутарстан çӗрӗ, Аксупа Нăрлат-и вăл, Теччӗпе Пăва-и, çӗпрелпе çарăмсан-и, темле уйрăм пахалăхлă чăваш çыравçисемпе пуян. Акă Нелли Петровскаянах илер. Унăн та сăнарлă ӳкерчӗклӗ кӳртӗм хайлавӗсенче малти вырăна тухать.

çапла вара Анатолий Хмытăн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнекине кӗнӗ повеçсенче Афган вăрçин ӳкрчӗкӗсем вулакан умне чӗррӗн, кино картина, ӳкерчӗк çинчи пек тухса тăраççӗ. Вӗсенче хускатнă ыйтусем çав тери анлă, йышлă. «Халӗ те, 30 çул иртсен, аса илетӗп, тӗлӗкре куратăп…» [2]. Вăрçăран таврăнни 35 çул иртсен те сурансем сипленмен, сипленме мар, пирчеме те пуçламан теме пулать кӗнекепе паллашсан. Ку, чăнах та çапла, пурнăç чăнлăхӗпе, чун ыратăвне, суранне, кӗнекерипе тӳр килтерме кашни çыравçах пултараймасть. Л. Агаков, В. Садай, М. Кипек евӗр ăсталăх тӳпине кармашакан Хмыт сăнарлахӗ  чăннипех те мухтава тивӗç.  

 

Литература

  1. Анатолий Хмыт. Тӗлленмен тӗлӗк: повеçсем, калавсем / А. Хмыт. Шупашкар: Чăваш кӗнеке изд-ви, 2020. 319 с.
  2. Алина Изман. «Хӗвел пӗчӗкленсе, пӗчӗкленсе пычӗ…» / Изман. А. «çамрăксен хаçачӗ». 2020.  - Февраль 20-мӗшӗ.
  3. b.belcult.byindex…afganskaya-vojna-v…literature

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: