Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

АХРĂМ повесть

Николай АНДРЕЕВ

«Чӗрӗп»

Ӑшӑ та лӑпкӑ тăрать çуллахи каç. Карталана пуçланӑ хура пӗлӗтсен хушшинчен сайра çӑлтӑрсем тӗксӗммӗн мӗлтлетеççӗ. Тусанлӑ сывлӑшра нӳрӗк шӑрши сисӗнет. «Çумӑр çӑвасшӑн пулас», – шухӑшласа утрӗ клуб енне Евген. Ача мар ӗнтӗ вӑл текех унта шикленсе çӳреме, ар çулне çитнӗ. Нумаях пулмасть ПТУ пӗтерсе аллине автомобиль çӳретме права илчӗ. Кӗркунне çитсен салтака илӗç. Унччен пӗр-пӗр хӗрпе туслашас тӗллевпех юлашки вӑхӑтра клуба кун сиктермесӗр çӳрерӗ вӑл. Кайран, службӑра тӑнӑ чухне, унпа çыру çӳретме ӗмӗтленчӗ. 

 Клуб патне çитсе пынӑçемӗн унӑн чӗри хаваслӑн тапма тытӑнчӗ. Культура çурчӗн пысӑк чӳречисенче гирлянда ярӑмӗн тӗрлӗ тӗслӗ çутисем илӗртӳллӗн выляса яшсене хӑйсем патне йыхӑраççӗ. Ытти чухне пӗтӗм таврана шуйхатакан юрӑ сасси çеç илтӗнмест. Алӑкӗ хупӑ пулас. 

Клуб умӗнчи çаран çинче хура тӗслӗ çӑмӑл машина ларнине аякранах асӑрхарӗ-ха Евген. Юпа çинчен ӳкекен хунар çутинче хавшак ӳт-пӳллӗ çамрӑк пӗр-пӗччен хиркеленсе тӑрать. Ял куштанӗ Гришук иккен. Машини те çавӑнах-тӑр. 

Евген хумханса кайрӗ. Вӑл урӑ мар пулсан каччӑпа хирӗçмесӗр е ӑна мӑшкӑл тумасӑр лӑпланмӗ. Анчах унӑн куçӗ умне курӑнмасӑр клуба кӗме май çук. Хӑюлланса Евген тӳрех ун патне çул тытрӗ. Çитсен сылтӑм аллине тӑсрӗ: 

 – Салам. Машинӑпа тухрӑн-и? – ыйтрӗ пуçне автомобиль енне сӗлтсе. 

 – Çапла... тухрӑм, – шӑлӗсене кӑтартса йӗкӗлтешрӗ Гришук. 

Евген сывлӑх сунма тӑснӑ алли çине вара кӗтмен-туман çӗртен хӑрах урине хӑпартса хучӗ. 

 – Салам, салам, йы-хи-хи-хи! – ахӑрса ячӗ Гришук. Клуб умӗнче тӑракан çамрӑксем унӑн шӳтӗнчен куласса, ырласса кӗтсе йӗри-тавра пӑхкаларӗ. 

 Çынсен умӗнче хӑйӗнчен куçкӗрет кулни Евгене тарӑхтарса ячӗ, паллах. Уринчен ярса тытса Гришука çӗр çине чышса ӳкерме те шутланӑччӗ вӑл. Хӑйне хӑй тытса чарайрӗ. Çӗкленӗ урана хӗрринелле вӑрса ярса клуб пусми патнелле утрӗ. Çакӑнпа харкашма сӑлтав путланчӗ тесе шутланӑччӗ, анчах Гришук унран малтан иртсе уçӑлса кайнӑ алӑкӑн куплакӗ тӗлне çурӑмӗпе тӑчӗ. Шала кӗме тӑнӑ Евгене курмӑш пулса хулпуççийӗпе самай хытӑ тӗкрӗ. Каччӑ парӑмра юлмарӗ. Куштана пӗтӗм кӗлеткипе чышса сирпӗтсе алӑк урати урлӑ ярса пусрӗ. 

 – Мӗн чышатӑн, э-э-э?! – çухӑрса ячӗ Гришук. Евгене кӗпинчен ярса тытса каялла туртрӗ. 

 – Хӑв малтан чышрӑн вӗт вара, – лӑпкӑн калаçма тӑрӑшрӗ хумханса кайнӑ Евген. 

– Çапӑçсах каяç-и-ха тата?.. – кӑмӑлсӑрланчӗç алкумӗнче тӑракан хӗрсем. 

 – Эпӗ тетӗн-и-и-и? Епле сӗмсӗрленсе кайнӑ хальхи çамрӑксем! – такама ӗнентересшӗн пулчӗ каччӑран пилӗк çул аслӑ Гришук. – Атя-ха, клуб хӗррине кайса калаçар – вӑйпах туртрӗ Евгене аскӑнчӑк яш. 

 Евгенӗн кӗпе çанни çӗвӗ тӗлӗнчен шатӑр-р-р! çурӑлса кайрӗ. Çак сасӑпа пӗр вӑхӑтрах тарӑхса кайнӑ каччӑ кӗпе çуракана чӑмӑрпа пӗтӗм вӑйран çапса сирпӗтрӗ. Крыльца çинче тӑракан çамрӑксен урисемпе такӑнса тӗрек çухатнӑ Гришук пусма çинчен персе анчӗ. Тусанлӑ тӑпра çине çурӑмӗпе тӑсӑлса ӳкнӗскер чавсисем çине тӗренсе сиксе тӑма васкарӗ. 

 – Эсӗ мана-и?! 

Анчах Евгенӗн те текех хӑйне мӑшкӑллаттарасси килмерӗ. Куштана тӑнӑ-тӑман темиçе хутчен питӗнчен чӑмӑрпа нӑчлаттарчӗ. Кӗпи арки аллине лексессӗн пӗтӗм вӑйран туртрӗ. Шакӑр-р-р! тӑкӑнчӗç çӗр çине тӳмесем. Тумтир çурмалла çатӑр çурӑлчӗ. 

– Ку сана ман кӗпене çурнӑшӑн, – темшӗн ӑнлантарма шутларӗ ӑна. 

Пилӗк таран çарамас тӑрса юлнӑ Гришук текех хирӗçмерӗ ӗнтӗ. Юнланса пӗтнӗ тути-çӑварне чалӑштарса, шӑл витӗр сӑрӑхтарса кӑларчӗ: 

– Ну вçо! Сана куншӑн лекет. 

– Хӑв малтан пуçларӑн. 

– Кунта мар. Урӑх çӗрте, – хӑйӗннех печӗ Гришук. – Давай «стрелкă» тăватпăр: эпӗ юлташсемпе килӗп, эсӗ те тусусене пух. 

 – Хӑçан, ӑçта? – хумханнипе кăкăрӗпе каçӑрӑлса хӑрӑлтатрӗ Евген. 

 – Малти кас вӗçӗнчи Чӑнлӑ çырмин кӗперӗ çинче тейӗпӗр. 

 – Юрать. Хӑçан? 

 – Çак шӑматкун. Каçхи вун пӗр сехетре. 

 – Килӗшрӗмӗр. 

– Ну, пӑхӑпӑр унта, – ӗненесшӗн пулмарӗ ӑна Гришук. – Хирӗç тухмасассӑн айӑпу хӑвӑнта пулнине пӗлтерет. Кайран ан ӳпкелеш вара. 

 – Курӑпӑр. 

Ӑна хӗнейменнипе çиллине шӑнарайман Гришук машинине тивертсе клуб умӗнчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа хускалса кайнӑ хыççӑн Евгенӗн таçта тарса пытаннӑ тусӗсем тупӑнчӗç. 

– Мӗн туса хутӑн? – ятлама тытӑнчӗç вӗсем. 

Гришукӑн тӑпра çинче выртакан çурӑк кӗпине илсе карлӑк çине çакрӗç.

– Хаяр çыннӑн çиллине ан амалантар теççӗ. 

– Шӳте çавӑрмаллаччӗ, – илтӗнчӗç сӗнӳсем. 

– Хамран кулма памастӑп çав. Хӑй вӗт малтан ман кӗпене çурса ячӗ. Ну, мӗскер, тухӑпӑр-и шӑматкун хирӗçӗве? 

 – Гришук «Казанскисен» эшкерӗпе çыхӑну тытать теççӗ. 

– Ахаль тӑрасран хамӑра хӗнеттерес килмест-ха. 

– Пире ан явӑçтар. Хӑв тапратрӑн-тӑк çак харкашӑва, хӑвах татса пар,  – пӗри те пулӑшма килӗшмерӗ ӑна. 

 – Урӑххине сиртен кӗтмен те, – эрленсе кайрӗ Евген. 

Çак йывӑр лару-тӑрура хӑйне пӗр-пӗччен пӑрахса хӑварни кӳрентерчӗ ӑна. Шӑматкунччен вӑхӑт пурри, çак хушӑра темӗн пулса иртме пултарни те шанӑç çуратмарӗ каччӑнне. 

 

* * *

Икӗ пысӑк пая пайласа иртет ял витӗр анлӑ вар. Сарлаках та мар ун тӗпӗнче юхакан шыв. Çуллахи типӗ çанталӑкра хӑш-пӗр вырӑнтан урлӑ сиксе каçма пулать. Çулсерен аталанса пыраканскер, хӑшӗн анкарти вӗçнех çитнӗ ӗнтӗ вӑл. Армак-чармак юпписене енчен-енне тӑскаласа хӑй çумӗпе иртекен пӗртен-пӗр çула татасшӑн юнать. Ку енчен вӑл ишӗлсе пырса Малтикасах кӗнӗ. Çырма çумӗнче пурӑнакан Хӗветӗр пиччесен çурчӗ умне çитме нумай та юлман. Çак вырӑнта пушшех тарӑн. Ейӳ вӑхӑтӗнче тракторсем çӑрса пӗтернӗ урампа сиккипе чупакан çурхи шыв тӑпрана çурса чи малтан çавӑнта юхса анать. Татах аталанать çырма. Асфальт кӗртмен касăра пурӑнакансем урисене атӑ тӑхӑнсассӑн та урам урлӑ каçаймаççӗ çав кунсенче. Пылчӑк кунчаран кӗрет. Юлашки вӑхӑтра çырмана ишӗлме чарас тӗллевпе ун çывӑхӗнче пурӑнакансем кунта тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар пăрахма тытӑнчӗç. Ваннӑ кӗленчепе катӑк шифер, консерва банкисемпе пластмасса, тислӗкпе çӗрулми авӑрӗ – мӗн кӑна вӗçмест-ши ун тӗпне. Хӑш чухне чирлесе вилнӗ выльӑх-чӗрлӗхе те вӑрттӑн пырса пӑрахаççӗ. Тӳлек çанталӑкра çырма урлӑ каçса çӳрекенсем ӑша пӑтратакан шӑрша пула сӑмсисене хупласа иртеççӗ ун чух.  

 – Аяккарах кайса пӑрахма ӳркеннӗ-ши, мурсем? Пӗлесчӗ кам тунине!  – сасӑпах вӑрçса тарӑхать вара Хӗветӗр пичче. 

 Мӗн пӗчӗкрен лайӑх астӑвать çав кӗпер тӗлне Евген. Çырма тепӗр енче пурӑнакан куккӑшӗпе инкӗшӗ патне ашшӗпе амӑшӗ час-часах хӑнана илсе каятчӗç ачисене. «Нива» ӑшне çемйипех вырнаçатчӗç. Ашшӗ ялан руль умӗнче. Ун çумӗнчи ларкӑч çине амӑшӗ ларатчӗ. Хыçала пиччӗшӗпе аппӑшӗ тата вӑл – Евген. Каялла таврӑннӑ чухне ашшӗ нихӑçан та урӑ пулман. Чӑнкӑ çыран çумӗпех иртсе пынӑ вӑхӑтра автомобилӗн чӳречинчен пӑхса мӗн чухлӗ хуйхăрман-ши вӑл. 

 – Атте, астусарах! Атте, хытӑ ан кай! – çырма тӗпне персе анасран хӑранипе ахӑрса йӗретчӗ Евген. 

Çакӑ амӑшне те канӑçсӑрлантарнӑ ӗнтӗ. 

 – Ан ӗç терӗм-и эпӗ сана?! – чавсипе аякӗнчен тӗксех ятласа пыратчӗ вӑл мӑшӑрне. 

Ку пӗчӗк ачана пушшех сехӗрлентеретчӗ. 

– Тупата, тепрехинче киле хӑваратӑп, – кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртататчӗ ашшӗ.

Пӗтӗмпех йывӑçран ӑсталанӑ сарлака кӗпер çине кӗрсессӗн тин пӑртак лӑпланатчӗ Евген. Кӗперӗн урайне сарнӑ пӗрене хушшисем вырӑнӗ-вырӑнӗпе çара пулни те, карлӑкӗсем çырманалла тайӑлни те темех хӑратмастчӗ. Хӗветӗр пиччесен умӗнчен иртсессӗн вара чӗри лӑштах каятчӗ. Çулӑн икӗ енӗпе те ӳсекен çатраллӑ çирӗксем хӗллехи сивӗсенче уйрӑмах илемлӗ. Кунӗ çанталӑкра пас тытнӑ йывӑçсем хушшипе иртсе пынӑ вӑхӑтра асамлӑ юмахра çӳренӗ пек туйӑнатчӗ ӑна... 

 Килне таврӑннӑ май Евген шӑматкун мӗн пулса иртме пултарнине куçӗ умне кӑларса тӑратрӗ. 

Акӑ вӑл кӗпер варрине, юпа çинчен ӳкекен сарӑ çутӑ çине тухса тӑрать. Ӑна хирӗç темиçе çӑмӑл автомашинӑпа Хусантанах çитнӗ Гришукӑн тусӗсем. Вун-вун тӗреклӗ çамрӑк. Хӑшӗн аллинче пӑшал та пур. Пӗччен çавӑн чухлӗ çынна Голливуд фильмӗсенче кӑна çӗнтерме пулать, паллах. Вӑл вара Шварценеггер пек патвар та мар. Мӗн тӑвӗç-ши Гришукӑн юлташӗсем Евгене? Ӗмӗрне тӳлесе татмалла мар укçа тӳлемелле пулӗ-ши? Е вилесле хӗнесе шӑпах çав Хӗветӗр пиччесен умӗнчи чӑнкӑ çыран юппинчен аялалла ывӑтӗç? Выртӗ вара вӑл вилсе çав çӳллӗ вӗлтӗрен ашкӑрса кайнӑ çырма тӗпӗнче. Тӗрлӗ çӳп-çапӑ хушшинче виле шӑрши кӑларма тытӑниччен. 

«Тӗлпулӑва каймасассӑн мӗнле-ши? – вӗлтлетрӗ пуçӗнче. – Çук», – кӑларса ывӑтрӗ çав шухӑша самантрах. Намӑс. Тӗнче кулли пулӗ капла. Хӑравçӑ тесе шутлӗç Евген пирки пурте. 

Шухӑша кайса утнипе хӑйне такам чӗннине тӳрех илтмерӗ. 

– Илтместӗн-им?! – кӑшкӑрса чарчӗç ӑна Матроскинсен умӗпе иртсе пынӑ чухне. 

Çӗрлене пӑхмасӑр вӗсен йӗкӗр алӑклӑ йывӑç хапхи яри уçӑ выртать. Картишӗнче çутă çутнӑ. Шалта кил хуçи ывӑлӗн йӗпкӗн хӗрлӗ тӗслӗ «ВАЗ 2109» автомобилӗ ларать. «Девяткӑн» алӑкӗсем яри уçӑ. Пӳрт сулхӑнӗнчен урама ӳкекен çутӑ çине икӗ мӗлке уйрӑлса тухрӗç. Вӗсем çывхарса пынӑ май каччӑ патвар кӗлеткеллине палласа илчӗ. Славик. «Девятка» хуçи кӗске пӗçӗллӗ шӑлаварпа.  Вӑтам пӳрен çӳллӗрех, сарлака хул-çурӑмлӑ арçыннӑн пысӑк мускулӗсемпе кӑкӑрӗ футболкине çурасла мӑкӑртса тӑраççӗ. Хырӑмӗ те палӑрать. Вӑкӑрӑнни пек хулӑн мӑйне ылтӑн вӑчӑра çакнӑ. Çавра питлӗскер. Çырӑ çӳçне кӗске кастарнӑ. 

«Глобус», – аса илчӗ Евген Славике хӑйсен хушшинче юлташӗсем мӗнле чӗннине. Теприне Евген палламарӗ. Курӑмлӑ çи-пуç тӑхӑннӑ вӑтам çулсенчи арçын. Славикрен чылай çӳллӗ, кӗре питлӗ, типшӗнкӗ. 

«Глобусӑн» питӗнче кулӑ ялтăрать. Кӳпшеке аллине парса сывлӑх сунчӗ. 

– Мӗн чарӑнмасӑр каятӑн? 

– Шухӑша кайнӑччӗ те асӑрхаман, –тӳрре тухма пикенчӗ Евген. 

Палламан арçын енне аллине тӑсрӗ. Унӑн алли шӑнӑрлӑ пулнинчен тӗлӗнчӗ. 

– Мӗншӗн халех таврӑнатӑн вара? Клуб уçман-и элле? – кӑсӑкланчӗ Славик. 

– Уçнӑ. Ав, Гришукпа хирӗçсе кӗпене çуртарса ятӑм, – чунне уçса памасӑр тӳсеймерӗ Евген. 

«Глобус» енне çаврӑнса çурӑк вырӑна кӑтартрӗ. Клуб умӗнче мӗн пулса иртнине каласа пачӗ. 

 – Чё, парнишку обижают что ли? – кӑсӑкланса ыйтрӗ Славикрен вырӑс пулса кайнӑ арçын. 

 – Да нет. Скорее он сам ему шею намылил, – кулкаласа хуравларӗ хаваслӑхне нихӑçан та çухатман «Глобус». 

Евген каланине вырӑсла куçарса пачӗ. 

 – Да ну-у-у... – ӗненесшӗн пулмарӗ вырӑс. 

 – Чӑнлӑ кӗперӗ çинче тӗл пулма палӑртрӑр апла? – пӗр вӑхӑт шухӑша кайнӑ хыççӑн ыйтрӗ Славик. 

 – Çавӑнта. Çак шӑматкун. 

 – Клубра çын нумай-и? 

 – Пайтах. 

Çак арçынсем хӑйне çӑлма хатӗрленнине туйса илсе Евгенӗн чӗри хаваслӑн тапа пуçларӗ. 

 – Ну что, выручим парнишку? – сӗнчӗ юлташне Славик. 

 – Конечно. Какой базар? – хаваспах килӗшрӗ вырӑс. 

 – Апла пулсан ларӑр машина ӑшне. 

Клуб умне самантрах çитсе ларнӑ автомобиль ӑшӗнчен васкамасӑр тухрӗç. 

– Артём! – çерем çинче тӑракан ушкӑнра палланӑ арçын ачана чӗнсе илчӗ Славик. – Ну-ка клубри мӗнпур çамрӑка чӗнсе тух кунта. «Глобус»  чӗнет те. 

 Кӗçех «девятка» йӗри-тавра пӗтӗм яш пуçтарӑнчӗ. 

– Вӑн мӗн чухлӗн пухӑнтӑмӑр! – кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ вӗсем çине Славик. – Мӗнле вӑй кунта! Нивушлӗ çак йышпа хӑраса ларӑпӑр? Хамӑр ялӑн маттур ачине ютсенчен пусмӑрлаттарӑпӑр-и вара, э-э-э?! 

 – Гришук Хусантан тусӗсене илсе килет. Вӗсен эшкерӗнче тӑрать теççӗ ӑна, – иккӗленсе калаçрӗ такам. 

 – Кам вӑл унта, хӑравçи? – пӗлесшӗн пулчӗ «Глобус». – Хӑть Мускавпа Питӗртенех ертсе килтӗр тусӗсене. Пирӗн вӗсене хирӗç тӑма хӑрамалла мар! Мӗншӗн тесен... мӗншӗн тесен ку пирӗн тӑван кӗтес. Пирӗн çӗр çакӑнта. Ырӑпа килекенсене эпир ялан тарават кӗтсе илнӗ. «А кто с мечом к нам придёт, от него и погибнет», – теççӗ вырӑссем. Ку мана пырса тивмест тесе ан шутлӑр! Паян Евгене пулсассӑн, ыранах хӑвна хӗнеме килме пултараççӗ. Мӗн шухӑшлӑр-ши вара çавӑн чухне? Юлташӑрсем пулӑшас вырӑнне хӑраса пытансассӑн? Тупата, ял ятне ан ярӑр. Хамӑр хушӑри хирӗçӗве хамӑр хушӑрах татса парас вырӑнне ютсене явӑçтаракан Гришука вара каçару çук! – вӗçлерӗ сӑмахне Славик. 

– Çук, паллах! 

– Тӗрӗсне калатӑн! 

– Ӳлӗмрен алӑ та памалла мар ӑна! 

– Сутӑнчӑк вӑл, – илтӗнчӗ тӗрлӗ енчен. 

– Эсӗ хӑв пулатӑн-и вара унта? – интересленчӗç яшсем. 

 – Паллах, – çирӗплетрӗ «Глобус». – Кам пынипе-пыманнине хам тӗрӗслӗп. 

Çамрӑксем салана пуçласассӑн Славик машина патне хӑйӗн çывӑх тусӗсене – Захар Обручевпа пысӑк сӑмсаллӑ Петӗре – чӗнсе илчӗ. 

– Кам çуккисене систерес пулать, – хушрӗ вӗсене. 

– Çара аллӑнах килес çук-ха вӗсем, – хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ Петӗр «Сӑмса». – Пирӗн те хӗç-пӑшалланас пулать. 

– Авланнисене явӑçтармалла мар-ши? Тата та ытлараххӑн пулӑпӑр, – сӗнчӗ Захар «Сахӑр». 

Славик унпа килӗшмерӗ... 

Вӗсен калаçӑвне малалла итленӗçемӗн Евген ӗç-пуç тарӑна кайнине чухла пуçларӗ. Ӑна хӳтӗлеме пӗтӗм ял çамрӑкне явӑçтарма пултарайнӑ Славике мӗн каламаллине те пӗлмерӗ ӗнтӗ вӑл. Те тав тумалла, те..? Миçе çын шӑпишӗн яваплӑ пулса тӑчӗ вӑл пӗр самантра. Енчен те çав харкашура кам та пулин йывӑр суранлансассӑн? Е тата, чи хӑрушши, кама та пулсан вӗлерсе пӑрахсассӑн? Пурте ӑна айӑплӗç. 

Пӗртен-пӗр шанчӑк кунта милицире. Çак хыпара вӑхӑтлӑ пӗлсессӗн çамрӑксене çапӑçтармӗç вӗсем. Ку икӗ еншӗн те майлӑ. Тавлашура çӗнтерекен çук. Тепре пуçтарӑнма вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Унччен çилленни пусарӑнма тивӗçлӗ. 

Анчах кам кайса пӗлтерӗ-ши милицие? Евген хӑй ирӗкӗпе нихӑçан та сутас çук юлташӗсене. Такам урӑххи пӗлтерсен аванччӗ...

 

* * *

 Калаçса татӑлнӑ кун самантрах çитрӗ. Çапӑçма юратакансен телейне каçӗ те питӗ лайӑх тӑчӗ. Уяр. Тӳлек. Тӳпере çӑлтӑрсем йӑлкӑшаççӗ. Клуба тухнӑ хӗрсем унта пӗр каччӑ та çуккинчен тӗлӗнчӗç-тӗр. Вӗсем вара çак самантра кӗпер патне пуçтарӑнчӗç. Кун чухлӗ яш пӗр тӗле пухӑннине Евген хальччен нихӑçан та курман, тупата. 

 Кам кӑна çук-ши? Хуларан килсе çитнӗ Славик хӑйпе вырӑса та илсе килнӗ. «Сахӑр», «Сӑмса» тата «Глобусӑн» тепӗр çывӑх тусӗ Юшков Коля. Ялан «сальто» тума юратакан каччӑна хӑшӗ «акробат» хушма ят та парасшӑн пулчӗ. Анчах каччӑсен хушшинче Кольӑна «Юшка» тесе чӗнесси хута кайрӗ. Нихӑçан пӗр харкашӑва хутшӑнман пиччӗшӗпе шӑллӗ – Романпа Игорь Колпаковсем – килни савӑнтарчӗ Евгене. Пӗтӗм ял тенӗ пек тухрӗ ӑна хӳтӗлеме. Пурте спорт тумӗпе. Урисене кроссовки тӑхӑннӑ. Гришукӑн Хусанти тусӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗç. 

– Килмеççӗ-ши элле? – вӑхӑт çывхарса пынӑ май пӑшӑрханма пуçларӗç çамрӑксем. 

Çак вӑхӑтра кӗпер патне тепӗр енчен ял вӗçне хураллама янӑ арçын ачасенчен пӗри чупса килчӗ. 

– Çавсем пулас. Умлӑн-хыçлӑн виçӗ машина çутатса килет, – хумханчӑклӑн пӗлтерчӗ вӑл. 

– Каялла таврӑн та кала. Вӗсене яла кӗме кансӗрлемелле мар. Хӑвӑр та пытанӑр. Машинисем иртсе кайса курӑнми пулсассӑн çула пӗрене таврашпе пӳлсе хурӑр, – хушрӗ ӑна «Глобус». – Ыттисем хатӗрленме пуçлӑр. 

Фара çутисем урампа анса сулахая пӑрчӗç. Чӗнмен хӑнасем автомобилӗсен хӑвӑртлӑхне чакарса чӑнкӑ çыран хӗрринчи çулпа иртнӗ хыççӑн пӳртсем умӗнчи çерем çинче чарăнчӗç. Фарӑсем сӳнчӗç. Шӑлт-шалт тукаласа алӑксем уçӑлса хупӑнни илтӗнчӗ. Кӗçех тӗттӗмрен кӗпер çине ӳкекен çутӑ унки çине Гришукпа тусӗсем тухса тӑчӗç. Вун пилӗк-çирӗм çынран ытла мар. 

 – Кайрӑмӑр пурте, – чӗнчӗ Славик ял çамрӑкӗсене. 

 Хӑйсенчен виç-тӑватӑ хут та ытларах пуçтарӑннӑ яшсен капламӗ кӗпере «юхса» кӗни çине шикленӳллӗн пӑхса ютсем шӑпланчӗç. Ушкӑнсен хушши вунӑ-вун пилӗк утӑм юлсассӑн «Глобус» пурне те чарӑнма хушрӗ. 

 – А-а-а, нарисовались... Хӑравçӑ иккен эсӗ! Туссене анчах чӗнме калаçнӑччӗ те, эсӗ пӗтӗм яла илсе килнӗ! – «чӗпӗтсе» илесшӗн пулчӗ Евгене Гришук. 

– Санӑн та пӗтӗм Хусана пуçтарса килмеллеччӗ. Мӗн кансӗрлерӗ?! – кӑшкӑрчӗ ӑна хирӗç Захар. 

 – Гришук, эсӗ мӗн хамӑр ял ачисем çине ютсене чӗнсе килсех тӑрӑнатӑн?! – хутшӑнчӗ тавлашӑва Славик. 

 – Камӑн сассине илтетӗп эпӗ? «Глобус», эсӗ те кунта-и? Тӗлӗнтеретӗн мана. Хӑçантан вара Евгенӗн «шестёркине» çаврӑнтӑн? – йӗкӗлтешрӗ Гришук. 

– Ты базар фильтруй. Сӑмахусене суйласа калаç, – Славик хутне кӗчӗ Юшков. 

 – Итлӗр мана! – вӗсене пӳлсе кӑшкӑрчӗ Славик. – Манӑн пӗр сӗнӳ пур. Пурте пӗр-пӗрне амантса пӗтериччен, атьӑр луччӗ Евгенпе Гришук çакӑнта пӗр-пӗринпе тытӑçчăр. Кам çӗнтерет – çавӑ тӗрӗс пулӗ. 

Евгенӗн чӗри тата хыттӑнрах тапма пуçларӗ. Хальхинче Гришукран хӑйне хӗнеттерме пушшех ирӗк памалла мар. Çакӑн чухлӗ халӑх умӗнче мӗн тери мӑшкӑл пулӗ. 

Ушкӑнран тухса васкамасӑр утрӗ вӑл Гришука хирӗç. 

 – Хаваспах  килӗшӗттӗм  санӑн сӗнӗвӳпе, «Глобус»! – кӑшкӑрса ячӗ çак самантра Гришук. – Анчах пултараймастӑп. Ӗнер сылтӑм хула сиктертӗм. Хӑрах алӑпа çеç епле çапӑçас ман? 

 – Суять. 

 – Хӑйне çӗнтересрен хӑрарӗ, курӑнать, – кӑмӑлсӑрланчӗç Евген хыçӗнче тӑракан çамрӑксем. 

 – Вӑл та хӑрах аллипе анчах çапӑçӗ. Эпир тӗрӗслесе тӑрӑпӑр, – сӗнчӗ Славик. 

– Пултараймастӑп терӗм-çке. Кӑшт хускалсассӑнах пӗтӗм шӑмшак ыратса каять. 

Пӑрçӗмрен сулмаклӑ хул-çурӑмне выляткаласа Гришукӑн ушкӑнӗнчен пӗр çӳллӗ те патвар каччӑ тухса тӑчӗ. Кӳптеке питне хулпуççийӗ çине йӑвантарса Евген çине тӑрӑхлавлӑн пӑхрӗ. 

 – Атя эпӗ тухап санпа çапӑçма. Килӗшетӗн-и? – сӗнчӗ вӑл аллисене шӑлавар кӗсйинчен кӑларма васкамасӑр. 

 – Гришук, эпӗ хусансене лайӑх пӗлетӗп, – сиксе тухрӗ Евген çумне «Сӑмса». – Эсӗ хӑш эшкертен пулатӑн? Кам асли унта сирӗн? 

– Санӑн мӗн ӗç? Милицие евитлесшӗн-и? 

– Сдается мне, Гришук, эсӗ нимӗнле эшкертен те мар. «Лепила» анчах. Юлташусем те хӑв пекех вак шăпана çеç. 

– Хӗнӗр вӗсене! – кӑшкӑрса ячӗ Петӗр. 

Çакна çеç кӗтсе тӑнӑ халӑх Гришукӑн юлташӗсем çине ыткӑнчӗ. Ыттисемпе пӗрле Евген те хӑйпе çапӑçасшӑн пулнӑ каччӑна тӗллесе чупрӗ. Çитнӗпе пӗрччӗ вӑл, кӗпер урайӗнчи пӑртак йӑтӑнса тӑракан чуспа такӑлт такӑнса тӑшманӗн каçӑр хырӑмӗ çине пуçӗпе пырса сӗкӗнчӗ. Лешӗ çакна кӗтмен пулас. Кастет тӑхӑннӑ чӑмӑрӗ Евгенӗн пуçӗ тӑрринченех сывлӑш хумӗ кӑларса вӗçсе иртрӗ. Хӑй месерле кайса ӳкрӗ. Сиксе тӑрса ӗлкӗриччен Евген ун çине хӑпарса та выртрӗ. Хыçалтан çитнӗ юлташӗсем Евгене пулӑшса аялта выртакан каччӑна тапа-тапа хӗнеме тытӑнчӗç. 

Тытӑçу хӗрсе кайрӗ. Урамра шӑв-шав илтнипе çывӑхри çуртсенче пурӑнакансем вӑранчӗç пулас. Унта та кунта чӳречесенче çутӑ курӑна пуçларӗ. Хӑшӗсем тула тухма та хӑрамарӗç. 

– Хӑш ялсем-ха вӗсем, ют яла çапӑçма килнисем?! – пӗлесшӗн пулчӗ пӗр хӗрарӑм. – Тупата, милицие кайса евитлеп. 

– Кирлӗ мар! – хирӗçлерӗç ӑна. 

– Саламатпа, саламатпа ишмелле вӗсене! – илтӗнчӗ çывӑхри пӗр пӳрт умӗнче карчӑк сасси. 

– Хуньӑм, илсе тух-ха хӑвӑн сунара çӳрекен пӑшална! – кӑшкӑрчӗ пӗрин кӗрӗвӗ. 

Кӗçех чӑн та çывӑхрах икӗ хутчен пӑшал кӗрӗслетрӗ. Тӳпенелле кӑна печӗç-тӗр, анчах ун сассине илтсе чӗнмен хӑнасем тара пуçларӗç. Машинисем çине аран пуçтарӑнса кӗрсе килнӗ çулпа каялла вӗçтерчӗç. 

 – Мӗнле унта, ачасем çула хупласа ӗлкӗрейрӗç-ши? – кӑсӑкланчӗ Юшков. 

 – Роман килсе каларӗ пӗренесем кӑларса хутӑмӑр тесе, – пӗлтерчӗç ӑна. 

 – Атьӑр, кам пырать вӗсене тепӗр хут хӗнеме?! – чӗнчӗ çапӑçма юратакан «Сӑмса». 

 Юшков, вӑл тата вунӑ-вун икӗ çамрӑк урампа тӗпӗртеттерчӗç. 

 Çакӑн хыççӑн тавралӑх шӑп пулчӗ. Ыйхисене татса тула сиксе тухнӑ ватӑсем килӗсене кӗрсе çуттисене сӳнтерчӗç. 

Таçтан сиксе тухнӑ Славик темрен сасӑпах кулса Евгене хӑй патне чӗнсе илчӗ. Ӑна юлташла мӑйӗнчен ыталаса илсе хӑйӗн хулӗ хушшине чикрӗ. 

 – Пуçу ыратмасть-и санӑн? 

 – Мӗншӗн? 

 – Вара çав амбала пырса сӗкрӗн те?

 Пурте кулса ячӗç. 

– Унӑн аллинче кастет курсассӑн сана пӗтрӗ ку ача терӗм. Эсӗ ӑна пуçупа хырӑмӗнчен пырса сӗкессе шутламан та. 

– Такӑнтӑм эпӗ. 

– Ну хытӑ та санӑн çӳçӳ. Чӗрӗпӗнни пек, – шӳтлешрӗ малалла «Глобус». 

– Во-о-о! – кӑшкӑрса ячӗ Захар. – Атя ӑна хамӑр хушӑра «Чӗрӗп» тесе чӗнме тытӑнар. 

– Череп, ха-ха! – кулчӗ вырӑс. 

– Череп мар, чӗрӗп! – тӳрлетрӗ Славик. – Скажи чӗ-рӗ-ӗ-ӗп. 

 – Тьӗ-реп, – ниçтан тӗрӗс калаймарӗ лешӗ. 

– Чӗреп тетӗн халӗ. Каллех тӗрӗс мар! 

Пурте ахӑлтатса кулчӗç. 

– Скажи ӗ-ӗ-ӗ. 

–Э-э-э. 

– Юрӗ атя, нуша ан кур текех. Саншӑн череп пултӑр. Ыттисемшӗн Евген паянтан вара «Чӗрӗп» пулать. Юрӗ-и?! – ыйтрӗ пухӑннисенчен Славик. 

– Юрӗ, – килӗшрӗç кӑмӑллӑ каччӑсем. 

Ютсене хӗнеме чупнӑ яшсем каялла таврӑнни курӑнчӗ. Çӑмӑл кӗлеткеллӗ Юшков чупса пырса çул çинчех иккӗллӗ «сальто» туса та хучӗ. 

– Мӗн халех таврӑнатӑр? – ыйтрӗç вӗсенчен. 

– Тӗсӗ те çук вӗсен. Çул çинчи пӗренесене илсе ывӑтнӑ та тарнӑ. 

– Ха-ха-ха! 

– Хо-хо! 

 – Атьсем, пурте кунта чухне пӗр сӑмах калас-ха! 

Шӑпланчӗç. 

– Эпир, хамӑр ялсем, паянтан вара ялан пӗр-пӗрне пулӑшмалла пултӑр. Тӗнчен хӑш кӗтессинче пулсассӑн та манар мар çакна. 

– Тӗрӗсне калатӑн, Славик! – ырларӗ ӑна çумӗнче тӑракан Евген. 

– Кӑмӑла каятӑн эсӗ мана «Чӗрӗп»! – хулӗнчен тытса лăпкарӗ ăна «Глобус». – Хамӑр пата ӗçе илер мар-ши тет вырӑс та. 

 – Мӗнле ӗç? 

 – Салтака кайса кил-ха малтан. Кайран паллӑ пулӗ... 

 

 

Çитес туя епле уявласа ирттересси пирки шухӑшланипе тимлӗхне вӑйсӑрлатрӗ пулас. Вӑхӑтлӑ тӑна кӗни çеç çӑлса хӑварчӗ вӗсене хальхинче. Хӑвса кайма шутланӑ автомобилӗн алӑкне ниепле уçайман Юшков патне хыçалтан икӗ милиционер хӑвӑрт çывхарса пычӗç. Лавкка алӑкӗ патӗнче машина хуçи тухасса сыхласа тӑракан Евген юлташне хӑрушлӑх пирки систерсе ши-и! шӑхӑрса ячӗ. 

– Юшка, та-а-ар! – кӑшкӑрчӗ шанчӑклӑрах пултӑр тесе. 

Коля йӗри-тавра йӑлт-ялт пӑхкаласа илчӗ. Çӑмӑл машина капочӗ урлӑ сиксе каçса тротуарпа ӗрӗхтерчӗ. Милиционерсенчен пӗри ӑна хӑваласа чупрӗ. Тепри Евген енне çул тытрӗ. Каччӑ хӑй вырӑнӗнчен тапса сикрӗ. Милиционертан çуртсем хыçне тарса пытанасшӑнччӗ, анчах хыçӗнчен чупакан йӗрке хуралçи çирӗп кӑмӑллӑ пулчӗ-тӗр. Хӑвӑрт çывхарса килсе Евгене ярса тытма кармашрӗ. Хальччен кун пек хӑвӑрт чупса курман каччӑ часах пашкана ерчӗ. Вӑйӗ хӑвӑрт чакса пычӗ унӑн. 

– Вырт! Вырт çӗр çине! – элес-мелес кӑшкӑрчӗ ӗнси хыçӗнчех милиционер. 

 «Нивушлӗ çаклантӑм?» – аптраса ӳкрӗ Евген. Чарӑнчӗ. Милиционера хирӗç çаврӑнса тӑчӗ. Чупса ывăннă хурах хӑй ирӗккӗн парӑнма шутланӑ тетӗр. 

«Ну, кил. Кил çывăхарах», – сывлӑш çавӑрса хатӗрленчӗ ӑна кӗтсе илме. 

 – Вырт! – хуса çитнӗ йӗрке хуралçи Евгене çӗре çапса ӳкересшӗн пулчӗ, сылтӑм аллипе сулса ячӗ. Çакна çеç кӗтнӗ каччӑ пӑртак пӗшкӗнчӗ те милиционерӑн чышкинчен çӑмӑллӑнах пӑрӑнса юлчӗ. Çав самантрах хӑвӑрт çаврӑнса ӑна чавсапа пуçӗнчен сулӑмпа çапрӗ. Йӗрке хуралçин  карттусӗ таçта çити вӗçсе кайса ӳкрӗ. Çӗр çине тӑсӑлса ӳкнӗ милиционер пӗр хускалмасӑр выртса юлчӗ. 

– Çитет сана ман хыççӑн чупма, – салтакра алă вӗççӗн тытӑçма вӗрентнӗ инструкторсене ӑшӗнче тав туса малалла яртлатса утрӗ Евген. 

 

* * * 

Çӗр варринче вӗçтерсе килнӗ «Глобус» хваттере чашкăрса кӗчӗ. 

– Ӗçе пӑсрӑр! – алӑк урати урлӑ каçнӑ-каçман ывӑтрӗ çиллес диван çинче питне аллисемпе хупласа ларакан Евгене. 

– Асӑрханса ӗлкӗреймерӗмӗр çав. «Юшка» мӗнле унта? Хӑтӑлайнӑ-ши? 

– Пӗлместӗп. Хваттерне таврӑнман терӗç. Тытма та пултарнӑ. Эсӗ, мӗн, хытӑ чупаймастӑн-им? 

– Мӗншӗн? 

– Куракансем каларӗç. Милиционерпа мӗн тытӑçӑва кӗмеллеччӗ, э? Кала-ха мана? 

Йӗрке хуралçи пӗр хускалмасӑр выртса юлнине аса илнӗ Евген шартах сикрӗ. 

– Тем пулман пулӗ те? 

– Ан хӑра, вилмен, – лӑплантарчӗ «Глобус». Пуç мими суранӗпе пульницара выртать. Анчах санӑн сӑнна астуса юлнӑ-тӑр. Пуçтарӑн. 

– Ӑçта? 

– Вӑхӑтлӑха хуларан каймалла санӑн. Вырӑс хушрӗ. Шӑв-шав лӑпланиччен хуларан çухалмалла пулать. 

Çула хӑвӑрт майланса подъезд умӗнче ларакан «Селика» патне тухрӗç. Евген Славик çумне кӗрсе ларасшӑн пулчӗ. 

– Ӑçта? – чарчӗ ӑна «Глобус». – Лар хыçала. Тыттарасшӑн-и хӑвна? 

Мӗн хуларан тухиччен пуçне çӗклемесӗр автомобиль урайӗнче выртса пычӗ Евген. Çӗрлехи хула тӑрӑх Славик хӑш енне ыткӑннине те ӑнкарми пулчӗ. Пуçне хӗсекен шухӑшсем лӑпкӑ выртса пыма памарӗç.

«Ӑçта илсе каять вӑл мана? Тен, вӗлерме шутланӑ? Виллине таçта хула хӗрринче чавса пытарӗç те шыра вара. Çук, Славик апла тума пултараймасть пулӗ...»

Тӳсеймесӗр ыйтрӗ. 

– Ӑçта илсе каятӑн эсӗ мана? 

– Пӗр яла. Вырӑс сан ыйтӑвна татса париччен унта пурӑнма тивӗ. 

– Мӗнле ыйту тата вӑл? 

– Сана милици шырама пуçланӑ ӗнтӗ, – «савӑнтарчӗ» Евгене Славик. Çывӑх вӑхӑтра тытаймасассӑн фотороботна пӗтӗм тӑрӑха валеçӗç. Вӑт, ун пек ан пултӑр тесе вырӑс милицири хӑй çыннисем урлӑ сан пирки хускатнӑ «ӗçе» хуптарасшӑн. Çав вӑхӑтчен санӑн пытанса пурӑнма тивӗ. Ӑнлантӑн-и халӗ? 

– Ӑнлантӑм. Анчах тӑван яла таврӑнсассӑн луччӗ марччӗ-и? Эпӗ чӑннипе кам пулнине пӗлмест-çке милиционер. Хамӑн документсене ӑна парса хӑварман. Ман пек сӑнлисем вара хулипе пайтах. 

 – Пӗлместӗп. Вырӑс çапла тума хушрӗ. Ӑна курӑнарах парать. Шанчӑклӑрах пултӑр терӗ пулӗ. 

 – Манӑн туя хатӗрленмелле! Эсир вара мана таçта пытарса усрасшӑн! – тарӑхса кайрӗ Евген. 

 – Кам айӑплӑ куншӑн, э?! Хӑвӑр тимлӗхӗре çухатнӑ! – кӑшкӑрчӗ хирӗç «Глобус». – Тӑрса ларма пултаратӑн. Çитсе пыратпӑр. 

Çак сӗм çӗрлехи вӑхӑтра пушӑ автоçулпа вӗçтерекен автомобиль ӑçта илсе çитерме пултарасса Евген чухлама çеç пултарчӗ. Фарӑсем çутатнӑ умри çул çине тинкерсе пӑхса пычӗ каччӑ. Паçӑрах çума тытӑннӑ çумӑр вӑйланса çеç пычӗ пулас. Пӗр вӗçӗмсӗр ӗçлекен кантӑк тасаткӑчӗ чӳрече тӑрӑх юхса анакан шыва аран шӑлса ӗлкӗрет. Ниçта пӗр çутӑ курӑнмасть. Çул икӗ енӗпе те ӳсекен йывӑçсем çумӑр айӗнче шăпăртатса лараççӗ. 

 «Глобус» автомобильне сулахаялла пӑрчӗ. Пӗр-ик çухрӑм кайсассӑн сылтӑмалла пӑрса тата пӑртак кайрӗ. Темле яла кӗчӗç. Малалла кӑлтӑк-калтăк çулпа, лупашкасенчи шыва сирпӗтсе хуллентерех кайрӗç. Автомобиль тӗпӗ хӑрушшӑн катӑртатса пычӗ. 

– Пӗтереп иккен машинана, – пӑшӑрханчӗ Славик. 

Кивелнӗ çуртсен кантӑкӗсенче тӗксӗм. Тахçантанпа улӑштарман электричество юписем хуралса кайнӑ. Тӑйлӑк-тайлӑк лараççӗ. Тӳннӗ пахча юписемпе ишӗле пуçланӑ хуралтӑсене сăнаса пыракан Евгене сӗм пусмӑрларӗ. 

 – Ку ялта никам та пурӑнмасть-и элле? 

 – Ик-виçӗ килте çынсем пур теççӗ. Хам курман. 

 – Электричество та çук-и?

 – Юпасем çинчи пралука такамсем касса кайнӑ. Так что телевизор пӑхса выртаймӑн. Чӑн та газ пур. Баллонпа. Хӑв валли апат пӗçерсе çиме пултаратӑн. Шыв пахчари пусӑра. Шӑрпӑку пур-и? 

 – Кӗсьери çеç. 

 – Ме тата. 

Славик хӑрах аллипе руль тытса пынӑ хушӑрах тепринпе шӑлавар кӗсьине чакаларӗ. 

 – Тыт, – ывӑтрӗ курупкӑна хыçалалла, çул çинчен куçне илмесӗр. 

 – Çимеллийӗ пулсассӑн пӗçерӗп те-ха ӑна. 

 – Çимеллийӗ хыçӑнта сумкăра. Хам тултартӑм. Урама тухса ан çӳре. Никам та ан куртӑр сана кунта... 

... – Кунта газ баллонӗ ларать. Сана пӗçерме çитме тивӗçлӗ. Кунта кил картине тухмалли алӑк, – тӗттӗм пӑлтӑрта кӗсье хунарне енчен-енне çутата-çутата кӑтартрӗ Славик. 

Лутра алӑка тимӗр хӑлӑпӗнчен туртса асӑрхануллӑн уçрӗ. Тӑпсасем чӗриклетрӗç. Славик хыççӑн пӳрте пӗшкӗнсе кӗнӗ Евген йывӑр хутаçа урайне лартса ун-кун пӑхкаларӗ. 

Пӳлӗм пысӑках мар. Сулахай енчи кӗтесре пысӑк кӑмака шуралса ларать. Штукатурки вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ун çумӗнче крыльца енне пӑхакан чӳрече. Янахӗ айӗнче газ плити. Лереллерех пӑтасем çине çакнӑ чукун кӑмкан. Урам енне икӗ чӳрече пӑхать. Сулахай кӗтесре хыçсӑр диван. Сылтӑм кӗтесре сӗтел. Ун тӑрринче турӑш кӗтесси. Кунсӑр пуçне пӳлӗмре икӗ йывӑç тенкел, тумбочка. Алӑкран кӗрсессӗнех сулахайра мӗн тумбочка патне çитиччен сарлака йывӑç сакӑ. 

 Славикӗн çилли иртсе кайрӗ пулмалла. Çемçен калаçа пуçларӗ. 

– Çапӑçма ӑçта вӗреннӗ эсӗ? – ыйтрӗ тенкел çине утланса ларса. – Милиционера пӗрре çапсах тӑнран ячӗ теççӗ атьсем. 

 Ывӑнса çитнӗ Евген шалалла иртрӗ. Диван çине месерле тӑсӑлса выртрӗ. Хунар çутин ункинче тусан вӗçни курӑнчӗ. 

– Пире салтакра вӑйлӑ хӑваларӗç, – терӗ аллисене ӗнси хыçнелле ярса. – Инструктор тытӑçса çапӑçма лайӑх вӗрентрӗ. 

 – Пушӑ вӑхӑтра пӗрре кӗрешсе пӑхӑпӑр-ха иксӗмӗр. Кам илеет. 

 – Тытӑçӑпӑр. 

 – Манӑн та спецназа каяс кӑмӑл пурччӗ. Экзамен иртеймерӗм. 

 – Спецназа кӗме мӗнле требованисем унта?  – кӑсӑкланчӗ Евген. 

 – Чи пирвай салтакӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрӗпе вунӑ çухрӑм чупмаллаччӗ. Унтан полоса препятствий. Юлашкинчен тин çеç канса тухнӑ темиçе салтака хирӗç тытӑçса икӗ минут чӑтмалла. Мӗн икӗ минучӗ унта. Çирӗм çеккунтранах çӗр çине тӑсса пӑрахрӗç, – ахăлтатсах кулчӗ «Глобус». – Ну, юрӗ. Эпӗ таптарас, – çӗкленчӗ вӑл тенкел çинчен. 

 – Аппу патне хӑçан каятӑн? – тӑрса ларчӗ Евген те. 

 – Çитес эрнере пулас. 

– Маринӑна манран салам кала. Ӗçӗнчен яманнипе килеймерӗ те. 

– Калӑп, паллах. Санӑн туй хӑçан-ха?

– Виçӗ эрне те çук ӗнтӗ. Тархасшӑн мана кунтан илсе кайӑр унччен. Манӑн хатӗрленмелле-çке. Намӑсланас марччӗ. 

– Тӑрӑшӑпӑр. Тен, хамах килӗп сана илме...

 

 Пӗччен тӑрса юлсассӑн та темӗнччен çывӑраймарӗ Евген. Вӑраха кайнӑ çумӑр пӳрт тӑрринче пӗр кӗвӗллӗ патӑртаттарнине итлесе выртрӗ. Шӑвӑç тӑрӑран юхса пат-пат! тумлать пӳрт çумне. Чӳрече витӗр нӳрӗк шӑрши туртать. 

Çак йӗрмӗш çанталӑкра тӑван ялӗнчен таçта аякра, манӑçа тухнӑ пӗр пӗлмен ялта, çывхарса килекен туя мӗнле чаплӑрах ирттересси пирки пӑшӑрханчӗ вӑл. 

Çамрӑк мӑшӑрӑн машини, паллах, Славикӗн «Тойоти» пулӗ. Кун пирки Евген пӗртте иккӗленмест. Унсӑр пуçне тата миçе автомобиль явӑçтарма пулӗ-ши çак уява? Тӑкак пысӑк пуласси паллӑ. Анчах унӑн та «ӗçӗсемшӗн» Вырӑсран укçа пайтах илмелле. Туй тӑватӑп тесессӗн, тен, урӑх кӗттермӗ. Милици çеç шырама пӑрахтӑр Евгене унччен. 

 Тӗлӗнмелле, пӑшӑрханни анчах мар, пӳртри шӑплӑх та кансӗрлерӗ ӑна халӗ çывӑрса кайма. Хулара чухне, нумай хутлӑ çуртра çӗрле те вӗçӗмсӗр тӗрлӗ сасӑ илтӗнсе тӑрать. Лифтпа анса хӑпараççӗ-и е шыв шампӑртатса юхса анни-и. Пур пӗрех çӑмӑллӑнах тӗлӗрсе каятчӗ. Кунта вара апла мар. 

 – Шӑшисем те çук-ши çак çуртра сасӑ кӑларма? – тарӑхса шухӑшларӗ Евген. Тепӗр тесен, мӗн туса пурӑнмалла вӗсен кунта, апат çук çӗрте? Кӳршӗ-аршӑра та тахçантанпа никам пурӑнмасть-тӗр. Чее вӗсем. Ӑçта апат вӑрласа çиме май пур, çавӑнта çеç пурӑнасшӑн. Вӑрӑ-хурах евӗрлӗ. Пӑсара тата? Вӑл та çавсен йӑхне кӗрет-тӗр. 

Евген ача чухнехине аса илчӗ. 

Пӗррехинче, ялти темиçе килӗре пӑсара чӑх-чӗпе тытнине илтнӗ ашшӗ çӗрле валли чӑх витине капкӑн лартрӗ. Чӑн та, çав каçах çакланчӗ капкӑна çӑткӑн. 

 – Акӑ, курӑр вӑл мӗнлерех, – тӗм хура тӗслӗ, вӑрӑм хӳреллӗ чӗрчун виллине çӗклесе кӑтартрӗ Евгенпе пиччӗшне. 

– Атте, мӗншӗн пӑсара теççӗ ӑна? – лӑх-лӑх кулса ячӗ Евген. 

– Хӑранипе е çилли килсессӗн ырӑ мар шӑршӑ кӑларнипе-тӗр... 

Тӗрӗссипе каласан, шӑшийӗ, йӗкехӳрийӗ, пӑсари пурте çынна сӑтӑр туса пурӑнакан чӗрчунсем анчах. Çутçанталӑка епле те пулин усӑ параççӗ-ши вӗсем хӑть? 

– Эпӗ хам та çавах мар-им? Пирӗн эшкер? –  кӗтмен пӗтӗмлетӳ турӗ Евген. Чӑн та, мӗнпе уйрӑлса тӑраççӗ вӗсем шӑшисемпе пӑсарасенчен? Каплипе те пуян мар çынсем, хӑйсем ӗçлесе илнӗ укçапа туяннӑ автомобильсене вӑрласа кайса миçе çемьене хуйхӑпа куççӳль кӗртнӗ-ши çак хушӑра? Евген хӑйӗнчен хӑй йӗрӗнсе кайрӗ. Ӑшӗ вӑркаса çунма тытӑнчӗ унӑн. 

«Вырӑсран укçана илмелле те, пӑрӑнмалла çак кукӑр çултан хӑвӑртрах», – тӗллев лартрӗ çывӑрса каяс умӗн. 

 

Эрне иртсессӗн тин килчӗç ӑна илме. Хальхинче çутӑ-кӑвак тӗслӗ «семёркӑпа» Петӗр çитрӗ. «Сӑмса» – Евгенрен пӑртак аслӑрах, лутра пӳллӗ, тӗрек арçын. Тӑваткал питлӗскер. Пӗчӗк хӑлхисем пуçӗ çумне тачӑ çыпçӑнса тӑраççӗ. Хура çӳçлӗ. Куç хупанкисем кӑшт усӑнса тӑнине пула вӑл ялан çывӑра сӑнлӑ. 

– Савӑн. Сан пирки хускатнӑ ӗçе «çухатнӑ», – хыпарларӗ Евгене. – Вырӑса тав ту. 

 Автотрассӑпа хула енне вӗçтерсе пычӗç. 

 – «Глобус» ӑçта? – пӗлесшӗн пулчӗ Евген. – Сана илме хамах килетӗп тенӗччӗ вӑл мана. 

– Эээ, эсӗ пӗлместӗн-çке. Текех никама та илсе çӳрес çук ӗнтӗ вӑл. 

– Мӗншӗн тата? 

– Виçӗмкун яла кайнӑ чухне аварие çакланса вилчӗ. Ӗнер ял масарне пытартӑмӑр ӗнтӗ ӑна. 

– Епле асӑрханайман? – хуçрӗ çак хыпар Евгенӗн кӑмӑлне. 

–  Каçхине пулса иртнӗ. Çул кукӑрӗнчен кӗтмен çӗртен фура сиксе тухнӑ тет. Унпа çапӑнас мар тесе машинине çул айаккине сиктернӗ. Çаврӑнса хупланса çавӑнтах вилсе кайнӑ. 

– Мӗнле асӑрханайман вара? 

– Фура çутӑсӑр килнӗ пулнӑ. Шиклӗ авари. Çапла вӗт. Калӑн юри йӗркеленӗ тесе. 

– Çапла, – килӗшрӗ Евген. – Ӗç-пуç мӗнле пулса иртнине эсӗ ӑçтан пӗлетӗн? 

– Машина ӑшӗнче «Глобус» хӑй кӑна пулман. Хыçалти ларкӑч çинче пӗр хӗрарӑмпа арçын ача ларса пынӑ пулнӑ. Вӗсем сывах юлнӑ. Çавсем каланӑ. 

Чукун çул урлӑ каçмалли вырӑна çитрӗç. Петӗр машинине чарчӗ. Руль çине кӗлеткипе выртса чӳречерен тинкерсе ун-кун пӑхса илчӗ. Малалла ыткӑнчӗ. 

– «Юшка» ӑçта тесе ма ыйтмастӑн тата? – калаçрӗ малалла «Сӑмса». 

– Вӑл ӑçта? 

– Ӑна та леш тӗнчене çавсемех ӑсатрӗç пулмалла. Иксӗр ӑнӑçтарайман хыççӑн икӗ кунран балконран ӳксе вилнӗ. Хваттерӗнчен уçӑ сывлӑша туртма тухнӑ та, асӑрханаймасӑр çӳлтен пуçхӗрлӗ чӑмнӑ имӗш. Чукун çул вокзалне тытса тӑракан эшкерӗн ӗçӗ пулӗ тет Вырӑс. Вӗсемпе пирӗн хушӑра вӑрçӑ пуçланнине илтмен пулӗ-ха эсӗ? 

– Çук. 

– Апла асӑрхануллӑрах пулма сӗнетӗп. Сан çине те тапӑнма пултараççӗ. 

– Ялта мӗнле унта? – урӑх тема çине куçасшӑн пулчӗ Евген. 

– Ялта-и? Çаплипех. Аçу-аннӳ туя хатӗрленет. Сана çухатнӑ. Ӗçӗнчен пушанаймасть тесе тыттарма тиврӗ. 

– Тӗрӗс каланӑ. 

«Семёрка» мӑн çулпа хулана çитсе пычӗ. 

– Эшкерте ялтан халӗ виçсӗмӗр çеç тӑрса юлтӑмӑр, – пӗр вӑхӑт шӑпӑрт пынӑ хыççӑн çӗнӗрен калаçма тытăнчӗ Петӗр. Евген çине йӑпӑрттӑн пӑхса илчӗ. 

– Эсӗ мӗскер хуйха путрӑн? 

– Ман çине ӳлӗмрен ан шанӑр. 

– Мӗн пулчӗ? 

– Çитет ку ӗçпе аппаланма. Эсир хӑть те мӗн тӑвӑр. Эпӗ çемье çавӑрса лӑпкӑ пурнӑçпа пурӑнасшӑн. Вырӑсран хам ӗçлесе илнӗ укçана илесчӗ. Туй тума кирлӗ мана. 

Каланӑ тӗле çитернӗшӗн Петӗре тав туса Евген автомобильтен тухрӗ. 

 – Эсӗ халӗ ӑçта каятӑн? – ыйтрӗ унран алӑка хупиччен. 

 – Вырӑс патне. Сана хулана тӗрӗс-тӗкел илсе çитернине пӗлтермелле. 

 – Апла пулсассӑн мана тивӗçлӗ укçине хатӗрлесе хума кала ӑна. 

 – Ю-ю-рӗ, – темшӗн тытӑнчӑклӑн калаçрӗ Петӗр. 

 

* * * 

 «Сӑмса» тепӗр хут килнӗ вӑхӑтра хӗвел тӳпереччӗ-ха. 

– Пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Вырӑс сан укçӑна хатӗрлесе хутӑм терӗ. Авланма шутланӑ пулсан тата та хушса парасса шантарчӗ, – пӗлтерчӗ хваттере кӗнӗ-кӗмен. 

 – Çавӑн пек те-и тата? – савӑнсах кайрӗ Евген. 

 – Пуçтарӑн. Пӗрле лартса каятӑп ун патне. 

Хула урамӗсемпе кайса кӗперпе Атӑл урлах каçрӗç. 

 – Ӑçта илсе каятӑн эсӗ мана? – хумхана пуçларӗ Евген. 

 – Çӗнӗ хулара вӑл халӗ. Кивӗ стройка пур вӗт унта. Пире çавӑнта пыма хушрӗ. 

«Мӗншӗн хула хӗрринех чӗннӗ-ха? – шикленме тытăнчӗ Евген. Çапах шарламарӗ. 

Хула хӗрринчи çеремре, котлован чавса речӗ-речӗпе бетон сӑвайсем тӑратнӑ тӗлтен инçе мар чарӑнчӗç. Акӑнман ана урлӑ, виç-тӑватӑ çухрӑмран темле ял курӑнать. Кунта Вырӑсӑн сыхлавçи çӳрекен çӑмӑл машина ларатчӗ ӗнтӗ. «Вольвăна» курсан Евген пӑртак лӑпланчӗ. Сӑвайсем хушшинче уткаласа çӳрекен виç-тӑватӑ арçын патне утрӗç. Вырӑс курӑнмарӗ. Унӑн сыхлавçи, «Çарӑк» текен хӗрӗхсенчи арçын Евген çине сиввӗн пӑхса кӗтсе илчӗ. Пӗри те алӑ пама васкамарӗç. 

– Укçа илме килтӗн апла? – тӑрӑхласа ыйтрӗ «Çарӑк». 

Евгене аллисемпе хулпуççинчен ярса тытрӗ. Сиссе те ӗлкӗреймерӗ каччӑ. Урисем сывлӑша йӑтӑнса та илчӗç. Пӗтӗм кӗлеткипе бетон урайне тӑсӑлса выртрӗ. 

– Укçа кирлӗ-и сана?! Укçа-и?! – пӗр шелсӗр тапа-тапа хӗнеме тытӑнчӗç ӑна. – Эсӗ хӑв пире тивӗçлине мантӑн апла?! Хӑвна кам милицирен çӑлса хӑварнине, э? Гришукӑн тусӗсенчен кам хӑтарнине те астумастӑн ӗнтӗ халӗ?! – кӑшкӑрашрӗ «Сӑмса». – Тӑрпалтай.  – Эсӗ пӗлместӗн пулӗ-ха. Пирӗн эшкере кӗме кӑна тӳлевсӗр. Тухма миллион тӑрать... 

Евгене тискеррӗн хӗнесе алли-урине кантрапа çыхрӗç. Йӑтса кайса темле вакун урайне кӗртсе пӑрахрӗç. 

– Ырă бандитсем кинора анчах. Сисрӗм-çке ырӑ мара, мӗншӗн килме килӗшрӗм-ши? – сурса, сигарет тӗпӗсем пӑрахса пӗтернӗ урайӗнче выртакан Евген хӑйне хӑй ятларӗ. 

Йӗри-тавра пӑхкаларӗ. Икӗ хутлă краватьсем хушшинче выртать иккен вӑл. Полиэтилен плёнкипе карнӑ пӗртен-пӗр чӳречене хӑма таткисемпе урлӑ-пирлӗ çапнӑ. Алӑка та тултан питӗрсе илчӗç пулас. Кантрана салтайсассӑн та тухса тараймӑн. Çак вӑхӑтра йывӑç вакуна тул енчен çине-çинех чашлаттарса тем сапма тытӑнчӗç. Сӑмсине бензин шӑрши кӗнипе Евген сехӗрленсех ӳкрӗ. 

– Чӗрӗлле çунтарса яма шутламан-ши вӗсем мана? Тупата çунтарса яраççӗ. Вӗлереççӗ-çке, –  пӑчӑртанса тухрӗ куççулӗ. 

Çынна вӗлересси нимӗн те мар иккен вӗсемшӗн. Пулмарӗ Маринӑпа çемье çавӑрса телейлӗ пурнӑçпа пурӑнасси. Виллине те тупаймӗç. Маринӑна мӗнле намӑс кӗтӗ тата? Туй тӑвасран хӑранипе каччи таçта тарса пытаннӑ тесе сӑмах сарӗç ӗнтӗ çынсем. 

– Шутларӑн-и? – ыйтрӗ «Çарӑк» тул енчен. 

– Мӗн пирки? – чӗтревлӗ тухрӗ Евгенӗн сасси. 

 – Эпир сан пурнӑçна сыхласа хӑварас терӗмӗр. Пиртен кивçене укçа илнӗ тесе расписка парсассӑн. Килӗшетӗн-и? 

 – Килӗшетӗп... 

 

* * *

Паян-ыран килсе укçа ыйтма пултаракан ӗлӗкхи «тусӗсенчен» тарса çӳреме тиврӗ унӑн. Маринӑна кун пирки нимӗн те шарламарӗ-ха. Ӗçсӗр тӑрса юлтӑм терӗ çеç. Малтанхи хваттертен куçса хулан урӑх районӗнчи пӗр общежитире ансӑр пӳлӗм тара илчӗç. Евген предприниматель патӗнче столяр ӗçӗпе аппаланма тытӑнчӗ. Маринӑна панӑ сӑмахӗсенчен пӗрне те пурнӑçа кӗртеймерӗ пулин те сапӑр савнийӗ ӳпкелешме васкамарӗ. Мӗн пуррипе çырлахса пурӑнчӗç. Анчах канлӗ пурӑнасси кунта та пулмарӗ.

Çитмӗлмӗш çулсенчех хӑпартнӑ общежити çурчӗсенче чылай чухне йӗркерен тухнă çынсем çеç пурӑнатчӗç. Йӗркеллисем кунтан тарса пӗтнӗччӗ ӗнтӗ.Нихӑçан питӗрӗнмен подъезд алӑкӗ кунӗн-çӗрӗн уçӑ выртатчӗ. Шала кӗнӗ-кӗмен тӗрлӗ вараланчӑкпа çын шӑкӗ сӑмсана кӳ çапать. Лӑпӑр-лапӑра вӑхӑтлӑ тасатса тӑмастчӗç. Подъездри лампочка ӗретлӗ нихӑçан та çутман. Е çапса çӗмӗретчӗç ӑна, е такам вӑрласа каятчӗ. Каçсерен урама тухса кӗме хӑрушӑ. Пӳрт умӗнчи сакка иленнӗ наркомансем тискеррӗн ахӑрнине итлесе çӗрлесерен пӗрре мар ыйхисем вӗçетчӗç.

– Мӗн ахӑраççӗ-ши? – сасӑран шикленсе йыпшăнатчӗ ун çумне Марина. – Женя, эпӗ вӗсенчен хӑратӑп. Милици ӑçта-ши хӑть? Мӗншӗн пуçтарса каймаççӗ вӗсене?

– Кама кирлӗ вӗсем унта?

Евген ӗçрен таврӑннӑ вӑхӑтра тӗттӗмленетчӗ ӗнтӗ. Сӗн-тӗттӗм подъездра такам пуçӗнчен çапасса е çӗçӗпе яшлаттарасса кӗтсех тӑратчӗ вӑл.

– Çынна та ним мар вӗлерме пултараççӗ-тӗр вӗсем, – пӑшӑлтатрӗ хӑлхи тӗлӗнчех Марина. – Иртсе пынӑ чухне ӑссӑр куçӗсемпе аййӑн пӑхаççӗ.

– Эсӗ вӗсем çине ан пӑх. Хӑвпа калаçсассӑн та чарӑнса ан тӑр, – сӗнӳ пачӗ Евген. – Тӗттӗмленсессӗн тула ан тух. Тем инкекӗ курӑн тата, – арӑмне хӑй çумне хыттӑн пӑчӑртарӗ. – Мӗн кирлине хамах кӳрсе парӑп. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хам та вӗсенчен шикленетӗп. Ӗçрен таврӑннӑ чухне подъезда кӗрес умӗн малтан алла тӑсатӑп. Никам та тӑмасть-ши тесе йӗри-тавра хыпашласа пӑхатӑп, – тунмарӗ вӑл.

Пӗр-икӗ кун иртсессӗн ирхине ӗçе кайма тухнӑ Евген кӳршӗ подъезд умӗнче темиçе милици машини ларнине асӑрхарӗ.

– Мӗн пулса иртнӗ унта? – ыйтрӗ çывхарса килекен палланӑ арçынран.

– Тӑваттӑмӗш хутра пурӑнакан çирӗм пӗрти хӗрачана çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Вилли лифт умӗнче выртать. Вун çичӗ хут çапнӑ терӗç. Юн кӳлленсех тӑрать. Хам куртӑм. Наркомансен ӗçӗ пулас. Мӗскӗнӗн ылтӑн хӑлха çаккине хӑлхисенчен тӑпӑлтарса кайнӑ...

Вӗсене тытса кайнӑ хыççӑн çеç пӑрахрӗç ахӑрашма подъезд умӗнче. Сакӑ та пушанчӗ.

 

Эшкер серепи

 

Ӗç кунӗ Евгеншӗн паян кӗске пулчӗ. Хуçа ӑна кӑнтӑрла апатнех килне таврӑнма ирӗк пачӗ. Чарӑнура трамвай çинчен анса юлса вӑл пӗр вӑхӑт çутçанталӑкпа киленсе тӑчӗ.

Авӑн уйӑхӗ вӗçленсе килнине пӑхмасӑр кунсем çав-çавах уяр та ӑшӑ. Тӗл-тӗл сарӑхса хӑмӑрлана пуçланӑ йывӑç çулçисем çеç кӗркунне çитнине палӑртаççӗ. Хушӑран вӑйсӑр çил вӗрнипех çӗр çине татӑлса анаççӗ вӗсем. Сывлӑшра эрешмен карти вӗçет.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа чи пирвай киоск патне утрӗ. Тем туянма чарӑннӑ пек тунӑ хушӑра хӑйне йӗрлекенсем çук-ши тесе куç хӳрипе сӑнарӗ. Асӑрхануллӑх пӑсмасть. Иртнинче яла кайсассӑн ашшӗ-амӑшӗ Евгене юлташӗсем шыраса пынине пӗлтерчӗ. Чӑн та ывӑлне мӗн сӑлтавпа шыранине каламан-ха вӗсене «Сӑмсапа» «Сахӑр». Вӑл ӑçта пурӑннине çеç пӗлесшӗн пулнӑ. Телее Евген хӑйсем кунта пурӑнма куçнине никама та пӗлтермерӗ. Çапах та...

Йӗрлесе килекен çуккине ӗненсе çеç киоск патӗнчен пӑрӑнчӗ.

Инçех те мар вӗсен çурчӗпе кӳршӗллӗ çурт хушшинчи пушӑ вырӑна темле КАМАЗ чарӑнса ларнӑ. Ун хыçӗнче халӑх купаланса тӑрать.

«Тем сутма чарӑннӑ пулас», – шухӑшларӗ кузовӗ çинче хурарах арçын вӗткеленсе çӳренине асӑрхаса.

– Мӗн-тӗр сутаççӗ-и элле? – пырса кӗчӗ ушкӑна.

Çынсене тӗрткелесе уçса пӑрахнӑ хыçалти борт кӗтеснех çитрӗ.

Пӗтӗм кузов арбуз йӑваланать. Çакна курсассӑн Евгенӗн те Маринӑна арбузпа хӑналасси килсе кайрӗ. Анчах кӗсйинче пӗр пус укçа та çук. Мехел килтерсе çывӑхра выртакан çимӗçе хӑй патне туртса илчӗ. Хӗвне чикрӗ. Çумӗнче тӑракан çынсем çакна курчӗç пулин те шарламарӗç. Вӑрланӑ арбуз пиншак ӑшӗнчен çӗре тухса ан ӳктӗр тесе ӑна сулахай аллипе хӗстерсе пычӗ. Часрах хӑйсен подъездне кӗрсе çухалма васкарӗ вӑл.

... Арбуз сыхласа хӑварман пулсассӑн, тен, чӗринех тӑрӑнатчӗ пулӗ çӗçӗ. Наркомансене милици илсе кайнӑ хыççӑн сыхлӑха çухатнӑ Евген хӑйне алӑк хыçӗнче такам çӗçӗпе кӗтсе тӑма пултарасса шутлама та пӑрахнӑччӗ. Тапӑну кӗтмен çӗртен пулса иртнипе малтан аптӑраса ӳкрӗ.

Хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ тапӑнакан çӗççине каялла туртса кӑларма васкарӗ. Чӑл-пар ӳксе саланчӗ подъезд урайне арбуз.

Çивчӗ çӗçӗ татах çутатса илсессӗн Евген сулахай аллипе хӳтӗленме пикенчӗ. Алли хытӑ пӗçерсе кайрӗ унӑн. «Вӗлермех шутланӑ-çке», – вӗлтлетрӗ Евгенӗн пуçӗнче.

– Ааа, ирсӗр! – сылтӑм аллипе тапӑнакана хирӗç хытӑ сулса ячӗ.

Лешӗ чакса стена çине çурӑмӗпе пырса çапӑнчӗ. Çӗççи аллинчен урайне тухса ӳкрӗ. Евген ун çине сиксе ларасшӑнччӗ, анчах лешӗ подъездран тухса сирпӗнчӗ.

Урампа таракан «Адидас» спорт тумӗ тӑхӑннӑ çӳллӗ каччӑ кам пулнине палласа юласшӑнччӗ вӑл, анчах паллаймарӗ. Суранланнӑ аллинчен урайне юн шăпӑртаттарса лифт патне чупрӗ. Вилӗмрен утӑмра çеç пулнипе ӑна шӑнтса пӑрахрӗ.

«Ним мар вӗлеретчӗ-çке. Мӗншӗн? Кам вӑл?» –  хӗвӗшрӗç пуçӗнче шухӑшсем – Нивушлӗ Вырӑс шутланӑ ӑна тӗп тума? Шанас килмест. Тен, чукун çул вокзалне тытса тӑракан эшкертен вӑл? Пӗлмеççӗ-çке унта Евген текех Вырӑспа маррине. Ӑçтан йӗрлесе тупнӑ эсрелсем? Маринӑна тем туман-ши тата?»

Лифт анасса кӗтсе илеймесӗрех пусмапа çӳлелле ыткӑнчӗ. Хӑй пурӑнакан хута хӑпарса çитсессӗнех пӗтӗм кӗлеткипе хваттерӗн алӑкне пырса чышрӗ.

– Уçӑр, кам унта?! – кӗрӗслеттерчӗ алӑка пысӑк чӑмӑрӗсемпе.

Шал енче ятлаçни илтӗнчӗ.

– Уçатӑп! Мӗн кӗмсӗртеттеретӗн, э? – уçса ячӗ алӑка кӳршӗ пӳлӗмре пурӑнакан хӗрарӑм.

Вӑл ятланине хӑлхине те чикмерӗ Евген. Алӑкран кӗрсе ансӑр кӑритурпа хӑйсен пӳлӗмӗ енне ыткӑнчӗ.

– Марина, эсӗ сывах-и?!

Алӑка яри уçса янӑ мӑшӑрӗн сӑн-пичӗ тӳрех шурса кайрӗ.

– Хоспачи, Женя эсӗ юн кӑна. Мӗн пулчӗ?

– Подъездра çӗçӗпе чикрӗç. Кунта эп çук чухне никам та килсе каймарӗ-и?

– Килчӗç иккӗн. Хӑвӑр ялӑрсемех. Лавккана тухсассӑн çулӑхрӗç те пӳлӗме хамран малтан кӗрсе кайрӗç. Сана шыраççӗ. Темле расписка кӑларса кӑтартрӗç. Пиртен Евген кивçене укçа илчӗ те халӗ те тавӑрса памасть теççӗ. Тӗрӗс-и çакӑ? Çавсем çӗçӗпе чикрӗç-и сана? Çавсем-и?  – шкап сунтӑхӗсене уçа-уçа пӑхса бинт шырарӗ Марина. – Суран çыхма бинт та çук вӗт пирӗн килте. Май килсессӗн туянасчӗ. – Сан вӗсене укçа памалла-и? – ыйтрӗ тепӗр хут.

– Çук. Аташса çӳреççӗ. Мӗн терӗн эсӗ вӗсене?

– Эпӗ нимӗн те пӗлместӗп. Вӑл ӗçрен каç пулмасӑр таврӑнмасть. Хӑйӗнпе калаçӑр терӗм. Ун хыççӑн çеç тухса кайрӗç.

– Тӗрӗс каланӑ.

– Мӗн укçи илесшӗн вӗсем пиртен? Курмаççӗ-им хамӑр та кăйттă-кайттӑ çеç пурӑннине? – шывланчӗç Маринӑн куçӗсем.

– Макӑриччен алла çыхса яр-ха луччӗ.

– Малтан суранна ваннӑя кайса çу-ха.

Мӑшӑрӗ унӑн суранланнӑ аллине таçтан тупнӑ шурӑ тӗслӗ пусмапа чавса таранах чӗркенине пӑхса Евген шӳт тума шутларӗ.

– Çӗçӗпе кастарнӑ пӳрнӳне кӑна çыхса ярӑп-ха ӗнтӗ тени тӳрре килчӗ, э?

– Женя, вӗсем татах та килӗç. Мӗн тӑвар? – малашлӑх пирки пӑшӑрханчӗ арӑмӗ.

– Ялта пирӗн асаннен пӳрчӗ пушах ларать. Тен, çавӑнта каяр?

– Пире унта канӑç парӗç тетӗн-им эсӗ? Йӑнӑшатӑн.

– Çӗçӗпе чикекенсенчен хӑтӑлма пулӗ хӑть.

 

Хыпарсӑр çухалнисем

 

– Роман, Роман, тӑр.

Такам чӗннипе вӑранса кайнӑ Роман куçӗсене уçрӗ.

Урам енне тухакан чӳрече шӑтӑкӗнчен шала çутӑ ӳкет. Ӗнтрӗк тӗсӗ çапнӑ пӳлӗмре хӑйӗн кравачӗ патӗнче тӑракан тетӗшне асӑрхаса ыйтрӗ:

– Мӗншӗн халех вӑрататӑн?

– Тӑр. Мантӑн-им ӗнер мӗн калаçнине. Туянакансем çитиччен çӗрулмие нӳхрепрен кӑларса михӗсене тултарса ӗлкӗресчӗ.

– Э, чӑн та, – аса илчӗ Роман.

Çийӗнчи утияла хӑй çинчен илсе ывӑтса тӑрса ларчӗ. Сулхӑн пӳлӗмре çара çан-çурӑмӗ çӳçенсе кайнипе аллине минтер айне чиксе ярса майкине шырарӗ.

– Тулта сивӗ-и элле паян? – ыйтрӗ тумтирне тӑхӑннӑ май.

– Пӗлместӗп. Хам та тухса курман-ха.

Пӑртак апатланнӑ хыççӑн ӗçлеме ки-вӗрех тумтир тӑхӑнса кил картине тухрӗç.

Тул çутӑлса килнӗ вӑхӑт. Йӑлтӑр таса тӳпере çӑлтӑрсем пӗрин хыççӑн тепри сӳнсе çухалаççӗ. «Мӑйракисене» çӳлелле кӑнтарнă çурла уйӑх шӑлт пӳрт тӑрринче иккен. Картишрен пӑхсассӑн вӑл курпун çурӑмӗпе мӑрье çумне таяннӑ тейӗн. «Уйӑх та шӑнса кайнӑ пулас», – кулса илчӗ ӑшӗнче Роман.

Çӗрле тӑм ӳкнӗ. Вӑкӑрсем тӑракан витен алӑк хӑлӑпӗ пасарса кайнӑ. Тӑпси чӗриклетсе алӑк уçӑлса кайрӗ те картише пӑс палкаса тухрӗ. Шалтан уксах ашшӗ навус тиенӗ лӑнчӑр-ланчӑр тачка сӗтӗрсе тухрӗ.

– Пулӑшмалла мар-и? – ыйтрӗ унран Роман.

– Хамах. Эсир нӳхрепе уçса хурӑр унччен. Чикмек ярӑр. Витресем хатӗрлӗр. Çынсем килсессӗн чӑрмав ан тухтӑр.

– Пирӗн çаклашка çыхнӑ вӗрен ӑçтаччӗ-ха вӑл?

– Утӑ сарайӗнче пулас. Çавӑнта пӑтаран çакса хунӑ пек астӑватӑп.

– Анне ăçта вара, атте? – ыйтрӗ тетӗшӗ.

– Кӳршӗ-арша систерме кайрӗ пулас. Таврӑнаймарӗ-ха.

Амӑшӗ таврӑннӑ тӗле хӗвел самай хӑпарчӗ ӗнтӗ. Çӗрле ӳкнӗ тăма ирӗлтерчӗ. Нӳхреп çине шӑтса тухнӑ симӗс курӑк йӗп-йӗпе. Шӑтӑк виттине илсе ывӑтса нӳхрепе чикмек антарчӗç. Амӑшӗ аяла анчӗ. Роман вӗрен туртса тӑма килӗшрӗ. Тетӗшӗ михӗ çӑварне ярса тытрӗ. Пулӑшакансем çитсессӗн ӗç вӗресе кайрӗ.

– Турт! – тулли витресене çӗклеме хушни çеç илтӗнсе тӑчӗ нӳхрепрен.

Аран ӗлкӗрсе пычӗ хӗрарӑмсене Роман. Тетӗшне пулӑшма ашшӗ тухрӗ. Кӳршӗрен сакӑр вунӑ çулсене çывхарса пыракан Елюк васкаса çитрӗ.

– Ара, мана мӗншӗн чӗнмерӗр? – ӳпкелешме пӑхрӗ вӑл çӗрте выртакан пушӑ миххе ярса тытса.

– Аван мар ват çынна ӗçлеттерме.

– Мӗн аван марӗ пултӑр. Михӗ çӑварӗ кӑна тытса тӑраяп-ха ӗнтӗ, – илсе пычӗ вӑл михӗ çӑварне тулли витре айне. – Ку-семпе ӗçлеме пулӗ.

– Урӑхла михӗсем те пулнӑ-и, элле? – ӑнланмарӗ карчӑка Роман.

– Пулмасӑр. Кун пеккисем халӗрехпе çеç тухрӗç-ха. Ӗлӗк, хамӑр сутма кайнӑ чухне пусма-тавартан мишук çӗлеттӗмӗр.

– Пушӑ миххи хӑй икӗ килона яхӑн таятчӗ, – хутшӑнчӗ вӗсен калаçӑвне ашшӗ. – Тулли мишукӗ центнер ытла йывӑрӑш. Ӑçта кӑна кайман-ши сутма. Аçтăрхан, Волгоград, Хусан, пӗрре Казахстанах çитсе килнӗччӗ. Мӗнле кӑна пасарта пулман. Пӗр вырӑнта сутӑнмасан тепӗр вырӑна куçарса тинке тухатчӗ тата хӑш чух.

– Çавна пулах чире кайрӗç те вӑл вӑхӑтра пӗтӗм арçын-хӗрарӑм, – вӗсен калаçӑвне итлесе сасӑ пачӗ нӳхрепрен амӑшӗ. – Пӗр шӳтлӗ япала каласа парас-ха сире. Пӗр çулхине Ульяновск хулине сутма кайнӑччӗ. Тулли михӗсене каçхине склада хуртаратчӗç. Пасарӗн йӗрки çаплаччӗ. Ирсерен центнер ытла таякан михӗсене нушаланса урама сӗтӗрнине пӑхса тӑракан вырăс хуралçӑ пӗррехинче тӳсеймерӗ. Мана пулӑшма шутларӗ. Пӗрремӗш миххе йӑтсассӑнах чутах айне пулатчӗ. Тытӑнчӗ хайхи мана ятлама: «Мӗншӗн миххӳсене тата пысӑкрах тумарӑн?» – тет.

Пурте ахӑлтатса кулса ячӗç.

– Ченчешке вӑл, хула халӑхӗ, – пӗтӗмлетрӗ ашшӗ.

Ватӑ Елюк унпа килӗшесшӗн мар.

– Эпир хамӑр вӑйпа мухтанса, сывлӑха упрама пӗлмесӗр ухмаха тӑрса юлнипе мӗн мухтанмалли пур. Çӗрулми сутса тунӑ укçапа усӑ та кураймарӑмӑр, айвансем. Перекетлес тесе банка кайса хутӑмӑр та, çавӑнтах «çунса» кайрӗç. Паян кунччен тавӑрса памасть патшалӑх.

– Ку та тӗрӗс.

–Пирӗншӗн кӑна «çунса» кайнӑ-тӑр вӗсем. Такам унпа пуйса юлнӑ ӗнтӗ. Телевизорпа кӑтартакан çав миллиардерсемех ӑçтан илнӗ-ха хӑйсен укçине, сӑмахран. Такама улталанипе çеç.

– Миххисене мӗншӗн пысӑк тунӑ вара? –

пӗлесшӗн пулчӗ Роман.

– Мӗншӗн тесен ӗлӗк çӗрулми турттаракан машина хуçисем укçине михӗ пуçне илетчӗç, – хуравларӗ Елюк.

– Район влаçӗсем епле кансӗрлетчӗç-ха пире тата. Çӗрулмие ют хулана сутма ярасшӑн мар темле чӑрмавсем тӑватчӗç. Вӗсем курасран тулли михӗсене машина çине çӗрлесерен тиесе çӳреме тиветчӗ, – пӗлтерчӗ ашшӗ.

– Хӑв ӳстернӗ çимӗçе те сутма юраман-и?

– Район заготконторине çурма хакпа суттарасшӑнччӗ вӑл вӑхӑтра. Пирӗншӗн вара пӗр-ик пус хаклӑрах сутайсассӑн та савӑнӑçчӗ. Нимӗнле влаç та, тӗрӗссипе каласассӑн, хресчен хутне кӗмен...

Калаçса, шӳт туса ӗç самантрах вӗçленчӗ. Кӑнтӑр апачӗ тӗлне пӳрт умне «КАМАЗ» çитсе ларчӗ. Кузовне тентпа карнӑскер, кутӑн чакса хапха умне чарӑнчӗ.

– Анне, пӑхса тӑр виçе патӗнче, – хушрӗ амӑшне аслӑ ывӑлӗ.

Тулли михӗсене ӑмӑртмалла йӑтнипе тетӗшӗпе иккӗшӗ те йӗп-йӗпе тара ӳкрӗç. Тӳпене çӗкленсе çитнӗ хӗвел тумтир витӗр хытӑ пӗçерте пуçларӗ.

– Темех мар, – хирӗç пулсассӑн куç хӗссе хавхалантарчӗç пӗрне пӗри. – Кӗçех хамӑр та «МАЗ» туянӑпӑр. Такама пуйтарассишӗн курпун тухиччен ӗçлеме тивмӗ ӳлӗмрен. Руль умӗнче çеç ларса çӳрӗпӗр.

Инçе çула мунча кӗрсех кайма шутларӗç. Мускава çитсе таврӑнма тӑватӑ-пилӗк талӑк иртет. Çул çинче çӑвӑнса курасси пулать-и-ха? Хуралса тарланӑ ӳтрен шӑршӑ çапӗ. Кӗçех мунча мӑрйинчен мӑкӑрланса тухнӑ тӗтӗм пӗтӗм таврана шӑршă сарчӗ. Мунчаран çӑвӑнса килнӗ арçынсем сӗтел хушшине вырнаçса ларсассӑн пурте пӗр вӑхӑта шӑпланчӗç. Мӑшӑрӗпе ывӑлӗсенчен уйрӑлма васкамарӗ паян Зина. Ыран ирех ачисем, Игорьпе Роман, Мускава грузовик туянма каяççӗ. Каялла çавӑнпах çӳресе килме ӗмӗтленчӗç. Малтанласа инçе çула аслӑ ывӑлӗ хӑй çеç тухса каясшӑнччӗ, анчах амӑшӗ хирӗçлерӗ. «Пысӑк укçапа çавӑнта çити пӗччен кайма хӑрушӑ. Çул çинче тем сиксе тухма пултарӗ. Таврӑннӑ чухне те çумра çын пулни пӑсмасть. Руль умӗнче ларса пынӑ вӑхӑтра çывӑрса каясран асӑрхаттаракан та кирлӗ çул çинче», – ӳкӗтлерӗ ывӑлне. Тетӗшӗпе пӗрле кайма хаваспах килӗшрӗ кӑçал çеç шкул пӗтернӗ Роман. Мускав курса килет-çке. Тата хӑçан пулса курӗ-ха унта? 

 Арçынсем Мускавран илсе килнӗ хыççӑн машинăна епле усӑ курма пулни çинчен калаçма тытӑнчӗç: 

 – Ялтан хулана çӗрулми турттарма пулни кӑна мар, атте, ытти ӗçре те усӑ курма пулать ӑна, – хавхаланса калаçрӗ Игорь. – Тӗрлӗ апат-çимӗç, стройматериал турттарма та лайӑх. Халӗ тата акӑ фермер хуçалӑхӗсем йӗркелене пуçларӗç. Вӗсен тыррине элеватора леçме, чикӗнтӗрне сахӑр заводне ӑсатма та техника кирлӗ. Ӗçӗ кашни утӑмра. Манӑн служак, пӗрле салтакра тӑнӑ ача, сӑмахран, дальнобойщикра ӗçлет. Укçа нумай ӗçлесе илни çинчен калаçать. «МАЗ» туянма тӑкакланӑ укçа самантрах каялла таврӑнӗ. 

 – Çавӑ сӗнчӗ-и сана фура туянма? – кӑсӑкланчӗ ашшӗ. 

 – Çавӑ. Мускава кайса илсессӗн йӳнӗрех тухать тет. 

 – Инçе çула пысӑк укçапа тухатӑр, –

пӑшӑрханнине пытармарӗ вӗсене итлесе ларакан амӑшӗ хашш! сывласа. – Хӑвӑрта пысӑк укçа пуррине никама та ан шарлӑр, тархасшӑн. Эпӗ хам çӗрулми сутма кайсассӑн нихӑçан та пӗтӗм укçана пӗр тӗле чикмен. Хам валли ятарласа укçа енчӗкӗ çӗленӗччӗ. Кантра çине тирсе пиçиххи пек çыхаттӑм. Çиелтен пиншак çакса ярсассӑн никам та пӗлместчӗ пысӑк укçана çавӑнта чикнине. Вакраххисене кӗсьесенче тытаттӑм. Мунчаран таврӑнсассӑн сире те çӗлесе парас пулӗ-ха укçӑра чикме. 

 – Барсетка пур пирӗн, анне. Ан нушалан, – йӑл кулса ячӗ Роман. 

 – Асӑрхануллӑ пулни пӑсмасть. Темле усал шухӑшлӑ çын та пур халӗ çут тӗнчере. Çӗрулми сутма юлашки хутӗнче Волгограда кайнӑччӗ эпӗ. Тӗнче тусма тытӑннӑ вӑхӑт ун чухне. Çӗрулмие тӗрӗс-тӗкелех сутса пӗтертӗм. Пуйӑса ларса каялла таврӑнас умӗн сирӗн валли кучченеç туянас тӗллевпе пасар çумӗнчи пӗр лавккана кӗтӗм. Çӳлӗксем çинчи япаласене пӑхкаласа çӳретӗп. Черет çывхарса пычӗ. Хыçалта тӑракансене вӑрах кӗттерес мар тесе укçана енчӗкрен кӑлартӑм çеç – мана такам вӑйлӑ аллипе хыттӑн туртса çынсен хушшинчен урама сӗтӗрсе тухса кайрӗ. 

– Эсӗ, мӗн, пӗр пус укçасӑр тӑрса юласшӑн-им?! – тытӑнчӗ мана ятлама пӗрле çӗрулми сутма пынӑ чӑваш арçынни.  – Сисмерӗн-им хӑвна çамрӑк-сем хупӑрласа илнине? Енчӗкне кӑла-

расса çеç кӗтетчӗç, – тет.

 Мӗн виличчен манас çук хама çаратасран çӑлса хӑварнӑ çав арçынна. 

 – Чӑн та, вӑл вӑхӑтра çӗрулми сутма аякка кайма хӑрушӑччӗ ӗнтӗ, – килӗшрӗ унпа ашшӗ. – Çав çулхинеччӗ-и-ха Таиç аппасене Астраханьтен хӗнесех янӑччӗ? 

 – Мӗншӗн тата? 

 – Пасарта тем сӑлтава пула вырӑс хӗрарӑмӗсемпе чечня хӗрарӑмӗсем çапӑçса кайнӑ та пирӗн ялсене те тивертнӗ. Ара, Таиç те, Клавди те, чеченкӑсем евӗр хурарах сăнлă. Вырӑсла пӗлсех каймаççӗ. 

 – Çапла, темӗн те курма тивет  пур-

нӑçра, – пӗтӗмлетрӗ амӑшӗ. 

 – Юрӗ, Зина. Çитӗ пирӗнпе палкаса ларма. Кай мунчана сивӗнсе кайиччен, – васкатрӗ ӑна мӑшӑрӗ. 

 Амӑшӗ тухса кайсассӑн Романпа Игорь клуба пуçтарӑнчӗç. 

 – Аташса ан çӳрӗр ӗнтӗ мунча хыççӑн. Шӑнса пӑсӑлӑр тата, – кӑларасшӑн пулмарӗ вӗсене ашшӗ. – Ыран ирех тӑмалла хӑвӑрӑн. 

 – Эпир нумай тӑмастпӑр, – сӑмах пачӗç ывӑлӗсем пӗрин хыççӑн тепри алӑкран тухса сирпӗнес умӗн. 

 

* * *

 Клуб умӗнче яш-кӗрӗм нумай паян. Канмалли кунсене хуларан килнисем те курӑнкалаççӗ. Çанталӑкӗ лайӑх пулнипе те тухнӑ-тӑр çамрӑксем. Унта та кунта шӳт туса кулни илтӗнет. 

Савнине çавӑтса Роман клуба кӗчӗ. Шалта та çын пайтах иккен. Хӑлхана çурасла музыка кӗрлет. 

 – Эпӗ тантӑшсем патне кайса килем-ха, – вӗçертме васкарӗ çемçешке аллине Лариса. 

 – Таçта ан çухал. Паян та хамах ӑсатӑп килне, – малтанах каласа хурас терӗ Роман. 

Хӗрӗн куçӗсем йӑлтӑртатса илчӗç. 

 – Паллах. Эпӗ сансӑр çырма урлӑ каçма хӑратӑп. 

 Савнийӗнчен уйрӑлса Роман сцена çине хӑпарса кайрӗ. Залра мӗн тунине унтан пӑхса тӑма лайӑхрах. Шкулта вӗренекен арçын ачасем стена çумне кӗпӗрленнӗ. Хӑйсем хушшинче тем сӳтсе яваççӗ. Вӗсене кансӗрлес мар тесе Роман пӗр-ик утӑм хӗрринерех пӑрӑнчӗ. 

 Çак вӑхӑтра мӑшӑррăн ташламалли юрӑ ячӗç. Зал варрине Романӑн тетӗшӗпе савнийӗ Райкка тухса тӑчӗç. Савнийӗнчен кӑшт çеç çӳллӗрех Игорь имшеркке Райккана çинçе пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ. Хӗр типшӗм аллисене унӑн тӑн-тӑн хулпуççийӗ çине хучӗ. Сцена çинче тӑракан Роман çине пӑхса илчӗç те кӗвӗпе килтерсе ташлама тытӑнчӗç. Вӗсем мӗн калаçнине Роман илтеймерӗ. Йӑлкӑшакан сăн-пичӗсем çеç çак хаваслӑ мӑшӑр лайӑххи пирки калаçнине палӑртрӗ. 

 – Хитре ташлаççӗ, – илтӗнсе кайрӗ Роман хӑлхи тӗлӗнче Ларисăн çепӗç сасси. – Пӑхма кӑмӑллӑ. Роман, санӑн тетӳ хӑçан авланать? Туйра пулса курас килет манӑн. 

 – Пӗлместӗп. Килте кун пирки калаçнине илтмен-ха.

 – Ялта вара вӑл кӗçех авланать тесе сас-хура çӳрет. Эпӗ чӑнах та тесе. 

 – Малтан Мускава чипер çитсе килмелле-ха пирӗн. 

 – Мускава? Унта мӗн тума каятӑр тата? 

 – Никама калама хушманнипе хальччен вӑрттӑнлӑхра тытрӑм, – тӳрре тухрӗ Роман. – Юрӗ, сана кӑна калӑп. Хамӑр валли «МАЗ» туянма шутларӑмӑр эпир. Тӗрлӗ груз турттарса укçа ӗçлесе илме ӗмӗтленетпӗр. Ыран ирех çавна илме тухса каймалла. Анне шикленет тетене пысӑк укçапа çав инçе çула хӑйне кӑна яма. Çавӑнпа ӑна юлташа эпӗ те каятӑп. 

 – О-о-о, çынсем Мускавра пулса ку-раççӗ, – ӑмсанса пӑхрӗ ун çине Лариса. –

Миçе кунран таврӑнатӑр вара? 

 – Çул çинче пӗр тӑват-пилӗк талӑк кӑна иртет-ха. Сан валли мӗнле кучченеç илсе килес Мускавран? 

 – Шӑккалат, – терӗ те хӗр ахӑлтатса кулса ячӗ. 

 – Ха-ха-ха! – кулчӗ унпа пӗрле Роман. 

Вӗсен çумӗнче тӑракан шкул ачисем пӗрин хыççӑн тепри клубран тухма васкарӗç. 

 – Манӑн çывӑрас киле пуçларӗ. Санӑн та ыран ирех тӑмалла-тӑр. Ӑсатса яр атя мана киле çити сӑмах патӑн-тӑк, – çине тӑчӗ хӗр.

* * *

Çак каçхине хуларан таврӑннӑ «Сӑмсапа» «Сахӑр» та клуба тухрӗç. Уйрӑлми туссем шала кӗме васкамарӗç. Уçӑ сывлӑшра хӑйсем тавра ял çамрӑкӗсене пуçтарса халап çапрӗç. 

 Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Костя вӗсем патне пырса тӑнӑ вӑхӑтра яш-кӗрӗм килӗсене саланма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ. Арçын ача «Сӑмса» патне пырса аякӗнчен тӗкрӗ. 

 – Калаçмалли пур, – терӗ çынсенчен аяккарах кайма сӗнсе. 

 – Пӗр «винстонна» пар-ха, тархасшӑн, –

Петӗртен сигарет йăлăнчӗ шкул ачи. 

 – Мӗнле хыпарсем ялта? – ыйтрӗ унран «Сӑмса» кӗсйинчен сигарет пачки кӑларнӑ май. 

 – Ыран ирхине ирех пиччӗшӗпе шӑллӗ Колпаковсем Мускава машина туянма каяççӗ. Романӗ савнийӗпе калаçнине илтрӗм. «МАЗ» пирки калаçрӗç пулмалла. 

 – Охо, – тӗлӗнчӗ «Сӑмса». – Ун чуль укçа ӑçтан пултӑр вӗсен? Лайӑх илтрӗн-и? 

 – Эп вӗсен çумӗнчех тӑраттӑм. 

Костя пӑрӑнса утасшӑнччӗ, анчах тем шухӑша кайнӑ Петӗр ӑна тӑхтама хушрӗ. 

 – «Сахӑр», – чӗнсе илчӗ юлташне хӑй патне. – Кил-ха кунта. Ӗç пур.   

Ытарма çук каç тӑчӗ таврара. Ӑшӑ. Çил çук. Сад пахчисенче чечеке лара пуçланӑ улмуççисемпе сиреньтен ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ. Çуртсен умӗнче хускалмасӑр ларакан ватӑ çирӗксемпе çырмара ӳсекен хӑвасен чӑтлӑхӗнче шӑпчӑксем каçса кайса юрлани илтӗнет. 

 Роман паянхи пек хавас кӑмӑллӑ нихӑçан та пулса курманччӗ-ха. Савнине аллинчен вӗçертмесӗр утрӗ Малтикас урамӗпе. Мӗн илӗртет-ши ӑна çак вӑтам пӳллӗ, çутӑ çырӑ çӳçлӗ Ларисӑра? Хӑй те уççӑн калаймасть. Тулли питӗнчи савӑк кулӑ-ши е йӑлтӑртатса тӑракан чакӑр кӑвак куçӗсем? Роман çине епле ӑшшӑн пӑхаççӗ-ха вӗсем. Хӗр хӑйпе ялан çепӗç калаçни те илӗртет ӑна, паллах. Ан тив, «мӑнтӑр» хӗрпе çӳренӗшӗн кулччăр унран юлташӗсем, вӑл пурпӗрех пӑрахас çук пуринчен те ырӑ чун-чӗреллӗ пикене. Ырхан, пичӗсем çинчи шӑммисем палӑракан хӗрсем нихӑçан та килӗшмен Романа. Вӗсем час çилленекен, кӑра кӑмӑллӑ пек туйӑнаççӗ ӑна. Аякран сивӗ çапса тӑрать ун пеккисенчен. Лариса вара пачах урăхла. Анне хӳтти темелле-ши унра, хутнӑ кӑмака çумӗнчи пек вӗри çапать. 

 Шӑкӑл-шӑкӑл калаçса кӗпер патне çывхарса пычӗç. 

 – Çырма урлӑ каçнӑ чухне хӑратӑп тетӗн апла? – йӗкӗлтесе ыйтрӗ Роман. 

 – Ӑхӑ.

 – Мӗншӗн?

 – Кӗпер айӗнче такам пытанса тӑрать пек. Урлӑ каçнӑ чухне ураран ярса тытса çырмана сӗтӗрсе каясран шикленетӗп. 

 – Ха-ха-ха-ха! Çук унта никам та. Астӑватӑн-и, пӗр çулхине çак кӗпер çывӑхӗнче пирӗн ялсем Хусантан Евгене хӗнеме килнисемпе çапӑçнӑччӗ? 

 – Астӑватӑп. Вӑрахчен калаçрӗç кун пирки ялта. Пӗтӗм çамрӑк тухнӑ пулнӑ тет-и-ха Евгене хӳтӗлеме? 

 – «Глобус» пулман пулсан, Гришукӑн тусӗсене хирӗç «Чӗрӗп» хӑй анчах мӗн тӑвайӗччӗ-ши? Манӑн та хутшӑнса курма тӳрӗ килчӗ çав харкашура, – хӑй хӑюллă пулнине палӑртса мухтанса илчӗ Роман. – Вун виççӗ-вун тӑваттӑсенчи ача кӑначчӗ ха эпӗ ун чухне. Чӑн та «Глобус» пире çапӑçӑва хутшӑнма ирӗк памарӗ. Сирӗн кас вӗçӗнче хуралта тӑтӑмӑр. Гришукӑн тусӗсем çӑмӑл машинăсемпе яла кӗрсессӗн юлташсемпе эпир вӗсен тармалли çулне пӳлсе пӗренесем кӑлара-кӑлара пӑрахнӑччӗ. «Глобус» çапла тума хушрӗ пире. 

Лариса кулса ячӗ. 

 – «Глобусӗ» кам тата вӑл?

 – Славика «Глобус» тетчӗç. Шел çав ачана. Аварие çакланса вилчӗ-и-ха вӑл? 

 – Аха çав, – килӗшрӗ унпа Лариса. – Аварине юри йӗркеленӗ тесе сас-хура та тухрӗ ун чухне. Анчах никама та явап тыттармарӗç пулас. 

 – Лайӑх çынсем нумай пурӑнаймаççӗ, Лариса. «Чӗрӗпӗ» вара ухмах. Çынсем ялтан тарасшӑн, вӑл, сӗрӗм, хулара тӗпленнӗ çӗртен яла, асламӑшӗн çӗтӗк пӳртне куçса килчӗ. 

 Тахçанах кӗпер урлӑ каçса кайнӑ хӗрпе каччӑ Ларисӑсен килӗ умне çывхарса пыратчӗç ӗнтӗ. 

 – Славика аса илнӗрен, – тӑп чарӑнса тӑчӗ хӗр. – Пӗр шӳтлӗ истори каласа парас-ха сана ун пирки. Вӑл çулхине манӑн аппа та качча тухрӗ вӗт-ха. Туй кунӗ çитрӗ хайхи. Кӗç-вӗç ютран аппана илме килмелле. Савнийӗ ӑна тӳрех шыраса ан тупайтӑр тесе эпир аппана ниçта пытара пӗлместпӗр. Хайхи такам ун вырăнне Лидюк мӑнаккана верандăна кӗртсе лартса пуçӗнченех утиялпа витме хушрӗ. 

– Вӑл мӗншӗн тата? 

 – Итле-ха эсӗ малалла. Аслӑраххисем пире, хапха умне сыхлама тухакансене, хӗр илме килекенсене савнийӗ верандӑра пытанса ларать тесе суйма хушрӗç. Чӑннипе вара аппа пӗчӗк пӳрте кӗрсе ларчӗ. Хайхи çитрӗç хӗр илме. Пирӗн сӑмаха ӗненсе каччипе тантӑшӗсем тӳрех верандăна кӗме васкарӗç. Тенкел çинче такам хупланса ларнине асӑрханӑ каччи савӑнса кайса утияла сирсе ывӑтрӗ. Пытанса лараканӗ акка пулманнипе шак хытса тӑчӗ. «Ку мар», – тесе каялла тухса сирпӗнчӗ. «Мӗншӗн тиркерӗн-ха мана?!» – йӗкӗлтесе кӑшкӑрать хыçӗнчен мӑнакка. 

 – Ха-ха-ха-ха! – тулли кӑмӑлпа кулса ячӗ Роман. – Кӑсӑклӑ пулнӑ сирӗн туйӑр. Аппуна час тупайрӗç-и вара? 

 – Хайхи аппан пулас мӑшӑрӗ картише каялла сиксе тухрӗ. Хӗр илме килекенсенчен хӑшӗ-тӗр пӗчӗк пӳрт чӳречинчен аппана курнӑ иккен. Çавӑнта кӗме васкарӗç. Шӑп çав вӑхӑтра пирӗн умран Славик иртсе пынӑ пулнӑ. Картише кӗрсе пӗчӗк пӳрт алӑкӗ патне пуринчен малтан чупса çитрӗ. Астӑватӑн-тӑр вӑл мӗнле патварччӗ. Аллисемпе алӑк çамкинчен тӗревленсе çурӑмӗпе çула хупласа хучӗ. Шала никам та кӗреймест. Вунӑ-вун пилӗк çамрӑк çур сехет ытла та пулӗ тапаçланчӗç çав алӑкран кӗрес тесе. Каччӑ енчисем хӑйне укçа парсассӑн çеç кӗртрӗ вӗсене Славик...

 Пӳрт умӗнчи сакӑ çинче те вӑрахчен калаçса ларчӗç хӗрпе каччӑ. 

 – Роман, килне ут ӗнтӗ. Çутӑла пуçла-рӗ, – терӗ юлашкинчен Лариса ура çине çӗкленсе. 

Роман та тӑчӗ. 

 – Эпӗ Мускавран таврӑниччен хӑв валли урӑх каччӑ тупса ан яр тата. 

 – Эсӗ таврӑнмасӑр клуба пачах тухма шутламастӑп.

 – Ну, апла пулсассӑн чипер.

 Лариса çине юратса пӑхакан Роман хӗре тутинченех чуптума шутланӑччӗ, анчах вӑтаннипе аллинчен кăна чӑплаттарса илчӗ. 

 – Тепре курнӑçиччен...  

 Çывӑрмалли пӳлӗме кӗнӗ вӑхӑтра чӳречерен кӑвак çутӑ ӳкнӗччӗ ӗнтӗ. 

– Роман-и? – пӑшӑлтатрӗ тетӗшӗ. 

– Эпӗ. Эсӗ мӗн халӗ те çывӑрмастӑн? 

– Инçе çула тухас умӗн ялан ыйхӑ вӗçсе кайнипе аптратӑп. Ӑçта аташса çӳретӗн хальччен? Хӗр ӑсатма кайнӑччӗ-и, элле? 

– Ӑçтан пӗлетӗн? 

– Клуб сцени çинче Ларисӑпа кӑвакарчӑнсем пек кӑвӑлтататтӑрчӗ те. Куртӑм эпӗ сире. 

Салтӑнса выртсассӑн та ыйхи килмерӗ Романӑн. 

– Тете, – чӗнчӗ пӗр хушӑ чӗмсӗр выртнӑ хыççӑн. 

– Мӗн тата? – ыйтрӗ Игорь. 

– Эсӗ хӑçан авланатӑн? 

– Мӗншӗн ыйтатӑн? Хӑв авланма шутламарӑн пулӗ те? 

 – Çук, халех мар. Салтака кайиччен сан туйӑнта савӑнса курас килет манӑн. 

 – Машина туянса пӑртак укçа ӗçлесе илер-ха, шӑллӑм. 

 – Ку тӗрӗс. 

 

Колонирен таврӑнсан

 

Улми улмуççинчен аякка ӳкмест теççӗ. Çак каларӑша тӳрре кӑларса пурӑнчӗ паян куна çитиччен Вова. Кӗскен каласан, ашшӗ çулӗпе кайрӗ. Вӑл хывнӑ сукмака таптаса такӑрлатрӗ. Çут тӗнчере çирӗм сакӑр çул пурӑнса, виçӗ хутчен колонире ларса тухма ӗлкӗрчӗ. Пӗтӗмӗшле вунӑ çул ирттерчӗ унта. Уголовнӑй кодексӑн статйисене лайӑх вӗренсе çитнӗскер, хӑйне мӗнле статьясемпе явап тыттарнине çӗрле ыйхӑран вӑратса ыйтсан та йӑнӑшмасӑр каласа параять. «Статья сто пятьдесят восьмая, часть вторая, пункты а, б. Статья сто шестьдесят шестая, статья сто одиннадцатая». 

Кунта ним тӗлӗнмелли те çук. Пӗр килте пурӑнса час-часах илтме тӳрӗ килнӗ ашшӗ каласа панисене. Хӑй ачаллах колхозран сысна çури вӑрланӑшӑн колонире ларса тухнӑскер, аллӑ тултариччен темиçе кайса килчӗ унта. Ывӑлне каласа памалли мӑй таранахчӗ унӑн. Вова çитӗнсе пыраспа ывӑлне вӑрттӑн ӗçсене те явӑçтарма пуçларӗ. Кӗтӳрен хире аташса юлнӑ сурӑхсене «çухатма» пӗрлех çӳрерӗç. Мотоциклпа пынӑ чухне, çул хӗррипе утакан, кӗре хирӗç самӑрланнӑ хур-кӑвакала та  сахал мар çаклатса кайнӑ унпа. 

Янтӑ какая кам çиме килӗшмӗ? Пуçтарӑнатчӗç вара ашшӗн тусӗсем, хӑй пекех ларса тухнӑ арçынсем кил умне. Вӑрман хӗрринче пӗр улах вырӑн пурччӗ вӗсен. Вовӑна та хӑйсемпе пӗрле илсе çавӑнта вӗçтеретчӗç. Сӗм çӗрле кӑвайт чӗртсе, шашлык пӗçернӗ май чылайччен халап çапса ларатчӗç. 

Лавккасене мӗнле çаратнипе милицирен епле тарнине каланисене шыв сыпнӑ пек итлесе ларакан Вовăна хурахсен теветкеллӗ пурнӑçӗ тӗмсӗлтере пуçларӗ. Вӑрӑ ӗçӗпе аппаланнинче ним намӑсӗ те çук тесех çитӗнчӗ вӑл. Анчах вӑрланине, ытти хӑш-пӗр çын пек, усса яра пӗлеймерӗç çав. Тутлӑ çисе-ӗçнипех пӗтсе пычӗ вӑл. Ямӑттипе  пурӑнсан та чухӑнлӑхран тухаймарӗç. 

... Вова ун чухне 7-мӗш е 8-мӗш класа çӳретчӗ. Юри тунӑ пек кӗрхи йӗпе-сапара çӳрекен пӗртен-пӗр атти шӑтрӗ. Шкула кайнӑ чухнех сисрӗ-ха вӑл атти ӑшне шыв кӗнине. Килне таврӑнсассӑн пӗлтерчӗ. 

 – Атте, манӑн хӑрах атӑ шӑтӑк. Шыв кӗрет. Çӗннине туянса парӑр. 

 – Килте пӗр пус укçа çук! Мӗнпе туянса парас манӑн сана атӑ?! – кӑшкӑрса тӑкрӗ ашшӗ ӑна хирӗç. 

 – Апла пулсан эпӗ ыран шкула каймастӑп. 

 – Калушу пур вӗт вара. Çавӑнпа çӳре. 

 – Малтикас урамӗнче пӗç тӗп таран пылчӑк. Кӗпер урлӑ каçсанах путса ларатӑп унпа.  

Ашшӗ пӗр вӑхӑт шухӑша кайса ларчӗ. 

– Хӑвна юрӑхлӑ атӑ урӑх çук-и вара шкулта? Ӑçта хывса хӑваратӑр эсир вӗсене пушмакӑра тӑхӑннӑ чухне? – ыйтрӗ пӑртакран. 

– Шкула кӗрсенех. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме хирӗç. 

– Ну, вӑт. Шӑтӑк аттуна çавӑнта хӑвар та уроксем хыççӑн камӑнне те пулин тӑхӑнса кил. 

– Мӗнле майпа? Унта пӗрмай хӗрарӑм-хуралçӑ ларать. 

– Уроксем хыççӑн пурте килӗсене кайма васкаççӗ. Пӑтрав вӑхӑтӗнче никам та ятарласа сан çине пӑхса тӑрас çук. Тӑхӑн та кил пӗринне. Килте атӑ кунчи çине шал енчен ятупа хушаматна çырса хурӑпӑр та хӑвӑнах пулса тӑрӗ, – вӗрентрӗ ашшӗ. – Ют атта тӑхӑннине асӑрхас пулсассӑн та ним хӑрушши çук. Ӑнсӑртран арпаштартӑм тетӗн те хӑвӑннех тӑхӑнса килӗн. 

 Çавӑн пек майпа Вова атӑллӑ пулса тӑчӗ. Чӑн та, шкулта çакӑн хыççӑн пӗр вӑхӑт калаçкаларӗç такам çын аттине тӑхӑнса кайнӑ тесе. Вова çине пӳрнепе тӗллекенсем те пулкаларӗç. Анчах ашшӗ ун хутне кӗчӗ. 

– Эсир эпӗ тӗрмере ларса тухнӑшӑн ывӑла та вӑрӑ тесшӗн-им, намӑссӑрсем?! – тилӗрчӗ вӑл шкула пырса. 

Çакӑн хыççӑн çухалнӑ атӑ пирки пӗр сӑмах та хускатмарӗç. Часах çилленсе каякан арçынран хӑрарӗç-тӗр. 

Çур пурнӑçне ытла касмӑкра хӗн курса пурӑннипе нервисем питӗ хавшак теме тытӑнчӗç ун пирки. Чӑннипе вара вӑл йӳнлӗ çын пулнине Вовӑпа амӑшӗ анчах пӗлетчӗç. Чӑн-чӑн актёр ӑсталӑхӗ пурччӗ ашшӗнче. 

Хӑш чухне, киле ӳсӗр таврӑнсан, мухтанма юраткалатчӗ. 

... – Эпӗ пуртта хамран нихӑçан та хӑварман, – калаçса ларчӗ пӗррехинче ывӑлӗпе мунча пӑлтӑрӗнче. Хуçалӑх ферминче выльӑхсем валли апат турттаратчӗ ун чухне вӑл. 

 – Хӗлле çуна, çулла урапа çинче выртать вӑл. Çыннӑн психологийӗ мӗнле ӗçлет? – ыйтрӗ Вовӑран. Хӑйех хуравларӗ: – Ку çын, темиçе хут та тӗрмере ларса тухнӑскер, пурттипе мана ним мар çапса вӗлерме пултарать тесе хирӗç тӑма хӑраççӗ. 

– Кӑçал хӗлле пулчӗ ку ӗç. Çӗрле колхоза лашапа сенаж вӑрлама хӑпартӑм. Фермӑсем çумӗпе хуллен иртсе пыратӑп. Хайхи катари витен тамбурӗнчен çын пуçӗ курӑнса каялла çухалчӗ. Ку никам та мар, хуралçӑ Илюк терӗм ӑшра. Эпӗ вӑрра килнине пӗлсе тарса пытанчӗ ӗнтӗ. Кайран хуçасене евитлет. «Капла мар», – терӗм хама хам. Лашана çав вите умнех илсе пытӑм. «Илюк, тух, эпӗ сана куртӑм!» – тесе кӑшкӑратӑп. Тухрӗ. Çуна çинче выртакан пуртӑ çине пӑхса шӑп-шӑпӑрт тӑрать. «Эпӗ халӗ кил валли сенаж илме хӑпартӑм. Ыран çакӑн пирки кам та пулин пӗлсессӗн эсӗ айӑплӑ пулатӑн. Мӗншӗн тесен сансӑр пуçне мана никам та курмарӗ», – терӗм кӑна. «Çук, çук, манран сӑмах тухмасть, Яков», – тет Илюк. 

Çакӑн пирки чӑннипех никам пӗлмерӗ. 

Ирӗксӗрлӗхре нумай çул ирттерни хӑйӗннех  тӑвать çав. Сывлӑхӗ хавшанӑччӗ ашшӗн. Çынна пуртӑпа анчах хӑратаятчӗ вӑл. 

 Çав кӗркуннех, анкартисенче çӗрулми кӑларнӑ вӑхӑтра, Вовӑна пӗрремӗш «ӗçе» илсе кайрӗ. Колхоз ферминчен сысна вӑрласа какайне укçалла сутма ӗмӗтленчӗç. Хуралçӑран шикленместчӗç ӗнтӗ вӗсем. Ашшӗпе юлташӗ тата Вова пысӑк сыснана фермӑрах тытса пусрӗç. Тушкине урапа çине хурса ӗçе кӗртме кӳршӗ ялта пурӑнакан юлташӗ патне илсе кайрӗç. Çавӑнта, сысна тушки çумӗнче, ярса тытрӗç ирхине пурне те милиционерсем. Çук, хуралçӑ сутнăшăн мар, хӑйсем тимсӗр пулни пӗтерчӗ вӗсене. Урапа çинче пӑртак вак çӗрулми пурччӗ. Таçтан шӑтӑк тупса çул тӑршшӗпе тӑкӑнса пынӑ иккен вӑл. Çав йӗрпе килсе тытрӗç те вӗсене. 

Колонире ашшӗпе пӗрле ларни чылай пулӑшрӗ Вовӑна. Кунта ашшӗне лайӑх пӗлетчӗç ӗнтӗ. Ларакансем те, хураллакансем те ӑна хисеплени палӑрчӗ. Хаяр 90-мӗш çулсем, тӗрлӗ эшкерсем пӗр-пӗринпе хӗрсе кайсах çапӑçнӑ вӑхӑт. Ирӗкре анчах мар, хуралçӑсем сыхлакан колонире те час-часах çын вӗлеретчӗç. Айӑпланнисемпе лӑк тулнӑ колонире таçта çывӑхра ларакан ашшӗн хунти пурри питӗ пулӑшрӗ сӳрӗк, мӑран флегматик Вовӑна пирвай ларсассӑн. 

Ашшӗн хӳтти çеç мар, хӑй те пӗрре мӗкӗрсе ярсах пӗрле ларакансен сехрине хӑптаратчӗ. Тӗреклӗ кӳлепеллӗ, патмар, кӳпшеке питлӗскер, ылмак-сулмак уттипе хӑв патна çывхарса пынине курсассӑн кам шикленмӗ? 

Колонире пӗрремӗш хут ларакан пӗр çамрӑка хӳтте илчӗ. Вӑл опекӑна илнӗ каччӑ питӗ чаплӑ ал ӑсти пулса кайрӗ. Вовӑн ирӗке тухма вӑхӑчӗ çитсен хӑйне пулӑшса тӑнӑшӑн кӗмӗл хӗрес парнелерӗ. Кайран çав хӗресе йыснӑшӗсен аслӑ ывӑлне – Игоре – менелнике парнелерӗ Вова. 

Ирӗке тухнӑ ашшӗ урӑхран ларма шутламарӗ пулас. Преступлениллӗ ӗçсем тума пӑрахса тӳрӗ çулпа пыма тӑрӑшрӗ. Вова вара икӗ çул ирӗкре çӳренӗ хыççӑн тепре кайса ларчӗ. Хальхинче ашшӗн хӳтти çукчӗ ӗнтӗ унта. Хӑйне хур кӑтартма пултаракансене хирӗç тӑма тумӗ ӑшне «заточка» – вӗçне хӑйранӑ отвертка – чиксе çӳреме тытӑнчӗ. 

Вӑл ялан ал айӗнче пулни «çавӑтса» кӗчӗ те ӑна виççӗмӗш хут йӗплӗ пралук хыçне. Çын кулли, ирӗкре пӗр кун та ирттереймерӗ вӗт ун чухне. Килне çитичченех преступлени туса ӗлкӗрчӗ. 

... Хура кӗркуннеччӗ. Таврана ӗнтрӗк сӑнӗ çапнӑччӗ ӗнтӗ. Часах тӗттӗм пулать. Васканипе яла хуçалӑх фермисем çумӗпе иртсе кӗме шутларӗ Вова. Ферма умӗнчи электричество юпи çумӗнче виçӗ çын тӑнине асӑрхарӗ. Навус тӑкакан арçынсем иккен. Хӑйсене те тислӗк шӑрши çапнӑ. Сывлӑх сунса алӑ панӑ хушӑрах Вова кӑсӑкланса ыйтрӗ. 

 – Эсир мӗн, халӗ те килӗрсене кайман? 

– Санӑн мӗн ӗç? – кӑнттаммӑн хуравларӗ авӑк кӑмӑллӑ Сергей. – Ут хӑвӑн çулӑпа. Сана алӑ пама та шиклӗ. 

 – Мӗншӗн тата? – ярса илчӗ Вовӑна хумхану. 

 – Хӗрарӑм вырӑнӗнче пулса тӗрмере ларакан «выçӑ» арçынсене тивӗçтерсе пурӑннӑ теççӗ эсӗ. 

Намӑссӑрла суя Вовӑна тилӗрттерсе ячӗ. 

 – Мӗ-ӗ-ӗн?! – мӗкӗрсе ыткӑнчӗ Сергей çине. 

Çанни ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ «заточкӑна» купарчинчен анчах чикрӗм тесе шутларӗ çавӑн чухне. Çавӑнпа ним пулман пек пӑрӑнса утрӗ. Анчах отвертка вӗçӗ çӳлерех кайса Сергейӗн пӗверне те суранлатнӑ пулнӑ иккен. 

Çынна йывӑр амантнӑшӑн Вовӑна каллех хупса хучӗç. 

 «Урӑхран лармастӑп», – хальхинче тупа тусах хӑварчӗ ирӗке кӑларсассӑн. 

Тӑван ялне кӑнтӑрла вӑхӑтнех çитрӗ вӑл. Иртнинче таврӑннӑ чухне тунӑ йӑнӑшне шута илсе, хуçалӑх фермисенчен халӗ таçтан аякран пӑрӑнса иртрӗ. «Никама та тӗл пулмасан юрӗччӗ», – ӗмӗтленсе пычӗ ӑшӗнче. 

Тунсӑхласа çитнипе çутçанталӑка юратса сӑнарӗ. Сенкер тӳпере таткаланчӑк, сайра пӗлӗтсем хуллен шӑваççӗ. Хӗллехинчен чылай çӳле хӑпарнӑ йӑлтӑрти хӗвел çутинче, çул хӗррипе чӑлт-чӑлт туса юхакан шыв çинче шевле чупать. Хӗвеле хирӗç çуртсем умӗнче имшер курӑкӑн симӗс хунавӗсем палӑрма пуçланӑ ӗнтӗ. Хирӗçле çуртсен сулхӑнӗнче вара кас-кас юр выртать-ха. 

Ялӑн таса сывлӑшне кӑкӑр тулли сывласа, йӑвашшӑн вӗрекен çурхи çилтен питне ачашлаттарса утрӗ Вова Малтикас урамӗпе. 

Вӑл касмӑкра ларнӑ чухне самай улшӑннӑ ял сӑнӗ. Урамсене газ пӑрӑхӗсем тӑснă, электричество юписене ылмаштарнӑ. Çавна тума кансӗрленипе-тӗр чылай йывӑçа касса кӑкланӑ. Çаралса юлнӑ Малтикас урамӗнче хутран-ситрен анчах тӗл пулакан ватӑ çирӗксем çеçкере лараççӗ. Иртен-çӳрен касӑра пӑркаланчӑк сукмак хывнӑ ӗнтӗ. Вова çавӑнпа пычӗ. Куçӗ умӗнчех пӗр ушкӑн çерçи чӗвӗлтетсе вӗçсе иртрӗ. Çырма хӗрринче пурӑнакан Хӗветӗр пиччен, гаражӗ тӑррине çакнӑ шăнкăрч йăвинчен пуçне кӑларнӑ шӑнкӑрч ши! шӑхӑрать. 

Пылчӑк çинче шуçса кайса ӳкесрен асӑрханса, Вова йывӑç кӗпер çине кӗчӗ. Çурхи шыв кӗрлесе юхакан çырма урлӑ хӑйсен енне каçрӗ. 

Ывӑлӗ колонире «кирпӗч шутланӑ» вӑхӑтра ашшӗ ахаль тӑман  курӑнать. Кивелнӗ çурт умне стройматериал кӳрсе тултарнӑ. Темиçе кубометр чус-хӑма, темиçе пачка шурӑ кирпӗч купаласа хунӑ. Вӗсен çумӗнче тӑрӑ валли шифер. Уйрӑмтарах вырӑнта вӗтӗ чул купи. Сапаланса ан пӗттӗр тесе ӑна йӗри-тавра кивӗ чуссемпе пӳлсе илнӗ. 

«Атте кил-çурта юсама шутланӑ-тӑр. Укçине ӑçтан илнӗ-ши?» –  тӗлӗнчӗ Вова çакна курсан. 

 

* * *

Ывӑлӗ тӗрмерен килнӗ ятпа амӑшӗ сӗтел хатӗрлерӗ. Ашшӗ те çак вӑхӑтра килтехчӗ. Виççӗшӗ сӗтел хушшине вырнаçса ларчӗç. 

– Атте, эсӗ çурта юсама шутланӑ пулас. Материалсем илсе тултарнӑ. Кун чухлӗ укçа ӑçтан илтӗн вара? – хӑй тӗлӗннине пытармарӗ Вова. 

– Атту. 

Хӑйне ырланине туйса хавасланса кайнӑ ашшӗн тути-çӑварӗ чалӑшрӗ. Кӑвак тӗслӗ куçӗсем алхасуллӑн ялкӑшса илчӗç. Пӗрӗмлӗ пит-куçӗ пӑртак якалса çамрӑкланнӑ пек курӑнчӗ. 

 – Хальхилле пурӑна пӗлнӗ пулсассӑн, эпир хальччен ялти чи пуян çынсем пулмаллаччӗ, – шурӑ çӳçне аллипе вирелле шӑлса илчӗ арçын. 

 – Мӗнле вӑл хальхилле? – ӑнланмарӗ ашшӗне Вова. 

– Килнӗ ятпа кӑларас-и пӑртак сӑмакун? – тӑрук сӗнчӗ ывӑлне арçын. 

– Кирлӗ мар. Ӗçместӗп. 

– Вӑт! – кӑшкӑрсах ячӗ ашшӗ. – Çакӑнтан пуçласа ямалла пулнӑ пирӗн пурнӑçа. Эрех-сӑра ӗçсе çын кулли пулса тӑтӑмӑр. Ӑна хамӑр мар, хамӑра кирлӗ çынна ӗçтермелле. Ӳсӗр çыннӑн унӑн кӑмӑлӗ те çемçелет. Чӗлхи те сӳтӗлет. Хӑвна кирлӗ вӑрттӑнлӑхсене пӗлме май пур. 

– Эпир ялан çынна хӑратса пурӑнма тӑрӑшнӑ, – малалла ӑнлантарчӗ ашшӗ ывӑлне. – Йӑнӑш ку пӑртак. Хӑратнӑшӑн хӑвна курайми анчах пулӗç çынсем. Чее пулмалла. Пуçлӑхсене йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшмалла. Вӗсем вара хӑйсемпе пӗрле сана та çӗклӗç. Вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлме пулать капла. Халӗ совет самани мар. Тӳрӗ пурнӑçпа пурӑнса тӑнӑçлӑ пулаймӑн. Хисеп çӗнсе илеймӗн. Çаврӑнӑçулӑх кирлӗ. Ун валли вара патшалӑх темле майсем те туса панӑ. Ӗлӗкрех, сӑмахран, эпӗ хамӑн лашана ӗçлеме кӳршӗ-арша пӗр кӗленче сӑмакунла параттӑм. Халӗ укçалла çеç. Вӑт çапла пурӑнмалла. 

 Ашшӗ шӑплансан амӑшӗ сӑмах илчӗ. 

 – Питех ан хуйхӑрӑр, – хавхалантарма тӑрӑшрӗ ывӑлне вӑл. – Санӑн пурнӑçу та йӗркеленсе кайӗ-ха ак. 

Йывӑр кӗлеткипе пукан çинче авантарах вырнаçса ларчӗ. Йӑмӑхса кайнӑ мӑнтӑркка питлӗскер вӑл, хӗсӗк куçӗпе ывӑлне тӗсесе пӑхрӗ. 

– Кӗçех вӑтӑра çитетӗн-çке. Унччен авлантармалла сана. Сӑнаса хуни те пур манӑн. Сӗтел хушшинче, хамӑр анчах чухне калас-ха сире. 

– Кам тата вӑл? – тӳсӗмсӗррӗн ыйтрӗ мӑшӑрӗнчен кил хуçи. 

– Ара, Лариса мӗнпе япӑх? Инçех те каймалла мар. Хамӑр касӑрах пурӑнать. Начар хыпар тавраш илтмен-ха ун çинчен. Никампа та çӳремест тет. 

– Лариса, эп астӑвасса, мӑнтӑркка хӗрачаччӗ. Халӗ те качча тухман-и-ха вӑл? – тӗлӗнчӗ Вова. 

– Çук. 

– Тупата чирлӗ пулӗ вӑл, – хутшӑнчӗ калаçӑва ашшӗ. – Курсанччӗ эсӗ Ларисӑна халӗ. Пӗтӗмпех типсе кайнӑ. Янах шӑммисем мӑкӑрӑлса тухнӑ. Ялан пуçне усса, тем пирки шухӑшласа иртет умран. Çавӑнпа качча каймасть-тӗр ӗнтӗ.

Вова ял хыпарӗсене пӗлесшӗн пулчӗ. 

– Зина акка епле пурӑнать-ха унта пӗччен? Володя йыснана пӗлтӗр пытартӑмӑр тенӗччӗ эсир. 

– Çӳрекелет майӗпен. Хӑв пӗлетӗн еплерех хуйхӑ пырса çапрӗ вӗсене. Икӗ ывӑлӗ те пӗр харӑс хыпарсӑр çухалчӗç вӗт. Çавӑншӑн хуйхӑрсах вилчӗ-тӗр йысна. Инсульт пулнӑ терӗç. 

– Романпа Игорь çинчен çав-çавах нимӗнле хыпар та çук-им? 

– Çук. Милицирен те шыраттарса пӑхрӗç. Кӑлӑхах. Мускава фура туянма кайнӑ пулнӑ тет-и вӗсем. Укçи нумай пулнӑ-тӑр. Çав укçашӑнах вӗлерсе таçта пытарнӑ пулӗ ӗнтӗ. Хӑв астӑватӑн, вӑл вӑхӑтра самани еплерехчӗ. 

– Чӑн та, атте. Хамӑр ял çыннисемех хулара эшкерте çӳретчӗç. 

– Вӗсенчен чылайӑшӗ çук ӗнтӗ халӗ çут тӗнчере. Славик машинăпа аварие çакланса вилчӗ. Юшков Кольӑна çӳлти хутран ӳксе вилнӗ терӗç. Пӗлтӗр çулла хуларан Захарпа Петӗр виллисене илсе килсе ял масарне пытарчӗç. 

 – Вӗсем те вилнӗ-и? 

 – Вӗлернӗ. Тӑр кӑнтӑрла хула варринче такамсем темиçен тапӑнса хӗнесе вӗлернӗ тет. Виççӗн пулнӑ-ха вилекенӗсем. Пӗрне ютра пытарчӗç. 

– Çапла-и-ха тата?  Аплипе эшкерте çӳрекенсенчен пӗр Евген анчах сывӑ халӗ. Вӑл епле çӑлӑннӑ-ши? 

– Яла тарса килнипе хӑтӑлса юлчӗ пулас. 

Арçынсен калаçӑвне итлесе ларакан амӑшӗ кӑмӑлсӑррӑн аллине сулчӗ. 

– Пурӑнни пулать-им вӑл? Арӑмӗ ача çуратма вăхăт çитсессӗн тенӗ пек уйрӑлса кайрӗ. Хӑй халӗ асламӑшӗн килӗнче пӗр-пӗччен. Тем çитмерӗ Евгенӗн арӑмне... 

 

* * *

Çӗр пӗтӗмпех типсе çитсессӗн Вова çырма тепӗр енче пурӑнакан Зина акӑшӗ патне çитсе килме шутларӗ. 

 Тараватлӑ кӗтсе илчӗ пӗртӑванӗн ачине хӗрарӑм. 

– Хӑçанах таврӑннӑ теççӗ. Мӗншӗн пӗрре те килместӗн? – йăваш сасӑпа ӳпкелешсе илчӗ вӑл. 

Сӗтел çине апат-çимӗç лартма васканӑ хушӑрах халне ыйтса пӗлчӗ. 

Хӗрарӑм хытӑ улшӑннӑ. Çурӑмӗ пӗкӗрӗлнӗ. Сӑн-питне хуйхӑ тӗксӗмлетнӗ. Вӗçӗмсӗр шывланса тӑракан хӑмӑр куçӗсенче куляну. Вова колоние лариччен Зина акӑшӗ хуп-хура çӳçлӗччӗ. Халӗ вара тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ çӳç пӗрчийӗсем шап-шурӑ тӗслӗ. 

– Ялан ман çинчен мар, хӑвӑр епле пурӑнатӑр тата? – иккӗленсех ыйтрӗ унран Вова, хӗрарӑм сӗтел хушшине ларсассӑн. 

– Пурӑнатӑп-ха çапла ерипен кӗштӗртетсе. Ачасене таврӑнасса кӗтетӗп, – пуçне стена çинче çакӑнса тӑракан сӑнӳкерчӗк  еннелле сулса кӑтартрӗ хӗрарӑм. 

 Вӑл сӑнӳкерчӗке Вова сӗтел хушшине ларнӑ чухнех асӑрхарӗ-ха. Мӗлке çинче Романпа Игорь ыталанса тӑраççӗ. Пиччӗшӗ çар тумӗпе. Салтакран таврӑннӑ çеç пулӗ-ха ун чухне. 

– Çав-çавах нимӗнле хыпар та çук-и? – ыйтрӗ асӑрханса. 

– Çук. Ултӑ çул каялла çак çуртран мӗнле тухса кайрӗç, çавӑнтанпа пӗр хыпар та çук, – макӑрса ячӗ хӗрарӑм. – Халӗ ялан çыхӑну тытма кӗсье телефонӗсем пур тӗççӗ. Ун чух вăл та çукчӗ вӗт хыпарӗсене ыйтса пӗлме.  

Вова ӑна лӑплантарма пикенчӗ. 

– Зина акка, ултӑ çул тем вӑхӑт мар вӑл. Ав, Афганистанра вӑрçӑ хӑçанах чарӑннӑ. Итуш паян кун та тупӑнаççӗ унта хыпарсӑр çухалнисем. Тыткӑнран килӗсене ырӑ-сывах таврӑнаççӗ. Питех хуйхӑрса ан ӳкӗр-ха эсир. 

– Хам та çавна шанса анчах пурӑнатӑп. Ашшӗ кӗтсе илеймерӗ вӗсене. Хуйхӑрсах вилчӗ. Эпӗ вара ывӑлсене курмасӑр çут тӗнчерен каймастӑп тесе тупа турӑм. Çак хуйхӑра хам пӗччен пулманни те хӑват парса тӑрать мана. Хӑвӑр кассӑрта пурӑнакан Ларисӑна пӗлетӗн-тӗр. 

– Паллах. 

– Вӑл Романӑн çӳрекен хӗрӗ пулнӑ иккен. Эпӗ çакна тавçӑрман та. Ывӑлсем çухалнине пӗлсессӗн хӑй чупса килчӗ. Паян кунччен манмасть. Пулӑшма тӑрӑшать. Игорӗн хӗрӗ, Райкка, тепӗр çулах урӑххине качча тухрӗ. Эпӗ ӑна çилленместӗп. Ватта юласран хӑрарӗ-тӗр. Лариса вара Роман пирки: «Эпӗ ӑна пурпӗрех кӗтсе илетӗп», – терӗ. Нумай пулмасть анчах кӗрсе тухрӗ-ха ман пата. 

Хӗрарӑмӑн сӑнӗ сасартӑк çуталчӗ. 

– Нумай юлмарӗ ӗнтӗ пире кӗтме, – тесе хучӗ вӑл. 

– Зина акка, эсир мӗн пирки калаçатӑр? – ӑнланмарӗ ӑна Вова. 

– Хальлӗхе никама ан шарла-ха кун пирки, – тата хулленрех калаçма тытӑнчӗ хӗрарӑм. – Виçӗмкун юмӑçа кайса килтӗм, ачасем çинчен ыйтса пӗлме. Вӑт çав юмӑç карт сарса пӑхрӗ те мана калать: «Питех ан хуйхӑр. Кӗçех сан ачусем тупӑнаççӗ», – тет. 

– Чӑн пулсан юрӗччӗ, – савӑнса кайрӗ Вова та. – Мӗнле майпа тупӑнассине ыйтмарӑр пулӗ çав? 

– Ыйтрӑм. «Кӗçех хӑшӗн-тӗр пӗр-пӗр япали çиеле тухӗ», – тет. «Çавӑнтан ачусем ӑçтине пӗлӗн», – терӗ. 

– Питӗ кӑсӑклӑ. 

– Çапла, – килӗшрӗ Вовӑпа Зина акӑшӗ. – Халӗ шутлатӑп мӗнле япаларан вӗсем ӑçта пулнине шыраса тупассине. Сехечӗсем иккӗшӗн те пурччӗ-ха. Анчах ун пек сехетсем вӑл вӑхӑтра кашнин пурччӗ. Хам çӗлесе панӑ укçа енчӗкӗ тупӑнать пулӗ тетӗп. Машина туянмалли пӗтӗм укçана чикнӗччӗ унта Игорь. 

Тата пӑртак калаçса ларнӑ хыççӑн Вова килне пуçтарӑнчӗ. 

– Зина акка, эсир чӗнӗр вара, кирлӗ пулсассӑн, – тесе хӑварчӗ тухса каяс умӗн. 

 

* * *

Çурла уйӑхӗ вӗçленсе пычӗ. Темиçе кун çумӑрлӑ тӑнӑ хыççӑн çанталӑк уяртрӗ те Вова кӑмпана кайса килме шут тытрӗ. 

Çанталӑкӗ самай сулхӑнччӗ. Хӗвел çутине вӗç-вӗçех хупласа тӳпере кăтра пӗлӗтсем шурӗç. Тырӑ вырса илнӗ хыççӑн юлнӑ хӑмӑл тӑрӑх çулçисем сарӑха пуçланӑ хурӑнлӑх енне утрӗ Вова. Уçӑ хирте çил вашкӑрать. Çӳхе тумланнипе каччă кӳтсе кайрӗ. 

Инçех те мар ӗнесене çулла усрамалли лагерӗн хуралтисем курӑнчӗç. Кӑнтӑрла апатне тӳрӗ килнипе выльӑхсем картараччӗ. Картан тепӗр вӗçӗнче чарӑнса ларнӑ Т-150 тракторӑн тележки çинче икӗ арçын ача сырӑшсене васкаса сенӗксемпе ешӗл апат пушатать. Урӑхран çын курӑнмасть. Кӗтӳçӗсем вакунра пулас. 

Вова вакуна кӗрсе пӑртак ӑшӑнма шутларӗ. Хурӑнлӑхра кӑмпа пуррипе çуккине те пӗлме пулать кӗтӳçсенчен. 

Пусма тӑрӑх чупса хӑпарса вакун алӑкне уçса ячӗ. 

– Çын пур-и кунта?! 

Шалта самаях ӑшӑ. Сылтӑм кӗтесре газ баллонӗ ларать. Ун çумӗнче пысӑк ещӗк çине лартнӑ газ плити. Сулахай кӗтесре урайӗнче витрепе шыв. Ун тӑррине пӑтаран алтӑр çакнӑ. Карта енне тухакан пӗртен-пӗр чӳречене полиэтилен плёнкӑпа хупланӑ. Çил вӗрнипе вӑл кӗç-вӗç çурӑласла хумханать. Хирӗçле стена енче тапчан. Тӳшек çинче пилӗк таран çарамасланнӑ, хавшак ӳт-пӳллӗ арçын выртать. 

 Вова Евгене палласа илчӗ. 

 – Салам, «Чӗрӗп». Кӗтӗвӗ тухса тарнӑ вӗт, эсремет, – шӳт туса иртрӗ шалалла. 

 – Ан суй. Халӗрех çеç пӑхса кӗтӗм-ха, – тӑрса ларчӗ Евген. Аллипе çара хырӑмне хыçса илчӗ. – Эсӗ кунта мӗн туса çӳретӗн? – пӑхрӗ хӑна çине ыйтуллӑн. 

 – Хурӑнлӑхра кӑмпа тавраш пур-и тесе ыйтса пӗлесшӗнччӗ. 

 – Курӑнкалаççӗ. 

 – Хӑçантанпа ӗçлетӗн вара кунта? 

– Ӗнесене лагере куçарнӑранпа. Кӗтӳçӗ те, хуралçи те хамах. Сайра хутра çеç яла кайса килетӗп. Эсӗ таврӑннине каларӗç мана. 

 Евген тӑрса ларсассӑнах асӑрхарӗ-ха Вова вӑл мӑйне пысӑк хӗрес çакса янине. Хӑйне колонире ларнӑ чухне юлташӗ парнеленӗ хӗрес пекех вӑл. Вова ӑна кайран Игоре çуралнӑ кунӗ ячӗпе парнеленӗччӗ. 

 – Пачӑшкӑ пекех тата эсӗ. Тем пысӑкăш хӗрес çакса янӑ. Ӑçтан илтӗн? 

 – Тупрӑм. 

 – Кӳр-ха мана, тытса курам. 

Евген хӗресе хывса Вовӑна тыттарчӗ. 

 – Ме, пӑх вара. 

Хӗресе тепӗр май çавӑрса пӑхсан асӑрхарӗ Вова хӑçан-тӑр хӑй пӑтапа чӗрсе тунӑ палла. Иккӗленӳ юлмарӗ. 

 Кӗтмен çӗртен çапнипе хӳтӗленсе ӗлкӗреймен Евген тапчан çине месерле кайса ӳкрӗ. 

 – Ӑçтан илтӗн эсӗ ку хӗресе?! Кала халех! – çине тӑрса кӑшкӑрчӗ Вова. 

Тепре çапма хатӗрленчӗ. 

– Ан çап, – мирлешӳллӗн калаçрӗ Евген. Парӑннӑ пек аллисене çӳлелле çӗклесе каялла тӑрса ларчӗ. – Пӗтӗмпех каласа паратӑп. Сисрӗм эпӗ эсӗ çак хӗресе палласа илнине… Хӗрес тӑрӑх преступлени йӗрӗ çине ӳкессе чухламан мар эпӗ. Çакна кӗтрӗм тесессӗн те суйни пулмасть. Таçта çитиех тытса ывӑтма та шутланӑччӗ малтан. Анчах хăват çитеймерӗ. Темиçе çул килте пытарса усранӑ хыççӑн мӑйранах çакса ятӑм. Çак хӗрес ман пата ахальтен лекмен пулӗ тесе шутлама тытӑнтӑм. Тен, çапла майпа çӳлти Турӑ мана тӳрленӳ çулӗ çине тӑма хистет? Христос пекех асаплану тӳсме, э?... 

 Вовӑпа Евген вӑрмана çул тытрӗç. 

 – Арӑму вара мӗншӗн уйрӑлса кайрӗ? – пӗлесшӗн пулчӗ Вова. – Эсӗ эшкерте çӳренӗшӗн-и? 

 – Çук. Ун çинчен вӑл тахçанах пӗлетчӗ ӗнтӗ. 

 – Тата мӗншӗн? 

– Пӗртӑвансене вӗлернӗ çӗре хутшӑннине пӗлтерсен урлӑ-пирлӗ пулса илтӗмӗр Маринӑпа. Çакӑн хыççӑн крыльца пусми çинче вӑрахчен йӗрсе ларчӗ вӑл. Тепӗр кунхине килне уйрӑлса кайрӗ. Эпӗ ӑна ман çинчен милицие евитлессе кӗтрӗм. Анчах сутмарӗ мана Марина. 

 – Чӑннипех юратнӑ-тӑр. Мӗншӗн кайса каçару ыйтмастӑн? Тен,  каялла таврӑнӗ? 

 Евген кӑшт кулса илчӗ. 

 – Кам патне таврӑнӗ? Кӗлмӗç кӗтӳçӗ, ӑнӑçсӑр çын патне-и? Мӗне кирлӗ эпӗ ӑна? Çитменнине вӑл тепӗр хут качча тухнӑ терӗç пулмалла. 

 Вӑрманти çулпа чылай утнӑ хыççӑн юпа тӗлӗнче чӑтлӑха пӑрӑнса кӗчӗç. Лапрах вырӑна анчӗç. Ун-кун пӑхса илсе Евген пӗр юман патне пырса тӑчӗ. 

 – Ӑçта-тӑр çакӑнта пытартӑмӑр пулас, – терӗ иртнине лайӑхрах аса илме тӑрӑшса. 

Темшӗн пуçне çӗклесе пӗлӗтелле пӑхрӗ. 

Вӑрман çийӗн йывӑçсене авӑстарса çил кашлать. Сарӑ çулçӑсем çӗр çине татӑла-татӑла анчӗç. 

«Тете-е-е! Тете-е-е!» – таçтан вӗçсе кӗчӗ Евген хӑлхине 90-мӗш çулсен ахрӑмӗ – тетӗшне пуртӑпа пусса вӗлернине курса кӑшкӑракан Романӑн сасси. 

 Тен, ун çумне пырса тӑнӑ Вова та илтрӗ çак сасса? 

 – Сигарет çук-и санӑн, Евген? – хуллен ыйтрӗ вӑл. 

 – Пулма тивӗçлӗ. 

 – Пар-ха мана пӗрне. Мӑкӑрлантарса ярас.

 Иккӗшӗ те туртса ячӗç. 

 – Евген, тен, калар та мар Зина аккана ывӑлӗсене çав кунхинех вӗлерсе вӑрманта пытарнине, э? Ан тив, мӗн виличчен шанса пурӑнтӑр ачисем ырӑ-сывӑ таврӑнасса, э? – Евген мӗн шутланине пӗлесшӗн пулчӗ Вова. – Хӑвна та милицие сӗтӗрмӗç капла. 

 – Тискер чӗрчун пек вӑрманта çӗрсе пӗтчӗр-и вара? – хирӗçлерӗ Евген. – Масар çине, ашшӗ çумне пытарсассӑн лайӑхрах мар-и? Тӗрмене ларасран вара эпӗ текех хӑрамастӑп. Манӑн çухатмалли çук. 

 – Вӑл çапла та-ха. Анчах... амӑшне мӗнле калас? Мӗнле калас? 

 

Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев