Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Белорус хӗрӗпе чăваш каччи вăрçăра паллашнă

Çапăçу лăпланнă. Апла пулин те Иванпа санинструктор хамăр енне кайма пултараймаççӗ. Вӗсене пулăшу кирлӗ. Çапăçу чарăннипе усă курса нимӗçсем хальччен курман Т-34 танка хăйсем патне сӗтӗрсе кайма шутлаççӗ пулмалла. Т-34 танкăн вăрттăнлăхне пӗлесшӗн. Пирӗннисем те тăшманăн шухăшне ăнкараççӗ. Иван танкӗ патне пыракан нимӗçсен тимӗр утне пирӗннисем снаряд ярса çапса аркатаççӗ. Танк çунма пуçласан унти нимӗçсем тарса хăтăлма пăхаççӗ. Вӗсене Иван автоматран персе ӳкерет.

Нумай пулмасть тăван ялтан шăнкăравларӗç. Манăн ача чухнехи тусăн ывăлӗ Гриша хурлăхлă хыпар пӗлтерчӗ – ашшӗ Федор Иванович нумай çул чирлесе выртнă хыççăн çут тӗнчерен уйрăлса кайнă.

Вăл мана ашшӗне пытарма чӗнчӗ. Анчах эпӗ çав кунсенче хама начар туйрăм, юлташа юлашки çула ăсатма пырайманнипе каçару ыйтрăм.

Хветӗр вăрçă ачи, 1942 çулта çуралнă. Эпир унпа пӗр çулхисемех. Ачаранпа уйрăлми юлташсем пулнă. Пурăнма та кӳршӗллех пурăннă. Ӳссе çитсен пирӗн çулсем уйрăлса кайрӗç. Вăл тăван ялтах пурăнма кăмăлларӗ, шофер ӗçне пикенчӗ. Эпӗ аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн хулари пӗр завода вырнаçрăм. Апла пулин те пирӗн туслăх пӗр минутлăха та татăлман.

Урăх манăн вăрçă вăхăтӗнче çуралнă тантăшăм юлманччӗ. Пурте çутă пуласлăха кӗтсе илеймесӗрех леш тӗнчене куçса кайрӗç, унти çăтмахри пурнăçпа паллашма васкарӗç пулас. Пытармалли çук, çакă çутă тӗнчере вăрçă ачисенчен ытларахăшӗ пенси çулне çитеймесӗрех тăванӗсемпе юлташӗсенчен уйрăлса кайрӗç. Мӗн тăвăн, вӗсен шăпи çăмăл пулмарӗ. Çавăнпа вăрăм та телейлӗ ӗмӗр пурăнма вӗсен шанчăкӗ те сахал пулчӗ. Выçлăхпа сивӗ, чир-чӗр ачасен сывлăхне пӗчӗклех кăшларӗ, хура тумлă вилӗм карчăкӗ те вичкӗн çавапа хыçалтан çӳрерӗ. Хăрушă вăрçă лăплансан та вӗсене пурнăçăн шурă кулачӗ кӗтмен. Çитӗнсен çак ачасемех тăван çӗршыва çӗнӗ тăшмансенчен сыхланă, заводсемпе фабрикăсене, колхозсемпе совхозсене ура çине тăратнă. Аркатса, çунтарса тăкнă ялсемпе хуласене çӗнетнӗ, космоса çул уçнă. Шел пулин те, паянхи куна çитсе те вăрçă ачисем тăван патшалăхран çителӗклӗ хисеп курман. Сахалăн юлчӗç паян вăрçă ачисем! Юлнисен пурнăçне пăртак çăмăллатас тесе хуçасем пуçне çӗмӗрмеççӗ.

Çапах та эпӗ хамăр ачалăха телейлӗ пулнă тесе шутлама хатӗр. Эпир тӳснӗ йывăрлăхсене блокадăри Ленинград ачисем тӳснипе танлаштарма çук. Пирӗн çине тăшман бомбăсемпе снарядсем пăрахман, пуç тăрринче пульăсем шăхăрман. Шăл çине хума та пирӗн çӗрнӗ крахмалпа мăян вăрри тупăннă, хирте тӗрлӗ тӗслӗ курăк ӳснӗ. Блокадăри ачасен вăл та пулман.

Эпӗ сакăр теçеткепе пыратăп ӗнтӗ. Пурнăçра тӳссе ирттернӗ йывăрлăхсене шута илсен вăрăм ӗмӗр пурăнатăп тесе калама пулать. Манăн чылай пысăк тăван ялăмра хăрушă вăрçă тапраниччен ача сахал пулман. Паян эпӗ пӗчченех хура çӗре таптатăп, ыттисем çӗр ăшӗнче канлӗх тупнă. Кӗçех эпӗ те çӗрнӗ йывăç турачӗ пек çӗр çине тӗшӗрӗлсе анăп. Çак кун çитиччен ача чухнехи Хветӗр туспа унăн çемйи çинчен ăшă сăмах каласа хăварас килет.

Вăрçă вӗçленнӗ хыççăн ял варринче пӗр тайăлнă пӗчӗк пӳртре хӗрӗхсене çывхарса пыракан икӗ вăрçă инваличӗ пурăнатчӗç. Хуçине Иван Тарасович, арăмне Мария Остаповна тесе чӗнетчӗç. Иван – чăваш арçынни, Маруç Беларусь хӗрӗ. Вӗсен Хветӗр ывăлӗпе эпир çывăх туссем. Кил хуçин сулахай ури чӗркуççи таран çук. Ун вырăнне çăкаран касса тунă протез. Çăка ытти йывăçран чылай çăмăлтарах, çавăнпа унран протез тунă. Утма меллӗрех пултăр тесе Иван тете кукăр туя çине тӗренет. Вăрçăра унăн пӗр енчи пичӗ те вутпа пиçнӗ, юрать-ха куçӗсем сыхланса юлнă, ертсе çӳрекен кирлӗ мар. Инвалид пулсан та Иван Тарасович вăй çитнӗ таран колхоза пулăшма тăрăшнă, тӗрлӗрен ӗçсене хутшăннă. Фермăра хуралта тăнă, çуна-урапа, сбруйсем юсанă. Вăрçă вăхăтӗнче ялта арçын алли мӗнле хаклă пулни каламасăрах паллă.

Маруç аппан та сулахай алли чавса таранах татăкчӗ. Вăл та аллине вăрçăра çухатнă. Çитменнине, аманнă ури те тӗреклӗ марччӗ хӗрарăмăн. Утнă вăхăтра ытларах сывă ури çине тайăннипе, лаппине сиенленӗ вӗçен кайăк пек сиксе пыратчӗ. «Чалтан» тетчӗç çамрăк хӗрарăма ял çыннисем. Паллах, йӗкӗлтесе-кулса мар, кӳрентерме те никам та хăйман, шеллесе ӗнтӗ.

Хăрах алăллă пулсан та Маруç аппа кил хуçалăхӗнчи ӗçсене хăйех туса пынă, колхоз ӗçӗнчен те пăрăнман. Эпӗ астăвасса вăл хире çум çумлама çӳретчӗ, чăх фермин пуçлăхӗнче те тăрăшатчӗ.

Вăрçă хыççăн икӗ инвалид çемйинче тата ывăлпа хӗр çуралчӗç. Пӗлмесӗр каламан пулас ваттисем, икӗ тӗслӗ халăхран илемлӗ ачасем çуралаççӗ тесе. Ачисем чăнах та хитреччӗ.

Иванпа Маруç вăрçăра паллашнă иккен.

Аслă вăрçă пуçланнă çул кӗркунне Иванăн çар хӗсметне вӗçлесе килне таврăнмалла пулнă. Килӗнче ăна ватăлса çитнӗ ашшӗпе амăшӗ куç хупмасăр кӗтнӗ. Каччăн ялта юратнă хӗрӗ те пулнă. Вăрăм çырăвӗсенче çамрăксем пулас туй çинчен те калаçса татăлнă, тӗрлӗрен ӗмӗтсем çуратнă. Анчах хăрушă вăрçă Иван ӗмӗтне татнă. Вăрçăн пуçламăш кунӗнчех водитель-танкист Иван хӗрӳ çапăçăва хутшăнать. Эрне пынă çапăçура Иван экипажӗ нимӗçсен виçӗ танкне çунтарса ярать, нумай салтакне вӗлерет. Анчах хăйсен кивӗ тӗслӗ танкне те нимӗçсем лектерсе салатса пăрахаççӗ. Çăмăл аманнă экипаж чӗрӗ юлать, каялла чакакан совет салтакӗсемпе пӗрле хӗвелтухăç енне утаççӗ. Тыла тухсан Иванпа юлташӗсене çӗнӗ танк шанса параççӗ – Т-34. Пӗр уйăх суранӗсене тӳрлетсен тата çӗнӗ танкпа паллашсан Иванпа юлташӗсене фронта ăсатаççӗ. Вырăна çитичченех юнлă çапăçăва хутшăнма тивет. Экипаж тата тăватă нимӗç танкне ӗçлӗхрен кăларать, анчах та хăйсем те мина çине пырса кӗреççӗ. Танкăн икӗ енчи гусеници те татăлать. Çапăçу пынă вăхăтра гусеницăсене вырнаçтарса лартма нимӗнле май та çук. Вӗсен танкӗ нимӗçсемшӗн çăмăл мишень пулса тăрать. Юрать-ха башни унталла-кунталла çаврăнма пултарать. Совет салтакӗсем юлашки снарячӗсемпе тата икӗ нимӗç танкне стройран кăлараççӗ. Çав вăхăтра нимӗçсен йывăр снарячӗ вырăнта ларакан танка пырса çапать, башня аяккалла сирпӗнет. Экипаж та вилет. Йывăр аманнă Иван çеç танкран аран-аран шуса тухма хал çитерет. Тухсан тăнне çухатать. Танк айӗнче мӗн вăхăт выртнине пӗлмест. Вăранса кайсан ури тата пичӗ питӗ хытă ыратнине туять. Пуç çийӗнче вут çунать иккен. Салтак питне те пӗр енчен çунтарма ӗлкӗрнӗ. Иван аран-аран çулăма сӳнтерет, аялти кӗпине çурса юн юхакан сулахай урине çыхать те каллех тăнне çухатать. Тем вăхăтран такам çумра хытă йынăшнипе тăна кӗрет. Куçне уçсан çумра выртакан санинструктор-хӗре курать. Вăл та тăнсăр выртать, аллипе уринчен юн сăрхăнать. Вăл йывăррăн сывлать. Иван санинструктор суранӗсене бинтпа чӗркесе çыхать.

Çапăçу çаплах хӗрӳ пырать. Кун пек вăхăтра пулăшу кӗтме ан та шухăшла. Уçă çӗрте пуçа çӗклеме те çук, вӗçӗмсӗр снарядсем çурăлаççӗ, пульăсем вӗçеççӗ. Нимӗçсем те, пирӗннисем те малалла каяймаççӗ, пӗр-пӗрне вырăнтан переççӗ. Йӗри-тавра вилнӗ салтаксем. Çывăхрах çич-сакăр танк çăра, шăршлă тӗтӗм кăларса мăкăрланать. Çапла çутă кун иртет, çӗр иртет. Ирпе хӗр тăна кӗрет. Ăçта выртнине ăнланса илеймест-ха. Куçӗпе Иван çине тилмӗрсе пăхать, шыв ыйтать. Пилӗкрен çакнă фляжка витӗр шăтăк.

Çапăçу лăпланнă. Апла пулин те Иванпа санинструктор хамăр енне кайма пултараймаççӗ. Вӗсене пулăшу кирлӗ. Çапăçу чарăннипе усă курса нимӗçсем хальччен курман Т-34 танка хăйсем патне сӗтӗрсе кайма шутлаççӗ пулмалла. Т-34 танкăн вăрттăнлăхне пӗлесшӗн. Пирӗннисем те тăшманăн шухăшне ăнкараççӗ. Иван танкӗ патне пыракан нимӗçсен тимӗр утне пирӗннисем снаряд ярса çапса аркатаççӗ. Танк çунма пуçласан унти нимӗçсем тарса хăтăлма пăхаççӗ. Вӗсене Иван автоматран персе ӳкерет.

Пирӗннисем танк çывăхӗнче чӗрӗ совет салтакӗсем пуррине ăнланаççӗ. Вӗсене хăтармалла. Çав шутпа пулăшу яраççӗ, анчах вӗсем çитеймеççӗ. Танка нимӗçсем çапса салатаççӗ, салтакӗсем аманаççӗ е вилсе траншейăсем çине выртса юлаççӗ. Çӗрле те Иван пытанса ларнă вырăна çитме çук – икӗ енчен те пӗлӗтелле çутă ракетисем вӗçеççӗ, пулеметсенчен переççӗ. Çапла тепӗр талăк та иртет.

Иванпа санинструктор паллашма ӗлкӗреççӗ. Хӗрӗ Маруç ятлă, Белоруссирен. Атака ăнманнипе пирӗн салтаксем васкасах каялла чакнă. Хӗрӳ çапăçура санинструктора çухатнă. Йывăр аманнă Маруç Иван танкӗ айне пытанма ӗлкӗрет те тăнне çухатать. Халӗ Иванпа иккӗшӗ пăшăлтатса калаçса выртаççӗ. Тата икӗ талăк иртет. Пулăшу çаплах çук. Иккӗшӗн те вăйӗсем пӗтнӗ, вилӗм кӗтме вăхăт çитнӗ.

Пиллӗкмӗш кунне пирӗн салтаксем атакăна ыткăнаççӗ, Иванпа Маруçа вилӗмрен хăтарса тыла ăсатаççӗ. Иван танкне те хамăр енне сӗтӗрсе каяççӗ. Юсанă хыççăн унпа малашне усă курма май килет.

Пӗр госпитале лекеççӗ йывăр аманнăскерсем. Çакăнта юрату туйăмӗ çуралать вӗсен. Кӗçех Маруç чӗри айӗнче çӗнӗ чун тӗвӗленет. Вырăнти госпитальте вăй илсен Иванпа Маруçа Ташкент хулине ăсатаççӗ. Унта темиçе уйăх сывлăхне çирӗплетеççӗ. Инвалидсене каялла фронта яман, килӗсене ăсатнă. Иванпа Маруç пӗрлешсе чăваш ялне таврăнаççӗ. Ватăсем çӗнӗ кине хăйсен килне хапăл туса йышăнаççӗ. Вăл вăхтра Белоруссире нимӗç фашисчӗсем хуçаланнă-ха. Унта юлнă тăванӗсемпе Маруç çыхăну тытма та пултарайман, вӗсен шăпине те пӗлмен. Маруç чăваш ялӗнче хăйӗн çӗнӗ тăван çӗршывне тупнă.

1942 çулта çамрăк кин ывăл ача çуратать. Ăна Хветӗр ят параççӗ.

Иван тетепе Маруç аппа çӗре кӗни те пайтах пулать ӗнтӗ. Вӗсене тăван ялтах юнашар пытарнă. Иванпа Маруçăн мăнукӗсем Беларуçра пурăнаççӗ. Кашни çулах Çӗнтерӳ кунне аслашшӗпе асламăшӗн ялне, вӗсен вилтăприйӗ çине васкаççӗ, чӗрӗ чечексем хураççӗ. Вӗсен вилтăпри çинче Беларуçран илсе килнӗ икӗ шурă хурăн ӳсет. Вӗсем часавайсем пек чăваш каччипе белорус хӗрӗн канăçлăхне сыхлаççӗ.

Анатолий УФАРКИН.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: война