Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ЧĂРĂШ, АННЕ, «ОЛИВЬЕ» ТАТА ВĂЛ

Урамра декабрь вӗçӗ тăрать. Сивӗ çанталăкра утиялпа пуç çийӗн витӗнсе, кăмака çумне çыпăçса ларса лимон янă вӗри чейпе киленес килет. Анчах та сана туххăмрах Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçсем çавăрса кӗрсе каяççӗ – уяв умӗнхи туйăм­па киленесси вырăнне лавккасем тăрăх чупа-чупах вăхăтсăр ывăннине туйма пуçлатăн. Е çын çулланнăçемӗн хăй сисмесӗрех тӗлӗнтермӗше, уяв савăнăçне ӗненме пăрахать-ши? Симӗс чăрăш, йăлтăр-йăлтăр теттесем, кӗленче савăтри мандаринсем... санра нимӗнле туйăмах та çуратмаççӗ, хăнăхнă япаласем евӗр курăнма пуçлаççӗ.

Урамра декабрь вӗçӗ тăрать. Сивӗ çанталăкра утиялпа пуç çийӗн витӗнсе, кăмака çумне çыпăçса ларса лимон янă вӗри чейпе киленес килет. Анчах та сана туххăмрах Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçсем çавăрса кӗрсе каяççӗ – уяв умӗнхи туйăм­па киленесси вырăнне лавккасем тăрăх чупа-чупах вăхăтсăр ывăннине туйма пуçлатăн. Е çын çулланнăçемӗн хăй сисмесӗрех тӗлӗнтермӗше, уяв савăнăçне ӗненме пăрахать-ши? Симӗс чăрăш, йăлтăр-йăлтăр теттесем, кӗленче савăтри мандаринсем... санра нимӗнле туйăмах та çуратмаççӗ, хăнăхнă япаласем евӗр курăнма пуçлаççӗ. Çавăнпа та Çӗнӗ çул каçӗ епле те пулин асамлă ӗç сиксе тухсан та çапла пулма тивӗçлӗ пулăм пек йышăнать вăл ăна. Аслисен тӗнчине пӗр-пӗр япалапа тӗлӗнтерме йывăртарах çав.

 Ытарайми ачалăха таврăнар – Çӗнӗ çул уявне, асран кайми тӗлӗнтермӗше чăтăмсăррăн кӗтсе илеттӗмӗр те, çитсен, ытла чаплă туйăннăран, пӗр сăмахсăрах тата тепӗр çулталăк кӗтме хатӗрччӗ. Халӗ те Çӗнӗ çул каçӗ ыттисенчен уйрăм вăл: пурнăç сукмакӗ çинче ӗмӗрне шухăшламан пулăмсем сиксе тухаççӗ. Çав кун мӗн-мӗн туса ӗлкӗрмеллине минут таран çырса хунă пулсан та ытла вас­кама кирлӗ мар – иртсе пыракан çулталăкăн пилӗк минучӗ те ку çулхи чи-чи тӗлӗнмелле те пӗлтерӗшлӗ сыпăк пулма пултарать.

 

* * *

 Даша чӳрече янахӗ çине таянса лапка-лапка çăвакан юр пӗрчисем вӗçнине сăнаса тăратчӗ. Урамра пӗр вӗçӗм çын хӗвӗшет. Раштавăн 31-мӗшӗ. Мӗн тӗллевпе васкаççӗ вӗсем? Ăçта çав тери хыпаланаççӗ? Унăн ак, вăтăртан иртнӗ хӗрупраçăн, ниçта та каймалли çук. Никам та кӗтмест ăна.

– Дарья, ăçта эс? «Оливье» салат тума кирлӗ продуктăсем туянса килес пулать. Кăлпасси, хăяр, симӗс пăрçа, укроп-пет­рушка... Тата помидорпа çăкăр илме те ан ман. Çырса пыратăн-и эсӗ, илтетӗн-и мана? – кӳршӗ пӳлӗмрен Зинаида Василь­евна сасси илтӗнчӗ.

Хӗрӗ кухньăна кӗчӗ.

– Миçе хутчен каламалла сана – нихăçан та, илтетӗн-и, нихăçан та мана кун пек ан чӗн тесе! – кăмăлсăрланчӗ вăл.    

Амăшӗ хирӗç нимӗн те чӗнмерӗ.

– Çыртăм эп, эсӗ каланине веçех çыр­тăм, – мăкăртатрӗ вăл аслине хирӗçлеме хăймасăр.

 Хăй ниçта та, нимӗн те çырма шутламарӗ те. Мӗн çырмалла унта? Нимӗнех те çӗннине курмарӗ вăл амăш каланă апат ячӗсенче.

Куллен туянакан çиме ячӗсене пуçрах тытма пулать-иç текелесе урама çăмăл тумпах тухса вӗçрӗ.

Лапка-лапка юр çăвать. Тавралăх питӗ те илӗртӳллӗ. Лӗм çил те çук. Хӗл илемне сăнаса тăраканскер, хăй еннелле урăм-сурăм ыткăнса килекен 4-5 çулхи ачапа чутах çапăнатчӗ. Пӗчӗкскере ураран ӳкерес мар тесе юр ăшнелле хăй чăмрӗ вăл. Дашăн çара алли самантрах шăнса ӗнтӗркерӗ.

– Парăр аллăра. Чирлес теместӗр пуль те эсир? – терӗ хулăн сасăллă арçын аллине тăсса. Вара пикене юр купи çинчен çӗкленме пулăшрӗ.

– Эпӗ Максим. Манăн кӗçӗн шăллăма ан çиллен эсӗ –  ятарласа мар-çке, вăл хăй çапла вӗрискер, – тӳрре тухма пăхрӗ çамрăк çын.

Хирӗç питӗ çывăх тăракан Даша унăн кăвак, ырă-ырă, тӗпсӗр куçӗнче путма хатӗрччӗ. Тӳрӗ сăмса, йăл кулăпа çиçекен сивӗпе хӗрелнӗ сăн-пит...

– Эпӗ – Даша... Дарья! – сăмахӗсене çăтрӗ вăл.

– Дарья... Илемлӗ ят. Даша, Дашенька вара тата та çемçерех, çепӗçрех, илемлӗрех янăранăн туйăнать, – терӗ Максим.

– Мана та...

– Итле-ха, паян каçпа мӗн ӗçлетӗн? Каçхине тух клуба. Эп сана халиччен пӗрре те тӗл пулман унта.

Максим куçӗ йăл кулăпа çиçрӗ. Пичӗ хӗп-хӗрлӗ. Çакăн сăлтавӗ хӗл сивви çеç-ши? Йӗкӗлтесе тăмасть-ши вăл айванскертен? Çук-çук, каччă пит-куçӗ çав тери ыррăн туйăнчӗ ăна.

Дашăн кăкăрӗ тӗлӗнче тем чиксе илчӗ, унтан чӗри хыттăнрах-хыттăнрах тапма пуçларӗ. Пуçне çӗклерӗ те – халиччен пӗрре те курман йӗкӗтӗн пичӗ ытла та çывăххине курчӗ. Вăтаннипе хӗрелсе кайрӗ, куçне тартасшăн пулчӗ. Ӗлкӗреймерӗ. Максим пикене йăпăрт кăна пит çăмартинчен чуптуса илчӗ.

– Тух вара, кӗтетӗп. Каçчен, – терӗ те сывпуллашса шăллӗ вылякан çӗрелле чупса кайрӗ.

Халиччен никам та чуптуса курман ăна. Учительте ӗçлекенскерӗн пурнăçӗнче те кунашкалли нихăçан та пулса иртмен. Шкул та кил, кил те шкул... Хушăран лавкка, поликлиника. Юлташӗсем пурте мăшăрланнă ӗнтӗ.

– Вăхăт мӗн чухлӗ халь? Çапла нумай-и?

Сехет çине пăхса илсен амăшӗ мӗн-мӗн туянма хушнисене çырманшăн кулянчӗ вăл – пуçӗнчен веçех тухса кайнă.

Хăвăртрах лавккана! Малтан Даша çынсем Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли ытларах мӗн-мӗн туяннине сăнаса çӳрерӗ. Вара карçинккана вăл та çавсене хучӗ.

Сувенирсем сутăнакан киоск патӗнчен иртнӗ чухне витрина çинче симӗс чăрăш  кӳлепи сутăннине курчӗ. Вăл ăна темшӗн Максима аса илтерчӗ. Дашăн чун-чӗринче сасартăк çуралнă вӗри хӗрӳ туйăм çӗнӗрен вăй илчӗ.

Акă мӗншӗн çынсем Çӗнӗ çул умӗн васкаççӗ иккен, пичӗсем йăл кулăпа çиçеççӗ, пур пуçарăва та ырра, ырлăха шанса пуçлаççӗ.

Чăрăшсем сутăннă çӗртен иртсе пынă чухне кашнине çупăрлас, калаçас, ачашлас килчӗ. Кӗскисем, çӳллисем, лăстăркка вулăллисем, хăтанкка та çарисем, нимӗнпе те уйрăлса тăманнисем – пурте илемлӗ вӗсем, тутлă шăршăллă. Çынсем хаваспах туянаççӗ уяв тӗлне. Шел, ыранах никама та кирлӗ пулмаççӗ вӗсем – çутçанталăк вăй-хăват парса ӳснӗскерсем...

– Туян, сарпике, сана савăнтарса çулталăк сип-симӗс тăрӗ, – йăпăлтатрӗ арçын-сутуçă.    

Дашăн çав тери хыр е чăрăш туянас килсе кайрӗ. Тăршшӗпе пăхса пычӗ вăл йӗркепе тăратса тухнăскерсене. Сасартăк пӗр ватă кинеми тӗлне тухрӗ. Ватă çын аллинчи чăрăш пӗчӗкскер, тӗссӗрскер.

– Эп çакна туянатăп, – теме çеç пултарчӗ вăл ăна курсан.

– Эсир тата хитререххине туянасшăн пулӗ-ха? Малалла иртӗр. Мана ача парнелерӗ те, пысăках ӳсеймен ахăр, – терӗ çулланнă хӗрарăм.

– Миçе тенкӗ тăрать? – ыйтрӗ Даша.  – Питӗ укçа кирлӗ пулас парнене сутма тухнă пулсан, – шухăшларӗ вăл.

– Ним те кирлӗ мар. Сана парне ку!

– Çук-çук. Ман укçа пур, – Даша кинемие виç çӗр тенкӗ тыттарчӗ те тӗттӗм тăкăрлăка кӗрсе çухалчӗ.

– Тавтапуç. Сана юрату, сывлăх сунатăп, – тенине илтсе ӗлкӗреймерӗ вăл.

Килне пырса кӗрсен Зинаида Василь­евна хӗрне паллаймарӗ те. Аллинче пӗр пакет апат-çимӗç, чăрăш, чунӗнче – хаваслă кăмăл-туйăм.

Килте теттесем тупайманнипе хӗр-пике чăрăша канфетсемпе, мамăкпа илемлетрӗ.

Вăхăт епле иртни  те сисӗнмерӗ çав каç. Амăшӗпе шампань эрехне тутаннă хыççăн юлташ хӗрӗ патне кайса килем тесе урама чупса тухрӗ. Асли, çакна кӗтменскер, тӗлӗнсе юлчӗ.

Урамра халăх хӗвӗшет. Кăнтăрлахинчен виçӗ хут нумайрах пуль. Каçхи клуба тӳрех кӗртсе ячӗç ăна. Даша кӗпине, сарă çӳçне ытараймарӗç пулас. Шала кӗрсен Максима шырарӗ вăл. Акă айккинче пӗччен арçын тăрать. Çывăхарах пырса пăхрӗ. Çук иккен. Куçӗсем Максимăн мар. Йăнăшрӗ.

Пурте хаваслă. Е пӗри, е тепри ыталама пăхаççӗ ăна. Юрă-кӗвӗ питӗ хытă илтӗнет.

«Ӗнентӗм эп. Пӗрре курнă арçынна хам юрату вырăнне хурса ӗнентӗм. Нихçан пулса курман «Юмах» каçхи клуба юмах, асам шыраса килтӗм. Чӗре ӗненчӗ, шанчӗ Максим сăмахӗсене», – Да­ша пичӗ тăрăх вӗри куççуль тумламӗсем юхса анчӗç.

Урама çӳхе кӗпепех чупса тухрӗ вăл. Аллинчи кӗрӗкне уртса яма та астумарӗ.

– Даша, Дашенька! Эсӗ килессе чăнахах та ӗненес килчӗ манăн. Анчах та мана ачапа кӗртмерӗç – пӗчӗкскер, çывăрма шухăшламасть те... – айăпа кӗнӗн хăвăрт-хăвăрт ăнлантарчӗ арçын шăллӗ çине кăтартса.

– Мӗншӗн килте хăвармарăн вара эс ăна? – теме çеç ӗлкӗрчӗ пике.

Максим ăна кӗрӗкне тăхăнма пулăшрӗ. Ачашшăн аллинчен çупăрларӗ, тутинчен хӗрӳллӗн чуптурӗ.

– Андрей – манăн ывăлăм. Амăшӗ пӗлтӗр аварире сарăмсăр вилчӗ. Ӳсӗр водитель, йӗксӗк, таптаса кайнă ăна, васкаканскере, ав çав тăкăрлăкра. Сана паçăрах, кăнтăрла, кун пирки каланă пулсан – эс, ахăртнех, килмен пулăттăн халь кунта. Эс халӗ те çаврăнса утма пултаратăн килнелле...

– Чшш, – пӳрнипе Макс çăварне хуп­ларӗ Даша. – Вара каçхи клуба пӗрре-пӗрре килсе курмаллах пулать. Тен, Раштавра е Кăшарнире. Сурхури е Кивӗ Çӗнӗ çул та юрать.

Вӗсем иккӗшӗ те ахăлтатса кулса ячӗç. Каçхи йăлтăр çутăсем çине пăхса тăракан Андрей хальлӗхе нимӗн те ăнланаймарӗ-ха. Савăнăçлă ашшӗпе пурнăçӗнче те иккӗмӗш хут çеç куракан Даша аппăшӗн телейлӗ сăн-пичӗсем çине пăхса тăчӗ.

– Çӗнӗ çул ячӗпе сире, атте, аппа, – терӗ куçне пӗчӗк аллипе шăлкаласа.

– Сана та Çӗнӗ çул телейӗпе, – ыталарӗç маттурскере аслисем.

Вара каçхи клуб тӗлӗнчен пăрăнса çӗнӗ юратуллă пурнăçалла уттарчӗç...

 

* * *

Даша, аслин сăмахӗнчен пӗрре те ирт­се курманскер, шăпах Çӗнӗ çул каçӗнче хăйӗн юратăвне, телейне тупрӗ. Унăн сывлăхӗ, ăшши Максимпа унăн пӗчӗклех амăшӗсӗр юлнă ывăлӗ валли те çителӗклех пулӗ. Хӗрарăм чӗри юратупа, çепӗçлӗхпе тулса çитнӗ. Халӗ вăл юратнă çынсене телейлӗ тума хатӗр.

Даниил МИРОНОВ.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши