Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Часах халăхсен переписӗ пулать

ЧĂВАШ

Çӗр çинче тӗрлӗ халăх –
Çакă вăл пысăк пурлăх.
Вӗсенчен пӗри – чăваш,
Халӗ эс унпа паллаш.  
Чăваш пулнă сăвапли,
Çавăнпа пăсăк витмен.
Унăн чӗлхи – авалхи,
Пурăнать хальхи кунччен.
Кашни халăхăн, паллах,
Чи  хакли – тăван чӗлхе,
Кама парăннă чӗлхе,
Унăн пурнăçӗ вăрах.
Чӗлхе – халăхăн палли.
Мӗнрен тунă хӗлӗхне
Тытса тăма тӗнчене?
Пит нумай тӗлӗнмелли!
Чăваш уйрăлса тăрать
Хăйне евӗр пулнипе.
Шур акăш пек курăнать
Хăйӗн шурă тумӗпе.
Эрешленӗ тумӗнчен
Куç илмесӗр киленен.
Унăн ӗçченлӗхӗнчен
Пӗç çапса шалт! тӗлӗнен.
Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхипе
Кӗвӗлет юрăсем шав.
Чăн та чăваш чӗлхине
Чӗкеç чӗлхи тейӗн çав.
Чăваш çынни – ӗçӗнче,
Чăваш чунӗ – чӗлхинче.
Чăваш сасси – юрринче,
Чăваш тумӗ – тӗрринче.
Хуть те эсир мӗн калăр,
Мана çапла туйăнать.
Эсир те çакна тăнлăр,
Сире мӗнле курăнать?
Чăваш чӗлхи тем тӗрлӗ,
Питӗ çепӗç кӗвӗллӗ.
Чун-чӗрене хускатать,
Çепӗç туйăм çуратать.
Пурӗ пирӗн чӗлхере
Вăтăр çичӗ саспалли.
Сасăсен шучӗ вара
Шутлас пулсан лăк тулли.
Чӗлхери сасăсене
Пире панă пӳлӗхçӗ.
Пур сасă паллисене
Йӗркеленӗ чӗлхеçӗ.
Чăваш уя тухсассăн,
Шăрантарать уй юрри.  
Чăваш уя кайсассăн,
Пăшăрханать çав тери.
Чăваш, эсӗ ан кулян,
Сан чӗлхӳ питӗ пуян,
Эс унпа ялан мухтан,
Вара ырлăхна куран.
Чăваш чӗлхине пӗлсен,
Чӗкеçпе те калаçăн.
Чӗлхе вăйне ӗненсен,
Нихăçан эс çухалмăн.
Хăвна ху мухтамасан,
Кам тата сана мухтать?
Эс чăн-чăн чăваш пулсан,
Пур çын та сана савать.  
Чăваш вăл – çывăх юлташ,
Пама юратать канаш.
Çавăнпа эс ан тавлаш,
Йăваш тесе ан ваклаш.
Чăваш çыннин сăмахӗ,
Вăй паран асамлăхӗ!
Ян та ян эсӗ янра
Çӗрӗн чăмăрӗ тавра!
 
Мелания НИКИФОРОВА.
Пушкăртстан,
Мияки районӗ,  
Кекен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши чăваш чуваш