Сувар

Çӗнтерекене айăпламаççӗ

Чемпионат финалӗн 1/8 пайӗнче те Раççей Уругвая çӗнтерсен, эпир пире бензина хаклăрах туянтарас, хваттершӗн хаклăрах тӳлеттерес, нумайрах ӗçлеттерес текенсене алă çинче йăтса çӳреме пуçлатпăр пулӗ...

Футбол кӗрлет çӗршывпа. Ку аван, тахçантанпа кӗтнӗ пулăм. Раççей илемне тӗнче курса савăнать. Хамăр та çак юхăма кӗрсе, телевизор курса савăнатпăр. Кун пек чухне патриот пулса, вăл е ку япалан тӳнтерне шырама, тен, кирлех те мар-тăр. Анчах та çак вăхăтра пулса иртекен хăш-пӗр фактсем куç тӗлне пулмасăр иртсе каймарӗç. Официаллă хыпар хатӗрӗсен информаци хронологине йӗркелесе дедукци меслечӗпе шӗкӗлчесе пăхсан ак çакăн пек палăртма (çирӗплетме мар) пулать:

ИЮНӖН 10-МӖШӖ

Египет сборнăйӗ Грозныйне çитнӗ. Командăна саламлама Республика ертӳçи хăй килнӗ. Пурте астăватăр пулӗ телевизорпа вăл Салаха хăй машини çине лартса Чечнян тӗп хули тăрăх ярăнтарнă кадрсене кăтартнине. Эпир те астăватпăр. «Мӗншӗн Грозный? Унта вӗт чемпионат матчӗсем иртмеççӗ?» – тесе ыйтма пултараççӗ хăшӗсем. Çапла. Анчах та Чечняри стадион çӗршыври чи чаплисен шутне кӗрет. Тата ислам тӗнӗллӗ Грозныйра çак тӗнех ӗненекен Египет футболисчӗсем хăйсене лайăхрах туйӗç тесе шутланă пулӗ йӗркелекенсем. Хăйне «президентăн пехотинецӗсен» шутне кӗртекен ертӳçӗ хăнасене кӗтсе илме, ӳкӗтлеме пӗлет. Раççейпе ислам тӗнчин элчи пекех вăл. Хуçа тараватлăхне кура Грозныйне те тӗнче шайӗнчи спортсменсем, поп тата кино çăлтăрсем çӳреме юратаççӗ.

ИЮНӖН 14-МӖШӖ

Раççей футболӗшӗн паллă кун. Мускавра Тӗнче чемпионатне уçрӗç. Раççей Сауд Аравине 5:0 шутпа парăнтарчӗ. Пурте савăнтăмăр, хӗпӗртерӗмӗр. Кӗтменччӗ. Пире хирӗç вылякан команда А группăн аутсайдерӗ пулнине, вăл пирӗннисенчен вăйсăртарах вылянине экспертсенчен нумайăшӗ пӗлетчӗç. Анчах пирӗн футболистсем ниме тăман командăсене те выляса яма пултарнинчен эпир тӗлӗнме пăрахрăмăр-тăр ӗнтӗ. Çавăнпа та ку пысăк шутлă çӗнтерӗве сборнăйăн пухмачне «лайăх» паллăпах кӗртер. Саудитсене çӗнтернӗ хыççăн Раççейӗн Египетпа вылямалла. Ăна çӗнтерейсен эпир А ушкăнран тухас шанăç питӗ пысăк пулать. Тан шутпа вылясан та, çитмелле пек.

Июнӗн 14-мӗшӗнче Раççейре пурте савăнмарӗç çав, шел пулин те. Уйрăмах правительство пенсие тухас çула ӳстерме пултарасси çинчен пӗлтернине илтнисем. Шăп çак çӗнтерӳ кунӗнче тухрӗ ку хыпар.

ИЮНӖН 15-МӖШӖ

Реклама

Тепӗр сводка. Çӗнӗ Огоревăри резиденцийӗнче Путин Кадыровпа ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Президент Рамзан Ахмадовича мăсăльмансен уявӗпе Кăрпанпа саламланă, пӗрле вӗсем Чечня аталанăвне сӳтсе явнă. Юрать. Мӗншӗн, калăпăр, çак уяв ячӗпе унăн Рустам Миннихановпа тӗл пулмалла мар е урăх мăсăльман ертӳçӗпе? Çук. Информагентствăсенчи хыпарсем тăрăх та паллă, официаллă калаçу вăрăмах пулман пулмалла. Официаллă мар калаçу ахăртнех чемпионатри мечӗксем пирки пулнă-тăр.

ИЮНӖН 16-МӖШӖ

Екатеринбургра Египет Уругвайпа вылять. Египет команди хăйӗн супер çăлтăрӗсӗр Салах нападающисӗр. Мӗншӗн ăна кăларман тренер? Уругвайăн çăлтăрӗсем тата та нумайтарах, тӗслӗхрен, Ковани, Суарес тата ыттисем. Ку команда А ушкăнăн фаворичӗ пулнинче никам та иккӗленмест. Анчах 100 проценчӗпе çирӗплетеекенсем те çук, кăçалхи чемпионат сюрпризсемпе тулли пулнине хăвăр курса ӗненме пултартăр.

Салах, Раççейри чемпионат умӗн травма илнӗскер, иккӗмӗш таймра та футбол хирне тухмарӗ. Анчах та Египет футболисчӗсем çил пек вирхӗнекен уругваецсен атакисене унсăрăн та чарма пултарчӗç. Матч вӗçӗнче кăна Уругвая ăнчӗ. Вăйă 1:0 шутпа вӗçленчӗ. Çакăнта эпир пирӗнпе икӗ кунран вылямалли Египет команди хаяр хирӗç тăракан пулнине курма пултартăмăр. Питӗрте мӗн пулӗ-ши?

ИЮНӖН 19-МӖШӖ

Матч тытăниччен «Раççей çӗнтерет» текенсем те, «Египет мала тухать» текенсем те, «Тан шут пулать» текенсем те нумайăнччӗ. Пӗрремӗш тайм голсемсӗр иртрӗ. Раççей гражданинӗн паспортне илнӗ бразилиец Фернандес сулахай енче мӗн чухлӗ «уçăлчӗ» пулин те, ăна мечӗк паракан пулмарӗ. «Те гол кӗртмелӗх хушамачӗ юрăхсăр ку çамрăкăн?» – тесе те шутлама пуçларăм ӗнтӗ çавăн пек майсем пуррине курса. Шутлама пултараççӗ вӗт хăшӗсем: «Мӗнле-ха: Раççейшӗн те – Фернандес? Килӗшсех мар...»
Иккӗмӗш тайм пуçлансан Египет хӳтӗленнӗ чух вӗсен командин капитанӗн чӗркуççине лексе мечӗк хăйсен хапхинех кӗрсе кайрӗ. Автогол пирӗннисене хавхалантарчӗ. Малтан Черышев, унтан чăваш юнӗллӗ Дзюба пӗрин хыççăн тепри голсем кӗртрӗç. Кунта пирӗннисем мӗнле кӗртнине мар, египтянсем мӗнле вылянине те курмалла-тăр. Уйрăмах пирӗн хапха умӗнчи самантсем тухсан. Шанатăр-и, çук-и Уругвая вӗсем ун пек хӗрхенмен пулӗччӗç. Йăнăшма та пултаратăп, анчах та мана юри хапха аяккине е майӗпен тапнă пек туйăнчӗç египтянсен урисем. Пирӗн хапха умӗнче Салаха ӳкернине те малтан судья штрафной пек кăтартнине астăватăр-и? Вăл ӳкекен футболистран 1 метртаччӗ вӗт! Кайран кăна пенальти таптарчӗ. Чечняра мӗнле лайăх пăхсан та, ăна тапса кӗртмесен Салах Салах пулмастчӗ пуль... Матч 3:1 шутпа вӗçленчӗ. Пурте савăнатпăр А ушкăнран тухас шанăç 100 процента çывхарса пынишӗн.

Çав вăхăтра пенси реформи çинчен калаçакансем нумайрах та нумайрах пулса пыраççӗ. Хальлӗхе оппозиционерсен хушшинче кăна-ха. Чемпионат çак реформăна пурнăçа кӗртме пулăшать те пулмалла. Хуласен варринче, стадионсен çывăхӗнче митингсем ирттерме юраманни тата ытти саккунлă чарусем кансӗрлеççӗ кун пек чухне. Çапах коммунистсем вăранчӗç пулмалла ӗнтӗ. Пăхăпăр ыттисем мӗн тăвасса.
Кирлӗ-и пирӗн президента ку çӗнтерӳсем? Кирлӗ, паллах. Ялан выляса яракан сборный валли туман вӗт çавăн пысăкăш стадионсене, çӗнтерекенни валли! Ку чемпионата чи хаклă Тӗнче ăмăртăвӗсенчен пӗри тесе ахальтен каламаççӗ пулӗ.
Кунта сăмах «Çӗнтерекене айăпламаççӗ» текен каларăш пирки пырать. Мӗн хака ларнине пăхмасăрах эпир хальлӗхе чемпионатра çӗнтерсе пыратпăр. Ку позитив. Пенси çулӗ ӳсессин негативӗ тахçантанпа кӗтнӗ çӗнтерӳсен хумӗ çумӗнче пӗчӗкрех те пӗчӗкрех пулса пырать. Раççей Уругвая та, финалăн 1/8 пайӗнче те çӗнтерсен эпир пире бензина хаклăрах туянтарас, хваттершӗн хаклăрах тӳлеттерес, нумайрах ӗçлеттерес текенсене алă çинче йăтса çӳреме пуçлатпăр пулӗ. Пултăр, 4 çула пӗрре иртекен Тӗнче чемпионачӗ Раççейре тепре хăçан пулать-ха? Пирӗн вара паян пурăнса юлмалла. Ыранхи çинчен ыран çитсен шутлăпăр. Оле-оле-оле! Çавăн пекрех салхуллă палăрту. Йăнăшасчӗ.(М. Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).


 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: