Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ÇУЛÇĂ ШĂПИ

«Çамрăк çыравçă» конкурса килнӗ пӗрремӗш хайлавпа – Вадим Торгашовăн тӗрленчӗкӗпе паллаштаратпăр

Хура кӗр кунӗсем çитрӗç. Çанталăк самаях сивӗтрӗ. Тискер çил кассăн-кассăн вӗрет, йывăçсене лăска пуçларӗ. Йывăç çинчи çулçăсем пӗрин хыççăн тепри вӗлтӗртетсе çӗр çине вӗçсе анчӗç. Акă, çап-çамрăк, илӗртӳллӗ вӗрене çинче те пӗр çулçă кăна тăрса юлчӗ. Çăлтăр пек пилӗк кӗтеслӗ çулçă ниепле те мӗн пулса иртнине ăнланаймарӗ. Эрне каялла кăна хӗрлӗ, кӗрен юлташӗсемпе туратсем çинче савăнăçлăн  шӗпӗлтететчӗç, илемлӗ тӗс илни вӗсене питӗ савăнтарнăччӗ. Халӗ вара унăн юлташӗсем пурте хура çӗр çинче выртаççӗ. Мӗншӗн çапла пулать-ши тӗнчере? Вăл вӗрене çинче пӗччен çеç тăрса юлнă. Унăн пуçӗнче шухăш çаврăнать: мӗншӗн тусӗсем унран уйрăлчӗç, мӗншӗн вăл халӗ пӗр-пӗччен?

Çак самантра çил ачисем вăйлăран-вăйлă чупкаласа выляма пуçларӗç.  Вӗрене çулçи хăй те çӗр çине персе аннине сиссе те ӗлкӗреймерӗ. Çӗнӗ вырăна çитнӗскер шикленӳллӗн йӗри-тавра пăхса илчӗ: кунта тӗслӗ тумлă çулçăсем çук, пурте хуп-хура. Ăна та çакă кӗтет... Чăнах та, темиçе талăкран кӗрен тӗслӗ вӗрене çулçи «çӗр тумне» йышăнчӗ. Ку кăна та мар – кăмпа пуçтаракансен ури айӗнче те чылай шар курчӗ. Пуçӗнче çӗнӗрен те çӗнӗ шухăшсем явăнчӗç мӗскӗн çулçăн… Пурнаçӗ вӗçленсе пынине уççăнах туйрӗ вăл халь. Иртен-çӳрен хура çулçăсен хушшинче сарă, хӗрлӗ çулçăсене тытса пăхса савăнать. Хăмăр, хуп-хура çулçăсем çеç никама кăсăклантармаççӗ. 

Пӗр хӗвеллӗ кун вăрманти йывăçсем шавлама пуçларӗç. Шавлама сăлтавӗ те пур: михӗсем тытнă çынсем пӗшкӗне-пӗшкӗне утаççӗ. Ара, вăрманта пуçа тăратса пыма çук. Çынсем кӗреплесемпе пуçтарса типнӗ çулçăсене михӗсене тултарчӗç. Вӗрене çулçи те çавсен хушшине лекрӗ.  Михӗре вăл çӗнӗ пурнăç пуçланнине туйрӗ. Тӗпер сехетрен çил-тăвăл тивмен хӳтлӗхе çитсе ӳкӗ – пӳрт маччи çине. Чăннипех те çӗнӗ пурнăç, тату пурнăç пуçланӗ вара…

 

Вадим ТОРГАШОВ.

Теччӗ районӗ,

Пухтел шкулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев