Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Елена Нарпи: «Литература маншăн – чун уççи»

Паян пирӗн редакци хăни – Елен Нарпи паллă прозаик. Вăл малтанхи статйисемпе калавӗсене шкулта вӗреннӗ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Хатӗр пул» журналта пичетленӗ. Калавӗсемпе повеçӗсем «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике» журналсенче те кун çути курнă. Ачасемпе çамрăксем валли çыравçă «Çумламан йăран» (2007), «Салтак тӳмипе Тал пиçен» (2012), «Пăрлă шыври хӗвел пайăрки» (2014), «Хӗл лариччен» (2019) кӗнекесем кăларнă.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература маншăн – чун уççи… Этем чунне пӗлсе пӗтерме питӗ йывăр. Çыравçăсем хайлавсенче çынна тӗрлӗ енлӗ кăтартса парса вулакана ун чунне шалтан ăнланса илме пулăшаççӗ. Çапла эпир ӗмӗр каяллахи е тата маларахри писатель çырнине вуласа ун чухнехи халăх чунне туйса илме, ун шухăш-кăмăлне пӗлме пултаратпăр. Тата литературăсăр кино та, драматурги те аталанайман пулӗччӗ, апла вăл искусствăсен никӗсӗ…
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Эпӗ –  пурнăçа питӗ юратакан çын, çавăнпа, паллах, пурнăç хăй хавхалантарать. Хавхалантарать тенине çапла ăнланмалла: мӗн те пулин пулса иртет те пурнăçра, тӗлӗнсе шухăшлатăн – епле капла пулчӗ-ха… е мӗншӗн çапла çаврăнса тухрӗ?.. Çак шухăшсене çынсемпе пайлас килнипе çырма ларатăп. Мана тӗлӗнтерни е шухăша яни вулакансене те çавăрса илетех…
– Юратнă поэт, прозаик.
– Эп – вулама юратакан çын. Манăн юратнă поэт е прозаик пӗрре çеç мар тенӗ пулăттăм. Пурнăçăн пӗр тапхăрӗнче пӗри килӗшнӗ, кайран тепри… Унтан тата теприне чарăнмасăр вуланă. Кунта чăваш классикӗсенчен пуçласа ют çӗршыв çыравçисем таранах…
– Юратнă кӗнеке.
– Библи.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Мӗншӗн «калаçнă пулăттăр»? Калаçатăп та. «Литература тӗпелӗнче» Ева Лисинăпа, Петӗр Яккусенпе, Арсений Тарасовпа, Любовь Мартьяновăпа, Марина Карягинăпа тата нумай-нумай çыравçăпа калаçнă. Паянхи чăваш литератури епле сăн-сăпатлă пулни шăпах вӗсен ячӗсемпе те çыхăннă, ман шутпа.
– Пурнăç девизӗ.
– Йăлтах иртсе каять…
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Тӗрлӗрен пулать. Хайлава камсем валли çырнинчен килет тенӗ пулăттăм… Вулакансен сӗнӗвӗ уйрăмах пӗлтерӗшлӗ маншăн. Вулакансемпе тӗрлӗ тӗлпулусенче курса калаçма питӗ юрататăп.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев