Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ИНКЕН ТУХЙИ ПАЯН ТА КУÇ УМӖНЧЕ

Çав ахăрсамана вăхăтӗнче çӳпçери тухья-хушпусем пӗчӗккӗн сутăнса пӗтрӗç, сутса çисе ятăмăр, сире валли, хӗрӗмсем, кукамайăр тупра усраймарӗ...

Тухья, хушпу, тевет, мăй çыххи, умçакки, сулă, çӗрӗ, хăлха çакки тата ярăм-ярăм шăрçа – ӗлӗк хӗрупраçпа çамрăк арăмсен тупри пулнă. Çав тумсемпе хӗрсемпе хӗрарăмсем туйсене, уявсене илем кӳнӗ. Çак пуянлăха пурне те кукамай хăйӗн çӳпçинче упранине анне каласа паратчӗ.

Кукамай – Кипеккасси хӗрӗ, Харьковсен йăхӗнчен. Вăл Шемек ялне Кузьминсен Микулайне таврăнман лавпа качча кайнă. Таврăнман лав тенине çапла ăнланмалла кунта: хӗрпе пӗрле лаша урапапа е тăрантаспа Шемек ялнех юлнă.

Кукаçей ӗçлеме юратнă, кукамай ăна пулăшнă. Ашшӗ килӗнче çӗнӗ çурт лартса хăварнă та хăйсем кӗлете уйрăлса тухса йăва çавăрнă. Кукамай йывăр ӗçсем ӗçленине пула вунă ачи çуралсанах вилсе пынă. 1916 çулта çуралнă хӗрӗнчен кӗçӗнрех тата виçӗ ачине Турă пурăнма пӳрнӗ. 1927 çулта çуралнă ывăлӗ 12 çула çитсен вилсе кайнă.

Кукаçейпе кукамай хăйсен ялӗнчи ятак пайсăр пуçне Кивӗ Шемӗршел ялӗнче çӗр пайӗсем илсе унта тырă акса ӳстернӗ. Вырма вăхăтӗнче çав 20 çухрăм ытла çул çине кукамай куллен çуран утнă. Патша самани хыçа юлсан пурнăç лайăхланса кайнă, кукаçей çил арманӗ лартнă. Лавкка уçма укçа пуçтарнă пулнă. Колхозсем тума пуçласан кукаçее кулак тесе çӗпӗре ăсатма хăтланнă, ял халăхӗ ыйтнипе ăна аякка ăсатман, Хусана хистевлӗ ӗçсем пуçарма илсе кайнă. Килӗнчен хыçалти пӳртпе хапхине, выльăх-чӗрлӗхне, кӗрӗк-тăлăпӗсене, çиме хăвармасăр тыррисене веçех илсе тухнă. Ял Советӗнчен вăрттăн пӗлтернипе çӗрле кукамайпа кукаçей шăллӗ кӳршисен ани çине çӗр чавса тырăпа çӗрулми пытарса юлнă. Çав тăватă ачапа кукамай çаратнă пӳрт-çуртра кукаçейсӗр тăватă çул пурăннă.

«Çав ахăрсамана вăхăтӗнче çӳпçери тухья-хушпусем пӗчӗккӗн сутăнса пӗтрӗç, сутса çисе ятăмăр, сире валли, хӗрӗмсем, кукамайăр тупра усраймарӗ», – тесе куççуль витӗр каласа паратчӗ кукамай. Вăл каласа панине йӗре-йӗре итлесе лараттăмччӗ эпӗ.

Кукка Шемек хӗрне качча илнӗ. Уля инке ашшӗпе амăшӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ пулнă. Вӗсем тӗреклӗ пурнăçпа пурăннă, çавăнпа та инке хӗрупраç туприпе качча килнӗ. Кăшт ӳссен (кукка мана хăнана илсе кайсан) инке арчинче çав кукамай каласа панă пуянлăха куртăм. Инке вара мана вак шăрçаллă тухья тăхăнтартса, теветсем çакса ячӗ. Кукаçейпе кукамай савăннипе урайне укçа сапса алă çупса ларчӗ кукка купăс каласа мана ташлаттарчӗ, эпӗ чăнкăр-чăнкăр тутаркаласа тăпăртаткаларăм кăна вара (халӗ те аван астăватăп-ха).

Куккапа инкен хӗрачисем чирлӗрех çуралчӗç, тухья-шăрçасемпе кăсăкланман. Мана вара кукка: «Ӳссен çак тупрана веçех сана парать инкӳ», – тетчӗ. Пурнăç малалла шурӗ, эпир ӳссе çитӗнсе пытăмăр. Кукамайсем патне те час-час çӳреймен пулмалла, ялӗ те аякра, 12 çухрăмра. Пӗррехинче кукамайран: «Инкен çав вак шăрçаллă тухйи килтех-и?» – тесе ыйтнăччӗ. Вăл мана: «Эпӗ пӗлместӗп, вăл инкӳн тупри, амăшне каялла леçсе панă-тăр, хӗрне йӗрсен выляма панине темиçе хутчен те курнăччӗ. Ачи çав вак шăрçисене веçех сапаласа ларатчӗ», – терӗ.

Çав тухья паян кунччен те манăн куç умӗнче. Вак шăрçисем илемлӗ хӗрлӗ, сарă, шурă тӗслисемччӗ, çамка тӗлӗнчи сенкерпе кăвак тӗслисем, шултра шăрçасемччӗ. Хăш чухне хама тухья тăхăнса ташланине тӗлӗкре халӗ те куратăп. (И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши