Халăх уявсенчен ывăннă ахăр
Илемлӗрех пултăр тесе программăна темӗн те пӗрсем кӗртсе эпир Уявăн тӗп пӗлтерӗшне пăсса ятăмăр...
Хальхи ӗçтăвком ертӳçи «тепӗр çул та ирттеретпӗр» тесе хăпартланать пулсан та, Нурлат районӗ Уяв ирттерсе ывăнчӗ пуль ӗнтӗ. Миçе çул вӗт тиенет нурлатсем çине çавăн чухлӗ чăваша кӗтсе илсе, пăхса, ăсатса ямалли йывăр çӗклем. Калама кăна. Туса пăх-ха çавăн пысăкăш праçник. Тепӗр çултан Уяв Аксăва куçать тесен, лăш сывласа ячӗç-тӗр культурăра ӗçлекенсем.
Тӗрӗссипе, Нурлатри Уяв нумайăшне йăлăхтарса та çитернӗ пулмалла. Сценарий пӗрешкел пулнипе-и, унта мӗн хыççăн мӗн пулассине малтанах пӗлсе хуратăн. Малтан килнӗ ансамбльсем редут евӗр ретӗн-ретӗн тăрса тухса пуçлăхсене кӗтсе тăраççӗ. Лешсем пухăнса çитсен вӗсене алшăллисем, бейсболкăсем тăхăнтартаççӗ. Унтан пуçлăхсем çын коридорӗ витӗр алă çупса, ташласа, сăра ӗçсе иртеççӗ. Чăвашсен чаплă йăлисемпе, «персонажӗсемпе» паллашаççӗ тата ытти те. Унтан тăррине витнӗ чатăр айне кайса лараççӗ. Шупашкартан чӗннӗ чаплă ташăçăсемпе юрăçсем пролог кăтарнă хыççăн пысăк çынсем илемлӗ сăмахсем калаççӗ, Хисеп хучӗсем параççӗ. Ватă мучи çӗре савăл çапса кӗртнӗ хыççăн пурте Уяв картине тăраççӗ, 5-10 минут çаврăнаççӗ. Унтан тӗп сцена çинче концерт тытăнать. Начальство çиме каять, халăх Уяв мешехисене курма саланать: «Уяв пики», «Чăваш паттăрӗ», фольклор тата ытти те.
Кӗскен çавăн пек. Кашнинче. Çулран-çул. Улшăнусăр...
Кама ан йăлăхтартăр çакăн пекки? Нурлатра пурăнакан чăвашсем (районӗпе 15 пин çын ытла) ӗнтӗ тахçанах писнӗ пулмалла. Кăçал куракансем питӗ сахалччӗ. Уява хутшăннă фольклор ансамблӗсем те йышпа пӗлтӗрхин çурри чухлӗ кăна. Çакă, паллах, питӗ нумай ыйту çуратать. Йӗркелекенсене питех айăплас та килмест. Ман шутпа, халăх уявсенчен ывăннă. Майăн 9-мӗшӗнченпе кашни эрнере мӗнле те пулин праçник иртет. Ӗç укçи ӳсмест, пенси те ӳсме васкамасть. Уявӗ вара кашни эрнере: ялти, районти, республикăри, çӗршыври... Халăх тимлӗхне пусарма çапла тăваççӗ-и е урăх ӗç çук – калама йывăр. Анчах ӗлӗк квартала 1 пысăк уяв пулнă пулсан, халӗ эрнере пӗрре. Килте ӗçлеме те вăхăт çук. Халь вӗт утă вăхăчӗ. Епле-ха çӳрейтӗр ял çынни уявсем тăрăх кăна? Начальствăна кăна куçӗнчен пăхса та ывăнчӗç пулмалла çынсем. Ăнланмалла мар реформăсем тата...
Вӗсене тӗкӗнмесӗр Уяв çитменлӗхӗсем çинче чарăнар-ха. Кăçалхисене илес пулсан, малти вырăна çаксем тухаççӗ: Уяв прологӗнче ташланă хыççăн ача-пăча ансамблӗсем лапамрах юлаççӗ. Пуçлăхсем каласа пӗтернӗ хыççăн алă çупаççӗ. 4 е пиллӗкмӗш чаплă хăна сăмах калама тытăнсан, Шупашкартан килнӗ «Сувар» ташă ансамблӗн солистки шăрăхпа пиçсе тăнне çухатса тăнă çӗртех çӗр çине лӗплетрӗ. Ăна çумӗнче тăракан каччăсем алă çинче йăтса «васкавлă пулăшу» машинине леçрӗç. Çынсем шăрăхпа аптăранине курса мӗн тума çав таранччен сăмаха тăсмалла ӗнтӗ?..
Самар облаçӗнчи Клявлино районӗнчи Кивӗ Реçеп ялӗнчи «Шурăмпуç» фольклор ансамблӗ Нурлата 100 çухрăмран июлӗн 7-мӗшӗнчех ирхине çитнӗ. Любовь Мельникова сăмахӗсемпе, вӗсене Уяв кунне 7-мӗшӗнчен 8-мӗшне куçарнине никам та пӗлтермен. Хăнасен каялла таврăнма тивнӗ. Июлӗн 8-мӗшӗнче çӗнӗрен çула тухнă. Нуша вӗт...
Чăваш Республикинчи Сӗнтӗрвăрри районӗнчи «Кунер» ансамбле çӳрекен Геннадий Долгов вӗсем çӗрле 2 те 30-та çула тухни çинчен каласа пачӗ. 9-та кăна çитнӗ чăвашсем Нурлата. Çитнӗ те, тӳрех хăнасене кӗтме тухнă. Нуша ӗнтӗ, паллах. Ни канни çук, ни йӗркеллӗ çини. Фатих Сибагатуллин Нурлат районӗн пуçлăхӗнче ӗçлеме тытăнсан кăна Уява икӗ кун тунăччӗ. Пӗр кунхине ансамбльсене пухрӗç, санаторисемпе пионерлагерьсенче çӗр каçтарчӗç, тепӗр кунӗ Уяв турӗç. Фольклора упракан ватă асаннесем ун пек хӗпӗртенине эпӗ нихăçан та курман.
Уяв пикине аванах суйлаççӗ, конкурс интереслӗ иртет, куракан нумай пулсан, «Чăваш паттăрӗ» тӗнче намăсне çаврăнчӗ. Кашни çул унта тутар ачисем кӗрешсе призлă вырăнсене йышăнаççӗ. Тен, чăваш каччисем кӗрешесшӗн мар пусан, ирттермелле те мар ун пек ăмăртăва Уявра?
Положенинче çырнă пек, халăх йăли-йӗркине ниепле те аталантармасть Уяв. Мӗншӗн тесен Уявăн тӗп палли – унăн юррисем – манăçса пыраççӗ. Çамрăксем вӗсене вӗренмеççӗ. Халăх пысăк унка тăрсан та магнитофонран шăранать авалхи юрă... Илемлӗрех пултăр тесе унăн программине темӗн те пӗрсем кӗртсе пӗтерсе эпир Уявăн тӗп пӗлтерӗшне пăсса ятăмăр. Аксусем çак декаденса улăштарасса шанатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев