Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Любовь РУСАКОВА: «ТĂВАН ВЫРĂНСЕМ МАНĂÇА ТУХМАÇÇӖ»

Район кӗнекинче пирӗн ял çинчен пӗр предложенипе кăна асăнни питӗ кӳренмелле пулчӗ маншăн

 

​Юлашки çулсенче Раççейре ял уявӗсене ирттересси йăлана кӗчӗ. Çавна май тăван ен историне тӗпчесси те вăй илет. Халăх асӗнче юлнине пӗрчӗн-пӗрчӗн пухасси, ыттисен умне кăларасси, килес ăрусем валли хăварасси таврапӗлӳçӗсем тăрăшнипе, чун ыйтнипе йӗркеленсе пырать. Уйрăмах маттуррисем тăван ял çинчен кӗнеке кăларма май тупаççӗ. Вӗсенчен пӗри – Пушкăртстанри Федоровка салинче пурăнакан Любовь Русакова (Улядарова) педагог, таврапӗлӳçӗ. Любовь Ивановнăпа тӗл пулса калаçма пысăк сăлтав тупăнчӗ: нумаях пулмасть унăн «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» кӗнеки пичетленчӗ. Çак кӗнеке тавра йӗркеленчӗ те пирӗн калаçу.

– «Манăçми Юманлăх. Незабвенная Улядаровка» – мӗнле кӗнеке вăл?
– Эпир ку кӗнекене Пушкăртстанри Федоровка районӗнчи Юманлăх ялне, унăн мухтавлă ывăлӗ-хӗрне халалларăмăр. Пирӗн ял йӗркеленнӗренпе кăçал пӗр ӗмӗр çитет. Сумлă уяв тӗлне тухрӗ кӗнеке.
– Ал çырăвне пичете сӗниччен епле хатӗрлени çинчен каласа парсамăр.
– Ял кун-çулӗпе тахçантанпах интересленетӗп. 1978 çулта Çтерлӗри педагогика институтне вӗренме кӗтӗм. Студент чухне ял историне çине тăрсах тӗпчеме пуçларăм. «Камсем пулнă пирӗн мăн асаттесем? Ăçтан килнӗ вӗсем?» – çак ыйтусем канăç памастчӗç мана. Вăхăт çитнӗ таран ватă çынсенчен ыйтса пӗлеттӗм. Унсăр пуçне анне те, Тамара Улядарова, ялпа çыхăннă материалсем пухса пыратчӗ. Вăл Юманлăхри пуçламăш шкулта 34 çул ӗçлерӗ, директор та, пуçламăш классен вӗрентекенӗ те пулнă. Эпӗ те ун пекех учитель профессине суйларăм. Анне вырăнти «К Победе» хаçатра пичетленекен статьясемпе заметкăсене касса илетчӗ, пухса пыратчӗ. Ял çинчен пуян материал пуçтарчӗ. Пенсие тухсан анне ял кун-çулӗ, кунти çынсем çинчен тӗплӗн каласа кăтартрӗ. «Хам пӗлнине калатăп. Тен, сире кирлӗ пулӗ», – тетчӗ. Эпӗ ун чухне кӗнеке çинчен ӗмӗтленмен, манăн тӗллев – брошюра кăларассиччӗ, анчах аннене кун çинчен систермерӗм. Çапла каçсерен лараттăмăр та вăл асне килнине каласа паратчӗ, эпӗ çырса пыраттăм. Хронологи йӗркине пăхăннă. Шухăшласа кăларни нимӗн те ан пултăр, чăн пулни çеç ӳкерӗнсе юлтăр тесе тăрăшрăм. Аннен статйисен пуххине вуласа шалах кӗрсе кайрăм. Пӗчӗккӗн хамăн та информаци пуçтарăнчӗ. «Эсӗ пухнă материал кӗнеке кăлармалăх та çитет», – терӗ упăшка (Аркадий Русаков çыравçă. – Авт.). Тӗрӗссипе, эпӗ брошюра кăларса ăна музея кăна парас тенӗччӗ, анчах пӗр пулăм шухăша улăштарма хистерӗ. Федоровка районӗн кӗнеки тухрӗ. Тӗрлӗ ял çинчен çырнă унта. Пирӗн ял çинчен вара – пӗр предложени çеç. 1921 çулта Теней ялӗнчи пушар хыççăн унтан пӗчӗк ялсем уйрăлса тухнă, вӗсен йышӗнче Юманлăх та пулнă тенӗ. Пирӗн ял çинчен пӗр предложенипе кăна асăнса хăварни питӗ кӳренмелле пулчӗ маншăн. Вара хам ума тӗллев лартрăм – кӗнеке кăлармаллах. Упăшка та манпа пӗр шухăшлă пулчӗ. Тата мӗн хӗтӗртрӗ-ха уйрăм кӗнеке кăларма? Тепӗр чухне ял çыннисемпе калаçатăн та: Юманлăх мӗнле пуçланни çинчен аслă ăрурисем те пӗлмеççӗ.
– Çак кӗнекене хатӗрленӗ чухне чи йывăрри мӗн пулчӗ?
– Чи йывăрри... Ним калама аптăратăп, мӗншӗн тесен çăмăл пулмассине ăнланнă эпӗ. Тытăннă пулсан ӗçе вӗçне çитермелле. Питӗ вăрах ӗçлерӗм. Ку ӗçе пӗччен туман, паллах. Ал çырăвне хатӗрлеме, кирлӗ информаци пухма пултарулăх ушкăнӗ пулăшрӗ. Эпӗ вӗсемпе телефонпа тăтăшах калаçрăм, канашларăм. Архив материалӗсене шыраса тупма Çтерлӗ хулинче пурăнакан Мударис Сафин таврапӗлӳçӗ те чылай пулăшрӗ. Вăл ăçта кăна пулман, «ревизские сказки» текен хутсене вулама пӗлет. Тӗнчен пӗрремӗш вăрçине хутшăннисене тупса палăртма, вӗсен списокне хатӗрлеме пулăшрӗ Мударис Харисович. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ялти кашни вăрçă паттăрӗ çинчен уйрăммăн çырса кăтартрăм. Юманлăх ялӗнчен вăрçа кайнисене асра тытса кăçал альбом та кăлартăм. Çырса пӗтерсен упăшкана кăтартрăм. Вăл тӳрлетрӗ, сӗнӳсем пачӗ. Хыçалти хуплашкари сăвă авторӗ те мăшăрăм – Аркадий Русаков. Ачасем чылай пулăшрӗç, вӗсем компьютер технологийӗсене лайăх пӗлеççӗ. Тавтапуç Владимир Степанова – редактора, Чăваш кӗнеке издательствин ӗçченӗсене. Пурне те пысăк тав сăмахӗ калатăп.
– Мӗнлерех ял-ши Юманлăх? Ăçтан пуçланса кайнă вăл?
– Юманлăх Теней ялӗнчен пуçланса кайнă. Пирӗннисем Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗнчен килнӗ тесе калатчӗ анне. Ку яла пуçараканӗ, Тени ятлă çын, шăпах Елчӗк тăрăхӗнчен пулнă. Чăваш Енрен кăна мар, тӗрлӗ çӗртен килнӗ пирӗн пата. Пӗрремӗш куçса килнисем Чăваш Енрен пулнине шута илсе хамăр кӗнекене Пушкăртстанри хулара мар, Шупашкарта кăларас терӗмӗр. Пирӗн вырăнсем питӗ хитре. Кунта пӗчӗкçӗ Тевеней çырми юхса выртать, ун тăрăхӗнче 50-60 çăлкуç та пурччӗ. Айлăмлă вырăн, кашни кил пахчин вӗçӗнче пӗрер-икшер çăлкуç тапса тăратчӗ. Пысăк Çăла яла килекенсем халь те пăхса-тасатса тăраççӗ. Кунта сӗтелпе саксем те вырнаçтарнă. Юманлăхăн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне эпир ку вырăна юсаса çӗнетесшӗн. Пурте Пысăк Çăл патӗнче пухăнма юрататпăр-çке. Шел, паянхи куна Юманлăхра вун тăватă кил çеç сыхланса юлнă. Хӗлле кунта никам та пурăнмасть. Çулла çеç кил хуçисем таврăнаççӗ, пахча çимӗç ӳстереççӗ, пыл хурчӗ, хур-кăвакал, чăх-чӗп тытаççӗ.
– Çулла эсир те Юманлăхра пурăнатăр-и?
– Çук, эпир пӳрте сутса янă çав. Уйласа ӗлкӗреймен. Çамрăк чухне уйламан та пуль. Эпир упăшкан Кинчеккей ялне час-часах çӳретпӗр.
– Эсир ӳснӗ чухне Юманлăхра халăх йышлă пулнă-и?
– Юманлăх пысăк ял пулман. Вăтамран 50 килччӗ. Ял варринче пуçламăш шкул ларатчӗ, икӗ сменăпа ӗçлетчӗ вăл. Классенче вуншар-вун икшер ачаччӗ, вун саккăр та пулнă. Пӗр вăхăт колхозсене пӗрлештерме тытăнчӗç, кайран шкулсем патне те çитрӗç. Çамрăксем куçса кайма пуçларӗç, мӗншӗн тесен ӗç çукчӗ. Малтан кунта ӗне, пăру, сурăх фермисем пурччӗ, лаша та тытатчӗç. Лавкка, медпункт пурччӗ. Ялта пурăнма пулатчӗ. Хуçалăхсене пӗрлештерме тапратрӗç те мӗнпур фермăна кӳршӗ яла куçарчӗç.
– Ял арканасси колхозсене салатнинчен пуçланнă эппин?
– Çапла, пирӗн яла кăна пырса тивмен ку шăпа. Акă пирӗн патран Чăваш Ене килнӗ чухне те çул çинче тăршшӗпех пушă фермăсем тӗл пулаççӗ. Çакна курсан чун ыратать. Ниме пăхмасăр хамăр яла юрататăп. Малтан куçса килнисене асра тытса Асăну чулӗ лартас тетпӗр. Пӗрремӗш куçса килнӗ çын – Хӗветӗр – кил-çуртне хирӗç вырнаçтарасшăн ăна. Ун çине малтан куçса килнисен ячӗсене çырасшăн. Хӗветӗрӗн çичӗ ывăлпа пӗр хӗр пулнă. Вӗсем Тенейрен куçса килнӗ.
– Сирӗн ялта çынсем пурăнмаççӗ терӗр. Тенейре лару-тăру мӗнлерех вара?
– Теней Федоровкăран тăватă çухрăмра вырнаçнă. Унччен унта вăтам шкул та пурччӗ, халь пуçламăш шкул кăна. Ӗç çук, çынсем куçса кайма пуçларӗç. Мӗнпур пӗчӗк яла çавнашкал шăпа кӗтет пуль...
– Çамрăксем ытларах ăçталла тухса каяççӗ?
– Ăçта ӗç пур, çавăнталла туртăнаççӗ. Федоровкăра икӗ шкул. Вӗсенче вӗренекен йышлă. Эпӗ пӗрремӗш классенче вӗрентетӗп. Ачасене тӗрлӗ ялтан автобуспа илсе килеççӗ.
– Шкулти библиотекăра чăваш кӗнеки нумай-и?
– Пур, анчах Федоровкăри тӗп библиотекăра ытларах. Унта чылай чăваш çыравçин кӗнекисем пур. Çав шутра Аркадий Русаковăн та. Çынсем леçсе панă кӗнекесем пур.
– Юманлăхра ӗлӗк библиотека пулнă-и?
– Унчченрех шкул культура центрӗ пулнă вӗт. Анне хăйӗн ӗçӗсемпе Федоровкăна каятчӗ те çынсем ыйтнă кӗнекесене тӗп библиотекăран илсе килетчӗ. Ял çыннисем вӗсене шкула пырса илетчӗç. Ӗлӗк чăвашла нумай вулатчӗç. Ликбеза та чăвашла йӗркеленӗ, пурне те тăван чӗлхепе вӗрентнӗ. Ваттисем те вӗреннӗ унта. Пирӗн патра чăвашла питӗ хитре калаçаççӗ, эпир юлташсемпе тӗл пулсан чăвашлах пуплетпӗр. Федоровка урамӗсенче те чăвашла калаçни час-часах илтӗнет.
– Чăваш йăли-йӗрки пирки те манман эсир кӗнекере.
– Унта темиçе çын çырнă материала кӗртрӗм. Нумайăн çырсан темăна тӗрлӗ енлӗн çутатма пулать. Вăйăсем çинчен те вулама пулать. Эпир вылянă вăйăсене халӗ пачах пӗлмеççӗ. Хамăр та вăййа çӳренӗ. Çулла тултах юрла-юрла ташлаттăмăр, хамăрăн купăсçăсем пурччӗ. Тăван вырăнсем манăçа тухмаççӗ... Ытти çӗрти пекех, пирӗн те Çимӗке уявлаççӗ, вилнисене асăнаççӗ. Кӗрхи хываççӗ – кӗркунне, ӗçсене пуçтарсан, ваттисене (вилнисене) аса илсе асăнаççӗ. Автан е çамрăк чăх пусаççӗ ун чухне. Нартукан лараççӗ. Кăçал та районти чăваш пӗрлӗхӗн председателӗ Анна Ремпель пуçарнипе районăн тӗп библиотекинче Нартукан ларма пуçтарăнтăмăр.
– Мӗнле уяв вăл – Нартукан?
– Нартукана Çӗнӗ çул иртсен пухăнаççӗ, ку ӗç-пуç юмăç яни пек пулать ӗнтӗ. Каччăпа хӗре шыв илме яраççӗ. Вӗсен пӗр-пӗринпе калаçмалла мар. Шыв илеççӗ те килеççӗ. Вӗсене пӳртре кӗтсе лараççӗ. Кашнинех çӗрӗ пур. Шыва тирӗкпе сӗтел çине лартаççӗ те çӗрӗсене савăта яраççӗ. Унтан юрлама пуçлаççӗ. Нартукан юрри нумай. Халӗ сăмахӗсене пăхмасăр пӗлекен сахал, çавăнпа уява пуçтарăннисене хут листисем валеçсе параççӗ. Хут тăрăх юрлатпăр. Хӗрӗ е каччи шыври çӗрӗсене çавăрать. Юрă вӗçленет те, каччă пӗр çӗррине туртса кăларать. Вăл е хурлăхлă, е савăнăçлă юрă тӗлне лекме пултарать. Килес çул çак çӗрӗ хуçине мӗн кӗтнине пӗлтерет ку. Юрă сăмахӗсем малашлăха систереççӗ. Анчах вӗсене чӗре çывăхне илмелле мар, çапах пӗлме интереслӗ. Унтан каллех малалла юрлаççӗ. Уяв вӗçӗнче каччăпа хӗр шыва кăларса тăкаççӗ.
– Сирӗн ял чăвашла – Юманлăх, вырăсла – Улядаровка. Мӗнпе çыхăннă кунашкал расна ятсем?
– Пирӗн ял çывăхӗнче вăрмансем кашлаççӗ. Вӗсенче ытларах юман çитӗнет. Ытти йывăç та пур, паллах. Юмана хисеплесе яла Юманлăх тенӗ. Вăрманӗ питӗ пуян. Ача чухне велосипед çине ларса çырла татма мар, çиме кайса килеттӗмӗр. Тавраллах çырлаччӗ. Ăна савăта пуçтарса та тăман. Тепӗр чухне типӗтнӗ. Улядаровка тенине илес пулсан, анне каланă тăрăх, малтан куçса килекен çын Илетер ятлă пулнă. Ӗлӗк чылайăшӗн темиçе ят пулнă вӗт. Хӗветӗрӗн ачисен те икшер-виçшер ят. Манăн ват асаттене, сăмахран, пӗр çӗрте Михаил тесе палăртнă, тепӗр çӗрте – Николай. Илетере хисеплесе Илядаровка тенӗ яла, вăхăт иртнӗçемӗн улшăнса Улядаровка пулса тăнă. Пирӗнтен инçех те мар 1921 çулта Маганевка ялӗ йӗркеленнӗ. Ăна пуçараканӗ Мăкань пулнă теççӗ. Теней ялӗ Тени ятпа çыхăннă.
– Улядарова сирӗн хӗр чухнехи хушамат-и? Ахăртнех, ял ячӗпе пӗр килет вăл?
– Çапла, хӗр чухнехи хушаматăм. Пирӗн ялта чылайăшӗ Улядаров. Мӗнпурӗ тăван темелле. Темиçе çемьен кăна урăхла хушамат. Мударис Сафинăн архиври материалӗсем тата хамăр ял çыннисем хăйсен несӗл йывăçӗсене ӳкерсе пани тăрăх Улядаровсемпе ыттисен несӗл йывăçӗсене кӗнекене кӗртрӗм. Улядаровсен ăрăвӗнче вун икӗ сыпăк таран тӗпчесе пӗлтӗмӗр. Питӗ пысăк несӗл йывăçӗ пулса тухрӗ.
– Питӗ пысăк ӗç тунă эсир, Любовь Ивановна.
– Çавăнпа ӗнтӗ ку кӗнекене кăларасси вăраха кайрӗ. Эпӗ институтра вӗреннӗ чухне Василий Караськин, Теней шкулӗн директорӗ пулнăскер, мана ял çинчен каласа паратчӗ. «Эсӗ çырса пыр», – тетчӗ вăл. Яваплă ӗçе тӳрех тытăнман пулин те, ку шухăш пуçран пӗрре те сирӗлмен. Халӗ, кӗнекене алла тытсан, савăннипе куççуль тухрӗ. Ӗмӗтӗм тинех пурнăçланчӗ.

Ольга ИВАНОВА калаçнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев