Сувар

ПĂЛХАРСЕМ ÇИНЧЕН КАЛАНИ

Авторӗ – сказание о чувашах» 2 томлă кӗнекен авторӗ, Канаш районӗнчи Чарпуç ялӗнче пурăнакан Александр Стеклов эл. почта: aleksandr_steklov@mail.ru.

Атăл пăлхарӗ 300-мӗшпе 1236 çулсем хушшинче Атăл Кама, Уратьма тата Сок юханшывсем хушшинче пулнă славян халăхӗн патшалăхӗ. 1236 çулта Чингиз ханăн мăнукӗ Бату хан тартар-монгол çарӗсемпе килсе пăлхарсене хаяррăн пусарнă, кам ал айне лекнӗ вӗсене пурне те вӗлернӗ. Хальхи чаплă историксем çапла ăнлантараççӗ. Тартар-монголсем пăлхарсемпе тăванлă пулнă, пӗр йăхран тухнă теççӗ. Ун пек пулсассăн мӗншӗн-ха тартар-монголӗсем пăлхар халăхне вӗлернӗ чухне тăван йăха туйман. Анчах та вӗсем пăлхарсене тăван шута илме шутламан та, мӗншӗн тесен пӗр-пӗринпе нимле майпа та тăванла пулаймаççӗ. Ӗлӗкхи пурнăç мӗнле пулса пынине çырса пыракан тата вырăссен тӗпчевçи Лаврентий тартар-монголсемпе пăлхарсем хушшинче пулса иртнӗ вăрçăна çапла аса илсе çырать:

         «В лето 6744 (1236) году было знамение в солнце, 3 августа, в воскресенье после обеда, было видно всем как месяц четырех дней. Той же осени пришли с восточной стороны в Болгарскую землю безбожные татары, и взяли славный великий город Болгарский, и перебили оружием всех от стариков до юных и младенцев, и захватили много имущества, а город их сожгли, и всю землю их захватили».

         Тартар-монголсен çарӗсем пăлхар çарӗсенчен вăйлăрах пулнине пăлхарсен патши пӗлнӗ. Тата маларах 1223 çулта тартар-монголӗсен çарӗсем пăлхарсем патӗнче пулнă чухне çапла каласа хăварнă: «Пире хирӗç ан тăрăр. Хирӗç тăратăр пулсассăн сирӗн халăхра вӗлӗрсе сирӗн патшалăхра та пӗтеретпӗр», – тенӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Пăлхар патшалăхӗ вăйсăр пулниине пӗлнӗ. Тепӗр вун виçӗ çултан тартар-монголсем пăлхарсем патне пысăк вăрçăпа килнӗ. Пăлхарсен патши вăрçăра кам çӗнтерме пултарнирне пӗлсех халăха упраса хăварас тесе шутламан, вилӗме янă. Мӗншӗн тесен Пăлхар патши хăйӗн çывăх тарçисемпе тартар-монголӗсенчен ытлашши хăраман. Вӗсем малтанах Кама юханшывăн тепӗр енне каçса Казанка юханшывӗ патнеллерех тарса пытаннă. Пăлхар патшалăхне пӗтернӗ хыççăн унăн çӗрӗсене Ылтăн Урта шутне кӗртнӗ.

Ку калавра тартар  ятлă халăха аса илмелле пулчӗ. Çав тухнă сăмаха çапла ăнланмалла. Вӗсем Тартария ятлă патшалăхра пурăннă. Çак халăх шато ятлă йăхран тухнине Китай çулçӳревçи тата дипломачӗ Мэн-да бей-лу çырса пӗлтерет. Вăл Чингис хан патӗнче кăнтăр енчи Сун патшалăхăн элчи пулнă. Кӳршӗсем вара цзю ятлă халăх пулнă. Çӗрӗсем Амур юханшывӗ тăрăх вырнаçнă пулнă. Вӗсем асар-писер çырулăхсăр халăх пулнă тет. Анчах та вӗсем вăрçă енчен çапăçма ăста пулнă. Вăрçă тухсан тăшман çине чи малтан питă хăюллă тапăннă. Вăйӗсем çитмен чухне каялла тарма тăрăшнă. Ун чухне вара пурте сыхланса юлчӗр тесе пӗр-пӗрне илтмелле тар-тар  тесе кăшкăрнă. Лашисем вăйлă пулнă пирки çар çыннисен вăрçă уйӗнчен тепӗр чухне сывăллах çăлăнса тухма май килнӗ. Йӗркеленсе кайнă хыççăн тăшман çине каллех тапăннă. Çавăн пек майлă çапăçса тăшман çарне хавшатса çӗнтерме тăрăшнă. Çавăн пек пулнине Чингис хан патша пулнă вăхăтри перс халăхӗн тӗпчевçи Рашид ад-Дин тата ытти çӗршыври паллă ăсчахсем те çырса пӗлтереççӗ. Чингис хан патша пулнă вăхăтрах Хӗвел анăç енче, Атăл, Кама тата Казанка юханшывсем патӗнче тутар (вырăсларах татар) ятлă халăх пурăннине илтнӗ. Çавăн хыççăн пуль тата тартарпа татар сăмахӗсем пӗр майлăрах янранăшăн, тартарсене татар теме хушнă. Унăн хыççăн Мэн-да бей-лу элчите Чингис хан вăрçасран хăраса тата ăна юрасшăн пулса тартар текен халăха татар тесе çырма пуçланă. Хӗвел анăç енчи патшалăхсемпе хирӗç тăрса вăрçăпа тухса кайма Чингис хана пӗр-пӗрне майлă тăракан халăх е патшалăх кирлӗ пулнă. Союзникӗ вара Тартария пулса тăнă. Мӗншӗн тесен вăл вăхăтра унăн патши Чингис ханăн хӗрӗ пулнă. Çавăн хыççăн çӗнӗ майлă татар-монголсен çарне йӗркелесе янă. Хӗвел анăç енчи патшалăсемпе хирӗç тăрса çапăçнă чухне тартар-монголсен çарӗсем ӗлӗкхи йӗркесемпех çапăçнă. Çавăншăн вӗсене каллех тартар теме пуçланă.  

  Пурнăçра çапла пулса тухнă. 1236 çулта тартар-монголсен çарӗсем пăлхарсене çапăçса çӗнтерсе çӗрӗсене Ылтăн Урта шутне кӗртнӗ. Вилӗмрен сыхланса юлнă юлашки халăха тата вӗсен килкартисене ертсе пыма çăмăлтарах пултăр тесе вӗсене çар манерлӗ йӗркеленӗ. Вуннă, аллă, çӗр тата пилӗк çӗрлӗ килкартисем йӗркеленӗ те унăн хыççăн вӗсене шута илнӗ. Ушкăнсен списăкне улăштарма юраман. Ашшӗ е кил хуçи вилсессӗн унăн вырăнне ывăлне кӗртнӗ. Ушкăнран уйăрăлса тухма ирӗк паман. Вăрттăн тухса тарсассăн налугӗсене пӗрех тӳллемелле пулнă тата уншăн çывăх тăванӗсене тертлентернӗ. Кашни ушкăн çумне пуçлăх лартнă. Пуçлăхсене ертсе пыраканӗ Ылтăн Урта ханăн наместникӗ пулнă. Пăлхар патшалăх пулнă пушаннă çӗрсем çине вăрçăра аманнă çар çыннисене, ватăлнисене, тыткăнри халăха тата урăх кама май килнӗ çавăн пек çынсене вырнаçтарма тăрăшнă. Ӗçсене çӗнӗлле йӗркелесе янă хыççăн Пăлхар патшалăхӗ пӗтет, уртан Пăлхар улусӗ пулса тăрать. Унăн ячӗ анчах сыхланса юлать. Мӗншӗн тесен халăх тăнӗнчен ăна кăларма май çук. Малашне Атăл Пăлхар патшалăхне кӗçӗне хурас е тепӗр майлă кама та пулин чапа кăларас тесе çырма тăрăшнă. Сăмахран, вырăс патшисен титул шутне кӗртнӗ. Ун пек çырни çавна пӗлтерме пултарать. Вырăс çарӗсем пăлхарсене çапăçса çӗнтерсе пăхăнтарнă пек пулать. Анчах та пăлхар çӗрӗсем çинче пурăнакан нухайсемпе пушкăртсем тата ытти халăхсем вырăс çӗрӗсем çине май пур чухне пӗрмаях вăрçăпа тапăннă, вӗсемпе çапăçнă, çаратнă. Май килнӗ чухне вырăс халăхне тыткăна илнӗ. Ӗлӗкех Пăлхар патшалăхӗн пулнă çӗр çинче пурăнакан халăха пăхăнтарма вырăссен тепӗр майлă тертлӗ ӗç пулса тухнă. Вӗсене 16-мӗш ӗмӗрте çеç çӗнтерме май килнӗ. Атăлçи Пăлхар çӗрӗсем Ылтăн Урта, унтан Хусан ханлăхӗ шутӗнче 300 çул ытла пулнă. Çав вăхăт хушшинче вăл патшалăх историне тӗплӗн çырса пыракан тӗпçевçӗ пулман пирки халăхăн пурнăçӗ, унта кам пурăннин тата вӗсем мӗн туса пурăннин тӗслӗхӗсем манăçа тухнă. Çакăн пек пулса тухнине чăвашпа тутар историкӗсем сиснӗ те хăйсене чапа кăларас тесе пăлхар халăхӗ çинчен лайăх тӗпчемесӗрех суя çырма пуçланă. Халӗ вара çав суя çырнине тӗрӗс тесе хальхи халăха ăнлантарма тăрăшаççӗ, çамрăксене вӗрентсе тăн параççӗ. Пăлхар халăхӗ çинчен тарăн шухăшпа кӗскен калани çапла пулчӗ. Малалла çырнă май пăлхар халăхӗ ăçтан куçса килнине, мӗншӗн пăлхар тенине, мӗнле пурăннине, мӗншӗн тата мӗнле майлă Аллах туррине пуç çапма пуçлани çинчен çырса ăнлантарса парасшăн. 

         Ӗлӗкхи пурнăçа лайăхрах ăнланмалла пултăр тесессӗн пирӗн тахçанах пулса иртнӗ вăхăталла таврăнмалла. Ун чухне Христос та çуралман пулнă-ха. Виçӗ пин çул каялла çурçӗр енче Скандза çурутрав çинче пурăнакан халăхсем кăнтăр тата кăнтăр-хӗвелтухăç  еннелле йышлăн куçма пуçланă. Çавăн пек пулнине авал (100-170ç.ç.) пурăннă Рим историкӗ Клавдий Птолемей çырса пӗлтернӗ. Унăн хыççăн гот халăхӗн историкӗ Иордан (500-550ç.ç.) çавăн пек пулнă тесе хăйӗн паллă «О происхождении и деянии готов» кӗнеки çине çапла шантарса çырнă: «люди вырвались из недр этой земли подобно пчелиному рою и расселились…». Халӗ Скандза çурутравне Скандинави теççӗ. Çак вырăнтанах пире вăхăтлăха паллă мар тепӗр йăх тухать. Малтан вӗсем Хӗвелтухăç Пруççи патшалăх çумне куçса килсе вырнаçнă пулнă. Балтика тинӗсӗн хӗрринче пурăнса аталанса вăя кӗнӗ. Анчах та унта вӗсене тем килӗшмен. Тепӗр майлă каласан патшалăхӗ вакланма та пултарнă е вăйлăрах пулнă куршӗ йăхӗ хӗсӗрлентересшӗн пулнă. Виççӗр çула яхăн пирӗншӗн паллă мар славян халăхӗ çӗкленет те Атăл юханшывӗ патнелле куçма пуçлать. Ун хыççăн Атăл юханшывӗ тăрăх анаталла анать. Камăпа Атăл юханшывӗсем пӗрлешнӗ вырăн патӗнче чарăнса çӗре-шыва тӗпченӗ. Çӗнӗ вырăн вӗсене килӗшнӗ, вырнаçма пуçланă. Мӗншӗн тесен ку вырăнӗсем апат-çимӗç енчен пуян пулнă. Анчах куçса килнӗ халăха Атăл (тепӗр майлă Атăла Волга тенӗ) юханшывӗ хӗрринче вырнаçнăшăн вăлгарсем тенӗ. Пурăннă май славян халăхӗ харсăр пулнă пирки таврари вырăнсене алла илме пуçланă тата хăйсенчен айвантарах йăхсене, вӗсен хăйсен пуçлăхӗсем пулнă пулсан та, парăнтарма тăрăшнă е чура тăвасшăн пулнă. Тӗпчевсем çырса пӗлтернӗ тăрăх берсиле, угăр, эсегел, çармăс тутарӗсем, тӗрӗк, огуз ятлă тата ытти йăхсем пулма пултарнă. Вӗсем сапаланса кайма та пултарнă. Анчах та славянсен патши шанчăклă çапла каланă: «Сире пурне хӳтлӗхе илетпӗр, кашни йăхăн хăйӗн патши пулать, çемйӗрсене тата халăх йăлисене упрама тăрăшатпăр. Малашне пӗрле пурăнса ӗçсене пӗрле тусассăн вăйлă пулатпăр», – тенӗ. Çавăн хыççăн виçӗ-тăватă йăх пӗрлешсе çӗнӗ патшалăх йӗркеленсе кайнă. Кашни йăхӗн хăйӗн пуçлăхне славянсен манерлӗ аслă кнеçӗ патша теме пуçланă. Çӗнӗ патшалăхăн чи аслă патши вара славянсен йăхӗнчен пулнă. Çӗнӗ патшалăх йӗркеленсе кайнине кӳршӗри тата Ази енчи патшалăхсем хăвăрт пӗлнӗ. Калаçура вӗсене Балхар е Болгар патшалăхӗ теме пуçланă. Чăвашсен вăл вăхăтра пурăннă аслă ваттисем Пăлхар патшалăхӗ тенӗ.

Хальхи вăхăтра балхар е болгар ята кашни тӗпчевçӗ хăйне майлă куçарма тăрăшать. Анчах та нумайӗшӗ çак панă ята вырăсла «мешать, смешивать, перемешивать, мутный» пекрех куçараççӗ. Хам шутланă тăрăх ӗлӗкех пурăннă чăвашсен ваттисем çӗнӗрен пуçланса кайнă патшалăха питӗ тӗрӗс ят панă. Чăвашла-вырăсла словарӗ «пăлхар» сăмахран е ятран вырăсла «смешанный» сăмах тухать тесе ăнлантарать. Анчах та пăлхар патшалăхӗ мӗнле майлă йӗркеленсе кайнине пӗлмен пирки тата ӗлӗкхи пурнăçа ăнлансах пӗтерменшӗн чаплă историксемпе тӗпчевçӗсем мӗншӗн тӗрӗксемпе арапсен «балхар е болгар» е чăвашсен «пăлхар» ячӗсем мӗнле майлă вырăсла «смешанный» сăмах пулса тухма пултарнине паянхи кун та ăнланса пӗтереймеççӗ. Халӗ ӗнте ăнлантарса панă хыççăн ăнланмалла пуль тетӗп.

         Çӗнӗрен хунаса кайнă пăлхар халăхӗ хăйсен хушинче тата кӳршӗри пысăк йăхсемпе туслă пурăнма пуçланă, вăрçăсем пулман. Лăпкă тата шанчăклă пурнăç патшалăха самаях аталанма пулăшнă, вăйлатнă. Вӗсен тăван чӗлхи, хут çырмалли саспаллисем çармăс йăхӗсен чӗлхиех пулнă теççӗ. Анчах та патшалăх хуть те мӗнле чаплă пурăннă пулнă пулсассăн та, унăн яланах куçа курăнман вăртăн тăшман тупăнма пултарнă. Вăл малтан ӳпкевсӗр кӗмӗлки пек. Анчах та пиççе çитнӗ май хаярланса пынă, ниçтан тухма пултарайман инкек-синкеке туртса кăларма пултарнă. Вăй илсе пынă май çав куçа курăнман тăшман пӗчӗккӗн патшалăха вакланă, аркатнă. Тӗрӗсипе калас пулсассăн ӗлӗкхи пурнăçра çакăн пек пулса тухакан пысăк инкек-синкекрен пӗр патшалăх та пăрăнса иртсе каяйман. Çак сăмахсене çавăн пирки ăнланса тӗрӗс çырнă. Мӗншӗн тесен пурнăçра чăнах та çавăн пек пулса тухнă.

Патшан хăйӗн пурлăхӗпе патшалăхне упрама тата унăн хăй пурăннă вăхăтра туса ӗлкӗреймен ӗмӗчӗсене малалла аталантарса пыракан шанчăклă çын кирлӗ пулнă. Пурнăçра ывăлтан, тăван юнран шанчăклăрах çынна тупма йывăр пулнă. Ашшӗ хăй пурăннă чухне патшан влаçне ывăлӗсене пама шутламан та, анчах та патшалăх çӗрӗсене пайласа пама хатӗр пулнă. Ывăлӗсем ашшӗ уйăрса панă тата виçсе панă çӗрӗсемпе ашшӗ пурăннă чухне килӗшсех пурăннă. Мӗншӗн тесен патшана, ашшӗ пулсассăн та, пӗрех итлемелле пулнă. Вилес умӗн патша ывăлӗсене пӗрле тата туслă пурăнма сӗннӗ. Ун пек пурăнмасассăн чурана кӗме пултараттăр тенӗ. Пӗр-пӗрин хушшинче тавлашусем пулнă пулсассăн та, Атăлпа Кама юханшывсем пӗрлешнӗ вырăнта пăлхар халăхӗ пурăнма пуçлани 200 çул ытла иртнӗ. Пурнăç йӗркеллех пулнă пулсассăн та пăлхарсене çак вырăнта тем çитмен. Тепӗр енчен ӗнтӗ вăхăтсем иртсен патшалăх тавралла тискер йăхсем те йышлăн килсе пурăнма пуçланă. Вӗсенчен пӗрмай сыхланса тăмалла пулнă. Тата çӗршыва тем тӗрлӗ турра ӗненекен миссионерсем килсе пурăнма пуçланă. Вӗсем хăйӗн туррине çӗнӗ çӗршывра аталантарма тата сарма тăрăшнă. Сăмахран, Пăлхар хули çумӗнче масар çинче вилтăпри çине хунă авалхи чул паллисене тупнă. Пӗр плити 557 çулта армян çынни Варлаам вилнине пӗлтерет. Çав вырăнтах Самарканд хулинче, Шамахан патшалăхӗнче тата ытти вырăнсенче çав вăхăтрах пурăннă çынсен вилтăприсен чулӗсене тупнă. Малалла пăлхарсем иккӗленсе пурăннă. Нумайӗшӗ Хӗвеланăç еннеле куçса кайма хатӗр пулнă. Анчах та ертсе пыракан пуçлăх пулман пирки вырăнтан тапранайман. Пăлхарсем иккӗленсе пурăннă вăхăтра патшан ывăлӗсем хушшинче хирӗçу тухать. Вара пӗр ывăлӗ çӗнӗ вырăна куçса кайма хатӗр пулнă халăха паллă мар тата инçе çула илсе тухать. Пуринте ун пек тăван киле пăрахса тухса кайма май килмен пуль. Кам чирлӗ е ватă пулнă. Теприсен инçе çула тухма лаши те лаша хатӗрӗсем те пулман пуль. Вырăнтан тапранакан çемьесем пӗрех çӗр пин ытла пуçтарăннă пулнă. Тата вӗсем мӗнпур пурлăхне, шултăра выльăх-чӗрлӗхне çула илсе тухма тăрăшнă. Мӗншӗн тесен кашни кун мӗнле те пулин апат çисе пурăнмалла пулнă. Аякран пăхсан çав курăннă. Çын юххин пуçӗпе хӳри курăман. Выльăх-чӗрлӗхӗ, лаша урапи çине кантăрапа çыхса хуни пирки, лаша урапии хыçӗнче сулланса пынă. Мӗншӗн тесен выльăх тарма та пултарнă. Сыхлама хушнă утланнă çар çыннисем аякрах хăйсен ушкăнӗсемпе пынă. Кама урапа çинче вырăн çитмен е урапа çинче ларса ывăннисем урапа çумӗнче çуран утнă. Çавăн пек вӗсем пӗр пин çухрăм кайсассăн, Дон юханшывӗ патне çитсессӗн, вăхăтлăха чарăнса канма шутланă. Вăхăчӗ те хӗл еннеле кайнă. Çанталăк сивӗте пуçланă. Çавăнпа та хӗл каçмалăх вăхăтлăха Дон юханшывӗ çумӗнче вырнаçса пурăнма килӗшнӗ. Камăн вăй çитнӗ чаплă çуртсем тума пуçланă. Пӗчӗккӗн выльăх-чӗрлӗхе хӗл каçармалăх кил-картисене те çавăрнă. Пурнăç вăл нихçан та вырăнта тăмасть. Хӗл каçнă вăхăтра хăш-пӗр йăхӗсем çӗнӗ вырăнта çӗр лайăх пулнă пирки, тымар яма шутлаççӗ. Çуркунне çӗр пиçсе çитсессӗн ăна сухаласа тырă акма пуçлаççӗ. Пурнăç çапла пулса тухрӗ. Вăхăтлăха хӗл каçмалăх чарăннă пăлхарсен пӗр пысăк йăхӗ çуркунне тепӗр хут çӗкленсе тапранса кайман. Çавăнтах пурăнма юлнă. Пурăннă май çӗнӗ вырăнта тымар яни 200 çул та çитрӗ пуль.

Пурнăçра çапла пулса тухрӗ. Дон юханшывӗ хӗрринче пӗчӗккӗн çӗнӗ Пăлхар патшалăхӗ йӗркеленсе кайнă. Атăл хӗрринче пурăнакан пăлхарсен патшалăхне Атăл Пăлхарӗсемех тенӗ. Дон юханшывӗ патӗтенче йеркеленсе кайнă патшалăха вара Аслă Пăлхар теме пуçланă. 671 çулта унăн патши Кубрат аслă кнеçӗ палăрнă. Унăн пурнăçӗ мӗнле майлă пулса пынине çырса пӗлтерекенӗ, Кубратпа пӗр вăхăтрах пурăннă Византи манахӗ Феофан Исповедник (760-818) пулнă. Вăл çапла çырнă. Аслă Пăлхарта ытларах пăлхарсемпе кăтрасем пурăннă. Вӗсен чикки таврала вара хун тата тӗрӗк йăхӗсем пурăннă. Кубратăн пилӗк ывăл пулнă. Вăл ывăлӗсене ăслă тăн пама тата тӗрӗс пăхса устерме тăрăшнă. Ӳссе çитсен тăван патшалăхăн вăй-хăватне устерӗр, халăхăн пурнăçне çăмăлматма тăрăшăр тенӗ. Ывăлӗсем ашшӗ сăмахӗсемпе килӗшме тăрăшнă. Анчах та Кубрат патша ӗлӗкех ваттисем пурнăçра йăнăш тунисене шута илме шутламан. Ывăлӗсене ӳссе çитӗнсе пынă май тӳрех патшалăх çӗрӗсене виçсе парса çемьерен уйăрма тăрăшнă тата хăйсен çӗрӗсем çинче хуçа пулма хушнă.

Малалла çапла пулса тухнă. Хăй пурăннă чухнех патшалăха пилӗк пая пайланă. Аслă ывăлне Ватваянне ашшӗн кил вырăнӗ лекнӗ. Унăн алли айӗнче ытларах Дон юханшывӗчен суллахай енчи çӗрсем пулнă. Иккӗмӗш ывăлне Кăтрагăн Дон юханшивӗчен сылтăм енчи çӗрӗсем лекнӗ. Кӗçӗн шăллӗсен çӗрӗсем вара Дон юханшыв вӗçнеллерех пулнă. Вилес умӗн Кубрат ывăлӗсене тепӗр хут çапла каласа хăварнă: «Пӗр-пӗрне хисеплесе туслă пулса пурăнăр. Пӗр-пӗринчен нихçан уйăрăлса саланса ан кайăр. Ӗçсене пӗрле тата килӗшӳллӗ тусассăн патшалăхта вăйлă пулать. Уйăрăлса кайсассăн сире кӳршӗри патшалăхсем çӗнтерсе чурана кӗртме пултараççӗ», – тенӗ. Анчах та сăмахăн хавшаклăхӗ пур. Вăл пӗр хăлхана кӗрсе тепӗр хăлхаран тухса кайма пултарнă.

         Византи манахӗ Феофан Исповедник малалла çапла çырать: «Кубрат патши вилсессӗнех ывăлӗсем пӗр-пӗринпе вăрçăнаççӗте уйăрăлса каяççӗ. Кӗçӗн пулнă виçӗ  ывăлӗсем хăйсен халăхӗсемпе, ваттисен ӗмӗтне пурнăçа кӗртес тесе, хӗвеланăç  еннелле тухса каяççӗ. Çӗнӗ вырăна Аспарух ертсе пыракан йăхӗ анчах çитет.»

 Вӗсем   Дунай юханшывӗ çумӗнче 680 çулсенче палăрнă. Вăрăм çул хушшинче нумайӗшӗ çухалса пӗтнӗ. Хăш-пӗрисене тыткăна илнӗ. Темçе çӗр çул иртсессӗн 1550 çулсенче вырăссен тӗпчевçӗсем пăлхар халăхӗ мӗнле майлă пуçланса кайма пултарни çинчен вырăсла çапла çырнă:

 

  «...преже земля болгарец малых за Камою, промеж великия реки Волги и Белыя Воложки, до Великой Орды Нагайской, а Большие Болгары на Дунае ...», и далее, «Живяху же за Камою рекою, в части земля своея, Болгарские князи и варвари, владеющие поганым языком Черемиским, не знающе Бога, никоего же закона имущи; обои же бяху служаще и дани дающе Рускому царству до Батыя царя». (Сказание о Казанском царстве)

 

Аслă Пăлхар патшалăхӗ саланса кайнине кӳршӗри Хасар патшалăхӗн пуçлăхӗсем тӳрех пӗлнӗ. Вăрçăпа килсе Аслă Пăлхар хуçисем пулнă Ватваянпа Кăтрагăн патшалăхӗсене çӗнтерсе халăхне чура туса хунă.

Халӗ Аслă Пăлхар пулнă патшалăхпа сывпуллашса Атăлçи пăлхарсем патне тарăнмалла пуль тетӗп. Пăлхар халăхӗ саланса кайнă хыççăн Атăлçи пăлхарсем те айванланса юлнă. Хасарсем вăрçăпа килсе вӗсене те çӗнтерсе чурасем туса хунă, пысăк налуксем тӳллетермелле тунă. Пăлхарӗсем налукӗсене вăхăтра тӳллеме ан манса кайчӗр тесе патшан çывăх тăванӗсене тата хисеплӗ çынсене хасарсем хăйсем патне тыткăна илсе кайса усранă. Пăлхарсен Хасар патшалăхне пӗччен çӗнтерме нимле те вăй çитеймен.  Тата çавна та манса каймалла мар. 920 çулсенче Атăлçи Пăлхарӗ тӗнчине славянсен патшалăхех пулать тенӗ. Вăл вăхăтра унăн патши Балтаварăн ывăлӗ аль-Хасан пулнă. Вара славянсен патшии вăйлă патшалăхсенчен пулăшу ыйтма шут туса хунă. 921 çулта хасарсенчен вăртăн тата вăртăн çулпа Аллах туррине ӗненекен патшалăхăн  аль-Муктадир хуçи патне элчелӗх (посольство) йӗркелесе янă. Халӗ вăл Ирак патшалăхӗн шӗкӗр хули Багдад пулать. Пăлхарсен элчелӗхне ертсе пыраканӗ  аль-Хасан патшин шанчăклă дипломачӗ Надир аль-Хурами пулнă. Ăна пулăшаканӗ патша патӗнче ӗçлесе пурăнакан шанчăклă хасар çынни Абдаллах ибн-Башту аль-Хазари пулнă. Вăл Аллах туррине ӗненекен, ислам тӗнӗн йӗркисене лайăх пӗлекен çын пулнă.

         Вӗсем Багдад хулине çитсессӗн мăсăльмансен аль-Муктадир патшине пулăшаканӗ   Ахмад ибн-Фадлан хут çине çапла çырса хунă: «Когда прибыло письмо аль-Хасана сына Балтавара, царя славян, к повелителю правоверных аль-Муктадиру, в котором он просит его о присылке к нему (людей) из тех, кто научил бы его вере, преподал бы ему законы ислама, построил бы для него мечеть, воздвигнул бы для него минбар, чтобы совершалась на нем молитва за него (царя) в его городе и во всем его государстве, а взамен просил о постройке крепости, чтобы он укрепился в ней от царей своих противников, то он получит согласие на то, о чем он просил. Посредником у него был Надир аль-Хурами. И был избран я, Ахмад ибн-Фадлан, для прочтения ему (царю) письма и передачи того, что было подарено ему, и для надзора над факихами и муаллимами».

         Мусульмансен аль-Муктадир патшин посольствине ертсе пыма Ахмад ибн-Фадлана хушнă. Вăл çапла çырнă: «Эпир патшалăх ӗçӗпе славянсен патшалăхне каятпăр», – тенӗ. Вӗсем каллех вăртăн çулпа, хасарсем ан пӗлчӗр тесе, пуш хирсем урлă каçса Хорезм ятлă патшалăх витӗр тухса Атăлçи Пăлхарӗ патшалăхне 922 çулта май уйăхӗнче çитнӗ. Чаплă хăнасене патшалăх чикинче Пăлхар патшалăхӗнче пурăнакан пысăк йăхсен патшисем, аль-Хасан патшан çывăх тăванӗсем кӗтсӗ илнӗ. Тӗп хула чикинче чаплă хăнасене Хасан патша хăй кӗтсе илнӗ, патшалăх пуçлăхӗсемпе паллаштарнă, чаплă тата паллă вырăнсене кăртатнă. Унăн хыççăн хăнасене канма ирӗк панă. 

         Теп кунхиине славянсен аль-Хасан патшиине тата унăн çывăх тăванӗсене, патша патӗнче пысăк ӗçпе ӗçлекенсене, юлташӗсене ислам тӗнне кӗртме тытăннă. Чаплă йӗрке пуçланас умӗн Балтаварăн ывăлӗ аль-Хасан çапла ыйтнă:

         - Эсир хутбара ман ятпа кирлӗ сăмахӗсене мӗнле майлă каласшăн?

         Ибн Фадлан çапла ăнлантарма тăрăшнă:

         - Малтан санăн ятна, унтан санăн аçу ятне аса илеççӗ.

         Ибн Фадлана сăмахӗсене каласа пӗтериччен Аль-Хасан ăна тӳрех çапла çапса каласа хунă.

         - Манăн атте тӗрӗс мар турра ӗненнӗ. Çавăнпа та унăн ятне минбар çинче калама юрамасть. Эпӗ те атте пекех тӗрӗс мар турра ӗненнӗ. Çавăнпа та манăн ята та минбар çинче аса ан илӗр. Анчах та ман улпутăн, Аллахăн пысăк тарçин ячӗ мӗн ятлă?

         - Джафар, тенӗ Ибн Фадлан.

         - Мана унăн ятне илме юрать-ши? - тесе ыйтнă патша.

         - Юрать, - тенӗ Ибн Фадлан.

         Аль-Хасан савăннипе çапла каланă:

         -Анчах эпӗ хама çӗнӗ ят патăм. Малашне эпӗ Джафар ятлă. Аттен ячӗ вара Абдаллах пултăр. Халӗ хатиба манăн çӗнӗ ятпа хутбу вуласа чаплă йӗрке тума хушма пултаратăн, - тенӗ Аль-Хасан - Джафар.

         Хатибӗ славян патша ячӗпе тӳрех тӗн йăлине иртерме мусульмансен тӗп кӗнеки çине çырнă сăмахсене янратарса тăсса вулама пуçланă.

         - О А-а-а-л-л-а-х, пăлхар халăхне ертсе пыракан эмира, хăвăн парăнуллă шанчăклă чуруна Абдаллах ывăлне Джафара пурнăçра яланах сыхласа упрама тăрăш...

         Пăлхар халăхӗн пурнăçӗ çавăн пек пулса тухнăшăн питӗ куллянатăп. Пулăшас килет пулсассăн та пулăшма май çук. Мӗншӗн тесен пулса иртнӗ пурнăçа тавăрма май çук. Кӗскен каласа пани çапла пулчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: