Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ПЕТР СЕРГЕЕВ ИЛЛЮСТРАТОР ÇИНЧЕН

– Юратнă кӗнеке, картина? – Константин Ивановăн «Нарспи» кӗнеки, Виктор Васнецовăн картинисем

Петр Сергеев художник И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Ӳкерес ăсталăх Петр Николаевича ашшӗнчен, Николай Андреевичран, куçнă. П.Н.Сергеев Чăваш Енри Елчӗк районӗнче пурăнать. Тăван районӗнче унăн куравӗсем пӗрре мар иртнӗ. Петр Николаевичăн картинисенче художник чунӗ пулни курăнать, лăпкă та шайлашуллă çутçанталăк куç умне тухать. Уйрăмах куракансене унăн «Çулталăк вăхăчӗсем» картинăсен ярăмӗ тыткăнлать: куç умне тăван тавралăхăн чуна çывăх кӗтесӗсем тухса тăраççӗ. 
Петр Николаевич Чăваш кӗнеке издательствипе тачă çыхăну тытать. Унăн иллюстрацийӗсемпе тухнă хăш-пӗр кӗнекесене кăна асăнар: Георгий Орловăн «Тривим йысна калавӗсем», Елен Нарпин «Пăрлă шыври хӗвел пайăрки», Марина Карягинан «Паттăр вăйӗ – пăтăра», Юрий Терентьевăн «Мăнкун иртсен – тунтикун», Петӗр Çăлкуçăн «Кукамайăм, кукамай», Куçма Чулкаçăн «Сунарçă халапӗсем», Григорий Лучăн «Шип-шип», Юрий Сементерӗн «Йăлăмри Акатуй», «Чап-чап уйăхӗ» тата «Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ. Чувашия родная» сборниксем.

– Искусство – пурнăç.
– Мӗн хавхалантарать сире ӳкерме?
– Мӗн-тӗр пысăкки патне сӗртӗнме пултарас туйăм.
– Юратнă çыравçă, художник.
– Çыравçă – Артур Конан Дойл, художник – Владимир Агеев, унăн стилӗ чăн чăвашла.
– Юратнă кӗнеке, картина?
– Константин Ивановăн «Нарспи» кӗнеки, Виктор Васнецовăн картинисем.
– Май пулнă-тăк, мӗнле художникпе тӗл пулса калаçнă пулăттăр?
– Владимир Агеевпа.
– Пурнăç девизӗ.
– Шухăшлани пурнăçланасса шанатăп.
– Мӗнле кӗнекене ӳкерчӗксемпе илемлетес килет сирӗн?
– Константин Ивановăн «Нарспине».

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев