Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ПИЧЧЕ ПАРНИ

Калав

Паян шăматкун пулнипе урамра пит вылясах та килмест. Куç пӗрмай кил еннелле пăхать. Акă çӳллӗ арçын пӗчӗк пахчана кӗрсе кайрӗ. Сумкки пысăк хăйӗн. Часрах килелле чуптартăм! Пăлтăра хула шăрши сарăлнă. Шурă çăкăр шăрши! Батон е булка тетпӗр эпир ăна. Калушсем хушшинче чыса тăхăнакан арçын пушмакӗ ларать. Пичче! Пичче килнӗ хуларан! Ирхи тӗлӗк чăна килчӗ иккен: Юрик пичче самолётпа вӗçсе килет пек, эп çуран чупатăп. Манран маларах çитрӗ пек. Чăн та, кунӗпех кӗтетӗп, хамăр пӳртрен инçе мар çӳретӗп пулсан та тете маларах çитрӗ.

Сумкинчен сӗтел çине тем чуль тутлă çимӗç кăларса хунă!

 Иринук, атя-ха, анне пӳрте кӗриччен чăлана тухса кӗрер, ман сан валли пӗр япала пур, – терӗ те мана чăлана çавăтса тухрӗ, сумкине те хăвармарӗ.

 Тăхăнса пăх-ха, юрăхлă-ши? Пӗчӗк пулсан аннене каламăпăр, ан пăшăрхантăр. Юрать-и? – терӗ те мана пальто тăхăнтартса ячӗ.

Ах, епле илемлӗ! Шакмаклă-шакмаклă пальто. Пӗр шакмакӗ тӗттӗм хăмăр, тепри çутă хăмăр. Малта икӗ кӗсье, алсише хума ӗнтӗ. Тӳмисем пысăк. Пилӗк тӗлӗнче пӗрмеллӗ. Арки сарăлса тăрать. Çухине сивӗре çӳлелле тăратма пулать тата!

 Шăп кăна. Виçсе çӗлеттернӗ тейӗн. Пăх-ха епле телейлӗ эсӗ! Ну, атя анне патне!

Аннепе пичче алă çупаççӗ, такмак калаççӗ, мана ташлама хистеççӗ. Эпӗ кӗвӗ майăн тӗпӗртеткелесе илтӗм. Шкула кайма çӗнӗ пальто пур!

 Юрик, ху валли укçу юлчӗ-и?

 Маншăн ан пăшăрхан. Манăн пӗр хырăм та пӗр çурăм. Санăн кунта çичӗ хырăм, çичӗ çурăм… Кулянса та макăрса ларнипе ӗç тухмасть. Пуçа усса лармăпăр. Тата хăшӗн валли мӗн илмеллине кала, тепрехинче илсе килӗп.

 Мана шеллесех институт вырăнне завода кайрăн. Вун саккăр тултаричченех ӗçе кӳлӗнтӗн...

 Вӗренме те вăхăт çитӗ-ха, малашне. Халь ӗçлени усăллăрах.

  Пуçна сывлăх, мулна перекет, аслă ывăлăм, манăн тӗрекӗм, – терӗ анне куçне шăлса.

Ирина БОЛЬШАКОВА.

Çӗпрел районӗ,

Куршанкă Шăхаль.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев