Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Пилеш куççулӗ

Калав

Темшӗн ыйхă килмерӗ паян каçхине. Канăçсăрлăха эпӗ уявран çӗрлене юлса таврăннипе çыхăнтартăм. Черккине ӗçнӗ пулсан, тен, ӗç-пуç урăхларах килӗччӗ-и? Мӗн ӗнтӗ вăл пӗр черкке коньяк, сывлăхшăн çеç тесе хистерӗç. Эрех çине аллерги тесе турткалантăм. Тӗрӗссипе, эрне варрипе тӳр килекен çуралнă кунсене юратмастăп эпӗ. Ирпе – ӗçе.  Кунтан юлма юрамастчӗ – çынни хамăрăн.

Упăшка тесен-и? Вăл мӗн? Вăл выртнă-выртман çывăрса кайрӗ. Унăн ытамӗнче тӗлӗрсе кайăп терӗм те – пулмарӗ. Лăпкă çывăракан мăшăрăн вӗри сывлăшӗ пушшех пăшăрхантарчӗ. Майӗпен вӗçерӗнсе хамăн минтер çинех выртрăм.      

Ирхине пит вăраххăн, васкамасăр çитрӗ. Телее, çуркунне ир çутăлать. Çутçанталăк чӗрӗлнӗ вăхăт. Хӗвелӗ те маларах тухать, кайăкӗсем те юррине пӗрремӗш автансемпех тăсса яраççӗ.

Чи малтан хама рете кӗртмелле тесе вӗри тата сивӗ шыв уссине туйрăм. Унтан çывăрайманнипе çаврăнкаласа выртнăран пит çинче пулнă пӗркеленчӗксене якатма пикентӗм. Юрать чунпа та, чӗрепе те художник та. Ку ӗç вăрттăнлăхӗсене чухлатăп кăшт. Тен, кăшт кăна та мар пуль. Пӗр сăмахпа, чипер пит ӳкерме пӗлетӗп. Çын хушшине каймалла-çке. Сăн кӗртмелле. Кама кирлӗ çав-çав сăлтавпа пӗр чӗптӗм куç хупмарăм тени?

Тинех хитреленес ӗçе вӗçлерӗм. Куçкӗскирен хам çине илемлӗ, куçран пăхма вăтанмалла сарă хӗрарăм пăхать. Упăшка мӗн? Ирпе котлетпа пăтă çисе завода васкарӗ. Кая юлма юрамасть. Яланхиллех питçăмартинчен чуптуса тухса кайрӗ вăл. Эпӗ çӗрӗпе çывăрайманнине сисмерӗ те. Кун пирки нăйăлтатса каласа пама тăхтарăм эпӗ – арçыннăн  ӗçӗ яваплă. Кунӗ канăçлă та ырă пултăр терӗм çеç.

 Сӗтел çине турилккепе антараса хунă пăтă та çийӗнмерӗ. Пӗр виçӗ-тăватă кашăкне те пулин çăтса ярас тесе тапаçлантăм, кофепе те пулăшрăм. Çук. Пӗрререн ытла май килмерӗ. Апатланмасăрах тутă. Каллех кунӗпех выçă çӳретӗп ӗнтӗ тесе хам çине тарăхса хăвăрттăн тухса кайрăм.

Ман çул нумай хваттерлӗ икӗ хутлă çурт умӗнчи сад пахчи (полисадник евӗр янтăланă япала) умӗпе иртет. Ку сукмака тахçанах такăрлатнă эпӗ. Хамăр лартнă йывăç-тӗмсемпе мăнаçланса утса пыратăп хальхинче те. Çуркунне шăрши ӳсӗртет мана. Кайăксем тата... кайăксем. Ирех хӗвел хӗртнипе савăнса евӗк юррине шăрантараççӗ.

 Мӗн ку?! Мӗн япали ку? – кăшкăрсах ятăм эпӗ. Умра икӗ çамрăк тунката. Тин çеç каснипе куççульпех йӗнӗн туйăнаççӗ. Те сывлăм ларнипе, те сӗткенӗ тухнипе... Йӗри-тавра пăхса илтӗм те – мӗнле ара эпӗ хамăр юратнă пилеше асăрхаймарăм. Эппин çак татнă вулăсенчен пӗри – пирӗн юратнă пилеш. Эпир, виçӗ хӗрарăм, ăна ытти çирӗм тăватă йывăçпа пӗрле вунă çул каялла лартнăччӗ. Вăрăм урам тăршшӗпе ешӗл хунавсем çӗре кӗртсе тухрăмăр. Хамăр касса симӗслетес, тирпейлес шутпа пурнăçларăмăр çак сăваплă ӗçе. Поселокăн тӗп урамӗпе кун-каçа пин-пин автомобиль иртет те çынсен сывлăхне упрама, çуртсене тусанран хӳтӗлеме шутларăмăр.

Кама пурне те савăнтаракан кăтра пилеш чăрмантарчӗ-ши вара? Кам ирӗк пачӗ-ши çуркунне шап-шурă чечекӗпе, кӗркунне çырлипе савăнтаракан пикене çапла сӗмсӗрле касса тăкма? Экологие сиен кӳнӗ путсӗр çын кам-ши? Директор патне хам ӗçе кăштах кая юлса килессине пӗлтерсе шăнкăравларăм та ял хутлăхӗн кантурӗ вырнаçнă çурта çул тытрăм. Урама илемлетсе тăракан йывăçа касса пăрахнă çынна тупмаллах. Кунашкал йӗксӗксем пирӗн урамра ан пурăнччăр.

 Унта çак самантра депутатсен канашлăвӗ пуçланмалла. Тăхтăр-ха. Хальлӗхе юрамасть, – кăшкăрса юлчӗ хыçран секретарь.

Манăн вара тăхтама вăхăт çук. Вӗрентекене те ӗçре ачасем кӗтеççӗ.

 Кайран мар, халь. Юлнă ӗç çине юр çăвать. Илтнӗ-и эсир çакна? – терӗм эпӗ кăмăлсăрланса куçлăхӗпе юнакан Ольга Семеновнăна. Шала кӗсре тăрса алăка хупрăм.

 Ырă кун пултăр, депутат юлташсем. Каçарăр мана вирхӗнсе кӗнӗшӗн. Ыйтăвӗ васкаса татса пама хистет, – май пур таран лăпкăн ăнлантарса пама, калаçма тăрăшрăм эпӗ.

 Екатерина Владиславовна, мӗн ӗçпеччӗ ирех? Хăвăр куратăр – кашни çеккунт хаклă, – ури çине тăрсах сывлăх сунчӗ пуçлăх.

 Паян пурте уйрăмах тӳресем, çутçанталăк тасалăхӗ, экологие тимлӗх уйăрасси пирки калаçнă хушăра такам, пуçсăрри, çурт умӗнчи пилеше касса тăкнă. Калăр-ха, кун пирки ял хутлăхне кам та пулин ирӗк ыйтма килнӗ-и? – йӗресси патнех çитрӗм эпӗ.

 Ырă çыннăмăр, çак ыйтупа ӗç кунӗ пуçланичченех вӗçтерсе çитрӗр пулать-и пирӗн пата? Тен, унăн хӗвел çутине хуплакан лăстăркка вулли,  тӗлли-паллисӗр вӗçекен çулçисем, унăн айӗнчи типнӗ çӳпӗ-çапă тарăхтарса çитернӗ кама-тăр? – тутине пăрчӗ, чалăштарчӗ ял тăрăхӗн пуçлăхӗ. – Тен, çил ӳкернӗ ăна.

 Каçарăр та, мӗнле вара «çак ыйтупа-и?». Эпир ăна вун пилӗк çул каялла хамăрăн çак алăсемпе лартнăччӗ, хисеплӗ Петр Федорович. Тата вуллине пурăпа сăрласа, имçам сапса, çулсерен типнӗ çулçисене тасатса тăраттăмăр, – пăт татнине хирӗç хуравламасăр юлма пултараймарăм.

 Кăçал ак, çуркунне, малтанхин вырăнне тата тепре лартса хăварăр. Элле, сăтăрçа тупасшăн-и эсир? Кирлӗ-и çук япалапа пуçăра ыраттарма?– кашни сăмахне йӗрӗнсе каларӗ хуçа.

 Пуç кăна мар, чӗре, чун ыратать. Чӗрчуна çаврăннă этемккесене тивӗçлӗ айăплав парсан, тен, çынсем хăйсем пурăнакан вырăна, ентешӗсен ырă пуçарăвне хисеплеме, илеме хаклама пуçлӗç, –  парăнмарăм эпӗ.

 Манран мӗн кирлӗ вара? Екатерина Владиславовна, эсир куратăр вӗт эпир кирлӗрех ыйтусене сӳтсе явма пухăннă. Вăхăт хаклă, – алăк еннелле кăтартасшăн пулса питӗнчи мӗнпур тӗртемне хускатса, пӳрнине сехечӗ çине хурса кăмăлсăррăн каларӗ арçын.

  Мана, Петр Федорович, сирӗн пулăшăвăр кирлӗ. Эсир ларатăр ак кунта, каçарăр та, вун икӗ апостол. Ман çине шанмасăр, кулса пăхатăр. Анчах ан манăр, юлташсем, эпӗ те виçӗ созыв сирӗн евӗрех ял Канашӗн депутачӗ пулнă. Нумай çыннăн терт-нушине татса пама, пулăшма тăрăшнă, – сисетӗп хам та вӗриленсе пынине. 

 Пӗр, ну юрӗ, икӗ йывăçа татса пăрахнипе татăлса кулянатăр. Кӳршӳсем ăна сисмесӗрех юлӗç.

  Пӗлетӗр-и, аслă çул хӗрринче пурăннăран ӗлӗк хуп-хура тусан хăйăр пулса кӗретчӗ хваттере. Ку пилеш капмарланса ӳснӗренпе чӳрече сакки тинех вараланма пăрахрӗ, – уртăм эпӗ. – Юнашар посадкăра ав пăрлă çумăр çӗклемне чăтаймасăр ӳкнӗ йывăçсем, туратсем тирпейсӗр йăваланса выртаççӗ. Путсӗррисен алли кӗçӗтсен унта кайса ӗçлемелле. Йӗркелӗх хуçалантăр пур çӗрте те.

 Çапла, пур çӗрте те йӗркелӗх кирлӗ. Анчах та çакăншăнах полицие, прокуратурăна заявлени кайса памăр ӗнтӗ, – илтӗнчӗ сӗтел хушшинчен. 

 Мӗншӗн юрамасть вара? Эпӗ шăпах çапла тăвасшăн та. Ан тив чӗресӗр çынна явап тыттарччăр. Ыттисем çакна курса сисчевленччӗр. Аллисем йывăçа кӳрентерме ан çӗкленччӗр. Вӗсен те чунӗ пур. Пилеш йӗнине курнă-и эсир? Эпӗ куртăм.

  И-и-и, ара, аплах ан калăр ӗнтӗ. Ара, йывăçсем те, тӗмсем те тата лартăпăр. Планпа, ятарлă программăпа пур пирӗн кун евӗрлӗ ӗçсем-хусканусем. Урама уçă сывлăша тухса вăй хурасси – телей, – тинех ăнланнă пек пулса пуç пӳрнине çӳлелле çӗклерӗ пуçлăх.

 Çапла, сирӗн умӗн ӗçленӗ пуçлăх виçӗ çул каялла темиçе çӗр пинлӗх çамрăк хунав туянса субботникра лартса тухнă тесе отчет панă тет. Анчах та тăван урамăрсене тухса пăхăр-ха – ăçта куратăр эсир вăй илсе ешерекен йывăçсене? Çук вӗсем. Хут çинче кăна. Эпир вара, тӗп урамра пурăнакансем, хамăр пуçарупа пӗрре мар ӗçленӗ ку тӗлӗшпе.   

 Ӗнтӗ халь тин ăçтан уççи-хуппине тупăн? Пулнă-иртнӗ. Шавласа ирттернӗ те ӗçӗ те пӗтнӗ.

 Хут çинче юлнă, çакă та çитет тесшӗн ӗнтӗ эсир.

 Каласшăн мар эпӗ апла. Эпӗ ун чухне ахаль депутат кăна пулнă. Халӗ ав путвалсене кӗрекен шывпа кӗрешмелле. Мӗн чухлӗ çыру выртать ав сӗтел çинче! Сирӗн çуртран та пур. Мăй таран.

 Ăнланмалла. Йӗркелӗхшӗн «çунаканни» çамрăк хунавсем «лартас» умӗн хăй ирӗкӗпе, никампа канашламасăр шыва çӗр айӗнчен çӳле хăпарма памасăр тытса тăракан патвар тирексене тӗпрен кастарса тухнă. Миçе кун нушалантарчӗç, пӗтерчӗç çав ӗмӗрхи йывăçсене. Паян путвалсем нӳрленсе тăнипе, пӗтӗмпех çӗрӗштернипе кӗрешмелле. Çак лару-тăруран тухма майне-шывне шырамалла. Пур йывăçсене кăкламалла мар. Енчен те çыннăн пуçра ăс пулмасан, ăçтан илмелле ăна? Шурлăхра ларакан ялта шурсухалсем ятне тирексем лартса тухнă. Çапла майпа типӗтнӗ ăна.

 Ăçтан пӗлетӗр эсир ăна? – ӗненмерӗ ял тăрăхӗн ертӳçи.

 Кӗнеке нумай вулатăп. Ватăсемпе калаçма юрататăп. Илтме пӗлетӗп вӗсене.  

 Катя... Хисеплӗ Екатерина Владиславовна, тăхтăр-ха, тăхтăр, сирӗн хăвăрăн, тен, сӗнӳ пур. Йывăçа касса татакана пӗлместпӗр тетӗр-вӗт-ха. Никам та курман, – пуçăнчӗ калаçăва депутатсенчен çамрăкраххи. Манăн ӗçтешех-ха вăл. Шкултан. 

 Сӗнӳ пур. Çапла. Тем тесен те çак хăрушă çынна тупмаллах, наказани памалла ăна. Пӗлтӗр капла юраманнине. Енчен те каçхи вăрă кашни каçах икшер-виçшер йывăçа касса татса сăтăр тума шутланă пулсан мӗн вара?.. – йӗрес патнех çитрӗм эпӗ.

 Анчах та çынни аллинне хурса хăварман-çке. Темле майпа шырамалла ăна, свидетельсене тата ăçтан тупмалла? - сассине йăвашлатрӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ.

 Шыраса пăхар пурнăç, ял саккунӗсене сивлекене. Тен, куракансем тупăнӗç. Интернетри тетелсенче, мессенджерсенче «Пирӗн поселок» ятлă ушкăнсем пур. Ку хыпара унта вырнаçтарар. Хăюлăх тупса пӗлтерекене – пысăках мар парне, сăтăрçа – 150 тенкӗ штраф тесе çырас, – хăпартлансах кайрăм эпӗ.

  Мӗншӗн çырас мар, çырас. Ку ӗçе эппин хам çине илетӗп, – терӗ çамрăкраххи. 

 Тата ыйтусем пур-и? Ăнăçсан пире пӗлтерме ан манăр вара, –  сывпуллашма васкарӗ Петр Федорович.

 Тав мана итлесе пӗтернӗшӗн, канашсемшӗн. Кайрăм вара, – пурне те тухăçлă кун сунса хам та ӗçе чупрăм.     

 Сăлтавӗ витӗмлӗ, ял чечеклентӗр тени, кунти тирпейпе хăтлăхшăн  кӗрешни сăваплă, – пӳлӗмрен тухнă чухне хӗрарăм-дупутат сасси  хăлхана кӗчӗ.

Эпир кӗрешмесен – кам? Хамăн вара чӗре çурăлать. Çутçанталăкăн кашни тапхăрӗнче юратнă пилеше сăнама юрататтăм эпӗ. Шап-шурă чечекӗ манăн чун-чӗреме килентеретчӗ. Уйрăмах çуркунне. Качча каяс пике пек шурă пӗркенчӗк айӗнче ларакан хӳхӗм йывăçа аса илтеретчӗ вăл. Чи чечен савнине... Çак илеме пăхса ытарма çукчӗ. «Ахальтен хӗрарăмпа танлаштараççӗ, юрăсенче те çак сăнарлăхпах палăрать», -   теттӗм ăна иккӗмӗш хутран сăнанă май. Çӗр-аннемӗр тухăçлăхӗпе хăтлăх палли. Пилеш çырлисем – вăйлă юратупа çемье телейӗн палли. Çирӗп çемьене палăртакан йывăç. Анне каланă тăрăх, ахальтен мар ăна тин çеç çемье çавăрнă çамрăк мăшăрсем хăйсен çурчӗн чӳречи тӗлне лартнă, çырлисене кантăк хушшине хурса хăварнă. Халь çук ӗнтӗ текех эсӗ  пирӗнпе юнашар. Кампа калаçăп эпӗ чӗрене тунсăх пусса илсен. Кампа пуплесе чунăма пусарăп?

Утнă май мăшăра та шăнкăравласа пӗлтертӗм çухату пирки. Сассинчен вăл та тем пек кулянни сисӗнчӗ. Çак йывăç вăй илсе пӗлӗтелле кармашма тытăннăранпа унăн мăшăрӗ, сăмах ман пирки-ха, тусан аллергийӗпе асапланма пăрахрӗ. Поселока никӗслесен лартса тултарнă тирексене кăлăхах пӗтерчӗç.

Шкултан таврăннă чухне ятне хирӗçри аптекăна кӗтӗм. Унта черетре çын самаях пухăннă. Иккӗнех васкаса ӗçлеççӗ сипленме пулăшакансем.

 Мария Петровна, сирӗн аптека çурчӗ çинче видеокамера çук-и? Пур тесе каланă пек астăватăп, – ыйтрăм кӳршӗсенчен.

 Пур, пур. Иккӗ те.

 Вăт ку аван.

 Салам, Екатерина Владиславовна. Мӗн пулнă ара? – кăсăкланчӗç ӗçлекенсемпе черетрисем.

   Ав, ӗнер çурт умӗнчи пилешпе унăн çумӗнчи тӗмескене камăн-тăр çылăхлă алли касса татнă. Халь çеç прокуратурăпа полицие заявлени кайса çыртăм. Унтан килнӗ йӗрке хуралçисене видеокамерăна çакланнă самантсене кăтартăр тархасшăн. Сăтăрла ӗç, ахăртнех, çӗрле пулнă.

 Паллах, кăтартатпăр. Мӗншӗн пытарас пирӗн.

Çак хушăра черетре тăракан икӗ хӗрарăм ним туянмасăрах аптекăран тухса кайрӗç. Катя та хуçисене тав туса вӗсем хыççăн тухрӗ. Килӗ еннелле утрӗ.    

Пăрăнчăкра ăна пӗр çуртра пурăнакан Евгень аппа кӗтсе тăрать. Чим-ха, пӗри, аптекăран черечӗ çитмесӗрех тухса каяканӗ, вăл вӗт.

 Екатерина Владиславовна, Турăшăн та, хӗвелшӗн те ыйтатăп сиртен...

  Ăнланмарăм-ха мӗн ӗçпеччӗ эсир, кӳршӗ? – тӗлӗннӗ пек пулса тăтăм пӗр самантрах.

 Каçарăр мана тархасшăн. Илӗр заявленине каялла. Тӗрмене ларас килмест манăн. Штраф та ав мӗнле пысăк теççӗ. Ăçтан тупайăп çакăн чухлӗ укçа? – йӗнӗ пек калаçрӗ Катя çуртӗнче пӗрремӗш хутра пурăнакан хӗрарăм. 

 Ав эсир мӗн пирки калаçатăр. Эппин, умра халӗ кăтра пилеше касса пăрахнă этем тăрать  тесе ăнланмалла манăн? – çилӗ тулсах пычӗ ăш-чикӗмре.

 Пӗлместӗп мӗншӗн ытла тарăхса тӗп турăм ăна? Çӗрле касса татрăм. Ыттисене те кăкласшăнччӗ те, тем чарчӗ. Хулăн вулăллă пилеш малтанах парăнасшăн пулмарӗ. Çапах та пуçланă ӗçе вӗçне çитертӗмех.

 Вăйлă çын вара эсир. Мӗнле пысăк ӗçе пурнăçа кӗртнӗ. Хăрушла вăйлă çын.

  Чӳречене хуплать терӗм-ши? Пилеше пула яланах çутă вырăнне хура мӗлке ӳкет. Эсир лартнă пилеш ытла та çывăрмалли пӳлӗм тӗлӗнче ӳсет-çке. Капла та ӗнтӗ – хваттерти пур чӳрече те çурçӗр енне тухаççӗ.  Манăн вара хӗвел пайăркисем лектерес килет, – каласа пама пикенчӗ çулланнă хӗрарăм.

 Ăна ахăртнех, çитернӗ ирхи калаçăва. Поселок чатӗнче çырса кăларнă пуль-ха сăтăрлă ӗç пирки. Штраф парасси ав епле хăратнă.

 Аллăра пăчкă тытиччен, Евгень аппа, нивушлӗ вара сирӗн кӳршӗ-аршăпа, манпа калаçмалла марччӗ. Мӗнле те пулин йышăну тупнă пулăттăмăр. Чарăттăм сире. Ку пилеше пăхса ытарма çукчӗ-çке. Çӳллӗ те, илемлӗччӗ. Çуркунне чечекне ытарма çукчӗ, кӗркунне – çырлине, –  каллех канăçсар чун туртса ыратма пуçларӗ.    

  Пайтахранпа хампа илсе çӳрерӗм ку шухăша. Халӗ кулянатăп. Йывăç пулмасан та ку енне сайра хӗвел çаврăнать. Каçпа çеç пӗр саманта хăнана кӗрсе тухать вăл. Ухмах пуçа хам çирӗм пулать капла, – сиксе чӗтрет айăпласран хăракан. Унтан сасартăк тепӗр тема çине куçса. – Путвалта та ав виççӗмӗш çул ӗнтӗ шыв тăрать. Никам та килсе пулăшу аллине тăсмасть, – терӗ.

 Вăт халь эсир ырă ӗç турăр ӗнтӗ. Халь шыв та «чакать». Кӗпе-тумна та кладовкăра нӳрӗк шăрши çапма «пăрахать». Çынсем çывăрнă чухне вăрттăн çӳресси вырăнне ял хутлăхӗн администрацине каймаллаччӗ те чăмăрупа сӗтеллине тăр-рăс çапмаллаччӗ. Аяла анса сăлтавне тӗпчесе тупчăр, килсе тӗрӗслеччӗр. Пирӗн канăçлăха, сывлăха упракан йывăçа ахалех йӗртмелле марччӗ. Е ав посадкăна кайса хăрнă йывăçсенчен тасат. Унта паян кăмпа шырама кӗме те хăрушă. Ним йӗрки çук, – терӗм эпӗ лăпланаймасăр.

 Каçар ӗнтӗ мана, Катя. Екатерина Владиславовна, ăçтан тупăп ӗнтӗ эпӗ çӗр ытла пин тенкӗ? Экологсене тӳлеме штраф ăçтан илӗп? Пенси те манăн пысăках мар. Килте упăшка та вăрçать, ватлăхра та ăс кӗмен тет. Тӗрмене лартсан вара... – йӗрсе такмакларӗ кӳршӗ пӗрмай.

  Çырман эпӗ ниçта та заявлени. Лăпланăр. Анчах та ял Канашӗн депутачӗсен ларăвӗнче хамăн шухăшсене пӗр хăрамасăр каларăм. Вӗсем мерăсем йышăнма пултараççӗ пуль тетӗп. Ахалех кӳрентертӗр, кăкларăр эсир ним айăпсăр пилеше. Еплерех илем парнелетчӗ вăл поселока, таврана тутлă шăршă сарса савăнтаратчӗ. Киленӳсӗр пуçне урăх нимӗн те туйман, паллах, сирӗн çемйӗр те. Лартăр мӗн те пулин паян-ыранах çак йывăç вырăнне, – вăйран кайса подъезд алăкӗ еннелле пăрăнтăм эпӗ.

Елена АКСУПИ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев