Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

«ПУÇ СЫРМАН ШУХĂШСЕМ» – ПУРНĂÇРИ ЧĂН ПУЛĂМСЕМ

Пытармасăр каласан, ăна, хальхилле мар пысăк, сулмаклă кӗнекене (пысăк форматлă 260 страница ытла!), ялта çуралса ӳснӗ, унтах тӗпленнӗ тата çавăнтах пурăнакан Тăхăрьял тăрăхӗнчи çыравçă мар, пӗр-пӗр паллă институтра тӗпчев енӗпе ӗмӗрӗпех тăрăшнă наука ӗçченӗн шухăшсене çыхса тăракан монографи пекех туйса илетӗн

Анатолий Малышевăн çулталăк каярах çак ятпа тухнă сумлă кӗнекине чи малтан вулама тивӗç пулнăран, эпӗ çав кăларăма тата авторăн пӗтӗмӗшле творчествине хам пӗлнӗн  хакламалла пек тесе шутлатăп. Анчах кăларăма темиçе хутчен (вун пилӗк-çирӗмрен кая мар!) алла тытрăм, виçӗ ăстрăм пӗтӗмпех вуларăм пулсан та, тӗплӗ тишкерӳ тума çав-çавах мехел çитерейместӗп. Мӗншӗн тесен унăн талантӗнчен, тавракурăмӗпе творчество пултарулăхӗнчен çав-çавах тӗлӗнме пăрахаймастăп... Паянхи ăрушăн мӗн чухлӗ çӗнӗлӗх унта! 

 

   Хайлавӗсенчен чылайăшне çур ӗмӗр каяллах çырнă пулсан та, автор али витӗр тухнă йӗркесем паян çеç  çырнăн – ку чухнехилле тата хальхи пурнăçпа хăюллă танлаштарни тата витӗмлӗ сӳтсе явни пынă пек илтӗнеççӗ. Кашниех хăй тӗллӗнлӗхпе, анлă пӗлтерӗшлӗхӗпе палăрса тăрать. Пытармасăр каласан, ăна, хальхилле мар пысăк, сулмаклă кӗнекене (пысăк форматлă 260 страница ытла!), ялта çуралса ӳснӗ, унтах тӗпленнӗ тата çавăнтах пурăнакан Тăхăрьял тăрăхӗнчи çыравçă мар, пӗр-пӗр паллă институтра тӗпчев енӗпе ӗмӗрӗпех тăрăшнă наука ӗçченӗн шухăшсене çыхса тăракан монографи пекех туйса илетӗн. Ахальтен мар пулӗ, автор ăна хăй тахçанах чӗрипе шăратса кăларнă «Манăн пурлăхăм»  сăввипе уçать:

 

Манăн тӗксӗм сăнлă пӳлӗме

Ултавлă чунлă шуçăм,

Пит сыхă вăрă кӗнӗ пек

Шăвать. Кантăкăм уçă...

Кирек мӗне ил суйласа,

Сăмах та каламастăп.

Алçырусемлӗ хутаçа

Анчах парса ямастăп.

Унта ман шухă сăвăсем.

Вӗсем ман чуншăн – пурлăх.

Несӗлӗмсем, мăнукăмсем

Вулаччăр... ӗмӗр урлă.

 

Çапла, ӗлӗк те, халӗ те чăн-чăн çыравçăсем (сăвă-калав е капашсăр калăплă роман-эпопейă хайлать-и вăл) яланах халăх юратакан «чун инженерӗ» (Макçăм Йӳççи Горький каларăшле),  пулнă. Çавна пула вӗсем, ялан тенӗ пекех (патша саманинче те, совет влаçӗн çулӗсенче те, хальхи «демократиллӗ» пурнăç тесе ят панă, пӗтӗм тӗнчере ахаль çыннăн юнне ӗçме хатӗррисем йышлă тапхăрта та) пуçлăхсем пӗр кăмăллăн хапăлласа йышăнакан эртел пулаймаççӗ. Вӗсенчен чылайăшӗ çӗр-çӗр çул каялла тӗнчене килнӗ Александр Пушкина та чунтан хапăлласа йышăнма хăват çитереймест.

«Шăпах çакна шута илсе эпир, Пӳркелӗнчи Малышевсен йăхӗнчи тата мана хисеплекенсен пысăк ушкăнӗ, мӗн авалтанпах талантлă çынсен  пӗчӗк çӗршывӗ пулнă Тăхăрьял тăрăхӗчне çулсеренех Сăвă уявӗ ирттерме пуçларăмăр»,– тенӗччӗ пӗррехинче Анатолий Меркурьевич Малышев, асăннă кӗнекен авторӗ тата Пӳркелӗнче Юркка Иванӗн музейне йӗркелекен, ăна тытса тăракан паллă ăсчах тата пурте лайăх пӗлекен таврапӗлӳçӗ.

   Апла пулсан, «Пуç сырман шухăшсем» – пирӗншӗн паян кунчченех наукăпа культура тата этнографи енчен тарăн тишкерӳ туман Тăхăрьял халăхӗн шăпипе историне  литературăпа публицистика мелӗпе çирӗплетнӗ хушма уçăмăмлăх пулса тăрать.

   Автор, нумай-нумай шанчăклă çăлкуçсемпе, çав шутра Григорий Тимофеевăн «Тăхăрьял» этнографи очеркӗсемпе те усă курса, хăй çуралса ӳснӗ тата пурăнакан ялсенчи халăх çинчен пӗр савăнса, пӗр хурланса витӗмлӗ материалсем çырать. Кунти чăвашсем ӗмӗртен ӗçчен, хăйне евӗрлӗ культурипе йăла-йӗрке енчен пуян пулсан та, хăйсен чăн ирӗклӗхне курманпа пӗрех иккен. Вӗсенчен тăтăшах чăтмалла мар хырçă-харçă, налук сӗпӗрсе тăнă. Маттур та пуçаруллă хӗрӗсене час-часах пӗр килӗшӳсӗрех пуянсем вăрласа кайнă.

   «Пур енчен те ирӗклӗ» совет çулӗсенче те влаç асăрхаман пусмăрçăсем пулнă иккен. Хăш-пӗр коммунистсемех ялти паллă йӗкӗтсен хӗрӗсене хӗрӗннӗ. çакăн пирки çыравçă «Анне» сăввинче уçăмлăн каласа партать. Вăл тăпхăрта та фермăсенче, уй-хирте тăрăшакан чи сумлă ӗçченсен шучӗпе ыттисем Герой е ырă ят илни те пулнă-мӗн.

Çав вăхăтрах Тăван çӗшывăн Аслă вăрçи пурне те чăн-чăн партиот пулма хистенӗ.  Авторăн ашшӗ 1942 çултах хаяр çапăçу хирӗнче çухалнă. Апла пулин те унăн амăшӗ икӗ ачине çитӗнтерсе ӗçченлӗхпе сăпайлăх тата пысăк пултарулăх парнеленӗ. Анатолий Меркурьевичăн хăйӗн кун-çулӗ те çакна аван çирӗплетет. Вăл, чăн-чăн «Вăрçă ачи». Мӗн пӗчӗкрен вӗренӗве, ӗçе туртăннăскер, салтак тивӗçне чыслăн пурнăçланă хыççăн çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса «пурнăç университечӗ» витӗр тухнă.  Çакă çамрăк вăйпиттие, тăван ене таврăнсан, кирек ăçта ӗçлесен те, хăйшӗн мар, халăхшăн, чăваш чӗлхипе литературине тата культурине аталантарассишӗн пӗтӗм вăйран тăрăшма хистесе тăнă. Кунта ăна юратнă мăшăрӗ, пысăк талантлă, пултаруллă кил хуçи тата алӗç ăсти Нина Андреевна  куллен хавхалантарса тата тӗрев парса  пырать, витӗмлӗ пулăшу парать. Хӗрӗ-ывăлӗсем те куллен вăй парса тăраççӗ.

   Çапах та... Çӗнӗ Раççейри хăш-пӗр тӳнтерлӗ пӳлӗмсене те асăрхамасăр иртмест  канăç мӗнне пӗлмен автор.  «Ӳстернӗ çӗршывăм..   Ухмах йӗркӳсем ... Ашшӗ тунине ун ачи çӗмӗрет,– пусăмлăн палăртать вăл.  – Саланнă ялсем... Хире пусса илнӗ пиçен те мăян. Çапла «тăрăшаççӗ» хальхи пуянсем, тӗнче тăрантарнă уйсемшӗн... паян». «Авалхи тухья хӳхлевӗнче» вара чăвашăн аваллăх культури, хăйтӗллӗнлӗх çăл куçӗпе чӗлхине упрас енӗпе паянхи ăру та, ашшӗ-амăшӗ те çителӗксӗр ӗçлени пăшăрхантарать ăна.

   Чăнлăхпа культура, çӗршыва юратни тата ытти  ÇЫНЛĂХПА çыхăннă кăмăл-сипет тарăннăн хумхантарать Анатолий Меркурьевича. «Мана тӗнче шакка-шакка вӗрентнӗ чăлах çынра та паттăрлăх курма» – тет вăл вăрçăра юн тăкса, аран çапăçу хирне ӗмӗрлӗхе выртса юлман Валентин Урташа халалнă поэминче. Каярахри страницăсенче  «Аслă вăрçăн юлашки ветеранӗ» хайлавра фронта каякансем юрланинчен тăрса юлнă йӗркесем янăраççӗ: «Çавра кӳлле чул пăрахрăм, çаврăнса ӳкейӗ-ши? Çамрăк пуççăм, тăван ялăм, çаврăнса килейӗп-ши?» Чăнах та, вӗсенчен чылайăшӗ çапăçу хирне выртса юлнă. Анчах фронтовиксен хӗрӗсемпе мăшăрӗсем, ачисем кӗске вăхăтрах пурнăçа çӗнетме пултарни такама та чăнлăха витӗр пăхма хистет.

   Кӗнеке авторӗ тимлӗхӗче Тăхăрьял тăрăхӗнчи çыравçăсем те яланлăх вырăн йышăннă: «Ирӗклӗхпе пӗртанлăх йыхравçи» Тайăр Тимкки, вăрçă паттăрӗ, каярахпа Чăваш Республикин Писательсен канашне вăрах вăхăт ертсе пынă Николай Дедушкин полковник, Валериан Ашкеров, Николай Зимин, Николай Дворов пек вăрçă  ачисем тата ытти те.

   Сăмах май каласан, Анатолий Меркурьевич хăй те вăрçă нушине чунӗпе тӳссе ирттернӗ. Пӗлтӗр тăххăрмӗш теçеткене ярса пусрӗ. Шел, тӗнчере хăрушă чир алхаснине пула унăн пысăк менельникне тăваймарăмăр. Ун вырăнне ăна кăçалхи çураплнă кунӗ ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр, творчество каçалăкӗнче çӗнӗ ăнăçлăхсем тума сывлăх сунатпăр.

 

 Анатолий ТИМОФЕЕВ,

Раккасси ялӗн хисеплӗ çынни,

Чăваш Республики культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев