Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ПУЙНĂ КУН ИРХИНЕ ИРЕХ ПӖÇЕРӖПӖР…

Çуркунне те çитрӗ, хӗвел хăйӗн ăшшине шеллемерӗ. Пирӗн те пысăк савăнăç, эпир те выляма урама тухатпăр. Хӗлле ăшă тумтир çуккипе пӳртре анчах вылянă. Çурхи шыв юхса пӗтнӗ-пӗтмен эпир çара уран чупатпăр. Лиза, Райкка, Валя, Нина юлташсемпе темиçе тӗрлӗ вăйă вылятпăр. 

Ял хуçалăхӗнче те акана тухрӗç. Машина-трактор пулман çав, аслă аппасем, çамрăкрах хӗрарăмсем лашасемпе те вăкăрсемпе ака тăваççӗ.  Килти пахчана кӗреçепе чавса паранкă акатпăр, ирхине иртерех тăрса тухатпăр та каçхине питӗ каçа юлса кӗретпӗр. Аннесемпе аппасем хăçан каннă-ши? Паранка сухапуç туртса акатчӗç, виççӗн малтан туртаççӗ, хыçалта пӗри суха пуçне тытса пырать, ачасем эпир вăрлăхне пăрахса пыратпăр. Икӗ-виçӗ çемье пӗрлешсе ӗçлетпӗр. Вăрлăхне анне хӗлӗпе хатӗрлетчӗ, паранка питӗ çӳхе шуратса «куçӗ» тӗлне хулăнрах касса илетчӗ те кӗлпе сапса тăпрас çине хурса пыратчӗ. 

Эпир, вăрçă вăхăтӗнчи ачасем, çамрăклах ӗçе вӗреннӗ. Пӗчӗк витресемпе çырмаран шыв йăтса савăтсем çине тултараттăмăр, çăлтан илсе килнине пӳрте лартаттăмăр тата яшка хуранне ярса витсе хураттăмăр. Анне килсенех яшка пӗçерме çамрăк вӗлтӗрен, мăян çулçине пуçтарса килсе çуса хатӗрлеттӗмӗр. Ӗçрен аннесене эрнере пӗрре йывăç кашăкпа виçелесе 5-6-шар кашăк çăнăх паратчӗç. Каçпа ӗçрен килсенех анне вӗрекен шыв çине кăштах паранкă яратчӗ, çăнăхне ярса пăтратса тăратчӗ, шӳрпи çăрарах пултăр тесе вӗлтӗрен, чӗкӗнтӗр çулçи тураса яратчӗ, питӗ тутлă яшка пулатчӗ. 

Пирӗн ӗç нумайччӗ, аннене пулăшас килетчӗ, урайне сӗреттӗмӗр те юлташ патне чупаттăмăр. Вăл сӗрнӗ-и-ха тата камăн урайӗ тасарах? Паранкă пахчинче çум пуçтараттăмăр, анне пире мухтатчӗ вара. Мӗнле лайăх вăл анне мухтаса пуçран шăлсан. Эпир выляма кайма та вăхăт тупнă. Çимӗкчен çиччӗ шыва кӗмелле, çичӗ тӗрлӗ курăк çимелле пулнă. Эпир кунне çичӗ хут шыва кӗреттӗмӗр, çитмӗл тӗрлӗ курăк çиеттӗмӗр. 

Аслатиллӗ çумăр килсен кӳрше кайса лараттăмăр. Кӳршӗре Петӗр старикпе Улька карчăк пурăнатчӗç. Аслати иртнӗ-иртмен урама тухса шыв кӳлленчӗкӗсем тăрăх чупаттăмăр. 

Пирӗн савăнăçӗ те вăйăра анчах пулнă çав. Паян Лиза патне хăнана каятпăр. Пуканесене çӗтӗк çăпата çине лартатăп та хăнана туртса каятăп. Пуканисене аппа улăмран е çӗтӗк татăксенчен майлаштарса панăччӗ. Лиза хăнасене кӗтсе тăмран сӗтел тунă, чашкисем, турилккисем çинче тăмранах булкăсем, йăвасем туса хунă. Куркана тăм, ун çине шыв ярса пăтратса сăра тунă. «Ӗçсе-çисен» пуканесене çывăрттартăмăр та хамăр шыва кӗме чупрăмăр. Пăхатпăр, çырма леш енче икӗ хӗрарăм пысăк хуранпа яшка пӗçереççӗ. Хирте ӗçлекенсем валли. Пирӗн пӗлес килет ӗнтӗ мӗн ярса пӗçереççӗ-ши яшкине? Пӗве урлă каçрăмăр та хуллен хуран патнелле пытăмăр. Çырма леш енче кӳршӗ колхоз тутарсемччӗ. Эпир тутарла калаçа пӗлместпӗр, вӗсем – чăвашла. Ватăрах хӗрарăмӗ ăнланчӗ пуль çав, чашкăсем илчӗ те пире яшка антарса пачӗ, хăйӗн куçӗ куççульпе тулнă. Хăйӗн ачисене аса илчӗ пулӗ çав. Яшки питӗ тутлă, унта вӗлтӗрен яманччӗ. Эпир тавтапуç терӗмӗр те пӗтӗм чунтан савăнса  киле чупрăмăр. Каçхине аннене каласа патăм. Анне пирӗн çине нихăçан та сасă хăпартман. «Ачам, урăх унта ан кайăр, ыйткаласа çӳрени пулать вăл, аçу вăрçăран таврăнсан мӗн калӗ пире», – тет.

Урамăн леш вӗçӗнче шăхличӗ сасси илтӗнет, тутар усламçă килнӗ ӗнтӗ. Пӗчӗк урапине туртнă, урапи çинче пӗчӗк арча, мӗн кăна çук унта: йӗп, çип, пуç тури (вăл вăхăтра питӗ кирлӗ япала пулнă), тӗрлӗ тӗслӗ краскă (çипсем пӗветме илетчӗç, аппасем кивӗ тутăрсене, чӗрçиттисене пӗвететчӗç те çӗнӗ тутăрсем пулатчӗç), тăм шăхличсем, пӳрнескесем (вăл вăхăтра çӗлекен машина камăн пулнă-ха? Алăпа çӗленӗ вӗт), ачасем валли чăмламалли сăмала пурччӗ. Пурне те çӗтӗкпе улăштарнă. 

Паян манăн пысăк ӗç-ха. Ура пичӗ çуркаланса юн тухса тăрать, питӗ ыратать. Халех тӳрлетес пулать, Валя патне тупăлла выляма каймалла. Резина туппи Валян кăна çав, пирӗн те тупă пур та, ăна е çӗтӗксенчен чăмăртакаласа панă е ӗне çăмӗнчен (çуркунне ӗнесем те çăмӗсене тăкаççӗ, мӗншӗн тесен питӗ япăх хӗл каçнă). Çырма хӗрне анса хупах çулçипе çырма шывӗпе çусан, çиелтен тăмпа çемçетсе сӗрсе хурсан тӳрленет. Тепӗр сехетрен выляма каймалла. Сехетсем пулман вӗт, вăхăта хӗвеле çурăмпа тăрса хăвăн сулхăну миçе пусăм пулать, çавăн тăрăх чухланă. Эпӗ  Лизапа Райкка патне чупса çитрӗм. Вӗсем мана кӗтсе тăраççӗ. Валяна выляма тухма тӗпел чӳречинчен шаккаса чӗнетпӗр. Чӳречерен ытарма çук аван шăршă – çăкăр шăрши– кӗрет. Марье аппа  паян çăкăр пӗçернӗ те тӗпел сакки çине кăвас çиттипе витсе хунă иккен (Марье аппасем аван пурăнатчӗç çав). Эпир Валя çинчен те,  тупă çинчен те мансах кайрăмăр. Çăкăр шăршипе киленсе тăратпăр.

Каçхине çывăрма  выртсан аннерен ыйтатăп: 

– Анне, эпир хăçан çăкăр пӗçеретпӗр?

– Эх, ачам, пуйнă кун ирхине ирех пӗçерӗпӗр, – тет. 

Çав кунтан пуçласа кашни ир вăрансанах тӗпел сакки çине пăхса илетӗп – çăкăр çук. Эпир паян та пуйман иккен тесе хашш! сывлатăп та куçа хупатăп. 

Епле асаплă, хӗн пурнăç пулсан та халăх парăнман, вăрçă чарăнсан яла сывă юлнă арçынсем таврăнсан пурнăç çăмăлланасса ӗмӗтленнӗ, пӗрне-пӗри пулăшнă. Эпир ачасем «пуйнă» кун ирхине хăçан çитӗ-ши тесе кӗтсе пурăннă... 

Васелисса СЕМЕНОВА.

Ульяновск хули.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев