Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ШКУЛА КАЙМАЛЛА

Калав

Паян Фёдор шкула кăшт кăна кая юлса килчӗ. Пит кичем хăй. Темшӗн кăмăлсăр. Никампа та калаçмасть. Вӗрентекен çакна асăрхарӗ те чăтаймарӗ:

 Фёдор, мӗн пулнă? Е кам та пулин кӳрентерчӗ-и сана? – тесе ыйтрӗ.

 Аха! Кӳрентерчӗ çав!

 Кам? – тӗлӗнчӗ учитель.

 Эсӗ!

 Эпӗ? Мӗнле майпа?

 Вăл паян ирех урма пуçланă-ха, шкула урăхран каймастăп тет. Анне вăрçрӗ-ха аван кăна, пурпӗр лăпланаймасть, – пӗлтерчӗ Фёдорăн аппăшӗ.

 Фёдор, мӗншӗн шкула килесшӗн мар вара эсӗ? – тӗпчерӗ учитель.

 Тарăхтарса çитертӗр мана! Вуламалла, çырмалла, шутламалла! Кăшкăрма юрамасть! Парта тăрăх чупма юрамасть! Ман урамра выляс килет!

 Юрать, Фёдор, çапла пултăр. Атя, кӗнекӳсене пуçтар та килне кай. Урама выляма тух, – лăпкăн хуравларӗ вӗрентекен.

 Мана вӗсем текех кирлӗ мар! Кунтах юлччăр! Кӗнеки те, тетрачӗ те, сумки те... Курас килмест вӗсене! – терӗ те Фёдор алăка шалт! хупса хăварчӗ.

 Ухмах пулан-ха вӗренмесен, – шăллӗшӗн куляннипе макăрса ячӗ Алина.

Кӗтмен çӗртен алăк яри уçăлчӗ:

 Эс ху ухмах, вӗрен! Эп ахаль те ăслă! – кăшкăрса хăварчӗ Фёдор.

Чӳречерен сарă çӳçлӗ пуç мӗлтлетсе иртнине пурте курчӗç. Кайрӗ. Чăннипех кайрӗ. Шалт тӗлӗннипе учитель пӗр самант хытса тăчӗ, унтан часрах телефон патне чупса тухрӗ.

 Лидя аппа, часах Фёдор килӗре çитет, эсир ăна, тархасшăн, ан вăрçăр. Унăн вӗренесси килмест. Кӗнекисене те шкултах хăварчӗ. Пӗр кун кăна мар, ик кун та кӗтме тивӗ. Шкула ирӗксӗрлесе ан ярăр. Ик-виç кунран, тен, хăйех килме шутлӗ…

Килӗнче амăшӗ ятламаннинчен Фёдор тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ. Вылямалли теттисене урай варрине сапаласа пăрахрӗ – пӗри те илӗртмест. Хăйăр çинче вылясшăн пулчӗ – пӗччен кичем. Урама тухрӗ – никам та çук. Ун-кун сулланкаласа çӳресе аран кун иртрӗ.

Алина шкултан таврăнчӗ. Шкулта мӗн пулса иртни çинчен каласа пачӗ, амăшӗ ăна çăвар карса итлесе ларать. Фёдорăн мӗн каласа памалла? Пӗтӗм кăсăклă самантсем унсăрăнах пулса иртнӗ…

Тепӗр кун Фёдор амăшӗ вăратма пыричченех тăрса ларчӗ, шăлне тасатрӗ, питне çурӗ, шкул тумтирне тăхăнчӗ:

 Алина, вăран, шкула каймалла, – терӗ вăл хавассăн.

Ирина БОЛЬШАКОВА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев